Кайăк тусĕ :: 33. Тăвăл
Шатра Михала килĕнче тăвăл тухнă...
Çутçанталăкра тăвăл тухас умĕн тĕрлĕ паллăсем курăнаççĕ: уяр кунах хĕвел анăç хĕрелет, каçхине çăлтăрсем хытă мăчлатаççĕ, уйăх тĕлĕнчен пăс евĕрлĕ пĕлĕтсем хăвăрт шăвăнса иртеççĕ, тепĕр кунне хĕвел тухăç хĕрӳ çулăм пек йăмăхланса каять. Вара каçчен тăвăл тухасса кĕтсех тăр.
Çын пурнăçĕнчи тăвăл çывхарса килнине урăх паллăсенчен сисме пулать. Шатра Михала хăйĕн çемйине тăвăл килсе силлессе çĕнĕ çул иртсенех сисрĕ. Чи малтанах ăна кĕтмен çĕртен суда чĕнчĕç. Райцентра кайнă чух вăл çул тăршшĕпех хăйне мĕншĕн суда чĕнни çинчен шухăшласа пычĕ. Юлашки вăхăтра вăл сунар саккунне сайра пăскаланăччĕ. Ытти çулсенче вăл пăши ашĕнчен татăк пурăнакан марччĕ, кăçал, Тараевпа унăн сĕмсĕр егерĕсем чăрмантарнине пула, шăрттан таврашĕ астивсе те кураймарĕ. Юр çунăранпа та мĕнпурĕ виçĕ карăк çеç тытса çирĕ. Çавăншăн чĕнмерĕç-ши суда? Çук, уншăн пулас çук. Карăк тытнине никам та курманччĕ-çке. Тепре, çил-тăман ахăрнă чух, Тăрна Иванĕ кайăксене тăрантарма тунă ӳплене серепе карса вунă хир чăххи тытнăччĕ. Ăна та никам асăрхаманччĕ. Мăйкăча çакса мулкачсем те тытман. Мĕн мурĕшĕн чĕнчĕç-ха çав суда?
Халăх сучĕн çурчĕ умĕнче вăл Тăрна Иванĕпе хăйне çуркунне ăсансене пĕчĕк калибрлă винтовкăпа персе вĕлернĕ чух тытнă комсомолецсене хирĕç пулчĕ. Вĕсем вара калаçса кайрĕç.
— Ну, Баранов, — терĕç вĕсем, — штраф тӳлеме хатĕрленсех тăр!
— Мĕнле штраф? Эпĕ нимĕнле йĕркене те пăсманçке? — чăннипех тĕлĕнчĕ Михала.
— Çуркунне ултă ăсан тытнине мантăн-им? — йĕкĕлтесе ыйтрĕ çамрăксенче пĕри.
— Э-э! Вăл ĕç тахçанах мăкланса ларнă пулĕ. Уншăн суд мана тӳрре кăларнă-çке.
— Ун чух судья урăх пулнă. Сутягина çинчен фельетон çырнă хыççăн урăх судья суйларăмăр вĕт, ăна мантăн-им? Çĕнĕ судьяран нимпе те çăлăнаймăн.
Çамрăксем калани тĕрĕс пулчĕ. Çĕнĕ судья Баранова виç çĕр тенкĕ штраф тӳлеттермелле турĕ. Ним тума та çук, вунă кун иртсен суд исполнительне виç çĕр тенкĕ парса ямалла пулчĕ. Çавăн хыççăн вăл эрнипех тăрлавлă çывăраймарĕ. Кайăк тытса ĕмĕрте пĕрремĕш хут кăх пулни ăна ытла та хытă пусăрăнтарчĕ. Ирĕксĕрех саккун хушнипе килĕшме кирли çинчен калакан шухăшсем пуçа килсе кĕре пуçларĕç. Кайăк тытма хăрушă, судья, тепре лексен, тĕрмене хупассипе хăратрĕ. Мĕн тăвас? Тараев патне кайса пуç таяс мар-ши?
Çак шухăшпа асапланса выртнă чух пĕр каçхине сасартăк çăлăнăç килсе тухрĕ. Çур çĕр иртсен ун чӳречине тул енчен шаккарĕç
— Кам мурĕ çĕрле те канăç памасть? — ыйтрĕ вăл çутă çутса.
— Михала пичче, уçса кĕрт-ха, шăнса вилетĕп, — илтĕнчĕ урамран.
— Ара, кам эсĕ, вăрă-хурах мар-и? — тĕпчерĕ Шатра Михала шăннă кантăк витĕр аран-аран палăракан çын мĕлкинчен.
— Хмельнов эпĕ, Хăмла Хĕритунĕ. Кĕтетĕп терĕн-çке, мантăн-им? — илтĕнчĕ тултан.
Çак сăмахсене илтсен Шатра Михала чалт сиксе ӳкрĕ.
— Карчăк, хăвăртрах тăрса сĕтел çине пуçтар! Чĕкеç, эсĕ тăрса тумлан! Тахçантанпах кĕтнĕ хаклă хăна килчĕ!
— Питех кирлĕ мана санăн хăну, — мăкăртатрĕ хĕрĕ.
— Шăлна çыртнă пултăр! — чышкипе юнаса каларĕ ашшĕ. — Çăварна уç кăна, пĕр шăлсăр хăварăп!
Чĕкеç стена çумĕнче çакăнса тăракан сехет çине пăхрĕ. Икĕ сехет те çирĕм минут. «Мĕнле Хĕритун? Мĕншĕн хăнана çĕр хута çӳрет? Тата атте мĕншĕн çав териех савăнма пуçларĕ?» — пăлханса шухăшларĕ вăл.
Хĕрарăмсем тумланса çитернĕ çĕре Шатра Михала пӳрте палламан çынна ертсе кĕчĕ. Чĕкеç ун çине пăхрĕ те сехĕрленсе ирĕксĕрех каялла чакрĕ. Каçхи хăна ватка хурса çĕлетнĕ шăлаварпа фуфайка, пуçне хăлхаллă çĕлĕк, урине тĕпленĕ çăмат тăхăннă. Пĕвĕ вăрăм, икĕ метртан кая пулас çук, хулпуççийĕсем кутник сакки пек сарлака, кĕлетки упанни евĕрлех тăлпан. Анчах хĕре пуринчен ытла унăн тискер сăнĕ сехĕрлентерчĕ. Туй хуранĕ пек сарлака пичĕ çинче шĕшлĕ евĕрлĕ сăмси каçăрăлса тăрать. Вăл та пулин сылтăм енчен катăлнă. Чармак куçĕсем пĕри аялалла, тепри çав вăхăтрах çӳлелле пăхаççĕ. Икĕ пӳрне хулăнăш тутисем хушшипе сайра та çĕрĕк шăлĕсем пăчкă шăлĕсем пек курăнаççĕ.
— Сывă пурăнатăн-и, Çинук инке? Эсĕ Чĕкеç пулĕ-ха, сана та салам! — терĕ каçхи хăна. Сасси унăн аслати пек кĕмсĕртетрĕ. — Эпĕ Магаданран тӳрех сан патна килтĕм, йышăнатăн-и е хăваласа яран? — кил хуçи çине пăхса ыйтрĕ вăл.
— Мĕн кирлĕ мара калаçатăн? Сана кĕтсе ывăнтăмăр-иç. Шăпах вăхăтра çитрĕн. Атту пĕччен çынна шалтах аптратса çитерчĕç.
— Мĕн, кайăк тытни тупăш пами пулчĕ-им? — тумтирне хывнă май ыйтрĕ хăна.
— Мĕн тупăшĕ? Кĕлмĕçе тухасси çеç юлчĕ. Вăл та юрĕччĕ-ха, вăрмана тухма та пачах чараççĕ.
— Камсем? Эсĕ мар-и-ха кунта вăрман патши? — тĕлĕнчĕ Хĕритун.
— Иртрĕ çав телейлĕ вăхăт, каç выртсан курнă тĕлĕк пекех иртсе кайрĕ. Сунар хуçалăхне çĕнĕ пуçлăх килчĕ те пире кун кăтартми пулчĕ. Хула çынни. Тараев тенĕскер. Укçапа та, пырпа та, ырă сăмахпа та ӳкĕте кĕмест. Çав килнĕренпе вăрмана та тухас килми пулчĕ. Иртнĕ эрнере çеç виç çĕр тенкĕ штраф тӳлеттерчĕç.
— Мăйракаллине персе ӳкернĕшĕн пулĕ? — аллисене пăши мăйраки пек хăй пуçĕ тăрне тытса ыйтрĕ Хĕритун.
— Уншăн пулсан виç çĕр тенкĕ мар, ултă пин тенкĕ тӳлеттермеллеччĕ. Алă пустарсах евитлерĕ. Виç çĕр тенкине ултă ăсаншăн тӳлерĕм.
— Кӳнĕ çынна кун çук теççĕ. Эсĕ те кӳнĕлентĕн-им? Вăрманта тĕл пулас та çав Тараев текеннине, çапла тăвас, — пуç пӳрне чĕрнипе хĕстерсе пыйтă вĕлернĕ пек туса кăтартрĕ Хмельнов.
— Апла тума та хăрушă. Районтисем кăна мар, Шупашкарпа Мускаври пуçлăхсем те ун хутне кĕреççĕ. Вăл-ку пулсан тӳрех мана тытса хупĕç.
— Эх, чăх чĕриллĕ пулса кайнă эсĕ, хăта. Эпĕ ак икĕ çынна тирпейлерĕм пулин те, пилĕк çул ларнă хыççăн татах ирĕке тухрăм. Тараевран хăраса пурăниччен тата тепĕр срок ларса тухам. Çапах эпĕ кунта килнине çынсене ан пĕлтер-ха, тен, çав пуçсăр çыннăнпуçне пĕтернĕ хыççăн вăхăтлăха урăх çĕре тарса пытанмалла пулĕ. Кирек епле пулсан та, Улкаш вăрманне хамăра хирĕç пыракан егерьсенчен тасататăпах.
Арçынсем сĕтел хушшине ларчĕç.
— Карчăк, пар-ха леш четвĕртрине. Хут пăкăллине мар, унта каяшши, тункăр пăкăллине лартса пар, — аллисене пĕр-пĕрин çумне хăвăрт сăтăрса каларĕ Баранов.
Çинук инке тăпсакайĕнчен четвĕрт кĕленчи çĕклесе тухрĕ те саппун аркипе шăлкаласа сĕтел çине пырса лартрĕ.
— Первый сорт! Шăннă хыççăн питĕ сиплĕ пулакан. Шалт туса пар-ха çак куркана, — йăпăлтатса каларĕ Шатра Михала. Унтан курка тĕпне ярса малтан хăй ĕçрĕ те тулли тултарнă çур литр кĕрекен куркана пырне шăлса ларакан хăнана тыттарчĕ. Лешĕ пĕрре сывлăш çавăрайми çăтрĕ куркари аншарлине.
— У-ух! Ӳт тăрăх вĕри шыв пек пĕçертсе кайрĕ. Ахальтен мар пулĕ паян иртенпех пыр ярăнчĕ. Анне сĕтĕнчен те сиплĕ ку, ха-ха-ха! — кăркка аçи пек халтăртатрĕ Хмельнов.
Ун хыççăн Çинук сыпам пекки турĕ. Юлашкинчен Чĕкеçе тултарса пачĕç.
— Эпĕ ĕçместĕп, — татăклăн каларĕ хĕр.
— Мана тав туса пар-ха! — терĕ хăна. — Кам пĕлет, тен, иксĕмĕр ют çынсемех те мар пулĕ.
Хмельнов çине Çинук инкепе Чĕкеç харăсах чăр пăхса илчĕç.
— Мĕн хĕвеле курнă сысна пек пăхса тăратăр? — хăтăрса ыйтрĕ ӳсĕрĕле пуçланă кил хуçи. — Хĕритун Хĕрисанович пирĕн пата килессине эпĕ мĕнле кĕтнине мантăр-им? Ун çинчен пĕрре çеç мар каланăччĕ. Чĕкеç, эсĕ те астума кирлĕ.
— Астăвасса астăватăп та-ха, анчах эпĕ урăх çын пулĕ тенĕччĕ, — чĕтрекен сассипе шăппăн каларĕ хĕр.
— Патша ывăлĕ пек пуласса кĕтнĕччĕ пулĕ ĕнтĕ? — хĕрхӳн кулкаласа ыйтрĕ хăна. — Мĕн тăвас, атте-анне хитре сăнлă тума ăс çитереймен пирки çаплипех хĕрсене хăратса çӳреме лекет.
— Эпĕ ăна кăтартăп патша ывăлне, — сĕтеле чышса каларĕ Баранов. — Тав туса ĕç теççĕ сана!..
Хмельнов килни Барановсене пурне те улăштарчĕ. Юлашки çул кăштах пĕкĕрĕлсе çӳре пуçланă Михала тăрук тӳрленчĕ те ял тăрăх ĕлĕкхи пекех пуçне каçăртса утма тытăнчĕ. Çынсем вăл улшăннине сисрĕç, анчах ĕлĕкрех унран шикленнĕ пулсан, халĕ вăл тепĕр хут каппайланма тапратни çине çаврăнса та пăхмарĕç. Вăл кăна мар-ха, ăна хисеплеменнине вăйпитти арçынсем кăна мар, ватă çынсем те уççăнах кăтартма тăрăшаççĕ. Пĕрре, анкартинче ларакан утă капанĕ патне карсаксем çӳреме пуçланине курса, вăл унта çемçе пралукран тунă мăйкăч лартма тытăннăччĕ. Ун пеккине вăл кашни çулах тунă, ун çинчен кӳршĕсем тахçанах пĕлсе тăнă. Мăйкăча çакланнă мулкача пырса тытнине курсан та никам та шарлакан марччĕ. Халĕ апла пулмарĕ: юнашар пурăнакан Уркалкинăн карчăкĕ курчĕ те тем те пĕр каласа пĕтерчĕ: «У-у, эсремет! — çур яла илтĕнмелле кăшкăрчĕ вăл. — Куян выçса аптранипе асапланса çӳрет, эсĕ ăна мăйкăчпа! Вăрмантан укçасăр çулса тултарнă утине шеллерĕ пулать. Ырă çынсем ав вĕсене юри тăрантарма тăрăшаççĕ, эсĕ пур, тытса çиесшĕн. Халех мăйкăчна вĕçертсе илнĕ пултăр! Унсăрăн мăнука сунар хуçи патне яратăп та, вĕсем килсе сана тăна кĕртĕç. Штраф тӳленине мантăн-им?»
Ватă карчăк çапла калани Шатра Михалана пĕрре тĕлĕнтерчĕ, тепре чунтан тарăхтарчĕ. Пĕр çул каярах хăйне çапла куçран каласах юнакана вăл çийĕнчех такăнтарнă пулĕччĕ. Халĕ ним тума та пĕлмерĕ. Вара ирĕксĕрех утă купи патне лартнă мăйкăча юпа çумĕнчен вĕçертсе илме лекрĕ. Çынсем хăйĕнчен хăрами пулнине курни ăна хытă тарăхтарчĕ. «Тăхтăр-ха, Хĕритун кĕрӳ пулса тăтăр кăна. Ун чух курăпăр эсир мĕнле юрла пуçланине! Чĕркуççисем чĕтре пуçлĕç!» — ял еннелле юнаса каларĕ вăл.
Хмельновĕ кĕрӳ пуласса кĕтмесĕрех хăйĕн ĕçне тума тытăнчĕ. Пĕрре вĕсем иккĕш вăрмана кайнăччĕ. Тискер кайăк йĕрĕсем нумаййи вĕсене савăнтармаллипех савăнтарчĕ. Егерьсем ирĕкри чĕр чунсене тăрантарнă вырăнсенче кĕтӳ тапăрта тăнă пек юр такăрланнă. Пĕр йывăçран çыхса çакнă симĕс милĕк патĕнче виçĕ хир качаки тăнине курсан Хмельнов йăпшăнса пычĕ те пăшалне тĕллесе икĕ хут кĕрслеттерчĕ. Сехри хăпнă чĕр чунсем çавăнтах тапса сикрĕç. Анчах çирĕм-вăтăр утăм тусанах чи пысăк качаки çĕре ӳкрĕ те тапкаланма пуçларĕ. Тарса хăтăлнисенчен те пĕри хăй хыççăн юн юхтарса кайрĕ.
— Мĕн тăвăпăр? Аманнине йĕрлес-и е пĕрне тытнипех çырлахас? — ыйтрĕ Хĕритун.
— Йĕрлеме хăрушă, пăшал сасси илтсе егерьсем килме пултараççĕ. Хир качакишĕнех вĕсемпе тытăçнинчен усси сахал. Çитменнине, каç та пулса килет. Алла лекнĕ качака амăшне киле ăнăçлă илсе çитернипех çырлахăпăр, путекĕсене кайран та тытма пулĕ, — тавăрчĕ Баранов.
Хмельнов пысăк качакана çурăмĕ çине çавăрса хучĕ те алă кило йывăрăш япала çĕкленине сисмен пек çăмăллăн утрĕ. «Эх, мĕн чухлĕ вăй-хăват унăн ăшĕнче. Иксĕмĕр ĕçе тытăнсан егерьсене кăна мар, Тараевне хăйне те вăрманта хуçа пулма чарăпăр. Шыв сыпнă пек шăпăрт пулĕç. Пире хирĕç пыма чарăнмасан туххăмрах тирпейлесе хурăпăр. Сĕм вăрман вăл суккăр, хăй ăшĕнче мĕн пулса иртнине курмасть. Ир чиперех пырса кĕнĕ çын ĕмĕрлĕхех каялла тухмасăр юлнине те аван пытарса усрĕ», — шухăшларĕ Михала Хмельнов хыççăн утнă чух.
Хир качаки тытнине никам та курмарĕ, егерьсем те сисмерĕç. Ку ĕнтĕ браконьерсене питĕ хăпартлантарчĕ. Вара вĕсем пысăкрах сунарсем пуçлама вăхăт çитнине туйрĕç те хатĕрленме тытăнчĕç. Тараев санаторие кайнăранпа тискер кайăксене сыхлас ĕç темле йăвашланчĕ пек. Тевенешев сунар станцине сахалтарах çӳрекен пулчĕ, Тăрна Иванĕ отпуск илчĕ, Капитонов, йывăр çын пулнă арăмне киле питех пĕччен хăварасшăн пулман пирки, вăрмана сахалтарах тухкаларĕ. Ку ĕнтĕ браконьерсене иртĕнме чĕннипе пĕрех пулчĕ. Вара Шатра Михала пуçне тата çӳлерех çĕклерĕ. Калаçасса та çиллессĕн çеç калаçрĕ. Унăн çăварĕнчен усал сăмахсем татти-сыпписĕрех сирпĕнеççĕ. Упăшкинчен ăшă сăмах хăçан илтнине маннă Çинук инке тискер çын хăйсем патĕнче пурăнма тапратнăранпа тата ытларах пусăрăнчĕ. Çак хытă кăмăллă çын кунта мĕн сăлтавпа килнине вăл аванах чухлать. Ăна упăшки хăй те пытарса тăман-çке. Чĕкеç пирки вăл Хĕритунпа унчченех калаçса татăлнă пулнă. Халĕ ĕнтĕ тĕрме çынни кунта киле кĕме килни паллах, туй тăвасси çеç юлчĕ. Амăшĕн чунĕ хĕрĕ çак усал çынпа телей тупас çуккине уççăнах сисет. Хăйĕн çамрăклăхĕ те урнă кашкăр пек Шатра Михалапа пурăнсах пăчланчĕ. Хĕритун Михаларан та хаяртарах пуласси пирки иккĕленмелли çук. Мĕнле çăлас-ха Чĕкеçе çак инкекрен? Ялта никам та вĕсен хутне кĕрес çук. Чĕкеç шар курни никама та пăшăрхантармĕ, вăл телейлĕ пулни вара хăшĕ-пĕрисене самаях ăмсантарĕ. Ял Советне кайса калани те усăллă пулас çук. Кам ĕненĕ ăна, колхоз ампарне çунтарса янă кулак хĕрне? Упăшкийĕ те унăн вăрă, пĕтĕм ял халăхĕ ăна тăшман тесе шутлать. Ун пек çын хĕрне кам асапран çăлас тейĕ? Хĕрĕ хăй те пĕр çынна ырă туман. «Çук, Чĕкеçпе иксĕмĕрĕн те асап тӳсесси çеç юлчĕ», — терĕ Çинук инке, вара пуçне тата ытларах усрĕ. Халăх курайманнинчен хăрушши, чăн та, урăх ним те çук ĕнтĕ çут тĕнчере.
Чĕкеç ăшĕнче мĕн пулса иртнине пĕлме йывăр мар. Хĕритун килнĕренпе вăл пĕр самант та лăпкă пулман, çывăрма выртсан та усал тĕлĕксем курса çеç асапланнă. Ашшĕ ăна çав тискер çынна качча пама ĕмĕтленнине пĕлнĕренпе вăл чун канăçлăхне çухатрĕ, ыйхă та вĕçрĕ, апат та анми пулчĕ. Ашшĕ мĕн тăвас тенĕ, çавна тăвать. Ку Чĕкеçшĕн тахçанах паллă пулнă ĕнтĕ. Халĕ вăл Хĕритуна киле кĕртес терĕ пулсан, çав ĕмĕте те пурнăçлатех. Мĕнле çăлăнас çак инкекрен? Нихçан вилĕм çинчен шухăшламан хĕр халĕ вилĕм хăй хыççăн мĕлке пек уйрăлмасăр çӳренине туйрĕ.
Пуçа йывăр хуйхă пуссан Чĕкеç унччен те Тараев çинчен шухăшлатчĕ. Хĕритун килнĕренпе çав каччăн сăнарĕ пуçран каймарĕ. Ирена урăх çынна качча тухнă тенĕ хыпар яла çитсен Чĕкеç Виктора чунтан-вартанах хĕрхеннĕччĕ, çав вăхăтрах Тараев ирĕке юлнишĕн вăл тем пекех савăнчĕ. Хăйне ял çыннисем хытă курайманнине вăл тахçанах пĕлнĕ, çавăнпа вĕсенчен пулăшу кĕтмен. Выранти пуçлăхсем те хăйсем çине сывă ӳт çине тухнă çăпана курнă евĕр йĕрĕнсе пăхнăн туйăннăччĕ ăна. Апла пулсан, унта та хӳтлĕх тупăнас çук. Тараев çеç пĕрре те сивĕ сăмах каласа кӳрентермерĕ. Ах, мĕншĕн вăл халĕ Мускавран таврăнман-ши? Вăл кунта пулнă пулсан, тен, Чĕкеçе усал çын чури пулассинчен хăтарĕччĕ. Тен, ун вырăнне юлнă Капитоновран пулăшу ыйтас мар-ши? Çук, Максим Максимча пайтах тарăхтарнă, вăл хăйĕн тăшманне пулăшас çукки каламасăрах паллă. Тараев килессе кĕтесси çеç юлчĕ мăнтарăн Чĕкеçĕн.
Вăл чăнахах ăна чăтайми кĕтрĕ. Мĕн чухлĕ пăхман-ши сунар станцийĕ еннелле. Пĕрре çапла тинкерсе пăхса тăнă чух сăрай куртка тăхăннă çын тухса вăрмалналла йĕлтĕрпе ярăнса кайнине курчĕ те питĕ савăнчĕ. Çак йĕлтĕрçĕ Тараев пулни пирки пĕртте иккĕленсе тăмарĕ хĕр. Унăн часрах Тараева хуса çитсе ăна хăйне те, Чĕкеçе те пысăк инкек кĕтни çинчен пĕлтерес килчĕ. Çавăнпа вăл пӳрте чупса кĕчĕ те тумланма пуçларĕ.
— Эсĕ тата ăçта кайма хатĕрленетĕн? — хĕрĕ çĕнĕ пальто тăхăннине курса ыйтрĕ Шатра Михала.
— Клуба каяс тетĕп. Унта паян кино кăтартаççĕ.
— Пĕччен пĕр утăм та ан тунă пултăр. Килте хаклă хăна пур чухне унран ыйтмасăр клуба кам каять? Хĕритунпа пулсан хуть халех тĕнче хĕрне тухса кай!
«Вăл те пырать?» — тесси çеç юлчĕ Чĕкеçĕн.
— Киносене эпĕ питĕ юрататăп. Пуринчен ытла вăрçă çинчен кăтартнине курас килет. Çынсем пĕр-пĕрне чиксе пăрахнине е персе вĕлернине курсан чун хăпартланать. Паян мĕнле кино кăтартаççĕ? — ыйтрĕ Хмельнов.
— «Музыкальная история» ятлăччĕ пулас, — пуçран туртса каларĕ Чĕкеç.
— Курнă. Татти-сыпписĕр «ай-яй-яр» та «ай-яй-яр». Çук, уншăн пулсан вырăнтан та тапранмастăд. Çитменнине, манăн куç умне тухма та юрамасть.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...