Кайăк тусĕ :: 25. Сунарти мыскара
— Мĕн туса хутăн, путсĕр этем? — кăшкăрса ячĕ Романовский патне чупса пынă Тараев. — Айăпсăр чĕр чуна вĕлерме тискер кайăк мар-çке эсĕ?
— Айăпсăр пулмасăр, — шăл витĕр шăхăртса каларĕ Сэрж. — Кама пула сĕтĕрĕнсе çӳреççĕ пулĕ тетĕн пире çак вăрманта? Çав ирсĕр анчăка пула çеç асапланатпăр. Икĕ талăк мăшкăлласа çӳрерĕ. Тинех шалчи тулчĕ унăн.
Егерьсем хускалми пулнă йытта чунтан хĕрхенчĕç. Унăн сылтăм аякĕнчен шурă çăмĕ çине вĕт шăрçа пек юн пăчăртатса тухрĕ. Миçе тумлам унта? Вăтăр-хĕрĕхрен кая мар пулĕ.
— Мĕнле килсе лекнĕ эсир çак катана? — ыйтрĕ Капитонов.
— Çав ирсĕр йытта пулах ĕнтĕ. Çунăк хурăн патĕнчен таврăнма тăрсанах Джим сăмсине каçăртса вăрмана кĕчĕ те «стойка» турĕ. Пыратăп, команда паратăп. Вăл сиксе ӳкрĕ кăна, темле калама çук пысăк кайăк вĕçсе тухрĕ. Мимипе иксĕмĕр пĕр харăсах пăшал кĕрслеттертĕмĕр. Кайăк йывăр аманчĕ пулас, çуначĕсемпе çатăлтатса ик çĕр утăма яхăн вĕçсе кайрĕ те курăк ăшне тачлатрĕ. Эпир ун патне чупса пытăмăр. Шыратпăр — ниçта та çук. Çак вăхăтра йытă татах «стойка» турĕ. Команда парсан вăл тепĕр пысăк кайăка хăваласа кăларчĕ. Эпир тата икшер хут пăшал петĕмĕр. Ку кайăк та аманчĕ пулас, инçех те вĕçсе каяймарĕ, çĕре ӳкрĕ. Чупса пыратпăр, шыратпăр — ниçта та курăнмасть. Йытă виççĕмĕш хут «стойка» тăвать. Эпир пăшалсене авăрларăмăр çеç, унăн сăмси патĕнченех çав кайăк вĕçсе тухать. Анчах пăшал шатăртатнине пăхмасăр вăл йывăçсенчен çӳлерех çĕкленчĕ те таçта хăямата вĕçсе кайса çухалчĕ. Çавăн чух тин вăл кайăк мар, пире астарма тухнă шуйттан пулнине сисрĕмĕр. Анчах ку кая пулчĕ. Ун хыççăн чупса çӳренĕ вăхăтра эпир çунăк хурăна та, киле каймалли такăр çула та çухатнă. Йĕркеллĕ йыттăн кайăка шуйттанран уйăрса илме пĕлмеллех ĕнтĕ. Пирĕн Джим ăна-кăна чухлайман.
Эпĕ çав вырăнтах пулăшу кĕтсе ларасшăнччĕ. Анчах çак «хĕрлĕ тута» ӳлеме пуçларĕ. «Манăн çиес килет. Выçса виличчен киле каяр», — тет. Ирĕксĕрех çул шырамалла пулчĕ. Тĕттĕм пуличчен шырарăмăр. Хамăр васкатпăр, унталла та кунталла чупатпăр — çул çук та çук. Пăч тĕттĕмре темле уй хĕррине тухса тăтăмăр. Пирĕн вăрман хĕррипе çул шыраса утмалла пулнă. Мими татах ĕçе пăсрĕ: «Эпĕ ывăнса çитрĕм. Уй урлах каçар, авă малта темĕскер хуралса ларать, ял пулмалла вăл», — терĕ. Вара эпир çулсăр-мĕнсĕрех утрăмăр. Тепĕр сехетрен вĕрлĕк карта тытса çавăрнă сад пахчи патне çитрĕмĕр пулĕ тенĕччĕ. Карта урлă каçса шаларах кĕтĕмĕр те ку татах вăрман пулнине сисрĕмĕр. Çавăнтанпа тем чул тăрăшсан та ун ăшĕнчен тухаймарăмăр...
Виктор Романовскин вăрăм тунасем çыртса шыçăнтарса янă пичĕ çине йĕрĕнсе пăхрĕ.
— Сире кайăк пек курăнакан шуйттан мар, карăк ами хăйĕн курăк ăшне пытаннă чĕпписем патĕнчен аяккалла илĕртсе кайнă. Чĕп амăшĕ пулнă кайăксем яланах çапла хăтланаççĕ. Куратăн-и, Джим айăплă пулман, — терĕ вăл.
— Юрĕ. Шуйттан тени те пур, те çук? Карăк ами çĕтерсе янă тейĕпĕр. Çавăн хыççăн ĕнтĕ ăслă йытă хуçине киле ертсе каять. Ман Джимăн пуçĕнче ун пек-кун пек шухăш пулман. Çĕрĕпе вăл пирĕн хыççăн утрĕ. Тул çутăлсан та киле кайма мар, ăсан тупса «стойка»тăвассишĕн çеç çунса çӳрерĕ. Йăлăхтарса çитерчĕ. Паян чăтса пулмарĕ, патак хуçăлса пĕтиччен хĕнерĕм. Çавăн хыççăн таçта тарса пытанчĕ. Тинех ун мăшкăлĕнчен хăтăлтăм пулĕ тесеччĕ. Çук иккен! Вăл татах чупса çитрĕ. Тек нимле «стойка» туса та хуçаран мăшкăллаймĕ ĕнтĕ.
— Çук, эсĕ сунарçă та, этем те мар! — тарăхрĕ Тевенешев. — Тытмалла та кӳпкемелле сана йытă вĕлернĕшĕн.
— Юрĕ, юлташсем, ятлаçса-вăрçса вилнĕ йытта чĕртеймĕпĕр. Эсир ман плаща икĕ патак çумне çыхса наçилкка пекки тăвăр та хĕре сунар станцине çĕклесе кайăр. Акă вăл тăн пĕлми пулнă. Эпĕ шăтăк чавса йытта пытарам. Вилсен те пулин çăхан апачĕ пулас мăшкăлран хăтармалла ăна, — терĕ Виктор.
Кĕçех егерьсем йывăр чирленĕ çын пек ахлатакан хĕре ял еннелле çĕклесе кайрĕç.
Çур сехет сунар çĕççипе чавса, алăпа тăпра сирпĕтсе тĕрмешнĕ хыççăн йытă вилли пытанмалăх шăтăк турĕ Тараев. Халĕ ĕнтĕ Джима хӳререн тытса шăтăк патне сĕтĕрсе пырасси кăна юлчĕ. Анчах çапла туни аван мар пек туйăнчĕ. «Вăл хисепе тивĕçлĕ», — шухăшларĕ. Вара ăна юнланнă айăкĕсенчен çепĕççĕн тытрĕ те шăтăка пăрахас тенĕччĕ. Сасартăк вăл йытă чĕри тапнине сисрĕ те апла тумарĕ.
— Эсĕ вилмен иккен! — хытă савăннипе сасăпах каларĕ Виктор. — Чĕрӳ тапма чарăнман пулсан сана вилĕмрен çăлса хăварасси манран килме пултарать. Хăвăртрах киле илсе çитерес.
Çын сассине илтсен хавшаса çитнипе пачах хускалма пултарайман йытă пĕр самантлăха куçне уçрĕ. Ку ĕнтĕ çумăрлă çанталăкра пĕлĕт хушшинчен вăхăтлăха хĕвел тухса пăхнă пекех туйăнчĕ Тараева. Вăл хăпăл-хапăл пиншакне хыврĕ те йытта чĕркесе ял еннелле çĕклесе кайрĕ...
Сунар станцине çитсен Виктор йытта хăй пӳлĕмĕнчи диван çине вырттарчĕ, унтан çăварне ирĕксĕр картарса пĕр кашăк коньяк тата икĕ чĕр çăмарта сыптарчĕ. Йытти вара вĕсене йĕркеллех çăтса ячĕ.
Майор хăй валли вертолет ярса парасса кĕтес мар терĕ пулас, егерьсем шыçăнса кайнă хĕре наçилккапа хапха патне çĕклесе пынă чух Куштавăшран «çуранах таплаттарса» çитрĕ. Вара вăл ăнман сунарçăсене çĕнĕ «Волга» ăшне вырнаçтарса лартрĕ те çула тухма хатĕрленсе пуçтарăнса тăчĕ. Çак вăхăтра Сэрж Тараева чĕнме хушрĕ.
— Каçарăр, Тараев юлташ, кунтан тухса кайиччен манăн сире тав тăвас килчĕ, — терĕ пуçлăх ывăлĕ Улкаша килнĕренпе пĕрремĕш хут Виктора «эсĕ» тес вырăнне «эсир» тесе. — Пире шыраса хăвăр епле асапланни çинчен егерьсем каласа пачĕç. Чун-чĕререн тав тăватăп уншăн сире!
— Мĕн калаçмалли пур, пирĕн ĕçĕ çавăн пек ĕнтĕ. Эпир асапланни нимех те мар, хăвăр чĕррĕн тупăнни паха.
— Чăн, эсир çăлтăр. Уйрăлнă чух мĕнле канаш та пулин памăр-ши мана?
— Калама пулать, итлес тетĕр пулсан итлĕр. Пурăнакан пурнăçра нумай ĕç туса курма тӳр килĕ. Анчах пĕр ĕçе нихçан та ан тытăнăр!
— Мĕнле ĕç вăл? — тӳсейми кĕтсе ыйтрĕ Сэрж.
— Сунар ĕçне. Вăхăта сая ярас мар тесен, тата хăвăра та, çынсене те асаплантарас килмест пулсан, ĕмĕрте те сунара ан тухăр. Сиртен пур пĕрех тăрлавлă кайăкçă пулас çук, — татса каларĕ Тараев.
— Ун пирки калаçмалли те çук. Кайăк тытма тухас çук тесе вăрманта çĕтсе çӳренĕ чухнех тупа тунă. Манăн тепĕр ыйту пур.
— Калăр, итлетĕп.
— Роман Романовича хамăра путевка панăшăн Японирен илсе килнĕ пӳхĕ туянтарма пулнăччĕ. Пӳхĕ вырăнне ăна çакна çеç туянтарма пултаратăп, — чышкă кăтартса каларĕ Сэрж. — Курсан каласа пама ыйтасшăнччĕ.
— Юрĕ, çыру çырсах пĕлтерĕп.
— Тавтапуç! Сывă пулăр!
— Чипер кайăр!
Романовский Виктора алă пама шухăшланăччĕ, анчах лешĕ хăй çине йĕрĕнсе пăхнине туйрĕ те тăснă аллине каялла хуçлатрĕ.
Шыçăнчăк питне темле им-çам сĕрнипе епресе ларакан Мими пĕр сăмах та чĕнмерĕ. Пуçне çеç вăл плащ çухи ăшне ĕнтĕркесе шăннă çын пек тата шаларах туртса кĕртрĕ.
Тепĕр самантран капăр автомобиль витере нумай тăрса йăлăхнă ăйăр пек хартлатрĕ, малалла туртăнчĕ те вырăнтан тапса сикрĕ. Кĕçех хыçала йăсăрланса юлнă хăмăр тусан ĕçсĕр аптранипе сунарçă пулма шут тытнă виçĕ çынна хапха патне тăрса юлнă егерьсен куçĕнчен ĕмĕрлĕхех çухатрĕ...
Пĕрре панă сăмаха Тараев яланах пурнăçлаканччĕ. Халĕ те çаплах пулчĕ: Джима та сыватрĕ. Сэрж Роман Романовича пӳхĕ вырăнне мĕн пама пулнине те çав кунах аслă охотоведа пĕлтерчĕ.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...