Кайăк тусĕ :: 18. Юлхавăн тискер ĕçĕ
Ĕç упăтене этемлетнĕ теççĕ, ĕçлеме пăрахсан юлхав çын та упăтеленме тытăнать имĕш. Ăна Наянов пурнăçĕнчен лайăх курма пулать. Сĕреткасси вăрманĕ патĕнче Тараевпа çапăçнă хыççăн вăл киле сĕнксе çитнĕ те кăмака çине хăпарса выртса унтан анмасăр тенĕ пек икĕ уйăх пурăннă. Амăшĕ ăна мĕн пулни çинчен темиçе хут та ыйтса пăхнă, вăл ăна е ним те чĕнмен, е усал сăмахсемпе ятласа тăкнă. Пĕрре яла врач килсен Улюн инке ăна ывăлĕ патне чĕнчĕ. Валентин çиллессĕн мăкăртатса кăмака çинчен анчĕ. Врач унăн чĕри епле тапнине, ӳпкери сасăсене итлерĕ, çăварне уçтарса пăхрĕ, унтан-кунтан шаккакаларĕ. «Чир-чĕр таврашĕ çук, сывах. Уçă сывлăшра ытларах пулмалла, ал-ура вăйĕпе хытăрах ĕçлемелле тата катăлнă тăватă шăла хăвăртрах ларттармалла», — тесе хăварчĕ. Улюн инке унччен ывăлĕн çăварĕнче тăватă шăл çитменнине асăрхаманччĕ. Халĕ тин хĕллехи асамлă кун Тараевпа Валентин хушшинче мĕн пулса иртнине тĕшмĕртрĕ.
Валентин врач каланине хăлхана та чикмерĕ: малтанхи пекех кăмака çинчен анмасăр кунĕн-çĕрĕн çывăрчĕ. Чăнах та, ĕлĕкхипе танлаштарсан, кăштах улшăнни те палăрчĕ. Сĕреткасси вăрманĕ патĕнче Тараев тăна кĕртиччен вăл амăшĕпе йăмăкне урнă йытă пек тулаканччĕ, халĕ хĕнеми пулчĕ, вĕсем ĕçлесе илнĕ укçа-тенке те туртса илме пăрахрĕ. Юр кайса пĕтсен вăл кил картине хĕвел питтине тухса ларакан пулчĕ. Ларасса вăл ытти çынсем пек мар, ним çинчен шухăшламасăр, никампа пĕр сăмах калаçмасăр, тавралла мĕн пулса иртнипе кăсăкланмасăр сĕнксе ларнă. Ана ним те хумхатман, вăл ним те ĕмĕтленмен, тăраниччен çиес те çывăрас килнисĕр урăх нимле туйăм та пĕлмен. Аякран пăхсан ăна чăнахах ухмаха ернĕ çын теме пулнă.
Ывăлĕ çапла улшăнни амăшне пĕрре савăнтарчĕ, тепре кулянтарчĕ. «Вăхăт çитсен хăех улшăнĕ-ха», — тенипе çеç чунне лăплантарчĕ хĕвел ăшшинче пĕр-пĕччен картла выляса ларакан Валентин çине хĕрхенсе пăхса.
Валентин, чăнах та, иртен пуçласа каçчен пĕчченех картла вылятчĕ. Темле вăйă шухăшласа кăларнă вăл, пĕлме çук, анчах кунĕпех картсене хутăштарса, мăшăрлантарса, пĕрне тепринпе витсе айланса ларатчĕ. Пĕрре ун патне виççĕмĕш çул шкула çӳрекен Трахвин ятлă ачапа унăн тусĕ Савин пычĕç.
— Валентин пичче, картла мĕнле выляççĕ? — ыйтрĕ Трахвин.
— Лар, вĕрентетĕп, — терĕ Наянов.
— Картла выляма укçа кирлĕ теççĕ, пирĕн пĕр пус та çук, — хаш хуйхăрса каларĕ Савин.
— Ничего, — лăплантарчĕ юлхав çын, — укçасăр та выляма пулать. Кам выляса ярать, çавна çамкаран виçшер хут чĕрне вĕçĕпе шачлаттармалла. Килĕшетĕр-и?
Ачасем килĕшрĕç. Вара Валентин вĕсене «ухмахла» епле выляссине ăнлантарса пачĕ. Вăйă хĕрсе кайрĕ. Наянов ăчасен çамкисене хăйĕн тимĕр пек хытă чĕрнипе хĕрелсе кайичченех шаккарĕ.
— Эпĕ урăх вылямастăп, — пит-куçне чалăштарса каларĕ имшертерех Савин.
— Э-эх, шĕпĕнсем! — кулчĕ Валентин. — Хĕр ача пекех çемçешке-çке эсĕр. Эпĕ вунă çулта чухне çамка çине чышкă пысăкăш мăкăль сиксе тухсан та вăйăран тухман. Юрĕ, шаклаттарассине пусма айне хырăмпа шуса кĕрсе тухассипе улăштарăпăр. — Хырăмпа шусапусма айне кĕрсе тухасси çамкаран шаккассинчен аванрах пек туйăнчĕ ачасене, çавăнпа вĕсем выляма килĕшрĕç. Вара «ухмах» вăййи тепĕр хут хĕрсе кайрĕ. Савинпа Трахвин час-часах пусма айне кĕрсе тухрĕç. Вĕсен шурă кĕписем чăх-чĕп каяшĕпе вараланса пĕтрĕç.Хĕвел çĕр çумне çывхара пуçланă чух Валентинăн хăйĕн пусма айне кĕрсе тухмалла пулчĕ. Ку ачасене тем пекех хăпартлантарчĕ. Наянов пусма айĕнчен хырăмне вараласа тухсан вĕсем каçса кайса кулчĕç.
— Çитет, капла эпĕ тек вылямастăп, — юнăхса каларĕ каччă.
— Кам хăравçă? Эсĕ мар-и? — ăна йĕкĕлтеме пуçларĕç ачасем. — Халĕ, эпир вĕренсе çитсен, эсĕ вăйăран тухасшăн-и?
— Сиртен, сĕтлĕ тутасенчен, хăрама-и? — хытă тарăхрĕ Наянов. — Вăйăран тухмастăп, анчах пусма айне кĕрес вырăнне Тип çăла анмалла тăвăпăр. Килĕшетĕр-и?
«Тип çăл» тенине илтсен ачасем шартах сикрĕç. Çав тĕпсĕр ханкăр евĕрлĕ тарăн шăтăк анкарти хыçĕнче, ĕлĕк çил арманĕ ларнă вырăнта пулнă. Арманне вăтăр çул каярах мелникĕ çунтарса янă. Çăлтан шыв ăсма пăрахнă пирки вăл юшкăн тулнипе типсе ларнă. Çывăхра пурăнакан çынсем унта кушак çурисемпе анчăк çурисене пăрахса вĕлереççĕ. Ăнсăртран пырса тухнă выльăх-чĕрлĕх е иртен-çӳрен ан сиктĕр тесе çăл тавралла вĕрлĕк карта тытса çавăрнă. Ялта Тип çăл пирки тем тĕрлĕ хăрушă халап çӳренĕ. Тĕттĕм каç унта шуйттан çурисем юрланине илтрĕм текенсем те пулнă. Çав тери тискер шăтăка анмалла тесенех Трахвинпа Савин сиксе чĕтре пуçларĕç.
— А-а! Сехре хăпрĕ-и? Шуйттан тытса çиессинчен хăратăр-и? Ку сире параппанпа «Эпир, пионерсем, хастарлă йăх» тесе юрласа çӳресси мар çав, — йĕкĕлтерĕ Наянов.
— Тĕнчере нимле шуйттан та çук, эпĕ вĕсенчен хăрамастăп, — терĕ Трахвин.
— Эпĕ те шуйттан пуррине ĕненместĕп, — шăппăнрах хушса хучĕ Савин.
— Апла пулсан ма вылясшăн мар-ха?
— Эпĕ вылятăп, — терĕ Трахвин, — анчах хăвна лартсан эсĕ те Тип çăла ан.
— Кунешнă, — килĕшенçи пулчĕ Валентин. Çав вăхăтрах ăшĕнче: «Антарса пăхăр-ха мана, шăпăрлансем!» — тесе шухăшларĕ.
Те Валентин ачасене сисмесле улталаса пынипе, те ачисем хăйсем выляма лайăх пĕлменрен, вĕсем ик-кĕшĕ те виçшер хут «ухмаха» юлчĕç. Кашни юлнăшăн вуншар минут Тип çăл тĕпĕнче лармалла пулнă вĕсен. Валентин сарайĕнчен вăрăм вĕрен илчĕ те ачасене çавăтса анкарти хыçне илсе тухрĕ.
— Тип çăла анассине çамкаран шаккассипе улăштарма юрамĕ-ши? — кĕç-вĕç йĕрсе ярас пек ыйтрĕ Савин.
— Çапла пулмасăр, кĕтсех тăр! Çуршар сехетрен пĕр минут та кая мар çăл тĕпĕнче лармалла, — касса татрĕ Наянов.
— Валентин пичче, пĕрерĕн-пĕрерĕн мар, иксĕмĕре пĕрле антар çăл тĕпне, — тилмĕре пуçларĕ Трахвин.
Валентин килĕшрĕ. Вăл ачасене вĕрен вĕçне çыхрĕ те иккĕшне те çăла антарчĕ. Сăмсана çуракан çĕрĕк шăршă, çăл пури тăрăх чупакан калтасем, çӳлтен тăпра тăкăнни ачасене хытă йĕрĕнтерчĕ те, сехĕрлентерчĕ те. Вĕсем турăх пек çăра пылчăк çине анса тăрсанах каялла кăларма йăлăнчĕç.
— Çур сехетрен килсе кăларăп, халĕ эпĕ апат çиме каяп, — терĕ Валентин.
Ачасем макăра пуçларĕç, анчах путсĕр çынна ӳкĕте кĕртеймерĕç. Валентин килне таврăнсан турăх çирĕ те яланхи йăлипе кăмака çине хăпарса выртрĕ. Тепĕр минутран вăл Трахвинпа Савина кăна мар, пĕтĕм тĕнче çинчен манса канлĕн харлаттарма тытăнчĕ...
Ăшă пулин те, лăпкă мар каç. Хăвăрт шăвăнса иртекен тĕксĕм пĕлĕтсем хушшипе мăчлатакан çăлтăрсем курăнаççĕ. Хăш чух тулли уйăх хăйĕн çаврака питне кăтарткалать. Вара çӳллĕ йăмрасем çине шупка çутă ӳкет те, чĕтрекен мĕлкесем тайкаланса ташлама тапратаççĕ. Уйăх пĕлĕт айне пулсанах вĕсем çухалаççĕ. Вара урама каллех тĕттĕм çăварĕ хыпса çăтать.
Тараевпа Лариса Турикасалла утаççĕ. Каччă хăйĕн хулĕ çумне хĕр кăкăрĕ лăпчăннине туять. Çак туйăм тыткăнне лекнипе унăн ним çинчен калаçас килмест. Лариса та чĕнмест. Çан-çурăм тăрăх канлĕ туйăм сарăлнине сиссе вăл та ним çинчен шухăшламасăр утать. Килĕ патне çывхарнăçемĕн ăшĕнче хевте йăшса пырать, çавăнпа унăн каччă мăйĕнчен уртăнас килет. Тирек кăчкисенчен сарăлакан тутлă шăршă юна хумхатать, чĕрене хăвăртрах таптарать. Хĕр каччă çумне тата хытăрах лăпчăнать те шухăшсенчен пушаннă пуçне унăн хулпуççийĕ çине таять. Шăпах çак самантра çывăхри тăкăрлăкран темле хĕрарăм шари! çухăрни лăпкă яла янăратса ячĕ.
— Мĕн ку? — тутлă тĕлĕк курнă чух сарăмсăр вăраннă çын пек пăлханса ыйтрĕ Виктор.
— Упăшки арăмне хĕнет пулмалла. Кайăпăр хăвăртрах, чарăнса тăрас мар, — каччă питне тутипе сĕртĕнсе пăшăлтатрĕ хĕр.
— Хурах! Хура-ах! — татти-сыпписĕр çухăра пуçларĕ хĕрарăм.
— Тăхта-ха, Лариса, тен, ăна пулăшмалла пулĕ, — чарăнса тăчĕ Тараев.
— Айта, Витя, айта хăвăртрах. Пире мĕн ĕç каçхи сасăпа, — каччăна мăйран ыталаса тĕттĕмелле туртрĕ хĕр.
— Апла тума юрамасть, Лариса. Куç умĕнчех такама темле инкек пулнă çĕртен ăçтан лăпкăн иртсе каятăн? — хĕре сисĕнмеллех хăй патĕнчен тĕксе каларĕ Виктор.
Пĕлĕт айĕнчен тин çеç тухнă уйăх çутинче шур сăхманлă хĕрарăм тăкăрлăкпа чупса пыни курăнчĕ. Хăй татти-сыпписĕр хурахлатать. Çывăхри килсенчен çынсем чупса тухрĕç.
— Униç акка, мĕн эсĕ çĕр хута çуйхашса çӳретĕн? — чарчĕ хурахлатакан хĕрарăма сухаллă çын. — Мĕн пулнă?
Виç-тăватă минут хушшинче вĕсем тавра çирĕм çынна яхăн пуçтарăнчĕ. Пурте пăлханнă, пĕр-пĕрне итлемесĕр шавлаççĕ.
— Паян сурăхсене пĕлтĕрхи курăка та пулин çисе çӳреччĕр тесе Уйпуç çеремĕ çине кăларса янăччĕ. Каç пĕр сурăхĕ киле таврăнмарĕ. Çавна шыраса тăн тухрĕ. Ялĕпе чупса çаврăнтăм, ниçта та çук. Аптăранипе Аслă Улкаша кайса килес терĕм. Тип çăл патне çитрĕм кăна, çĕр айĕнчен темле ача макăрни илтĕнчĕ. Çăл карти патне чупса пытăм та... Ах, турă! Çав çăлтан илтĕнет-мĕн ача сасси! Тĕттĕмре такам çăла сикнĕ пулмалла, хăвăртрах кайса çăлăр! — пăтрана-пăтрана каларĕ шур сăхманлă хĕрарăм.
— Тупнă пăтăрмах кăлармалли, ватсупнă, — терĕ пĕри çĕре лачлаттарса сурса. — Тахăшĕ унта йытă çури кайса янă та, çав нăйкăшать пулĕ.
— Çук, йытă çури мар, çынах кăшкăрать. «Анне! Анне!» — тет. Ĕненместĕр пулсан хăвăр кайса итлĕр, — терĕ Униç акка тени.
Çынсем тăкăрлăк тăрăх тăвалла шавласа кайрĕç.
— Кайса курар, — терĕ Лариса.
— Эсĕ çынсемпе кай, эпĕ сунар станцинчен хунар илсе тухам, — тесе Тараев каялла чупрĕ.
Кĕске вăхăтрах Тип çăл патне ял халăхĕ пухăнчĕ. Виктор унта чупса пынă чух арçынсем хĕрарăмсене çăл тавра тытнă карта ăшĕнчен хăваласа кăлараççĕ.
— Ан кĕпĕрленĕр, çăлĕ ишĕлсе анать! Тем курса лармалла пулĕ. Чакăр! Карта ăшĕнчен тухăр! — хĕрарăмсене тĕксе кăшкăрашаççĕ ватăрах çынсем.
Çăл патне Тараевпа пĕрле участковăй милиционер Титькин чупса çитрĕ.
— Мĕн пулнă? Кам халăха кунта пухнă? — уçă сасăпа ыйтрĕ вăл.
— Çăла темле ача кайнă пулмалла. Эпир кунта чупса килнĕ чух çăл тĕпĕнчен ача макăрни илтĕнетчĕ, халĕ шăпланчĕ, — хуравларĕ арçынсенчен пĕри.
— Ача таврашĕ никамăн та çухалман-и? — тĕпчет милиционер. — Шухăшласа пăхăр-ха, камăн ачи киле таврăнман?
— Пирĕн Савин килте çук, анчах вăл шкултан тӳрех Аслă Улкашри куккăшĕ патне каятăп терĕ, — илтĕнчĕ тĕттĕмрен пĕр чĕтренчĕк сасă.
— Чипер калаç! Тĕттĕм пулнă чух Савинпа Трахвина Наян Валькки анкарти витĕр уялла çавăтса пынине куртăм, — пăлханса каларĕ тепĕр хĕрарăм.
— Трахвин килте-и? — ыйтрĕ милиционер. Никам та хуравламарĕ. Виктор хунарне çутрĕ те карта ăшне кĕчĕ. Унта тăракан арçынсем çăл ани патне кĕпĕрленчĕç. Çăлĕ тахçанах çĕрнĕ-мĕн, пĕр енчен пури ишĕлсе аннă. Халĕ те унтан тăпра юхса тăрать. Çăл пури çинче çĕрĕк кăмписем, сарăрах симĕс пăнтăхпа исленсе тăракан тĕксĕм мăк темĕн чухлех. Аялтан сăмсана çуракан шăршă палкаса тăрать. Хунар çути çăл тĕпне лайăх хыпаласа тухрĕ, анчах унта ача таврашĕ курăнмарĕ.
— Саланăр! — пурне те илтĕнмелле кăшкăрчĕ Титькин. — Çăл тĕпĕнче никам та çук. Пустуй çеç халăха пăлхататăр!
Çынсем пĕрерĕр-пĕрерĕн ял еннелле утма пуçларĕç. Çак вăхăтра ялтан тата тепĕр ушкăн шавласа çитрĕ.
— Наян Вальккине тытса килчĕç. Итлĕр-ха, мĕн калать вăл! — темиçе çын харăсах кăшкăрчĕç.
— Наянов, йĕркеллĕ каласа пар-ха, çăла кам анса кайнă.
— Савинпа Трахвин. Унтах-и вĕсем? — ыйтрĕ Валентин.
— Çăл тĕпĕнче никам та çук.
— Апла пулсан тухса тарнă шăпăрлансем. Эпĕ вĕсемпе тавлашрăм. Вĕсем шуйттанран хăраманнине кăтартма çăл тĕпĕнче çĕр каçма пулчĕç, — терĕ Валентин.
Çак самантра çăл тĕпĕнчен: «Анне! Анне!» — тесе макăрни уççăнах илтĕнчĕ. Халăх тепĕр хут карта урлă каçма тапратрĕ. Тараев татах çăл ăшне хунарпа çутатрĕ. Халĕ пĕр кĕтесе купаланса тăнă çĕрĕк хăмасем хушшипе ача алли вылянни аванах курăнчĕ.
— Ан хăра, эпир сана халех .туртса кăларатпăр, — терĕ Тараев. — Кам эсĕ? Пĕчченех-и эс унта?
— Эпир иккĕн. Савин хăма айне пулчĕ, — илтĕнчĕ ача сасси.
Çак хыпар пухăннă халăх хушшине çиçĕм пек хăвăрт сарăлчĕ. Тарăхнă çынсене Титькин аран-аран çăл патĕнчен сирсе тăрать. Ик-виçĕ çын Наянова тытса силле пуçларĕ, тахăшĕ ăна шанлаттарса ячĕ.
— Юлташсем, тăна кĕрĕр-ха, ачасене çăлас чух эсир çапăçса тăратăр! Çăла хăвăртрах анас пулать. Кам анма килĕшет? — ыйтрĕ участковăй.
— Валентина антарас!
— Вăл ачасене антарнă, вăлах çăлтан кăлартăр! — янăраса кайрĕç сасăсем.
Çакна илтсен Наянов варт çаврăнчĕ те уялла тара пуçларĕ, анчах пилĕк-ултă çын ăна хуса çитсе хĕнеме тапратрĕç. Ирĕксĕрех милиционерăн ачасем вырăнне Валентина çăлма лекрĕ. Арçынсем Наянов хыççăн чупсан хĕрарăмсем татах çăл ани тавра кĕпĕрленчĕç. Нумайăшĕ макăраççĕ, ыттисем ним йĕркесĕр çуйхашаççĕ. Çак вăхăтра çăл ăшĕнче çĕрĕк хăмасем ишĕлсе анни илтĕнчĕ.
— Инкесем! — хытă кăшкăрчĕ Тараев. — Çăл ишĕлсе анать. Ачасене вĕлеретпĕр вĕт, карта ăшĕнчен халех тухăр!
— Тухăр! Тухăр!
— Айтăр пурте чакар! — шавласа кайрĕç çынсем. Виктор хунарпа çăла çутатрĕ те сехĕрленсе кайрĕ: çăл тĕпне тата улт-çичĕ хăма ӳкнĕ. Пура ишĕлнĕ вырăнтан аялалла темиçе хăма кĕç-вĕç ишĕлсе анас пек усăнса тăраççĕ. Ăна курсан никам та çăла анма килĕшмерĕ. Çитменнине ача сасси те илтĕнми пулчĕ. Хĕрарăмсем халĕ ӳлесе йĕме тытăнчĕç, арçынсем пĕр-пĕринчен вăтаннă пек тĕттĕмелле пăрăнаççĕ.
— Çăла эпĕ анатăп! — кăшкăрчĕ Тараев. — Вĕрен тупса килĕр хăвăртрах!
Малалла мĕн пулни Тараевшăн тĕлĕк пекех туйăнчĕ. Вăл вĕрен вĕçне карта юпинчен çыхрĕ, тепĕр вĕçне çăла ячĕ. Вара вĕрен тăрăх упаленсе хăй те çăла анчĕ. Пуринчен ытла çăл пури пĕренисене тăпра айĕнчен кăларасси хурлăх пулчĕ. Çĕршĕннĕ, пăнтăхса кăмпаланса пĕтнĕ çĕрĕк пĕренесем йывăр та йăпăлкка. Вĕсем пĕр кĕтесе урлă-пирлĕ тăрса ӳпле пекскер тунă. Çав «ӳпле» ăшĕнче пĕр ача выртать. Ана Виктор аллинчен тытрĕ. Ачи чĕрех, анчах тăн пĕлми пулнă. Тепĕр ачин пуçне йывăр пĕрене пылчăк ăшнех пусса кĕртнĕ. Ку вилнĕ.
— Çепĕççĕн туртса кăларăр! — кăшкăрчĕ Тараев тăн пĕлми пулнă ачана вĕрен çумне çыхса лартсан.
— Трахвин!
— Трахвин! — янăраса кайрĕç çӳлте сасăсем. Вĕрен вĕçĕ тепре анчĕ. Виктор ун çумне вилнĕ ачана çыхрĕ. Ана туртса хăпартсан çӳлте халăх шавлама тытăнчĕ. Çынсем çăл ани патĕнчех тапăртатнă пирки виç-тăватă хăма татăкĕ çăл тĕпне ӳкрĕ. «Пура ишĕлет», — шухăшларĕ Тараев. Çӳлтен татти-сыпписĕр тăпра тăкăнать.
— Вĕрен вĕçне хăвăртрах ярса парăр! — пĕтĕм вăйран кăшкăрчĕ Виктор.
Шавлакан халăх унăн сассине илтмерĕ пулмалла. Вĕрен вĕçĕ курăнмарĕ. Хăй çинчен аса илтерес тесе Тараев хунар çутине çăл ани витĕр çӳлелле тĕллерĕ. Вара тин ăна вĕрен вĕçне пăрахса пачĕç. Çак вăхăтра вăл ăш пăтраннипе хăсма пуçларĕ. «Хам тăн пĕлми пулсан, пуçăм пĕтет», — шухăшларĕ вăл. Унтан пуçĕ çаврăнма тапратнине пăхмасăр, мĕнпур вăйне пухса вĕрен тăрăх тапаçланчĕ.
Çăл картинче никам та çук. Халăх Наяновпа пистолет тытса тăракан милиционер тавра пухăннă.
— Вальккине хăйне çăла пăрахас! Пĕттĕр пĕрех хут!
— Пĕттĕр! Кама кирлĕ вăл? Çăла ярас та, ĕçĕ пĕтрĕ! Ытла нумай тӳсрĕмĕр хулиганăн ирсĕр ĕçĕсене. Тăванĕсене те кун кăтартмасть, ял-йыша та тăтăшах сăтăр тăвать.
— Титькин юлташ, пăрăнăр. Наян Вальккипе мĕн тумаллине хамăр пĕлетпĕр!
— Çук, ăна саккун хушнă пек айăпламалла. Суд аллине парăпăр. Сирĕлĕр, çул уçăр! — кăшкăрать милиционер.
— Суд ăна мĕн тăвассине пĕлетпĕр. Вăл пĕр айăпсăр ачана вĕлерчĕ, тепри те вилес пекех. Парăр ăна пирĕн алла!
Тахăшĕ кирпĕч катăкĕпе Валентина пуçран печĕ.
— Сирĕлĕр! — хаяррăн кăшкăрчĕ Титькин... Тараев урăх итлеме пăрахрĕ. Вăл тип çĕр çине тухрĕ те пуçĕ хытă çаврăннипе месерле выртрĕ. Хура тӳпе тăрăх хура пĕлĕтсем шăваççĕ. Уйăх аннă пулмалла, пĕлĕтсем хушшипе çăлтăрсем çеç курăнкалаççĕ. Арçын сассисем таçта ял еннелле кайса шăплансан тин вăл ура çине тăрса сунар станцине таврăнчĕ...
Тепĕр кунне сунар хуçалăх начальникĕ кĕç-вĕç ишĕлсе анас пек тăракан тип çăлтан Трахвин ятлă ачана çăлни çинчен пĕтĕм халăх пĕлчĕ. Хĕрарăмсем тĕлĕнсе пĕççисене шарт çапаççĕ, арçынсем те каç мĕн курнине асăнса çӳçенсе илеççĕ. Кĕçех районта тухакан хаçат çинче Тараев сăн ӳкерчĕкне пичетлесе кăларчĕç.
Çапла вара Тараев çинчен илтмен çын районта юлмарĕ те.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...