Кайăк тусĕ :: 17. Телей çинчен шухăшлани


Халĕ ĕнтĕ Тараев тĕлĕнсе хытрĕ. Хĕрĕн пысăк куçĕ вут-хĕм сирпĕтес пек ялтăртатнине курсан вăл ирĕксĕрех каялла чакрĕ. Хăйне çав тери курайман çынна нихçан та курманччĕ вăл. Кăштах шухăшласа тăрсан çапла каларĕ:

— Чĕкеç, йăнăшатăн эсĕ! Эпĕ çав териех усал çын мар. Манăн никама та сăтăр тăвас килмест. Эсĕ асăннă çынсен пурнăçĕ ăнманнишĕн эпĕ айăплă мар. Вĕсем е ĕçлемесĕр укçа илсе пурăнасшăн пулчĕç, е улталаса пуйма тăрăшрĕç. Çавăнпа ĕçрен кăларма лекрĕ. Тискер кайăксене тытма чарнишĕн те эпĕ айăплă мар. Çут çанталăк пуянлăхĕ — патшалăх пуянлăхĕ, унпа мĕнле усă курмалли пирки патшалăх саккун кăларать. Саккуна пурин те пăхăнмалла. Эсир, аçупа иксĕр, тата Мишер пек çынсем, вăл хушнă пек мар, хăвăр пĕлнĕ пек пурăнасшăн. Çапла хăтланма чармасан тĕнчере ырă вĕçен кайăксемпе тискер кайăксем кĕçех пĕтĕç. Уншăн пире пулас йăхсем ĕмĕр-ĕмĕр ылханса пурăнĕç. Ирĕкре пурăнакан чĕр чун пире кăна мар, пирĕн ачасене, мăнуксене, вĕсен ачисене ĕмĕр-ĕмĕр савăнтарччăр тенипе çеç ман пек çынсем вăрман тăрăх çӳреççĕ. «Эсĕ никама та юратмастăн», — тени те тĕрĕс мар. Тӳрĕ çынсене эпĕ пурне те юрататăп. Вĕсемшĕн халь тесен халĕ пуç хума хатĕр.

— Мĕнле çынсем вĕсем, ылтăнран тунăскерсем мар-ши? — мăшкăлласа ыйтрĕ Чĕкеç.

— Чи малтанах вĕсен шутне эпĕ аттепе аннене кĕртетĕп. Унтан савнă хĕр çав шута кĕрет. Вăл халĕ аслă шкулта вĕренет, çăва тухсан кунта килмелле, ун чух эпĕ кайăк-кĕшĕке кăна мар, этеме те епле юратнине ху куçупа курăн.

— Каятăн-и кунтан? — Виктор çине хыпса çăтас пек сиввĕн пăхса ыйтрĕ хĕр.

— Кайма вăхăт мар-ха, — терĕ каччă.

— Апла пулсан савнипе иксĕр те пĕтĕр! — тесе ылханса тухса кайрĕ хĕр...

Чĕкеç сăмахĕсем Виктор чĕрине хытă ыраттарчĕç. Ирĕксĕрех пуçра иккĕленӳллĕ шухăшсем çуралаççĕ. Аслашшĕ вĕрентнипе вăл ача чухнех тӳрĕ пулма тăрăшнă, никама та улталаман, сиен те туман. Чăнлăхшăн пуçа хума та хатĕр пулнă темелле. Ӳссе çитсен хăйне хăй гуманист тенипе çырлахман, вăй çитнĕ таран тивĕçлисене пулăшнă. Студент чухне унăн чи çутă ĕмĕчĕ — çынсене телейлĕ тăвасси пулнă. Институтран вĕренсе тухсанах çав ĕмĕте пурнăçлама шутланăччĕ. Пĕр утăм та пулин çывхарчĕ-и вăл хăйĕн ĕмĕчĕ патне? Кама та пулин телей пачĕ-и вĕренсе тухнă хыççăн? Тараев хăйпе пĕрле пурăнакан е ĕçлекен çынсене йĕркипе асăнса тухрĕ те çӳçенсе илчĕ. Никама та ырă тăваймарĕ-ха ку таранччен. Мускавран тухса кайнă чух ашшĕ тарăхса, амăшĕ макăрса юлчĕç. Савнă Иренăн куçĕ те шывланнăччĕ. Паллах, çапла хăтланни вĕсем телей тупни çинчен каламан. Кунта çитсен икĕ уйăх хушшинче пĕр харăсах темиçе çын пурнăçне пăсрĕ. Çынсене ырă тăвас тени пуш параппан çаптарни пулмарĕ-ши? Тен, Лупашкин пек, Кипринский пек тата ытти çавăн йышши çынсем пек пурăнни лайăхрах мар-ши? Вĕсем хăйсем те тăраниччен ĕçсе-çисе пурăнаççĕ, Наянов, Антонов, Урнашкин тата ытти çав йышши çынсене те хăйсем пĕлнĕ пек пурăнма чармаççĕ. Чĕкеç калани тĕрĕс пулмарĕ-ши?..

Тараев кĕтесрен кĕтесе ута пуçларĕ. Ултă утăм унталла, ултă утăм кунталла. Пилĕк минут, вунă минут, çур сехет... Вĕриленнĕ пуçра татах шухăшсем кĕпĕрленеççĕ. Татах чĕре темле йывăр япала айне хĕсĕнсе ыратать. Юлашкинчен вăл урам енчи чӳрече патне пырса тăчĕ те уçă сывлăша кăкăр тулли сывларĕ. Çук, алăсене усма вăхăт мар-ха. Апла туни çемçешке пулнине пĕлтерет. Кахалсем, наянсем, ултавçăсем телее тивĕçсĕр, вĕсем асапланнишĕн чуна çунтарма кирлĕ мар. Тӳрĕ кăмăллă, çутă ĕмĕтлĕ, харпăр хăйшĕн мар, ытти çынсемшĕн, пулас йăхсемшĕн тăрăшакан çынсем çеç телее тивĕçлĕ. Сунар хуçалăхĕнче çавăн пек çынсем кăна юлĕç. Ун пек çынсем колхозра та, совхозра та, хуласенче те темĕн чухлех. Çавсемшĕн ывăна пĕлмесĕр ĕçлемелле, кирлĕ пулсан, пуçа та хумалла. Вĕсене телей пама хал çитерсен тин Тараев хăй те телейлĕ пулĕ. Наяновсем, Урнашкинсем, Барановсем тата ытти вĕсен йышши çынсем сирĕлччĕр çул çинчен. Пĕр иккĕленсе тăмасăр, йывăрлăхсенчен хăрамасăр, чăрмавсенчен пăрăнмасăр малтан мала, чуна туртакан çутă инçет еннелле хăюллă утмалла...

Çак шухăшпа вăл чӳрече янаххи çине ӳпне выртрĕ. Ялта çутă сӳнсе пĕтнĕ, тĕттĕм урамсем те тахçанах шăпланнă. Кĕмĕл тенкĕ пек тулли уйăх хăвăрт шăвăнакан хура пĕлĕт айĕнчен курăнать те пытанать, курăнать те пытанать. Тараев чӳречене хупас тенĕччĕ çеç, такам ăна тĕттĕмре питрен пурçăн тутăрпа çепĕççĕн çапрĕ.

— Кам унта? — тутăра тытса ыйтрĕ вăл.

— Эпĕ, — терĕ сасă, вара çутă ӳкнĕ çĕре Лариса тухса тăчĕ. — Мĕн çинчен çав тери нумайччен шухăшларăр эсир? Пĕр сехетрен кая мар сирĕн çине пăхса тăтăм.

— Çынсене телейлĕ тăвасси çинчен шухăшларăм.

— Питĕ вырăнлă шухăш. Ăна хăçан пурнăçлама тытăнас тетĕр?

— Халех тытăнасчĕ.

— Апла пулсан çынсене телейлĕ тăвассине манран пуçлăр.

— Лариса телейлĕ пултăр тесен манăн мĕн тумалла-ши?

— Пĕлместĕр пулать ĕнтĕ. Ăна киле ăсатса ямалла. Тараев пĕр сăмахсăрах лампа сӳнтерчĕ те чӳречерен урама сикрĕ. Вара пĕр-пĕрин çумне лăпчăннă каччăпа çамрăк хĕр ватă йăмрасем айĕнчи сĕм тĕттĕме чăмрĕç.

■ Страницăсем: 1 2