Кайăк тусĕ :: 16. Ушкăнпа
Сунар ыйтăвĕсемпе çырнă статья-кĕнеке авторĕсем тахçантанпах çĕршывра ырă кайăксем сахалланса юлнăшăн пăшăрханаççĕ, çакăншăн вĕсем кайăкçăсене айăп-лаççĕ. Ку — тĕрĕсех ĕнтĕ. Пăшаллă çынсен шучĕ çулсеренех ӳссе пырать. Пирĕн магазинсенче вăрçă хыççăн кăна вунă миллион пăшал сутнă теççĕ. Пăшала кил-çурта капăрлатма мар-çке, кайăк тытма илеççĕ. Кашни пăшал çулталăкра икшер мулкач тытсан та çĕр çинче çирĕм миллион мулкач катăлмалла. Хăш-пĕр пăшалсем икшер мар, çĕршер мулкач персе вĕлереççĕ-çке, ăçтан кайăк шучĕ чакмасăр тăтăр!
Тараев çавăн çинчен пайтах шухăшланă. Сунар ĕçĕ малашне те çапла пырсан ырă чĕр чунсем усравсенче çеç сыхланса юлĕç. Мĕн тумалла-ха вĕсене çăлас тесен? Мĕнле майпа сунар промыслине чакармасăрах кайăксен шутне ӳстермелле?
— Малтанлăха икĕ ĕç тумалла: ирĕкри кайăксене ĕрчеме чăрмантаракан сăлтавсене пĕтермелле тата вĕсене ăнăçлă ĕрчеме пулăшмалла, — шутларĕ Виктор.
Асăннă чăрмавсенчен чи пысăккисем — браконьерсем тата тĕрлĕ çăткăн чĕр чунсем. Вĕсемпе вăя шеллемесĕр кĕрешмелле. Çав ĕçе сунар хуçалăхĕнчи егерьсем хăйсем кăна тытăнни нумаях усă кӳреймĕ. Çăткăн кайăксем ытла та йышлăн, браконьерсем те сахал мар. Пулăшу кирлех. Кама чĕнес? Совхозри рабочисемпе колхозниксен çуркунне хăйсен те ĕç тем чухлех, ялти интеллигенци турткалашсах тăмĕ ĕнтĕ, анчах унăн йышĕ пĕчĕк.
Тараев хăй ача чухне пулнă ĕçе аса илчĕ. Пĕрре вăл аслашшĕпе хыр вăрманĕпе утса пынăччĕ. Çурта пек тӳрĕ йывăçсем пĕлĕте перĕнес пекех ытла та çӳллĕ çитĕннĕ. Çапах çӳллĕ йывăçсем хушшинче те тата çӳллĕреххи пур иккен. Пĕр ватă хыр тăрри ытти йывăçсем хушшинче тӳрем уйри улăп тăпри пекех мăкăрăлса тăрать. Вăл ларнă вырăна çитсенех çĕрте тем чухлĕ кайăк тĕкĕпе шăммисем выртни курăнчĕ.
— Мĕне пĕлтерет ку? — ыйтнăччĕ аслашшĕ.
— Çӳллĕ йывăçсем тăррине çăхансемпе ула кураксем апат çиме лараканччĕ. Кунта та вĕсем кайăк-кĕшĕк виллисене илсе килсе çинĕ пулĕ, — терĕ мăнукĕ.
— Апла та пулма пултарать, — шухăшлăн каларĕ Тарай Çтаппанĕ. — Тепĕр чух çĕрте выртакан кайăк шăммисемпе тĕкĕсем çывăхра çăткăн кайăк йăви пуррине те систерекенччĕ.
Шăпах çак самантра ватă хыр патне хурчка вĕçсе пычĕ те çынсем пуррине курса аяккалла кайса çухалчĕ. Викторпа унăн аслашшĕ тăнă çĕре, хытă сехĕрленнипе пулас, вăл юн юхтарма чарăнман улатăпа виллине пăрахса хăварчĕ. Ăна вăл чĕпписем валли илсе килнĕ ĕнтĕ. Лайăх сăнаса пăхнă хыççăн вăрăм хыр тăрринче, чăнах та, кайăк йăви пурри курăнчĕ.
— Çав йăвара лараççĕ ĕнтĕ юнлă аш çиме юратакан çăткăнсем. Халĕ вĕсене ашшĕпе амăшĕ тăрантарса пурăнаççĕ, кĕçех вĕсем вĕçекен пулĕç те ырă кайăксене хăйсем тытма пуçлĕç. Апла ан пултăр тесен вĕсене халĕ, вĕçсе тарма вĕрениччен, пĕтермелле. Çитме пултаратăн-и хурчка йăви патне? — ыйтрĕ старик.
Виктор аттине хыврĕ те хыр вулли тăрăх телеграф юпи тăрне хăпаракан монтер пек улăхма пуçларĕ. Аялти туратсем патне çитме ытла та хурлăх пулчĕ: ура тунисем те, хырăм тирĕ те шăйрăлса пĕтрĕç, çара алла та шăрпăк кĕрсе тулчĕ. Çапах та вăл йăва патне çитсе унтан тăватă хурчка чĕппине çĕре ывăтрĕ...
— Шкула çӳрекен ачасем пулăшма пултараççĕ пире! — сасăпах каларĕ Тараев. — Çăткăн кайăк йăвисене тустарас ĕçре вĕсем çитĕнсе çитнисенчен те ирттерме пултараççĕ. Вĕсене çав ĕçе мĕншĕн тума кирлине кăна лайăх ăнлантарса памалла.
Çак шухăш Виктора хытă савăнтарчĕ. Вăл тепĕр куннех Улкашри шкула кайса пионерсемпе калаçрĕ. Малтанах вăл вĕсене ула куракпа чакак, хурчкапа шурлăх хăлачĕ, ӳхĕпе кăйкăр пире юрласа савăнтаракан тата сунара çӳреме кирлĕ вĕçен кайăксене хĕлĕн-çăвĕн сăтăр туса пурăнни çинчен каласа пачĕ, тĕрлĕ сăн ӳкерчĕксем кăтартрĕ. Кунта йăм хура карăка тин çеç сăхса вĕлернĕ хурчка, кăвакал йăвинчен çăмарта çĕклесе таракан чакак, кăвакарчăна сывлăшра тапăннă кăйкăр, шур мулкача туртса çурнă ӳхĕ тата ытти тискер ĕçпе чапа тухнă çăткăн кайăксем тем чухлех. Ачасене çав усал кайăксем тискер хурахсем пек туйăнчĕç. Ун хыççăн, паллах, вĕсене пĕтерме пурте хаваслансах килĕшрĕç.
Сунар хуçалăхĕ çывăхĕнчи ялсенче мĕнпурĕ сакăр шкул пулнă. Виктор пĕр эрне хушшинче çав шкулсенче пуринче те пулчĕ. Вара ачасем кайăк тусĕсен кружокĕсене çырăна пуçларĕç. Кĕçех кружок членĕсем пĕр-пĕринпе ăмăртсах çăткăн кайăк йăвисене тустарма тытăнчĕç. Кам миçе йăва пĕтернине шута илме вĕсем унти çăмартасене илеççĕ, кайран йăвисене хăйсене те ишсе антараççĕ. Апрель, май уйăхĕсенче райони ачасем сунар станцине пин те ик çĕр çăмарта пырса пачĕç. Мĕн чухлĕ хурчка, ула курак, чакак кун çути куричченех пĕтрĕ çапла майпа! Тата мĕн чухлĕ ырă кайăк вилĕмрен çăлăнса юлчĕ.
Пĕр каçхине Тăрна Иванĕ сунар станцине хăйĕн тусĕсене илсе пычĕ.
— Виктор Николаевич, — терĕ вăл, — ман сире Улкашри комсомол организацийĕнче тăракан активистсемпе паллаштарас килчĕ. Вĕсем пурте шкулта манпа пĕрле вĕреннĕ. Акă Пракух. Халĕ вăл бюро членĕ, шкулта чух çамрăк натуралистсен кружокне ертсе пыратчĕ.
Ушкăнран атлет евĕр кĕрнеклĕ яш ача тухрĕ те Тараева алă пачĕ.
— Эпир райхаçатра сан статьюна вуларăмăр. Çурхи сунара чарнипе комсомолецсем пурте килĕшрĕç. Йăва çавăрасшăн çунакан кайăксене тытма чарни вăл пит усăллă пуласси паллах. Анчах ялти сунарçăсем сирĕнпе пурте килĕшесшĕн мар. Хăшĕсем вăрттăн та пулин сунара çӳретпĕрех теççĕ. Колхозри комсомол организацийĕ браконьерсемпе кĕрешме дружина турĕ. Эпир дружина членĕсем. Эсир хирĕç мар пулсан эпир кашни шăмат кунпа вырсарни кун кайăк кăвакалсем ларакан шыв-шурпа ăсансем туй тунă вырăн çывăхĕнче тата чукун çул станцинчен килекен мăн çул çинче браконьерсене сыхласа тăрас тетпĕр, — терĕ Пракух.
— Ку питĕ аван, юлташсем. Ялти çамрăксем пирĕнпе пĕрле пулсан сунар хуçалăхĕнче çуркунне пĕр çын та пăшал переймĕ. Ахальтен каламан пулĕ ваттисем: пĕччен тапсан ура ыратĕ, çĕр çын тапсан çĕр чĕтренĕ тесе. Ушкăнпа тухсан браконьерсене пĕтĕмпех тытсапĕтерĕпĕр, — чунтан-вартан ырларĕ Тараев çамрăксен пуçарăвне.
Тепĕр кунне вăл комсомол райкомне кайса Улкашри комсомолецсем дружина тума йышăнни çинчен каласа пачĕ. Райком çак пуçарăва ырларĕ, ытти пуçламăш комсомол организацийĕсене те Улкашри çамрăксем пек пулма чĕнчĕ. Районти хаçатра браконьерсемпе кĕрешекен дружина çинчен тĕплĕн çырса пĕлтерчĕç. Вара пур ялта та çамрăксен дружинисем уçăлчĕç. Тараев дружина начальникĕсемпе пуринпе те курса калаçрĕ, вĕсене браконьерсене тытма ирĕк паракан справкăсем валеçрĕ.
Дружинăсем мĕнле пулăшни малтанхи вырсарни кунах питĕ аван курăнчĕ. Ирхине чугун çул станцийĕнчен килекен çул çине тухнă патруль вун икĕ сунарçа каялла тавăрса ячĕ, виççĕшне, комсомолецсене пăхăнма килĕшменнисене, сунар станцине протокол çырма илсе пычĕç. Сунар инспекцийĕ çав эрнерех вĕсене штраф тӳлеттерчĕ. Ку ĕнтĕ пĕр енчен дружинниксене тата лайăхрах ĕçлеме хăват пачĕ, тепĕр енчен браконьерсене саккуна хирĕç тухма шиклентерчĕ.
Пĕрре, каçхине, урам енчи чӳречене шаккани Пракуха ăшă ыйхăран вăратрĕ.
— Кам унта? — ыйтрĕ вăл ура çине тăрса.
— Тумланса тух хăвăртрах, ĕç пур, — илтĕнчĕ тул енчен Аслă Улкашри Кĕçтук сасси.
Пракух çар çынни пекех хăвăрт тумланса тухрĕ урама.
— Мĕн çывăрма чăрмантарса çӳретĕн çĕр хута? — ыйтрĕ вăл.
— Ĕç пур терĕм, илтмерĕн-им? Ĕнер мана шăллăм юлташĕпе çапăçнăшăн шкула чĕнчĕç. Пăхатăп, мана хирĕç шкултан Шатра Михала мелкокалибрнăй винтовка çĕклесе тухать. Мĕн тума кирлĕ пулнă-ха ăна винтовка? Сунара кайма мар-ши? Çавна пĕлес тесе Тымаровпа иксĕмĕр тĕттĕм пулсанах Барановпа юнашар пурăнакан Ургалкинсен анкартинчи мунчана кĕрсе лартăмăр. Нумай кĕттерчĕ, мур илесшĕ. Çур çĕр иртсен виçĕ сехетрен тухрĕ те анкарти витĕрех вăрманалла вĕçтерчĕ. Тымаров ун хыççăн кайрĕ, эпĕ кунта килтĕм. Хăвăртрах дружина членĕсене пух, браконьера шăпах сунар пуçланă самантра пырса тытăпăр.
— Питĕ аван. Шерлок Холмс та сиртен лайăх тăваяс çукчĕ ку ĕçе, — кăштах тăрăхласа мухтарĕ Пракух. — Вăрман пысăк, вĕсене пирĕн ăçта шыраса тупмалли çинчен шухăшлама мантăр пулĕ ĕнтĕ.
— Ан шиклен! Ăна та астусах тăнă. Шатра Михала ӳплене кĕрсе ларнине курсанах Тымаров çунăк сарай патне пырать. Унта тĕл пулăпăр. Вара вăл пире браконьер патне илсе кайĕ...
Çур сехетрен урам тăрăх пилĕк комсомолец вăрман еннелле утрĕç. Ял çĕрлехи ыйхăран вăрана пуçланă. Пур енчен те автансем авăтни илтĕнет. Тӳпере хур кайăксем вĕçсе пынине илтсе пулас, темиçе килте харăсах хурсем какалама пуçларĕç. Шыв арманĕ патĕнче ларакан ват йăмрасем çинче хура кураксем сехĕрленсе çуйхашаççĕ. Ӳхĕ вăратнă ĕнтĕ вĕсене тул çутăличченех. Ферма енчен ĕнесем ĕнĕрлени илтĕнет.
— Э-эх! Пирĕн ушкăна халĕ пĕр витре ăшă сĕтчĕ, вара ыйхă та вĕçĕччĕ, — терĕ пĕр комсомолец анаслакаласа.
— Çырма шывĕ юрамасть-и? Илтетĕн пулĕ, епле шарлатать вăл вешникре, пички-пичкипе ĕçсессĕн те пĕтес çук, — тĕксе илчĕ тепри.
— Сĕт сăвакан Глашăна ан вĕçерт тесе çĕр хут та каланă пулĕ сана, итлемерĕн. Халĕ качча тухрĕ те анчăка сĕт ĕçтерсе пурăнать, — кулса каларĕ Кĕçтук.
— Анчăка мар, Анчикова. Анчăк вăл йытă, Анчиков — Глаша упăшки, — тӳрлетрĕ Пракух.
Пурте савăнăçлăн кулса ячĕç.
Шӳт тукаласа, выляса-кулса пынипе вăхăт иртни сисĕнмерĕ. Акă ял та хыçа юлчĕ, уй урлă та каçрĕç. Çутăла пуçланă пĕлĕт тĕлĕнче улăпла юмансем шурă экран çине ӳкнĕ мĕлкесем пек хуралса курăнаççĕ. Вăрман ыйхăран вăраннă. Пур енчен те ăсан туйĕсем янтрани илтĕнет. Пуç тăрринченех кăрăпчак вĕçсе иртрĕ (ачасем ăна тăмана тесе шутларĕç).
Çунăк сарай текен вырăнта вут çунни курăнчĕ. Дружинниксем унта утса пычĕç. Ку шăлаварне типĕтсĕ ларакан Тымаров пулчĕ.
— Э-эх, Кĕçтук, эсĕ те çав, юлташна çĕр хута вăрмана пĕччен ятăн. Авă вăл сехри хăпнипе йĕмне ислетнĕ, — терĕ сĕт çинчен асăннă яш ача.
— Эсĕ ху ан сехĕрлен, эпĕ вара сехре хăпни мĕн иккенне ача чух та пĕлмен, — кăмăлсăр пулнă пек каларĕ Тымаров.
— Тăхтăр-ха, ан харкашăр, — хăтăрса илчĕ вĕсене Пракух. — Браконьер ăçта?
— Чикенек шурлăхне кĕрсе кайрĕ, — хуравларĕ Тымаров.
— Ан калаç! — тĕлĕнчĕ Пракух. — Çынсем унта çулла та кĕме хăраççĕ, халĕ, шурлăх тавра çурхи шыв тулнă вăхăтра, унта этем мар, тискер кайăк та кĕме шикленсе тăрĕ. Баранов хăйпе пĕрле кимĕ çĕклесе килмен пулĕ-çке, епле каçрĕ вăл тарăн шыв урлă?
— Шатра Михала вутра та çунмасть, шывра та путмасть тенине илтмен-и? — кулса ячĕ Кĕçтук.
— Уй урлă каçнă чух эпĕ ун хыçĕнчен 200-300 утăмра пытăм. Чарăна-чарăна тинкерсе итлет, каялла çаврăнса пăхать. Анчах эпĕ те ун пек чух пĕр хускалмасăр хытса тăратăп. Çавăнпа хăй хыççăн çын утнине сисмерĕ. Куçĕ те хавшанă пулмалла. Çамрăк чух краçынне хĕрхенсе лампа çутмасăр, уйăх çутипе çăпата тăватчĕ тет. Акă халĕ куç вăйĕ кайнă ĕнтĕ унăн. Çапла вăл Чикенек шурлăхĕ патне çитрĕ те тӳрех шыва утса кĕчĕ. Пăхатăп та тĕлĕнетĕп: кинори Йорган çветтуй пекех шыв çийĕпе чаплаттарса пырать. Эпĕ те ун хыççăн утма пуçларăм, анчах виç-тăватă утăм тусанах пилĕк таран шыва путрăм. Акă ĕнтĕ вут патĕнче ăшăнса ларатăп, — тесе пĕтерчĕ Тымаров хăйĕн калавне.
— Баранов шыв урлă хăш вырăнтан каçнине кăтартма пултаратăн-и?
— Куçа хупса та кăтартма пултаратăп, киле те çав çулпах таврăнмалла, ăна тытас тесен пирĕн çавăнта сыхласа тăмалла. Шăпах сунар трофейĕ-мĕнĕпе пирĕн алла çакланĕ...
Çаплах турĕç. 9 сехетре Чикенек шурлăхĕнчи йывăç тĕмисем хушшипе Шатра Михала утса çывхарни курăнчĕ. Утасса хăй вăрă пек тавралла пăхкаласа, сыхланса утать. Дружинниксем пытанса тăнă вырăн тĕлне тухсан вăл шыв урлă нумайччен тинкерсе пăхса тăчĕ, анчах хăрушлăх пуррине сисмерĕ пулас, атă кунчисене туртса хăпартрĕ те шыва утса кĕчĕ.
Браконьер çăмăллăн парăнас çуккине пĕлсе комсомолецсем ăна пĕрле тапăнса çĕре ӳкерме шухăшларĕç. Çавăнпа Баранов шывран тухсанах ăна пур енчен те ярса тытрĕç те çĕре тăсса хучĕç. Тахăшĕ унăн пуçне çӳçрен туртса çерем çумне лăпчăтрĕ, тепри урине тытса тăчĕ, виççĕмĕшĕ аллисене çурăм хыçне туртса çыхрĕ.
— Тăхта, Тараев, шăм-шакăма хуçса ан пĕтер, унсăрах парăнатăп, — терĕ йывăррăн сывласа выртакан сунарçă. — Эсĕ çĕнтертĕн, мĕн тăвас килнĕ, çавна ту.
Çамрăксем ахăлтатса кулса ячĕç. Унтан Баранова ура çине тăма пулăшрĕç, мăйĕнчен хăй тытнă ăсансе-не мăшăрлăн-мăшăрлăн çыхса çакрĕç.
— Ватă çынна хисеплемелле теççĕ, эпир те сана хамăр умран уттарас тетпĕр, — тăрăхласа каланине пытармасăр сăмах хушрĕ Пракух. — Утах малалла, мĕн тĕлĕннĕ пек пăхса тăратăн?
— Виктор Николаевич хăй ăçта? — ун-кун пăхкаласа ыйтрĕ Шатра Михала.
— Аçта пултăр? Сунар станцийĕнче сана кĕтсе ларать. Штраф тӳлеме хатĕрленсех тăр. Унта çитсенех вăрттăн сунара тухнăшăн протокол çырĕ.
— Вара эсир, сĕтлĕ тутасем, мана унсăрах тытса çыхрăр-и? — шалтах тĕлĕнчĕ браконьер.
— Унсăрах. Вăрттăн сунара тухасси пĕтрĕ ĕнтĕ сирĕн. Пур çĕрте те дружинниксен патрулĕ çӳрет. Тек çут çанталăка çаратма çăмăл пулмĕ.
— Çаратни-и вăл ултă ăсан тытни? Авă, илтетĕр-и, вăрманта мĕн чухлĕ юрлаççĕ вĕсем. Яла çапла вăрра тытнă пек илсе пырса намăс ан кăтартăр старике. Салтăр алăсене, уншăн эпĕ сире литр лартатăп, — йăлăнчĕ сунарçă.
— Ан чăрман, — хуравларĕ Пракух. — Сăмакунна хăвна валли хăвар. Вăрманта тепре тытсан сана ирсĕр ĕçрен сивĕтес кăмăлпа пăрлă шыва кĕртес тетпĕр. Ун чух ăшăнма кирлĕ пулĕ. Халĕ ут çак çулпа. Сунар станцине ут! — браконьера çурăмĕнчен тĕксе сиввĕнкаларĕ Пракух...
Баранова вăрттăн сунарта тытни çинчен Тараев протокол çырчĕ. Протокол çине дружинниксем пурте алă пусрĕç, анчах Шатра Михала хутла пĕлмĕше персе нимпе те алă пусма килĕшмерĕ. Çапах сунар инспекцийĕ ăна штраф тӳлемелле турĕ. Вăл тӳлеме килĕшмен пирки ĕçе суда панă. Кĕçех Сутягина Баранова, Урнашкина тата Тараева йыхрав ярса чĕннĕ. Вăл вăхăтра Виктор килте пулман пирки йыхрав корешокĕ çине Улюн инкене алă пустарнă. Свидетель килмен тесе ĕçе пăхса тухассине тепĕр куна хăварнă. Анчах Виктор иккĕмĕш хутра та, виççĕмĕш хутĕнче те пырайман. Вара Баранов ĕçне унсăрах пăхса тухнă. Ун çинчен Тараев шалу илнĕ чух тин пĕлнĕ. Бухгалтертан май уйăхĕшĕн панă шалуран мĕншĕн çĕр тенкĕ тытса юлни çинчен ыйтсан вăл çапла хуравланă: «Сана суда свидетель пулма пыманшăн çĕр тенкĕ штраф тӳлеттермелле тунă. Исполнительнăй листпа тытса юлтăмăр».
Тарăхнипе Виктор çав кунах Сутягина патне кайса Баранов ĕçне кăтартма ыйтнă. Шатра Михала судра ăсан тытнине туннă, дружинниксем ăна кукурус уйĕнче хура кураксене пăшалпа пенĕшĕн йăнăш тытнă тенĕ. Свидетель вырăнне пынă Урнашкин Баранова çамрăксем урам тăрăх илсе пынине курнă, унăн мăйĕнчен чăнахах хура кайăксем çакăнса тăратчĕç, анчах вĕсем ăсан аçисем мар, хура кураксем пулчĕç тенĕ. Çавăнпа суд Баранова тӳрре кăларнă, Тараева виçĕ хут чĕнсе те суд ларăвне пыманшăн штраф тӳлеттермелле тунă. Виктор жалоба парасшăнччĕ, Сутягина кассаци срокĕ иртнĕ тесе унăн жалобине йышăнмарĕ.
Кун çинчен пĕлсен районта ĕçлекенсем каçса кайсах кулчĕç. Шатра Михала хăй те хытă ахăлтатрĕ. Çапах та çав çуркунне сунара тухма урăх хăяймарĕ.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...