Кайăк тусĕ :: 7. Икĕ егерь


Патмаров ял хĕррине лартнă çĕнĕ пӳртре пурăнать. Çенĕке кĕрсенех Тараев куçне чарса пăрахрĕ: стена çумĕнче вун виçĕ пăшал çакăнса тăрать. Вĕсене пурне те çу сĕрнĕ, кĕпçе анисене пăкăланă. Кунта «Зимсон», «Винчестер», «Фран-Кот» фирмисемпе Тула тата Ижевск хулисенче тунă хамăр пăшалсем выставкăри пек тăраççĕ.

— Пурте хăвăрăн-и? — тĕлĕнсе ыйтрĕ Тараев.

— Пĕри те хамăн мар, 2-мĕш обходра пурăнакан сунарçăсен.

— Туртса илнĕскерсем пулĕ.

— Çук, сунар сезонĕ иртсен хуçисем хăйсем килсе çакаççĕ. Вĕсене кунта усрани шанчăклăрах.

— Мĕншĕн? Килте вăрласа каясран шикленеççĕ пулĕ-çке?

— Уншăн мар. Вăрманта манпа тĕл пуласран хăраççĕ. Пăшал ал айĕнче чух сунара тухмасăр чăтса пурăнма çăмăл мар. Хăюллăрах пулма «аншарли» сыпаççĕ те тухаççĕ мулкач тытма. Паллах, ун пек чух вăл килне пăшал хуçăкĕсене çеç çĕклесе таврăнать. Эпĕ протокол çырса чăрманмастăп, браконьер пăшалне çĕр çумне çавăрса çапатăп та — ĕçĕ пĕтрĕ.

— Жалоба памаççĕ-и?

— Айăплă çын жалоба çырни усăсăррине лайăх пĕлет. Сунар сезонĕ иртни çинчен кашни сунарçа алă пустарса евитлетĕп. Çапла тунă хыççăн сунара тухма хăякансем сахал.

Кунта пурăнакан сунарçăсем тухмĕç, анчах инçетрен килекенсем?

— Мана палламан кайăкçă ниçта та çук пулĕ. Виç-тăватă çул каярах килкелесе пăхнăччĕ, кунти мулкачсем хакла ларнине сиссен пăрахрĕç. Вăрттăн сунара тухас текенсем виççĕмĕш обхода каяççĕ.

— Ак тата. Унта та егерь пур-çке.

— Пурри пур та, усси çук. Эпĕ ăна сунар хуçалăх çывăхне те ямăттăм. Мĕншĕнне каламастăп, çитсен хăвăрах курăр...

Тепĕр кунне Антонов патне кайнă чух Тараев хăйпе пĕрле Патмарова та чĕнчĕ. Вĕсем унта тул çутăлсанах тухса кайрĕç. Тăкаккассине каякан çул вăрман варрипе выртать. Пилĕк çухрăм кайсан Патмаров лашана чарма ыйтрĕ. Тараев квартал чиккисем хĕресленнĕ çĕрте ларакан ула юпа патĕнче лашине тăратрĕ. Юпа çумне сунара тухма чарни çинчен пĕлтерсе хăма çырса çапнă.

— Тăхтăр-ха, сунар йытти мар-и ку? — ыйтрĕ Патмаров.

Инçех те мар йытă вĕрни илтĕнчĕ.

— Лайка йышши йытăсем кайăка чарса тăратсан çавăн пек вĕрекенччĕ, — терĕ Виктор.

— Ку таврара лайка Антоновăн хăйĕн çеç. Вăрман тĕрĕслеме йыттипе тухман-ши вăл?

Шăпах çак самантра пăшал кĕрслетрĕ те йытă вĕрме чарăнчĕ.

— Э-э! Ку вăрман тĕрĕслени мар, чăн-чăн сунар-çке. Эсир мана кĕтсе тăрăр, эпĕ халех вĕсене кайса тытам.

Патмаров, йĕлтĕрне сырса хыр вăрманне чăмрĕ.

— А-а! Браконьерсем ашкăнаççĕ-çке! Тăхтăр-ха, савнă тусăмсем, эпĕ сире карăк тытма вĕрентем! — илтĕнчĕ вăрман ăшĕнчен Патмаров сасси.

— Петр Ефимович, эсĕ аташса кайрăн-им? Ку вĕт санăн обходу мар, манăн обход. Тавай пăшала! — илтĕнчĕ тепĕр имшертерех сасă.

— Эпĕ сана кăтартăп кам обходне. Эсĕ тата, йĕпе сăмса, пар хăвăртрах пăшална! — татах кĕрлерĕ Патмаров сасси.

— Петĕр пичче, тархасшăн пăшала çапса ан çĕмĕр. Мучи мана кун кăтартмасть, — йĕрсе ярас пек тилмĕрчĕ тепĕр çын.

— Юрĕ. Утăр ман хыçран.

— Ăçта илса каян пире?

— Çĕнĕ начальник патне.

— Апла пулсан малтан киле кĕрсе ĕнер çеç юхтарнине пĕр литр илсе тухас мар-и?

— Усăсăр. Ку Лупашкин йышши мар, шăршлă сăмакуна мар, лавккаран туяннине те ĕçмест. Пуçа каска çине хумах хатĕрленсе тăр.

— Питĕ хаяр-им?

— Ан та кала, арăсланран темиçе хут хаяртарах. Ĕнер мана кăшт çеç çисе ямарĕ. Сăлтавĕ те пысăк мар, хам обходра мулкача хурчка тапăннине çеç курнă — тапратрĕ пăсăрлантарма, çырлахтăр турă! «Мĕншĕн хурчкасем куç кĕретĕнех вĕçсе çӳреççĕ? — тет. — Мĕншĕн мулкачсене лайăх сыхламастăн. Эпĕ тепре килнĕ çĕре хурчка мар, чакак та ан пултăр обходра! Çăткăн кайăксене пĕтермесен хăвăн пуçна пĕтеретĕп!» Чун ура чĕрни вĕçнех çитрĕ. Темле çăлăнса юлтăм, халĕ те пĕлместĕп, хурчкашăн çапла çĕмĕрнĕ пуçлăх карăк тытнине курсан мĕн тăвассине хăвах пĕлме кирлĕ.

Тараев çак сăмахсене илтсен сасăсăр кулчĕ. Кĕçех уçланка виççĕн тухрĕç. Малта — Патмаров, ун хыççăн вăтăр çултан иртнĕ кутăрмис çын, хыçалта вун ултă-вун çичĕ çулхи яш ача.

— Виктор Николаевич, акă икĕ браконьер, акă пăшалĕсем. Вĕсене сирĕн алла паратăп. Ку, питне çумасăрах вăрмана тухни, пирĕн Антонов егерь, лешĕ, сăмсине шăлма манни, колхоз бухгалтерĕн шăллĕ пулас. Пăшалĕсене турткалашса тăмасăрах ман алла пачĕç. Çавăнпа ытла хытах ан çунтарăр вĕсене. Çурăмĕсенчен чĕн пушăпа виçшер хут çаптарсан çитĕ. Хăвăр ислетес тетĕр-и вĕсене е çав пархатарлă ĕçе тума мана хушатăр-и? — куçĕпе кăна кулса ыйтрĕ Патмаров.

Карăк амине мăйĕнчен тытса тăракан яш ача тăрук ĕсĕклеме тапратрĕ.

— Начальник юлташ, тархасшăн хăвăр çаптарăр. Патмарова хушсан пĕрре çапсах çурăм тирне çурать. Унăн алли йывăррине пурте пĕлеççĕ, — йăлăнчĕ яш ача.

Тараевпа Патмаров кулса ячĕç, сăмсине нăшăклаттарса тăракан Антонов аяккалла çаврăнчĕ.

— Пĕррелĕхе пушăпа çаптармасан та юрĕ. Яла çитиччен протокол çырас. Патак çиес вырăнне штраф тӳлеччĕр, — йĕрĕннине пытармасăр каларĕ Тараев.

«Çакă пиçмен пашалу егерьте тăрать, — Антонов çине пăхса шухăшларĕ Тараев. — Ана кайăк-кĕшĕк сыхлама мар, çĕтĕк çăпата сыхлама та шанас çук эпĕ. Çапах та тĕплĕнрех паллашмасăр ĕçрен кăларас пирки татса калама юрамасть. Мĕншĕн те пулин ĕçе илнĕ ĕнтĕ ăна. Тен, паян сунар йĕркине пăсни ăнсăртран пулнă пулĕ. Çынна пĕрре курсах тĕрĕс хаклама хĕн, тĕплĕнрех пĕлмелле...»

■ Страницăсем: 1 2