Кайăк тусĕ :: 6. Хĕр шухăш-туйăмĕ


— Эпĕ сана чиччас ăнлантарса парăп. Кино çинче пĕр Григорий ятлă казак Листницкий ятлă улпут ывăлне чĕн пушăпа çунтарать. Манăн Тараев полковникăн ывăлне çавăн пек çунтарас килчĕ...

Çав сăмахсене каласа пĕтериччен Наянов аллинчи чĕн пушă хытă чăвăшлатса Виктор питне пырса тиврĕ. Лав вăрман патнех çитнĕ пирки малалла мĕн пулнине Чĕкеç питĕ аван курчĕ. Пушă питрен пырса тивсенех Тараев çуна çинчен хăвăрт сиксе анчĕ те сулахай аллипе сывлăша тепре çĕкленнĕ пушă аврине ярса тытрĕ, сылтăм аллипе Валентина янах шăмминчен чышрĕ. Чышкă сасси вĕрен шалчине тукмакпа çапсан тухакан сасă евĕрлĕ илтĕнчĕ. Вара Чĕкеç тĕлĕнсех кайрĕ. Тараевран чылай патвартарах Валентин каснă юман пек çĕре персе анчĕ. Виктор институтра вĕреннĕ чухнех разрядлă боксер пулнине пĕлнĕ пулсан Чĕкеç аплах тĕлĕнес çукчĕ ĕнтĕ. Боксершăн чышкăпа чышсах тăшман шăл-çăварне аркатасси йывăр ĕçех мар. Тепĕр тесен, ăна Наянов та пĕлмен-тĕр, унсăрăн вăл хăйĕн янаххине хӳтĕленĕ пулĕччĕ.

Тем те пĕр курма хăнăхнă лаша çапăçакансенчен кăшт иртрĕ те чарăнса тăчĕ. Валентин та пĕр-ик минут выртнă хыççăн çĕр çинчен çĕкленчĕ. Малтанах вăл ывăç тупанĕ çине катăлнă шăлĕсене сурса кăларса пăрахрĕ, унтан кĕсьерен вăрăм çĕçĕ туртса кăларчĕ. Çĕçĕ сывлăшра йăлтăртатсан Чĕкеç Тараев пуçĕ пĕтессине сисрĕ. Çавăнпа вăл пĕтĕм вăйран çухăрса ярас-шăнччĕ. Анчах кăшкăрма та, вĕсем патне чупса пыма та ĕлкĕреймерĕ. Наянов çӳле çĕкленĕ çĕççине Виктор пырĕ патне сулса ячĕ те ытла та хăвăрт пăрăннă тăшманне тивертеймен пирки хăй сулăнса кайрĕ. Унччен те пулмарĕ, Тараевăн икĕ чышки умлăн-хыçлăнах Валентин янахне тивсе малтан тухнă сасса тата икĕ хутчен кăларчĕ. Ăнман конюх халĕ ĕнтĕ каснă юман пек мар, лайăх чыхса тултарайман михĕ пек çĕре тĕшĕрĕлчĕ. Çĕнтерекенĕ ун аллинчи çĕççе туртса илчĕ.

«Халĕ ĕнтĕ вăл хăй Валентина чиксе пăрахать», — сехĕрленсе шухăшларĕ хĕр.

Иккĕмĕш хут çĕре ӳксен Наянов вунă минутран кая мар выртрĕ. Унтан ерипен çĕкленчĕ те тайкаланса, юнлă сурчăкне сура-сура ним шарламасăр ял еннелле утрĕ.

— Эпĕ Листницкий мар, эсĕ те Мелехов ури çумне çыпçăннă пылчăк тĕшне те тăмастăн, — хăй патĕнчен утса каякан çын хыççăн кăшкăрчĕ Тараев. — Пурнăç çулĕ çинче иксĕмĕр тепре тĕл пулсан çăварунта пĕр шăл та юлмĕ. Çавна яланах асра тыт!..

Валентин ним те чĕнмерĕ, йывăр чирлесе выртнă хыççăн ура çине пĕрремĕш хут тăнă çын пек урисене аран-аран ылмаштаркаласа, такăна-такăна, каялла çаврăнса пăхмасăр ял еннелле утрĕ. Кайсан-кайсан вăл, чарăнса тăрса, хĕрлĕ сурчăкне сурать, унтан фуфайка çаннипе çăварне шăлать те татах тайкаланса утать. Вăл айлăма анса çухалсан тин Виктор чăрăш патне çитсе чарăннă лаши енне çаврăнчĕ. Вара питĕ тĕлĕннипе хыт-сах кайрĕ.

— Чĕкеç, хăçан килсе тухрăн эсĕ кунта? — кăшкăрса ячĕ вăл.

— Хăвăр çапăçма пуçличченех.

— Апла пулсан кунта мĕн пулса иртнине пĕтĕмпех куртăн ĕнтĕ? Валентин мана суда парас тесен санран лайăх свидетель тем пек шырасан та урăх тупаяс çук. Ĕç мĕнле пулнине чăннипе калатăнах ĕнтĕ. Шанма пулать-и сана, Чĕкеç?

— Уншăн ан та пăшăрханăр. Курман-илтмен пĕр сăмах, курнă-илтнĕ çĕр сăмах тенине эпĕ питĕ аван пĕлетĕп, — кулса ячĕ хĕр. — Çитменнине, сире никам та суда парас çук. Валентин хăй малтан тапăнчĕ те мĕн кирлине туянчĕ. Анчах сирĕн питрен юн юхать, сылтăм куçпа юнашар пит тирне çурнă.

— Чĕн пушă вĕçĕ тиврĕ пулмалла. Куçа сиктерсе кăларнă пулсан пуçăм пĕтетчĕ-çке, амитке! Сылтăм куçсăр сунарçă — сунарçă-и вăл? Кăшт кăна куян кулли пулмарăм вĕт, — кулкаласа Тараев малтан суранне аллипе сĕртĕнсе пăхрĕ, унтан таса тутăрпа пăчăртарĕ.

— Сунарçă пулмасси çур инкек çеç-ха, хăрах куçсăр юлнă пулсан юратнă хĕрĕр мĕн тейĕччĕ?

— Юратакан çын савнийĕ сĕм суккăр пулсан та ăна пăрахмĕ, юратманни вара куçлă-пуçлă чухнех пăрахса хăварĕ.

Чĕкеçĕн сăмахĕсем ăна Ирена çинчен аса илтерчĕç. «Тавтапуç сана, савниçĕм, эсĕ ирĕксĕрлесе мана бокс вăййине вĕрентмен пулсан паянхи тытăçу епле пĕтесси паллă марччĕ», — терĕ вăл хăй ăшĕнче.

— Эсир ăçта кайма тухнăччĕ? — ыйтрĕ хĕр.

— Упакассине. Патмаров егерь патне каяс тенĕччĕ.

— Сирĕнпе ларса пыма юрать-и?

— Паллах юрать. Эсĕ те унта каятăн-и?

— Çук, Сĕреткассине çеç. Мăнакка тахçанах ларма пыма чĕннĕччĕ, пĕр-ик эрнелĕхе каяс терĕм, — палăрмаллах хĕрелсе суйрĕ Чĕкеç. — Эсир мĕншĕн ман çине тĕлĕнсе пăхатăр?

— Наянов та Сĕреткассине çитиччен ларса пыма ыйтрĕ. Хăй мана мĕнле Сĕреткасси кăтартнине хăвах пĕлетĕн. Эсĕ те ун пек хăтланмăн-ши?

Чĕкеç кĕмĕл шăнкăрав шăнкăртатнă пек кулса ячĕ.

— Акă мĕншĕн тĕлĕнтĕр иккен? Çук, Виктор Николаевич, сире эпĕ нихçан та хур тăвас çук.

— Нихçан та-и?

— Нихçан та.

— Çапах та Наяновран мар, санран ытларах шикленетĕп.

— Мĕншĕн? — телĕнчĕ хĕр. — Е эпĕ çав териех тискер сăнлă-и?

— Уншăн мар. Сăну ытарайми хитрине эпĕ каламасăрах лайăх пĕлетĕн. Егерьсен сăмахне ĕненсен, сан пек хăрушă браконьера кун çутинче хунарпа шырасан та урăх тупаяс çук. Кашни браконьер — манăн чи хаяр тăшман, пурăнан пурнăçра пурпĕрех унпа тытăçмалла пулĕ. Тăшмансем пурте Наянов пек тăмпай мар. Вĕсем хушшинче ăслăраххисем, чеереххисем те, телейлĕреххисем те тупăнма пултараççĕ. Сана хам тăшмансем хушшинче пĕртте курас килмест, — шухăшлăн, кашни сăмах хыççăн тенĕ пек чарăнса каларĕ Виктор.

— Мĕншĕн? — куланçи пулса ыйтрĕ Чĕкеç.

— Тĕрĕссине калас-и?

— Тĕрĕссине çеç. Вылянса-кулса мар, хăвăр ăшри шухăшăра пĕр пытармасăр калăр.

— Итле эппин, — Тараев хĕре куçран пăхса нумайччен шухăшласа ларчĕ. — - Итле, эпĕ каланине нихçан та ан ман. Чĕкеç, эсĕ питĕ чипер хĕр. Хам поэт пулсан, сана çурхи тĕлĕнмелле илемлĕ хĕвелпе танлаштармалла. Шухăшласа пăх-ха, çав тери хитре сăн-сăпата камăн сăнсăрлатас килĕ? Ху ман тăшмансен ретне кĕрсен пирĕн хăçан та пулин хире-хирĕç тăрса тытăçма лекетех. Паллах, çапăçу вăхăтĕнче çын шăлсăр юлма та, куçне çухатма та, тата ытти майсемпе сăнсăрланма та пултарать. Манăн чипер Чĕкеçе кирек хăçан та илемлĕ пулнине çеç курас килет...

Хĕр ним те шарламарĕ, пуçне çеç тата аяларах усрĕ. Виктор ун çине тайăлса пăхнă пулсан унăн кăн-кăвак куçĕнче çут шăрçа пек куççуль тумламĕ йăлтăртатса тăнине курнă пулĕччĕ. Анчах вăл Сĕреткассине çитичченех уçăмлă юртакан тимĕр кăвак лаши çине çеç пăхса пынă пирки ăна-кăна асăрхамарĕ.

Чиркӳпе хире-хирĕç ларакан тимĕр витнĕ пысăк пӳрт патне çитсен Тараев лашине çĕнĕ хапха умĕнче чарчĕ.

— Çитрĕмĕр, Чĕкеçĕм, — терĕ вăл çуна çинчен анса.Хĕр пуçне çĕклерĕ те лаша Мишер хапхи патне çитсе чарăннине курса тĕлĕнсе хытсах кайрĕ.

— Ман кунта килмеллине ăçтан пĕлтĕр эсир? — чĕтрекен сасăпа ыйтрĕ хĕр.

— Эсĕ браконьер пулма пăрахасси çинчен пĕр сăмах та каламарăн. Апла пулсан иксĕмĕр малашне те тăшмансемех пулса юлăпăр, пĕр-пĕринпе çураçусăр кĕрешĕпĕр. Кĕрешӳ ăнăçлă пултăр тесен тăшман мĕн тума хатĕрленнине вăхăтра пĕлсе тăмалла. Çав майпах санăн паян Мишер патне килмеллине те чухларăм ĕнтĕ эпĕ. Чĕкеç, кала-ха, эсĕ чăнахах çакăнта килме тухнăччĕ вĕт?

Куçне чарса пăрахнă хĕр кирлĕ сăмах тупаймарĕ, вара те сехĕрленсе, те тарăхса, каччă енне çурăмĕпе çаврăнчĕ те çĕнĕ хапха патнелле утрĕ. Алăк хăлăпне тытсан тин вăл Виктор çине тепре пăхрĕ.

— Лартса килнĕшĕн тавтапуç. Ырă çынпа пĕрле çӳренĕ çул кĕске пулать теççĕ. Çитес çĕре çитнине те сисмен. Сывă пулăр!

— Тепре куриччен! — тесе Тараев тилхепине турткаларĕ те лашине малалла чуптарчĕ.

■ Страницăсем: 1 2