Хура çăкăр :: II. Кĕтмен парне
Палюк çăкăртан писмерĕ, укçине йышăнманшăн кăна пăртак кăмăлсăрланчĕ.
— Эсĕ ху кам таврашсем пулатăн çак? Утламăшсене паллакалатăп, Кантюксене пĕлетĕп...
— Вĕсене пĕлмен çын таврара та çук пуль.
— Нямаçне лайăх пĕлетĕп. Виçĕмçул мана тĕрмене хуптарма пулăшрĕ вăл. Пуян пурăнаççĕ. Халь миçе лавкка тытаççĕ вĕсем?
— Пĕр лавкка кăна пуль, — терĕ Тухтар.
— Пĕри Утламăшра. Пăвара тата вĕсен тир-сăран лавкки пур.
— Ăна пĕлейместĕп вара.
— Ăçтан пĕлсе çитерĕн. Унта Нямаç виçĕмçул хăйсен лавккинче ĕçлекенĕн хĕрне пусмăрланă та, хĕрĕ çав кунах çакăнса вилчĕ. Хĕрĕн ашшĕпе вара тепле май укçапа майлаштарса килĕшрĕ. Çавăнтан пĕлетĕп Нямаçне.
— Калаçкалатчĕç çав пĕр вăхăтра та...
— Апла эс утламăшсемех иккен? — терĕ Палюк, çăкăрне çисе ярса.
— Утламăшсем сав. Туймет ачи, Тухтар ятлă эп.
— Пĕлейместĕп Туйметсене.
— Эпĕ хăр-тăлăх ӳснĕ çын. Шерккей йыснасем патĕнче ĕçлекелесе пурăнатăп.
— Çамаккасене пĕлкелетĕп кăштах. Элентейпе пĕр çул ята кĕтĕмĕр... Эсĕ леш, Тимма старикпе кĕтӳ кĕтмен пуль-çке ĕлĕкрех?
— Кĕтнĕ! — хура куçĕ йăлкăшрĕ Тухтарăн. — Чим-ха... тин аса илтĕм... Эс марччĕ-и Карас кӳлли хĕрринче мана тахçан çĕлĕк парса хăвараканни?
— Мĕнле çĕлĕк?
— Вăрам хăлхаллă çĕлĕк.
— Ула? Çĕпĕр мулаххайĕ?.. Сана парса хăвартăм-и? Эп ăна манса та кайнă. Ак япала!..
— Эп манман, — чĕререн каларĕ Тухтар. — Ырă тунине манма хушмастчĕ мана Тимма тете. Эп ăна виçĕ хĕл тăхăнса çӳрерĕм. Тăхăнмассерен сана тав тăваттăм.
— Çавăншăнах-и? — кăмăллăн кулса илчĕ Палюк, çăварĕнчи пĕр ылтăн шăлне кăтартса. — Хура кĕркуннеччĕ ун чух, Капкай тимĕрçĕ патне килсеттĕм. Çула май Тимма тете мана чарса тăчĕ. Сана çавăн чух курсаттăм пуль. Тин аса илтĕм. Куртăм та хĕрхенсе кайрăм. Пуçу шаклаччĕ ун чух. Халь ав — кăтру епле пусса илнĕ. Çĕлĕк те кирлĕ мар! Çӳçӳ пит чипер санăн, асту, шакла ан кастар... Ну, мĕнле пурăнатăн... Тухтар? — малтанхи хут ятран чĕнчĕ вăл йĕкĕте.
— Пурăнасси-мĕнĕ, епле калас...
— Ха, епле калас тетĕн!.. Акă, çул хĕрринчи ясмăк пек-и? Кам çулпа иртет, çавă таптать! Çапла-и?
Тухтар кулкаласа илчĕ. Палюк, майлашăнарах ларса, хăрах чĕркуçсине аллисемпе хупласа тытрĕ.
— Çапла пурăнкалатпăр çав-ха, тăванăм, пурсăмăр та, — тарăн сывласа ячĕ Палюк. — Пурнăç тетпĕр те телей кĕтетпĕр, çаплах çĕре те кĕретпĕр. Кун хыççăн кун сӳнтерсе ĕмĕр иртет... — Палюк ларнă çĕртен тăчĕ. Ун хысçăн Тухтар та çĕкленчĕ.
— Укçа илмерĕн. Мĕнпе тав тăвас ĕнтĕ çана?
— Мĕн тав тăвасси пултăр, Палюк тете, ним те кирлĕ мар...
— Пушмакăма парса хăварăттăм — çарран яла пырса кĕме лайăх мар, утасси сакăр çухрăм юлать-ха.
Аллинчен уртнă пиншакне пăхкаларĕ Палюк.
— Ме, çак пиншака та пулин парса хăварам пĕрех хут. Лайăх юлташ панăччĕ ăна. Хама вăл пурпĕрех тăвăр, кĕскерех те. Сана шăп пулма кирлĕ. Асăн Палюк тетӳне!
Тухтар пуçне сулкаларĕ.
— Çук, çук, Палюк тете. Кун пеккишĕн тӳлесе татма та хăватăм çитмест. Ăна эп, ахаль илме мар, укçалла туянсан та тăхăнас çук. Килĕшмест вăл ман пеккине.
— Ха, килĕшмест тетĕн? Вăрлани килĕшмест!.. Ме, тăхăн, килĕшет. Тӳлес пирки ан та калаç. Санран пĕр пус ыйтмастăп. Паянхи пек вăхăт килнĕ чух тепре çăкăр çитерĕн те — сăмахĕ пĕтрĕ... Ме, тăхăнса яр-ха куç умĕнче. Пăхса илем. Çавăна хур эс...
Тухтар çаплах вăтанса тăчĕ. Кăмăлĕпе хирĕçлерĕ пулсан та итлерĕ вăл. Кутăн ачана кĕпе тăхăнтартнă пек, Палюк ăна пиншак тăхăнтарма тытăнчĕ, хулпуççине шăлкаласа тӳрлетрĕ. Хăй пĕрмаях хушнă сасăпа:
— Тăхăнса яр, тăхăнса яр, — тесе тăчĕ. — Ристан тумтирĕ тесе ан шухăшла. Тĕрмере кун пеккипе çӳретмеççĕ, ачам... Ну, хайхи пулчĕ те,— çутă тӳмисене Палюк хăех çаклатса ячĕ. — Пăх-ха, каччи начар та мар иккен, епле чипер пулса тăтăн? Кирек хăш ял хĕрне те куçăнтан пăхтармалла. Авланман-и-ха?
Тухтарăн пит-куçĕ хĕрелсе кайрĕ.
— Çук, авланман, — майĕпен илтĕнчĕ унăн сасси.
— Юрĕ, ун пек вăхăт та çитет вăл ĕмĕрте. Ну, — Тухтара аллинчен чăмăртаса тытрĕ Палюк, — чипер юл, телейӳ хăвăнпа пĕрле пултăр. Курман та илтмен пул эс таркăн Палюка! Тепре куриччен...
Вăл Тухтара çурăмĕнчен лăпкаса илчĕ те, сарлакан яра-яра пусса, хăй çулĕпе уттарчĕ.
— Чипер кай, — терĕ Тухтар, урăх ним калама аптраса. Тусанлă çул çинче Палюк хыçĕнчен йĕр пулса юлчĕ. «Таркăн-и? Çавăн пек çын та таркăн пулать-и?..» Тухтар халиччен ун пек шухăшламанччĕ. Ристанпа таркăн тени хурах тенинчен те хăрушăрах пек илтĕнетчĕ ăна. Палюк пур — епле ырă çын! Ăçтан вăл таркăн пултăр.
Шухăш вĕççĕн шухăш сыпăнчĕ Тухтар пуçĕнче, вĕçне пурпĕр тухаймарĕ.
Палюк арман хушшине кĕрсе курăнми пулчĕ, унтан ял хĕррине тухрĕ, вара, пахча хыçĕпе иртнĕ чух, йăлтах куçран çухалчĕ. Тухтар тинех хăй çавине çĕклерĕ, çийĕнчи пиншакне асăрхарĕ. «Кур-ха эс, епле пулса тăчĕ ку? Пит лайăх пиншакнех пачĕ те хăварчĕ. Ялта пĕр каччăн та çак пиншак пек чапли çук. Кун пеккине Нямаç та халиччен тăхăнса курман пуль». Тухтар татах ял еннелле çаврăнса пăхрĕ. Палюк курăнмарĕ. Çӳхе тусан çийĕн вăл пушмакпа пусса иртнĕ йĕр кăна палăрать. Тухтар, çавине майлăрах тытса, çултан сулахай енне пăрăнчĕ. Шерккей йыснăшĕпе вĕсем вир акма çак çулпах килсеччĕç пулас?.. Палланă пусă еннелле хĕпĕртесе пăхкалать Тухтар. Палюк çаплах асĕнчен каймасть, сăмахĕсем те хăйсене хăйсем чĕлхе вĕçне килеççĕ. «Çул хĕрринчи ясмăк пек...» Кам вăл? «Эпир иксĕмĕр те», —терĕ. Палюк пирки апла калаймăн. Тухтар тесен — тăлăх, кĕтӳçĕ, мĕскĕн, ак вăл халь те çын ĕçне тăвать... Çапах ăна хисеплекен çын та тĕнчере пур иккен. Епле савса калаçрĕ. Телейлĕ кун паян, тупата!
Çак самантра Тухтарăн юрласа ярас килчĕ. Ытармалла мар чечен кĕвĕ чĕре патĕнче янăрать, сăмахĕсем те хăйсен тĕллĕнех сыпăнаççĕ:
Ăçта каян, чĕкеç, çумăр витĕр,
Ик çунату тăрăх шыв юхтарса?
Ăçта каян, тăван... тăван... тăван...
Сасартăк çав вăхăтра чуна кайса тивес пек шари кăшкăрса яни илтĕнсе кайрĕ. Хĕрарăм сасси. Тухтар шартах сикрĕ. Унтан, çавине алă вĕççĕн тытса, сикнĕ сĕрте сиксе, чупнă çĕрте чупса, лап тăрăх ут вĕттин вирхĕнсе анчĕ.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...