Таркăн :: Савтепи


— Уçса кăтартăр та, вара килсене саланатпăр!

Ивук крыльца çине тухрĕ.

— Итлĕр-ха, хура халăх. Пире, пуçлăхсене, хăратса çӳрекенсене мĕн кĕтнине пĕлетри эсĕр? Сивĕ касамат, тĕрме... Луччă саланăр хуллен. Эпĕр те сире курман-илтмен пулăпăр.

Халăх умне Янтул тухса тăчĕ.

— Подвалне уçса кăтартмасăр пур пĕр каймастпăр эпĕр. Пиртен никам та вăрçакан-çапăçакан çук халь. Пурте лăпкă халăх. Ав пирĕн тӳлек матăшкă. Ав кунĕ Миклай. Ав йăваш Хветлепе Микки...

— Çывăрнă чух пурте лăпкă эсĕр. Вăрансан тӳлекки тӳнтерет, йăвашши йăвантарать, —тап-таса чăвашла каласа хучĕ Ивук. — Подвалне уçас тесен те, çăраççи çук ман. Юлашки вăхăтра ăна атте хӳрешки тыткалатчĕ...

— Кам, Шахрун-и? Эппин, эсĕ пире уçма ирĕк пар, эпĕр хамăрах уçса пăхăпăр. Пиртен темиçе çын тимĕр чĕлхи пĕлекенсем пур.

Ивукăн каллех сăнĕ улшăнса карĕ.

— Мĕнле япала вăл — тимĕр чĕлхи? — текелесе те çĕре анчĕ вăл, те кантура кĕчĕ — куçран çухалчĕ.

Çынсем мала пуп майрипе Михапара тата темиçе ватта чĕнсе кăларчĕç. Янтул вĕсене пĕр-ик утăм каялла чакма хушрĕ. Хăй путвал çăрине çавăркаларĕ, çавăркаларĕ те шăнкăрт тутарса уçса хучĕ. Çынсем тепре ахлатса ячĕç.

— Эпĕ юмăç каланине пĕлтертĕм сире, — терĕ Янтул. — Ял-йыш хушнине те турăм. Ыттине — хăвăр пĕлĕр. — Вăл айккинелле кайса тăчĕ.

Пĕри кĕрсе пăхрĕ те путвала — çĕре ӳкрĕ, тепри çухăрса ячĕ...

Урамран картишне ачасем чупса кĕчĕç.

— Ивук юланутпа тарчĕ! — терĕç вĕсем.

 

Шахруна тытма уйăрса янă çынсемпе полици салтакĕ Шуркассине çитнĕ çĕре Яка Илле тарçи урайĕнче хускалмасăр выртатчĕ.

— Явап тытасран хăраса наркăмăш ĕçсе вилнĕ, — пĕлтерчĕ çынсене Ивук.

Ăна вăл хăй эрехпе наркăмăш ĕçтерсе вĕлернĕ терĕç ял хушшинче.

 

Ку истори ялти пурнăç тумхахĕ çеç тесе официаллă хутсем çине ӳксе юлайман. Ăна халăх çеç ламран лама каласа пирĕн куна çитернĕ. Эпĕ халь сире каласа патăм.

■ Страницăсем: 1 2 3