Таркăн :: Çĕнĕ хуçа
— Кун каçа çĕр те пĕр тĕслĕ ĕç патне пырса лекен те хăвăн ятна та манса кайăн, — терĕ.
— Пăрахса кай эс ун панчен. Ан тив, сысни-качкипе хăй çăрăнтăр, луччă пирĕнпе çапăçма вăхăт тупаймĕ. Пурăнма пирĕн пата куç.
— Йышу хăвăн та пур-тăр-çке?
— Пулмасăр ара, пур. Вуннăн тан пурăнатпăр. Халь çăва хирĕç вĕт, таçта та выртса тăма пулать. Хĕллеччен куç курĕ унта. Чĕрĕ пуç амалет тенĕ.
Çынни ку чиперех пулас-ха, йĕри-тавра кăмăллăн пăхкалать. Янтул куçĕпе тĕл пулсан ăшшăн йăл кулать те хитреленсех каять. Паллах — ырă çын вăл. Анчах... ырă çын килĕнче ăна кансĕрлесе пурăнса унпа пăсăличчен е ун умĕнче хăвна парăмлă пек туйса çӳриччен Янтул усал çын патне тара кĕрĕшет те хăйне тивĕçлине вăйпа туртса илет. Ун пек чухне ун пит шурă.
— Çапла та-ха вăл. Пачăшки пире пӳрт лартса парас пек мăкăлтатать.
— Кам, пуп-и? Хăçан лартса парăп терĕ-ха?
— Хăçаннех татса каламарĕ те... Сăмахне пĕр-ик хут та асăнчĕ.
— Ĕçе илнĕ чух-и? Суять вăл! Каларĕ тейĕн ак. Халь ун, çуркунне, хӳри вĕçне туй килнĕ. Ĕçлекенсем кирлĕ ăна.
Янтул лаши килнелле кăрт туртрĕ те, вĕсем сиксе юхакан çурхи шыва хирĕç урам варрипе тăвалла утрĕç.
— Ыран эпир ĕне ырри пекки тăвасшăн, пырса курăр, — терĕ Михапар уйрăлса каяс умĕн. — Темех çук та, калаçса ларăпăр. Эп малтан каланине те ан ман... Тен, пурăна киле туссем те пулса кайăпăр. Килĕшрĕн эс мана.
Ненай, туслашассиех пулмасть пуль тесе юлчĕ Янтул. Туссем пĕр-пĕринпе ним пытармасăр калаçмалла. Янтул хăй çинчен тĕрĕссине çынсене мар, арăмне те каласа паман.
Ятне улăштăрйипе вăл хăй те улшăнчĕ пулмалла. Икĕ ятлăскер (хăй ăшĕнче — Янтул, çынсемшĕн — Ильмук) — икĕ чунлă çын пек пулса тăчĕ. Икке пайланчĕ, Янтул çеç чухне, Чикме хулинче, унăн пĕр енччĕ-ха. Пĕр чунччĕ. Пĕр хутчĕ (пĕр сийччĕ). Хăйне пĕлетчĕ те вăл çынсене пĕлетчĕ. Шухăшпа çеç те пулин хăй çынсене тустаратчĕ. «Тулашри тăшмансем» — чиновниксем, мур хирмен полицейскисем, ĕмĕтсĕр пуян-хуçасем — ытларах хĕсĕрлесе кайсан, каюра çĕр айне чавса кĕнĕ евĕр, килне кĕрсе пытанса ларатчĕ. Е сăра-эрех ĕçсе тултарса тӳнсе каятчĕ. Вăл та хăйне кура хӳтлĕхчĕ.
Килĕнчи «лару-тăру» йывăрланса çитсен хулана тухса таратчĕ.
Чăваш хушшине килсе Ильмука тухнăранпа Янтул стенасăр пӳртри пек туя пуçларĕ хăйне. Серепене çакланнă кайăк пек. Пур енчен те курăнать халь вăл çынсене. Пур енчен те пырса тытма пулать ăна. Ниçта та пытанмалли çук ун. Темшĕн тытса илсе питĕрме çеç васкамаççĕ-ха. Тен, хăех çыхланса ӳкессе шанаççĕ?
...Виçĕ хăрушлăх йĕрлет Янтула хыçалтан. Пĕри — Чикмери паллă мар айăп. Мĕншĕн тытса хупрĕç ăна унта? Кантăк ватнăшăн çеç-и е... — тет те Янтул-Ильмук малалла шухăшлама та хăрать. Тепĕр «айăпĕ» — ют ятпа çӳрени. Пĕр çавăншăн çеç те ăна тытса хупма пултарасса лайăх пĕлет Янтул. Виççĕмĕш айăпĕ ун — кантур йыттине тĕп туни. Куншăн пĕртте ӳкĕнмест таркăн. Ялсем хушшинче шăв-шав тапрантăр кăна, вăл сĕлĕхсене Янтул сухан мăйи пек çакса тухĕччĕ. Чи малтан Шурча вулăсĕн тиекне Ильина кăнтĕччĕ. Таврари халăх тиеке мăшкăлласа ялĕнчи ятпа «Ивук» тет. Куç умĕнче çеç «хоспотин Ильин» е «хисеплĕ Иван Ильич». Янтул ăна урамра та, вăл хăй хăртанă ĕç хучĕсене тӳрлеттерме Микки патне вăрттăн чупа-чупа каçсан та куркаласах тăнă. Анчах паянччен пĕрне-пĕри аякран сăнакаласа пăхнипех çырлахнăччĕ-ха. Ну, ĕнтĕ, тен, Янтулĕ юратмасăртарах пăхатчĕ пуль, Ивукĕ хăй ĕç хучĕсене çынна тӳрлеттерни ял çине тухасран шикленетчĕ пуль. Миккие вăл кашнинчех эрех ĕçтере-ĕçтере хăваратчĕ. Пĕр-икĕ хут Ивук Янтула та хăналама хăтланса пăхнă. Лешĕ ĕçесси килнĕ çĕртенех ĕçмесĕр юлма, тăсса панă черккене тытмасăр тăма вăй çитернĕччĕ. Паян хирĕçӳ çиеле шăтарса тухрĕ.
Пĕр каçхине, Микки ӳсĕрпе çĕмĕрĕлме тытăнсан, Марфа Ефимовна Янтула кантура Хветлене чĕнме ячĕ. Хветли пуп патĕнче ĕçленисĕр пуçне, кăштах йӳнеçесчĕ тесе (пуп патĕнче вĕсем Миккипе иккĕшĕ те пĕр пус укçасăр ĕçлеççĕ) кун сиктерсе кантур урайне çуса тăрать-мĕн. Каçсерен çынсем киле салансан ĕçлет. Кайрĕ Янтул Хветлене шырама. Кантур картишне пырса кĕчĕ, çӳллĕ крыльца çине хăпарчĕ, уçă алăкран пӳртелле ярса пусасшăнччĕ, — коридорта вулăс тиекне курах кайрĕ. Хветле тиек ларакан пӳлĕм урайне сĕрет пулас, е Ивук вăл ĕç пĕтерессе кĕтет-ши, — коридорти кантăк умĕнче тăрать. Кокардăллă карттуспа вăл, шурă катан пир кĕпепе, йăлтăрти хура шăлаварпа, атăпа. Кăтьăр-катьăр ӳснĕ мăйăхĕ, тĕреклĕ сăмси, хĕсĕк куçĕсем Ивукăн йăлтах пĕр пĕчĕк лаптăка, сарлака пичĕ варрине вырнаçнă. Хăй типшĕммипе çеç вăл Янтулран çӳллĕрех пек курăнать, анчах ун пекех куштан сăнлă.
Вĕсем пĕр-пĕрин çине вĕлт пăхнипех иккĕшĕ те тарăхса кайрĕç. Янтул пӳлĕмелле иртесшĕнччĕ — Ивук чарчĕ.
— Ăçта тăрăнатăн? — терĕ вăл сасартăк пырне хырса. — Ну-ка, тух калла! Çук унта никам та. Кама калаççĕ?!
— Эс ма кăшкăран? — ун еннелле çаврăнса тăчĕ Янтул лăпкăн, ăшĕнче хыпса.
— Юрамасть кĕрме!
Çапса ывăтĕччĕ ăна Янтул, — ун патнех çитеймен-ха вăл. Чарасса та чарса тăрать хăйне. Вăйлă аллипе Ивука аяккалла сирчĕ те вăл пӳлĕм алăкне карт туртрĕ — уçăлмарĕ.
— Мана Хветле кирлĕ, ăнлантăн-и? Ăна килте кĕтеççĕ. Хветле, ăçта эсĕ, сана Марфа Ефимовна чĕнет! — кăшкăрса ячĕ Янтул.
Ивук тĕлĕннĕ пек пулса пĕр утăм каялла чакрĕ.
— Эсĕ тĕкрĕн мар-и мана?! Эсĕ, сысна кĕтӳçи, шăпăрлан, шăнтарай... мана тĕкĕнме хăйрăн мар-и? Куншăн эп сана, пĕлетни, мĕн туса хурап?!
Янтул вăл айлашнине итлесе пĕтермерĕ, пӳрт алăкне Ивук сăмси умĕнчех тăррăст! тутарса хупрĕ те Хветле хыççăн крыльца çинчен анчĕ, хӳме урлă пуп картишне сикрĕ. Шел, яланах çавăн пек ун: ăçта Янтул — унта ятлаçу-харкашу тапранса каять. Тепĕр чух ним çăвар уçмасăр та çынсене хăйне хирĕç тăратать вăл.
Тата: мĕн чул хаяр çынсемпе — çавăн чул хавшак хăйпе хăй.
...Пуçне каçăртнă та вăл таплаттарса утса пырать. Халиччен курман çын ăна ку этем çĕр çинче нăкă тăракансенчен пĕри темелле. Вăл — çĕрĕшнĕ йывăç кăна. Тахçантанпах ĕмĕтленсе йăпаннă Янтул. Пĕрре Чăвашалла пăрахса тухса кайăп та çуралнă кĕтесĕме йĕрлесе тупăп тенĕ. Асĕнче унăн хĕвеллĕ урамĕсене курнă, çыннисене палланă. Унти пӳртсене халь тесен халь хут çине ӳкерсе кăтартма пултарать вăл. Çулне çеç маннă Янтул.
Тен, эп çуралнă ял çакă? — шухăшлать вăл кашни яла пырса кĕмессерен. Чĕлхи çынсемпе урăх сăмах калаçать, куçĕ ялти пӳртсене сăнаса пăхать. Çыннисене тĕл пулнине пĕр сывлăх сунать, чарăна-чарăна калаçса тăрать. Пурне те курнă пек вăл тахçан, курман та пек...
Ял варрипе тĕлли-паллисĕр пăхса кулкаласа пыракан çынна курсан пĕрисем ун пирки ку этем сыпнă пуль тенĕ, теприсем картне ларман тенĕ. Тĕрĕс пĕлекеннисем те пулнă: ку çын нумай çул хушши таçта аякра çухалса пурăннă пуль те, халĕ тăван çĕрне таврăнать, мĕн енчен те пулин усă курма çук-ши унран? — тенĕ. Ăна укçасăр ĕçлеттерессисем çавăнтан пуçланнă.
* * *
...Ывăлĕ çитĕнсе кайнă пек вĕсен, — каштаран çӳллĕ! Ашшĕпе амăшне ик аллипе çавăтнă та вăл тăван ял урамĕпе хăюллăн утса пырать. Тӳресем хăраса ӳкнĕ те ним тăва пĕлмеççĕ. Пуç таяççĕ Янтула, хырçă-марçă пирки текех сăмах та пулмĕ теççĕ. Пĕри те тепри хăнана чĕнет. Унччен хăйне асаплантарнине астуса сив турă пек пăхкаласа пырать Янтул.
«Çав кирлĕ-ха сире, ытларах тархаслăр» тесе шухăшлать.
Мĕнрен килет çын кăмăле пăсăласси? Темрен те. Чи малтан, паллах, çынран хăйĕнчен. Ун сывлăхĕнчен, шухăшĕнчен, сисĕм-туйăмĕ мĕнле пулнинчен... Юнашар çынран. Çанталăкран. Пин тĕрлĕ япаларан. Вак-тĕвекрен...
Анчах тепĕр чухне ним пулма та ĕлкĕреймест, мĕншĕн тесен ир-ха, вырăн çинчен те тин çеç тăнă, тĕлĕк те ыррине курнă, кун та ытти кунсенчен уйрăм мар — Янтулăн кăмăлĕ пăсăк. Мĕн хыççăн е мĕн умĕн пăсăлнă вăл — пĕлмест Янтул. Çӳрет вара кунĕпе тулса-кĕвĕлсе. Хăйĕнчен хăй йĕрĕнет. Хăйĕнчен хăй тарать. Утать, чупать. Вăрмана çитсе килет, шыв хĕрне анать. Арăмне куçран пăхмасть, унпа сăмах хушма хăрать.
Ытти чухне сухăр пек çыпăçакан Салакайăк вăл кун çăвар та уçмасть.
Этем мар, йытă та сисет çын кăмăлĕ пăсăккине — çул çинчен пăрăнать...
Унтан хăрамаллисем пуçланса каяççĕ. Темрен те, темрен те хăрать таркăн Янтул. Хăйĕнчен хăрать — арăмне хутĕлеймесрен, пупа тытса вĕтесрен, хăйĕн чăн ятне çынсем пĕлесрен...
Пупран хăрать. Чее вăл. Тухатмăш пек, темиçе тĕрлĕ улшăнма пултарать. Ху та сиссе юлаймăн, чике тăршшĕ лартĕ.
Паллакансене курасран хăрать. Вара ăна арăмĕпе ачинчен уйăрĕç, хупса лартĕç.
Суйи тухасран та хăрушă. Унтан та ытла суйине йăтса çӳреме йывăр. Инкек, инкек.
Пулĕ-ши хăçан та пулин çавăн пек вăхăт: никам та ан хĕстертĕр сана, ан пусмăрлатăр. Ĕçлекенни ĕçĕпе савăнса пурăнтăр, ĕçлеменни, ан тив, выçах лартăр. Эсĕ чăваш пулнипе пурăн. Çармăç хăй çармăççипе çырлахтăр. Ан лăскаччăр вĕсене кашни кун. Ан тиркеччĕр. Ан мăшкăллаччăр. Ма яланах вăйли вăйсăррине таптасшăн? Ан тапта эс, ан кул, — пулăш.
Тен, çутçанталăк саккунĕ хăй çапла: вăйли вăйсăррине путармалла, пысăк йывăç пĕчĕккине хупламалла? — вĕçсе иртет Янтул пуçĕнче.
— Кур-ха эсĕ: чăваш пулнипе вăл айăпа кĕнĕ тейĕн, намăс ĕç тунă тейĕн...
Арăмĕшĕн те чунĕ çук Янтулăн. Ытла та харсăр хĕрарăм вăл. Килте мĕнле телейччĕ, мĕнле пуянлăхчĕ ун пек мăшăр. Тарçăра ахалех хуçăлма пултарать. Хăйне шелле пĕлмест вăл. Мĕнле кăна ĕç ан хушчăр — тытать, тăвать. Çавăнпа кăшт пушансанах ун патне чупать Янтул — шыв кӳрсе килсе парать, ăна йăтса лартать, кăна антарать. Арăмĕ савăнсан хăй те тем пекех хĕпĕртет. Ăна пулăшма май килмен кунсене йĕп тăрринче ирттерет...
Яра кунах çапла: туртса карăнтарнă пăяв пек. Каçчен чисти халтан кайса çитет вара. Ĕçленинчен ытла шухăшланипе, тăвăлса çӳренипе.
Мĕн тăвас тен, упаран тарса кашкăра çакланни пулчĕ-çке.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...