Таркăн :: Туссем
Çутçанталăка юратакансем шăматкун каçалапа вăлтасемпе те атма-сĕрекесемпе йăлăма çĕр выртмалла каçаççĕ. Вара унта çĕрĕпех кăвайт çунать, кайăк кăвакалĕсем нартлатни илтĕнет. Кайăк кăвакалĕсем тепĕр чухне хула тĕлĕнче те пайтах явăнса çӳреççĕ.
Халăх çӳремелли вырăнсем хулара татах та пур: хупах, чиркӳ. Чиркĕвĕсем Шупашкарта вунпиллĕке яхăн, пурте Атăл çывăхне вырнаçнă. Чан çапса ярсан хăнăхман çыннăн хăлхи хупланса ларать. «Сахал çынлă мĕскĕн Шупашкар чансем тĕлĕшĕнчен Лондонпа Парижран ирттерет», — тесе тăрăхласа çырса хунă Кĕтерне патша 1772 çулта шĕкĕр хуламăрта пулнă хыççăн.
Çулла хула çыннисем чиркӳсенче пăчăхса тăрасшăнах мар. Хупахĕсем хĕлле пушăрах. Çулла вĕсенче Атăл çине ĕçлеме килекенсем шавлаççĕ.
Ивукпа Петĕр Атăл хĕррине çитсе курма шут тытрĕç. Алшăллийĕсене иккĕшĕ те трактире пăрахса хăварнă. Çӳçĕсем тăрмаланчăк, хăйсем хĕп-хĕрлĕ. Ивук иртен-çӳренсене тыта-тыта чарма хăтланать, чăвашла та вырăсла кăшкăрашать.
Шупашкар çырми урлă каçсан вĕсем пулă пек яка кĕлеткеллĕ икĕ çамрăк манашкăна тĕл пулчĕç.
— Хитри хитре те, тăп-тăр ухмахсем çа-ав, сая кайса пурăнаççĕ, — тесе шеллесе пăхса ăсатса ячĕ вĕсене Ивук.
Петĕрĕн хăйĕн шухăшĕ.
— Манăн халь ялта пуласчĕ, — тет вăл хула урамĕпе пылчăк çăрса пырса. — Кĕçех ак суха патне тухмалла, вăрлăх тупса хатĕрлемелле. Шăллăм выльăх çитерме тухрĕ пуль ĕнтĕ. Уйра ăшă, уçă, симĕс. Ни чĕлĕм тĕтĕмĕ касмасть сан ăшна, ни ятлаçакан çук. Кăçал тыр-пул ăнсан кĕркуннепе авланса яма та пулать... Эсĕ ĕçрен таврăннă çĕре арăму уйран уçласа хурать, çĕрулми пĕçерсе хатĕрлет. Ăшă уйран маншăн пылтан та паха, — тет Петĕр тĕлĕкри пек çемçен кулса. — Ăшă уйран, вĕри çĕрулми... Пыл пĕрре-иккĕ çисен йăлăхтарать, куна эпĕ эрни-эрнипе çиме пултаратăп. Мĕн тăвас тен эсĕ — чăваш хырăмĕ-çке.
Ивук та кулкаласа юлташне куçĕнчен пăхать.
— Тăраниччен çиеймерĕн пулмалла эс паçăр. Ытла тутлăн калаçса пыратăн. Атя, тепĕр трактире кĕрсе тухар, э?
— Хула апачĕпе эп пур пĕрех тăранаймастăп. Пĕрехмаях выçă.
— Эсĕ миçе тенкĕ илетĕн, Петĕр?
— Утмăл тенкĕ.
— Уйăхне-и?!
— Уйăхне сана, кĕтсех тăр. Çулталăкне. Тиллит-тиллит Тимахвинни пекех. Çав укçапах апат çиес пулать, тум-тир те илмелле, хваттер укçи те тӳлемелле.
— Службăра тупăнмасть-и укçа? Килен-каянсем вăрттăн-карттăн тыттараканччĕ-çке?
— Эпĕ вĕсене хăрах куçпа та кураймастăп. Манăн пĕтĕм ĕçĕм те — аслăраххисем хăртаса тултарнине таса хут çине куçарса çырасси кăна. Йăнăш тусан тепĕр хут куçарса çырма киле парса яраççĕ. Атте пулăшасшăн мар. Ялта хăй мухтанса çӳрет тет, ман ывăл хулара пурăнать тесе калать тет. Эпĕ кунта мăшкăл тӳсетĕп. Тĕлĕкре те усал саспаллисем çеç кура пуçларăм ĕнтĕ.
Ивук шухăша кайса юлташĕ çине пăхса илчĕ.
— Итле-ха, Петĕр, атя ун пирки калаçар мар, э? Эсĕ ан çиллен те, мана вăл япаласем йăлăхтарса çитерчĕç. Хамран хам аслăрах пулма хăтланса çӳренисем, темскер сиксе тухасса кĕтни... пурнăç мар! Каларăм-çке, ялта шутсăр хăрушă халь. Хăямата йăлтах! Паян ман просто хам пек пулас килет. Мĕнле пур — çавăн пек. Пĕр ултавсăр та суя сăн-питсĕр. Кассан турпас, калаçсан сăмах тет. Калас пулсан, манăн та темĕн те пур вăл, Петĕр. Иртнĕ каç мана пĕр хурах пĕлтерчĕ... Эпĕ ăна хам та сиснĕ те сисессе, çапах апла мар пуль тенĕччĕ... Ун пек усала, ун пек шăршлă япалана хускатиччен хускатманни, Петĕр!
— Чун ыратать-çке...
— Манăн та чун пур, Петĕр. Анчах нумай чухне эпĕ ун çинчен аса та илместĕп. Эрни-эрнипе, уйăхĕ-уйăхĕпе ăна вăрттăн çĕрте пытарса усратăп, мĕншĕн тесен чунсăр пурăнма çăмăлтарах. Пурнăç пуçран пырса çапсан çех вăл, тискер кайăк пек, читлĕхне ватса тухать... Çук, ăнланмастăн пулмалла эс мана, Петĕр!
— Мĕлшĕн? — терĕ те юлташĕ пысăк куçĕсемпе Ивук çине чăр! пăхрĕ, таçта чĕри тĕпĕнчинех курчĕ тейĕн. — Пурăнма сана та çăмăл мар иккен, Иван. Сан ăшна йăшкăн нумай пуçтарăнса ларнă, çавăнпа тунсăхлатăн эсĕ.
— Эсĕ манран лайăхрах вĕренеттĕн, мĕншĕн кая тăрса юлтăн? — ыйтрĕ Ивук сăмаха урăх еннелле пăрса.
Юлташĕ шарламарĕ.
Ивук сасартăк пусăрăнса, шухăша кайса юлташĕ çине пăхать.
— Эсĕ манран лайăх вĕренеттĕнччĕ-çке, мĕншĕн кая юлтăн? Ытлашши çемçешке мар-и эсĕ, Петĕр? Юрамасть вĕт ун пек. Апла санăн нимĕн те тухмасть, каларĕ тейĕн ак. Эпĕ вулăс тиекне çитрĕм, кулава мансăр пĕр ĕç тăваймасть, анчах чĕре лăпланма мар, тата ытлараха ĕмĕтленет. Эпĕ малтан мала кармашатăп, эсĕ пĕр вырăнта тапăртатса тăратăн. Пăхасса та малалла мар, хыçалалла пăхатăн ав. Иртнĕ кунăн ăшши çук теççĕ, Петĕр, илтнĕ-и эсĕ çавна? Манăн çум çакки нумай, атту пулсан эпĕ... Пулăшас вырăнне вĕсем мана чăрмантарма пăхаççĕ, ятама ярса çӳреççĕ. Юратмастăп эп вĕсене пĕрне те!
— Аçуна та-и?
— Аттене те, аккана та, Шахрунне те!.. (Пĕр хурах пурăнать пирĕн патра çавăн ятлăскер.) Пĕрне те курас килмест. Ăнланмастпăр эпĕр пĕрне-пĕри. Юр маншăн шу-рă, вĕсем ăна та урăхла кураççĕ пулмалла. Йăлтах урăхла. Нумай чухне чĕнместĕп эпĕ, атя, пурăнччăр хăйсем пĕлне пек... Анчах чĕре тулашать. Темĕнле чăрмав та сиксе тухать вĕт... Ман çула пӳлсе лартас тесех хăтланаççĕ тейен çав. Ĕнер пĕр хурахĕ каласа пачĕ те... Тьфу, эсрелĕ. Çӳç-пуç вирелле тăрса кайрĕ... Хăй те хăрушă çын... Шахрунĕ. Тахçанах Çĕпĕре ăсатмалла ăна.
Ивук кăмăлне ĕнерхи ĕçсем те, ыранхи инçе çул та, эрех те хускатнă пулас, вăл пĕр япала çинчен шухăшласа çав вăхăтрах теприн çинчен калаçса пăтранчĕ-пăтранчĕ, çăрчĕ-çăрчĕ. Юлташĕн ăнланса пăхакан куçне курсан тин вăл калаçма чарăнчĕ. Петĕр чĕнмерĕ. Ивук кĕткелесе тăчĕ те çамкине шăлса илчĕ.
— Те эрехĕ йăваш пулчĕ, çĕнтереймерĕ, — терĕ вăл хăй ӳсĕрпе мар, урăлла калаçнине систерсе.
Вĕсем Атăл хĕррине тухса хĕрарăм мăнастирĕ патĕнчен çаврăнса кайрĕç.
— Çак самантра эп мĕн çинчен шухăшласа пынине каласа парас-и? — терĕ Ивук паçăрхи пек каллех кăштах кăвакарса кайса. Çын пĕрремĕш хут таçтан çӳлтен шыва сикнĕ пек, вăл хăйĕн вăрттăн ĕмĕтне пĕрремĕш хут çын илтмелле калать пулас. — Эп хама çак хула пуçĕ пек туятăп. Пуринчен асли. Анчах атте пек мар. Вăл, кирек мĕнле пулсан та, хăрах аллипе çĕртен тытса тăрать. Чунĕпе вăл мужикех. Вăл вĕçме те пултараймасть, мĕншĕн тесен ун хăрах çунат кăна. Эсĕ ĕнерхи куналла пăхатăн: атте маншăн ĕнерхи кун. Эпĕ вăл тунисене тепĕр хут тумастăп, вăл пурăннă пек те пурăнмастăп, эпĕ малалла каятăп. Манăн пĕр арча укçа. (Укçа ăçта выртнине пĕлетĕп халь эпĕ.) Тата хулара темиçе çурт. Çавăнпа пурте мана куçран пăхаççĕ — çамрăк манашкăсем, трахтир хуçи, вăрăм çилхеллĕ пупсем... Пĕри те мана чăваш тесе мăшкăллаймаççĕ. Ăшĕнче кĕвĕçсен те куç умĕнче Иван Ильич та хисеплĕ господин теççĕ. Пулмасть тетĕн-и çавăн пек? — терĕ те хĕрсе кайнă Ивук хăех каласа хучĕ: — Пулать! Ун чухне эпĕ ĕлĕк намăс курнишĕн те тавăратăп... Сана — хам пата çырса ларма илетĕп, — терĕ вăл калаçуне пат татса хурса.
— Ара, хăрушă темерĕн-и ялта?
— Салтаксем пырсан ăна эпĕр часах пусаратпăр. Хусана та халь эп çав ĕçпе каятăп.
— Яла эпĕ савăнсах куçăттăмччĕ-ха, — терĕ Петĕр Ивук çине юратса пăхса. — Ман сăнпа хулара килĕшмест çав. Кантуртан таврăнсан чакаланма çĕр пулсан мана урăх нимĕн те кирлĕ мар. Эпĕ нумая хапсăнмастăп.
Вĕсем урăла пуçларĕç курăнать, пĕр-пĕр çын хирĕç пулсанах шăп пулаççĕ те çăмăлттайла шăхăркаланă пек тукаласа пыраççĕ, лешĕ иртсе кайсан калаçу хускатма аса та илмеççĕ. Çӳресен-çӳресен вĕсем хупах тĕлне пулчĕç те пĕр пулăштух эрех илсе тухрĕç. Мăнастир чул хӳми çумне ларса пĕрер-икшер çăвар сыпсан каллех кăмăлĕсем çĕкленчĕç.
Те каçхи кĕлле кĕрет, пур енчен те чан сасси кĕрлеме тапратрĕ. Хĕвелçаврăнăш катакан арçынсем шлепки-картузĕсене хывса пăт-пат хĕрес хуркаларĕç. Хула хĕрĕсем Ивука пĕринчен-пĕри хитре пек туйăнаççĕ: пичĕсене писев сĕрнĕ, тутисем хĕрлĕ, çӳçĕсем кăтрашка. Куçĕсем те чĕр кĕмĕл пек выляççĕ. Тумлантарсан тунката та хитре-мĕн. Савтепи çинчен асне те илмест Ивук. Вăл та уншăн ĕнерхи кун.
«Мĕнле телейлĕ пулĕ вĕсене юратакан арçынсем!» — тесе ăмсанса шухăшласа пырать вăл Шупашкар урамĕнчи вĕлтĕркке хĕрсем çинчен.
Вĕсем çыран хĕрне тухрĕç. Атăл пăрĕ кайса пĕтнĕпе пĕрех-мĕн, шыв çийĕпе хĕллехи хура-мара кăпăкланса юхать. Леш хĕрринчи утрав сăмсахне пăр купаланса ларнă. Йывăçĕсем пилĕк таранах шыва путнă. Ыйхине сирме ĕлкĕреймен паттăр пек, Атăл сарлакан та шăппăн юхать. Çанталăк тĕксĕм, çиллĕ. Çыран хӳттине аяла бурлаксем пуçтарăнса тăнă. Хăйсене тара тытма пынă хуçасене асăрхамасăр, вĕсем пăтранчăк Атăл çине ытараймасăр пăхаççĕ. Ик-виçĕ тĕлте кăвайт çунать, хурансем пăсланаççĕ. Бурлаксем каçхи апата хатĕрленеççĕ.
Складсем Атăл еннелле пуш çăварĕсене карса хунă.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...