Таната :: «Маннă» ĕç
Кушак пек сыхлануллăн пускаласа Каççан пичче çуртсем çуммипе килнелле таврăнать. Кунĕпех чĕреслетсе çумăр çунă пулин те урисем унăн шап-шурах. Çийĕнче темĕнле сарăрах тĕслĕ çăмламас кĕпе. Çара пуçăн. Шыв кӳлленчĕкĕсем тĕлне çитсен вăл тем пирки кĕпи аркисене çĕклет те, çĕрелле пĕкĕрĕлсе, чыслăн леш енне утса каçать. Вара виçеллĕн пăртак çеç палăрмалла тайкаланса çаплах малалла утать.
Каççан пичче паян Яка Илле патĕнче пулнă. Унăн кашни хусканăвĕ, сăн-пичĕ, тессĕртерех кĕпи — пурте таврари япаласем хушшинче çухалса кайма тăрăшнă пек е такамран темĕнле айăпшăн каçару ыйтнă пек туйăнаççĕ.
Каççан пичче Яка Илле çурчĕ еннелле çаврăнса пăхать те юрă пуçлать:
Хура вăрман касса ай çул турăм
Хама çӳремешкĕн ай çул çукран.
Аякри те çула çывăх турăм
Хама килме-кайма тăван çукран.
Каççан пиччен пуçĕ çине сивĕ çумăр пĕрчисем ӳккелеççĕ. Юррине вăл тепĕр еннелле пăрать:
Ут туртаймасть йывăр та ай тиесен,
Чун тӳсеймест йывăр сăмах илтсен.
Çуран утрăм çумăр та ай çунăран,
Эп юрларăм ăшăм çуннăран.
Вăл хăй хĕрĕ пирки тухнă сăмахсене аса илет.
«Кама хывнă-ши вăл Савтепи?» Урисем Яриле çурчĕ тĕлĕнчен иртсе анаталла сĕнккеççĕ.
Çеçен хирсем урлă та ай иртнĕ чух
Тусем пӳлеççĕ пирĕн те çулсене.
Çулĕсем те чулла та тăве çӳллĕ,
Çавсем хĕн-хур кӳреççĕ-мĕн чунсене.
«Чăн та, кам пек пулнă-ши вăл Савтепи?»
Шывĕсем те юхаççĕ ай хирĕçле,
Çавсем йывăр кӳреççĕ-мĕн черене.
Сисет Каççан пичче ĕçсем чĕрре кĕме тытăннине. Анчах çывхаракан инкеке тытса чарма унăн ниепле те халĕ çитмест. Эх, кăшт хăюллăрах пулас пулсан!..
Каççан пичче урам кĕтессинче чарăнса тăрса лач! сурса пăрахать. Тьфу! тепĕр тесен. Ара, чăн мар-и-мĕн? Мĕншĕн кайрĕ-ха вăл паян Яка Илле патне? Хурăнташ-и вăл Каççан пиччен е пĕр-пĕр çывăх пĕлĕш-тăванĕ-и?
«Ытла та... мемме пулмалла эпĕ», — тет Каççан пичче хăй ăшĕнче. Унран пулать-и вăл хĕрне хӳтĕлесе калаçасси...
Пĕлет-çке ĕнтĕ вăл Ивук хăйсене чееленсе улталанине. Савтепи ятне çĕртме кирлĕ пулнă ăна ку мыскара. Леш мĕн ĕнтĕ... Валтан эс мана качча ил тенĕ пуль. Хĕр йăли çапла пулаканччĕ вăл. Çавăн пирки кускаласа çӳренĕ Ивук.
«Атте сана сăра ĕçме пыма каларĕ...»
Ĕçтерчĕç сăра. Халь ĕнтĕ ĕмĕр тăршшĕпе ун мухмăрĕпе асаплан.
«Эх, Савтепи, хĕрем, — тесе ӳкĕнсе пырать Каççан. — Çавсемпе çыхланмаллаччĕ-и пирĕн? Юрĕ ĕнтĕ, Ухтиванĕ те мĕнех мар тейĕпĕр... Пурнăç çынниех мар. Каччă тени вăл таçта та пур, хăвна çеç чипер тытма пĕл. Халĕ ак сăмах тапранса кайрĕ... Тен, ак сăмахпа çеç те çырлахмĕ. Чаплă хĕрĕн чап каять, начар хĕрĕн ят каять тенĕ. Паçа пеккине вăл кирек мĕн тусан та юрать пуль, пирĕн çав тери лăпкă пурăнмалла. Чакак патша хĕрĕн уттипе утас тесе хăй уттине манса кайнă тет».
Каççан пичче ват старик пек эхлеткелесе пушар сарайĕ хыçĕнчи вĕрлĕк купи çине пырса ларать, тахçанччен мекеçленсе чĕлĕмне тултарать.
«Кама хывнă-ши вăл Савтепи?»
Пĕлет Каççан пичче Савтепи кама хывнине. Нумай çул ĕлĕк пулнă вăл ĕç. Кĕр мăнтăрĕпе пĕррехинче çирĕм пилĕк çулхи хитре йĕкĕт, Каççан, арман авăртма кайнă. Лав çинчи тырра пасманана йăтса пĕтернĕ çĕре арман мелникĕ Дормндонт Иванович, арман пӳртĕнчен васкаса тухса кавуса уçса янă та каялла чупнă.
«Эсĕ çуталиччен яла кайса çӳреме те пултаратăн, — тесе хăварнă вăл пӳрте кĕрес умĕн. — Эпĕ хам çĕрĕпех кунта пулатăп. — Унтан, темĕнле вăрттăн хыпар пĕлтернĕ пек, хуллен кăна хушса хунă. — Тăр пĕчченех юлчĕ кĕçĕр киле Рая. Хăрать те пуль ĕнтĕ... Амăшĕ Чулхулана кайнăччĕ те».
Майĕпен тĕттĕм пулса çитнĕ. Такам сарă хăма татăкĕ пăрахнă пек, арман пӳрчĕн пĕр чӳречинчен картишнелле тăваткал çутă ӳкнĕ. Чĕреслетсе çунă çумăрсем хыççăн çанталăк ăраснах канăçлă та тӳлек пек туйăннă. Ĕçлесе тарланă Каççан кавус кĕперĕ урлă каçса улăхалла утнă. Çан-çурăма ыррăн çӳçентерсе нӳре çил килсе çапнă, Каççанăн сапаланчăк шухăшĕсене пĕр еннелле пăрса янă.
Мĕн калама ĕнтĕ, хитре хĕр пулнă Рая, Раиса Дормидонтовна, арман мелникĕн пĕртен-пĕр чĕкеçĕ! Кăкăр тĕпĕнчен тухакан сасси кăна мĕне тăнă унăн. Ĕçпе пиçĕхмен çинçе пилĕкне, кĕтевлĕн те чĕнӳллĕ пăхакан кăвак куçĕсене, чăмар та тăп-тăп пӳ-сине курсан, пуç çаврăннă, ыйхă таçта кайса çухалнă. Ĕç тĕлне пĕлменнипе вăл яланах таса тумланса çӳренĕ.
Юлашки вăхăтра Рая темшĕн Каççан çине çеç пăхнă. Вăйăсенче, тен, Каççантан чипертереххисем те пулнă пулĕ, анчах Райăн хитре куçĕсем тӳрех ун çине пăхнă. Яланах темскер ыйтнă пек, темĕнле манăçа юлнă япалана аса илме тăрăшнă пек туйăннă вăл куçсем. Каççан вырăнсăр сăмах каласа ярасран хăраса хĕреле-хĕреле кайнă. Юратнă-ши вăл кăлкан çӳçлĕ вырăс хĕрĕ Каççана? (Мелник Чулхула вырăсĕ пулнă.) Юратнă пулсан мĕншĕн-ха вара курнăçнă вăхăтсенче часах пăрăнма тăрăшнă, килне васканă?
Пуç çавăрмĕш Рая Каççан куçне хупсан та ун куçĕ умĕнчех тăнă. Вăл ачашланнă пек çепĕççĕн авкаланкаласа черчен аллисемпе çамки çинчи çӳç пайăркисене тутри айне сăтăрса кĕртнĕ.
«Халĕ манăн киле васкамалла-ха, ӳлĕмрен ытларах калаçăпăр», —тенĕ вăл кашни каçах кулкаласа.
Ак кĕçĕр Рая пĕчченех иккен. «Хăрать те пуль ĕнтĕ...» Кайма систерсе каламарĕ-ши ăна ашшĕ?
Каççан варт çаврăннă та ялалла уттарнă.
«Мĕн пуласси пултăр эппин», — тенĕ вăл хăй ăшĕнче.
...Çутăлас енне Рая Каççана ăсатма тухнă.
«Ыран та çав вăхăтрах кил, асту, ан кĕттер», — тенĕ вăл ун хыççăн çенĕк алăкне хупса юлса.
Тепĕр уйăхран, юр ӳксен, Рая Каççан арăмĕ пулса тăнă. Пĕр çул хушши вĕçсĕр тĕлĕк пек, пăрсене çĕмĕрекен, кĕперсене ватакан шавлă çуркунне пек савăнăçлăн иртсе кайнă. Арăмĕсĕр пуçне урăх никама та курман Каççан. Çур çултанах Рая ача çуратса панă. «Вăхăтсăр çуралчĕ», — тенĕ вăл. Анчах ачи çирĕп пулнă.
Иккĕмĕш хут çăва тухсан, уяр аçа пек, Каççан çине кĕтмен инкек йăтăнса аннă. Раиса çулталăкри ачине пăрахса витре тĕплесе çӳрекен йĕкетпе тухса тарнă.
Атăл тăрăхне те çитсе çаврăннă Каççан, Чулхулара та пулнă, Раиса йĕрĕ ниçта та тупăнман. Çул тăкакĕсене саплама вăл малтан сурăхĕсене сутнă, унтан — лашине...
Сарăхса кайнă Каççан, начарлана пуçланă, типсе хăрса ларнă... Сасартăк ватăлса кайнăскер, вăл виçĕ çултая каллех лаша туяннă. Хăех тырă акнă, тырă вырнă, апат-çимĕç пĕçернĕ, кĕпе-йĕм çунă. Сахалтарах калаçма, ытларах пусăрăнса çӳреме вĕреннĕ. Хĕрарăмсем çине пăхман.
Савтепи пиллĕке кайсан, пĕр кĕрхи тĕттĕм каç, вĕсем патне çĕтĕк тум-тирлĕ майра пырса кĕнĕ. Каççан тинкеререх пăхнă та ун çине — кăвакарса кайнă. Вара çывăракан Савтепине вăратсах аллине илнĕ те алăк патнелле ярса пуснă.
«Каятăн пуль, тăхлачă, — тенĕ вăл алăка уçса. — Эпир çывăрма выртас тетпĕр».
Раиса тухса кайнă, мĕншĕн тесен вăл Каççаншăн халь ĕнтĕ касса тӳрленнĕ суран пулнă.
Ачине хăй арăмĕ пулнă çынна кăтартса Каççан мĕн каласшăн пулнă-тăр, ăна вăл хăй те пĕлмест. Тен, вăл пĕрле пурăннă вăхăта аса илсе мĕскĕн хĕрарăма хĕрхеннĕ пек пулнă пуль, тен, тарăхнипе çапла хăтланнă.
Вăл юлашки курнăçу пулнă. Арăмĕ çинчен Каççан урăх пĕрре те илтмен, илтесшĕн те пулман.
Анчах «маннă» ĕç нихçан та асран тухман, тухма мар, кашни самантрах хăй çинчен аса илтерсе тăнă. Савтепи сăнран та, кăмăлĕпе те каснă-лартнă амăшĕ пулнă...
Каççан пуçне пăркалать.
«Çук, çыхланмалла марччĕ санăн Илле йăхепе, — тет вăл хăйне хăй. — Юрать-и вара апла?.. Вĕсем вĕт... Мĕн калама ĕнтĕ. Тур ан хуштăр...»
Ун чĕлхи çинче çаплах паçăрхи ыйту çаврăнать. Хĕрĕ кама хывнине лайăх пĕлет пулин те, хăйне хăй улталаса та пулсан вăл çав сăмахсенех пăшăлтатать:
«Кама хывнă-ши вăл Савтепи?» — тет.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...