Таната :: Купăс калакан
«Вăл сана та хĕрхенсех тăмасть-ха. Пĕр кун халăх умĕнчех мĕнле пырса çатлаттарчĕ тет».
«Эсĕ ху куртăн-и вăл мана çапнине?»
«Мана атте каласа пачĕ. Эпĕ ун чухне ут кĕтӳне кайнăччĕ».
«Курман пулсан калаçма та кирлĕ мар. Тетсене ĕненекен Нехвет шыва кайса вилнĕ тет. Çаптарăп эп Ухтивансене. Пĕрре хăлха чиккинчен парсан».
«Ай, ан мухтан, Ивук, Ухтиван пек вăйлă ача ялта çук пулĕ. Пилĕкшер пăт таякан икĕ тыр миххине ним мар çĕклет».
Ивук тарăхса аллинчи чукмарне çул айккинелле ывăтса ярать.
«Санпа калаçса нихçан та вĕçне тухас çук. Ухтиван пуринчен хитре, Ухтиван пуринчен ăслă, Ухтиван пуринчен вăйлă... Ӳксе пуç çапасси кăна юлнă ĕнтĕ».
«Таçтан ĕне пăхĕ шăрши кĕрет, Ивук».
«Хăвăнтан кĕрет пуль ара».
«Çук, манран мар. Эпĕ хама йĕри-таврах пăхса тухрăм. Паçăр эс ман çылăха пырса тăрсанах сăмсана çурчĕ. Çаврăн-ха çутталла».
«Кай, ан сӳпĕлтетсе пыр».
«Чарăн-ха шӳтшĕнех».
Ивук чарăнать. Павăл ăна çутă еннелле çавăркаласа пăхкалать те сăмсине аллипе хупласа кутăн чакать.
«Пăх-халĕ кĕпӳ аркине...»
Халĕ ĕнтĕ Ивук та йĕренсе сăмсине хуплать.
«Тьфу, ирсĕр. Вăт çӳре сысна хыççăн йăваланса. Ăçтан килсе лекнĕ-ши кунта ĕне? Ну, эп ăна куншăн...»
Ивук курăкпа шăлăнса тасалкаланă хыççăн икĕ çамрăк малалла утаççĕ. Павăл хальхинче юлташĕнчен пĕр утăм аяккарах пырать.
«Чăнах килнĕччĕ-и Савтепи, Ивук?»
Ивук тарăхса мăшт сывлатъ те нимĕн те чĕнмест.
«Хальччен никам çине те пăхмастчĕ. Ухтиван таврăнчĕ те услам çу пекех ирĕлсе кайрĕ. Мĕнпе илĕртет ăна Ухтиван?»
«Эсир ăна хитре каччă тетĕр вĕт».
«Хитри чăн та хитре ĕнтĕ».
«Санăн кăшт та пулин тăну пур-и, Павăл? Хăй ăна хĕнеме тухнă, тăшман тет, çав вăхăтрах — мухтаса çӳрет. Ăçта сан пуçу? Вăл каччă мар, вăрă-хурах, таркăн. Ĕçленĕ çĕртен хуçин укçине çаратнă та яла тарса килнĕ».
«Кăна суятăн, Ивук. Апла пулма пултараймасть».
«Мĕншĕн?»
«Ухтиван — тӳрĕ çын».
«Эсĕ ухмах! «Апла пулма пултараймасть!» Эпĕ те пĕлеп вăл вăрă маррине, хитре сăнлине те куратăп. Эсĕ мана суккăр çын тетĕн-и-мĕн? Анчах эп ăна юратмастăп. Илтетĕн-и — юратмастăп. Тӳсме пултараймастăп! Курас килмест ман ăна! Тухса кайтăр вăл ăçтан килсе кĕнĕ çавăнта...»
«Ăна ман атте те юратмасть».
«Кирлĕ мар мана ун хитре сăнĕ! Вăл чăрсăр. Çĕпре пек, ял халăхне пăлхатма пуçларĕ. Никама пăхăнасшăн мар».
«Ухтивана ăна вырăссем пăсса янă пулмалла».
«Тата кам пăстăр? Ăна часрах ялтан мăкăлтаса кăларса ярас пулать. Кайтăр хăйĕн çĕтĕк-çатăк тусĕсем патне, хăямат шăтăкне».
«Те кайĕ-ха вăл».
«Пĕр-иккĕ тытса ислетсен, кашни утăмра такăнтара пуçласан хăех тухса тарĕ».
«Савтепине намăс тăвас мар-и?»
«Мĕнле майпа?»
«Хăлхине тикĕтле варалас».
«Ун пек пĕлме пултараççĕ. Тикĕчĕ те ялта ик-виçĕ çыннăн кăна. Вăл унсăрах пирĕн алăра пулать».
«Мана пур пĕрех тивĕçмест вăл».
Павăл сасси çурма ыйтуллăн та çурма татса каланă пек илтĕнет.
«Пурне те пулать, — тет Ивук. — Астăватăн-и, мĕнле çӳретчĕ ĕлĕк Савтепи? Пире курсанах пуçне тӳпенелле каçăртатчĕ. Пырса ан çулăх. Пуп хĕрĕ пек. Калаçма мар, пăхасшăн та марччĕ пирĕн çине. Халĕ хăех алла вĕренчĕ, сăмах ваклама пуçларĕ».
«Часрах Ухтиванне хăваласа ярасчĕ!»
«Капла çывăрса çӳресен вăл нихçан та каймасть».
«Атя эппин ыран тытатпăр та ислететпĕр».
«Паянхи пек-и? Çук, эпе ыран килместĕп. Урăхла тăватпăр, — тесе Ивук Павăла хăлхинчен лăшăлтатма тытăнать. — Ăнлантăн-и? Çитес эрнере... Иксĕмĕр».
«Хăрушă апла. Ун пек ĕçпе эпĕ нихçан та çыхланса курман».
«Эппин, Шахруна хушатпăр. Мĕн хăрамалли пур? Эпĕ кантурта ĕçлетеп. Нимле сас-хура та пулмасть...»
«Çапах та хăрушă пек. Ашшĕне те шел».
«Çав çĕрĕк кăмпана-и? Тупнă хĕрхенмелли... Эпĕ кĕçĕн эрне кун килте пулатăп».
«Тупрăм! — тесе Павăл тапах чарăнса тăрать. — Ним тума та кирлĕ мар... Ухтивана авланма юрамасть-и? Юрамасть. Савтепине каласа паратпăр та — пулчĕ те».
«Чăнах-çке...»
Сыв пуллашмасар-тумасăрах Ивук юлташĕнчен пăрăнать те килнелле утса каять. Ивук ури сассисем илтĕнми пуличчен Павăл хапха умĕнче тăрать. Сас-чĕвсем йăмсан чĕрне вĕççĕн пускаласа Павăл Каççан хуралчĕсем тĕлне çитсе çаврăнать, йывăррăн хашлатса сывлать, итлесе тăрать.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...