Таната :: Ирхи калаçу
Тул çутăлнă-çутăлманах Ухтивансем патне Яка Илле пырса кĕчĕ.
...Яриле тăтăшах сике-сике тăрса тĕпелелле каять, темĕн шыранă пек, унта-кунта пăхкалать, кĕпи аркине туртать. Аякран пăхсан ăна кĕç-вĕç кайса ӳкес пек ларакан йывăç патĕнче тăрать темелле. Пĕлет çын йывăç хăй çине ӳксе лапчăтасса, анчах кайма çук — кăкарса лартнă...
Яка Илле алăк патĕнчи кутник çине сĕвенсе ларнă та чĕркуççийĕсене аллипе тытса чĕлĕм мăкăрлантарса ларать. Яланхи йăлапа урисене вăл кутник çине хăпартса хунă. Ашшĕ асапланнине кура юри калаçмасăр ларнă пек туйăнать вăл Ухтивана.
«Мĕн-и?.. Тепĕр эрнерен каймалла-и унта.. Утă çулма?» — тет юлашкинчен Яриле утма чарăнса. Вăл Яка Иллене хирĕç кăмака сакки çине пырса тĕренсе ларать. Анчах темĕнле чалăшшăн та çăмăллăн, кĕçех ура çине сиксе тăрас пек. Çав самантрах Яриле, чăнах та, сиксе тăрса каллех канăçсăррăн тĕккелешсе çӳреме тытăнать.
Ухтиван тĕпеле кĕрсе ларнă.
«Эпĕ каларăм пулĕ хăçан каймаллине? — тет Илле тĕпеле шавлăн утса кайса шыв ĕçнĕ хыççан — Тепĕр эрнерен каяс пулать... Миçе тенкĕ çитнĕ-ха сирĕн куланай? Вун икĕ тенке? Ничава, нумаях мар. Ухтиван çемĕрттерме тытăнсăн ак... Ĕнер Каççана куртăм та, Ухтивана асăнать, виçĕ çул хушшинче вăл укçа нумай туса килнĕ пулĕ тет. Мĕн тăвас тен, хĕрĕ çитĕннĕ-çке. Шарламарăм. Мана мĕн? Эпĕ кĕтме те пултаратăп. Утă çулса паратăр та... Эсир пăртак апат-çимĕç илсе кайма та ан манăр вара. Тен, пыма ерçеймĕп».
Пĕр вăхăт никам та калаçмасть.
Урама тухакан пĕртен-пĕр печĕк кантăк умĕнче шăнасем сĕрлеççĕ. Кусарпа хыра-хыра тасатнă сĕтел çинче сĕтеле çурри таранах йышăнса чара чашăк ларать. Ун тĕпĕнче — кăвас, сĕтел патĕнчех — хăй чикки, каска пукан, лаххан. Алăка уçса пăрахнă пулсан та пӳртре тĕттĕм.
«Эсĕ хурт-хăмăр ĕрчетме пикеннĕ темест-и?»
Яриле шартах сикет те хăйĕн чĕрнисене пăхма тытăнать.
«Пикенесси-мĕнĕ...»
«Миçе вĕллене çитрĕ ентĕ?»
«Виçĕ вĕлле пулас».
«Виççĕ?! Ха... Самай, самай...»
«Ячĕ кăна виççĕ...»
Яриле хуртсене мĕнле майпа ĕрчетнине пĕлет пулсан та Яка Илле ларсан-ларсан татах ыйтать:
«Ăçтан тупатăр вара эсир вăл çăвăрсене? Сутăн илетĕр пулĕ?»
Яриле хăрамаллипех хăраса ӳкет:
«Сутăн илме... терĕн! Пирĕн ук... укçапа хурт-хăмăр мĕн тума тытăнсан... ĕрчетме тытăнсан. Ăçта унта... Мĕнте тытрăмăр... вăрманта... Йывăç тăрне пушă вĕллесем кайса çакатпăр та... кĕркелеççĕ. Ĕç вăхăтĕнче мĕн-ха та, тухса таракан çăвăрсем пулаççĕ-ха та...»
«Çапла çав. Манăн хамăн та пĕлтĕр тухса таркаларĕç пулмалла. Пăхса çитерме çук вĕт. Алă çитмест... Паçа — качча каяс хĕр, Ивукĕ — кантурта... Турат куçлă вĕлле виçĕм кунах уйăрмаллаччĕ. Ами макăрнине те илтсеттĕм, халĕ ним сас-хура та çук. Уйрăлса тухса тарчĕ пулмалла...»
Яка Илле шăл витĕр урай варрине чăрт! сурса пăрахать те Ухтиван еннелле çаврăнать.
«Каллех пĕркунхи калаçăва пуçлать», — сисет Ухтиван.
«Ну, мĕнле, кĕрĕшетĕн-и тарçа?»
«Пĕркунах каларам — кĕрĕшместĕп».
«Тен, эсĕ «тарçă» сăмахран хăран? Вăл ячĕ кăна çапла. Эсĕ хамăр çемьех пулатăн. Ĕçме-çимесем, тумтир таврашĕ — йăлтах пĕрле. Чипер ĕçлесен...»
Яка Илле Яриле çине пăхать те куçне хĕсет:
«Чипер ĕçлесен эпĕ аçуна панă укçине те каçарăп, хăямат çине. Мана килти ĕçсене пуçтаракан çын кирлĕ... Килте эсир Паçапа иксĕр çеç пулатăр. Тен, хăçан та пулин... хамăр çемьех те пулса кайăн, ăçтан пĕлес».
«Мĕнле майпа вара вăл?»
«А, вăл ĕнтĕ сантан хăвăнтан килет. — Яка Илле урисене çĕрелле усать. Килĕшсен килĕш, кайран ӳкĕнмелле пулĕ, эпе кĕçех тухса кайма пултаратăп тет унăн хусканăвĕ. — Паçа илтересшĕн сана. Шупашкарта калаçнă хыççăн эпĕ сирĕн пата ура та ярса пусасшăн марччĕ те, Паçа тинкене кăларчĕ. Кайса калаç та кайса калаç... Мана мĕскер? Эпĕ килĕшетĕп. Эсир хăвăрăнне хăвăр пĕлĕр. Пĕрне-пĕри хисеплесен-и унта, мĕн-и, хăвăрăнне хăвăр пĕлĕр...»
«Эсе, Илле пичче, ахалех сӳпĕлтетсе çӳретĕн, — тет Ухтиван сиксе тăрса. — Эпĕ Паçапа нимĕн çинчен те калаçман, калаçас та çук. Ĕçлеме те пымастăп, текех ан та асăн».
Алăк шатлатса хупăнать те, çурма тĕттĕм пуртре Яриле старикпе Яка Илле иккĕшех тăрса юлаççĕ. Яриле старик вăйсăррăн каска пукан çине кайса ларать. Тахăшĕ лекнипе хăй чикки тӳнсе каять.
Кил хуçи кăна мар, пĕр вăхăта Яка Илле те ним калама аптраса тăрать.
«Эй, шĕшлĕ, — текелет вăл урайне ӳкернĕ чĕлĕмне шыраса. — Кĕске турта... Калăттăм та эп сана пĕрре... Ухмах. Тьфу! Пулаççĕ те иккен хальхи çамрăксем. Ытла мухта пуçларĕç çав, пăсса ячĕç айвана. Купăсне пĕрре сĕрме ĕлкĕреймест, пурте çăварĕсене карса пăрахаççĕ. Тупнă тĕлĕнмелли! Маншăн пулсан вăл купăс калани çур пуса та тăмасть. Ахаль парсан та кирлĕ мар. Савтепи пирки ĕмĕтленни — пустуй япала. Халех Каççанпа кайса калаçатăп».
Яка Илле тăрса пӳрт алăкне хуллен тĕксе уçать, пуçне çенĕкелле кăларса итлекелесе пăхать те Яриле ури вĕçне урайне ларать. Çурăмĕпе вăл кăмака çумне сĕвеннĕ, чалăш çăпаталлă урисене хăй айне хутлатнă. Питĕнчи ытти чухне питех палăрман пĕркеленчĕксем халĕ çурма тĕттĕмре те лайăх курăнаççĕ.
Яриле тĕлĕнсе кăштах тӳрленсе ларать.
Пӳртре шăп. Кантăк патĕнчи шăнасем çеç вăкăр хăмпи çумне çапăнкаласа çăт-çат тукаласа илеççĕ.
Алăк уратин пĕр хĕрринчен çенĕкрен шур чăх пуçĕ курăнса каять. Вăл йăлт-ялт пăхкаласа илет те курăнми нулать. Унтан алăк уратин тепĕр пуçĕнчен пăхать, каллех çухалать. Пăртакран шур чăх алăк урати çине сиксе хăпарать. Çынсем çаплах хускалманнине кура вăл урайне анать те хушăксене сăхкаласа тĕпелелле кĕрсе каять. Хуллен, асăрханса пускалаканскер, чăх çынсем тĕлĕнчен иртнĕ чухне çеç васкаса шăк-шăк-шăк-шăк чупать.
Яка Илле ассăн сывласа ярать, аллине Яриле чĕркуççийĕ çине хурать.
«Итле-ха, Яриле... Эсĕ манран нумай та аслă мар ĕнтĕ, ăнлăнма тйвĕç... Çамраксем вĕсем кĕр-кĕр те шăв-шав, хи-хи. Вĕсемпе мĕн калаçма. Эпир пурнăç курнă çынсем...»
Яриле нимĕн те ăнланмасть. Вăл тăма хăтланать те кĕпи аркинчен Яка Илле тытнипе каялла ларать.
«Çаплах ĕнтĕ... Куркаланă ĕнтĕ пурнăçне...— мăкăртатать вăл. — Пахчана тухса пăхмаллаччĕ те манăн. Юрĕ эппин. Ӳлĕмрен. Кайран...»
«Лар-ха эсĕ, итле пĕрре ман чуна, Яриле пичче. Эпĕ санпа кашни кун калаçмастăп-çке ĕнтĕ, пĕрмаях чăрмантармастăп. Яланах ĕç, вĕçсĕрех ĕç пирĕн. Пĕрне-пĕри курсан та калаçаймастпăр. Кут хыçма та вăхăт çук».
Куçне мăч-мăч хупкаласа Яриле урайнелле пăхать.
«Вăл çаплах ĕнте... Ĕçĕ вăл пирĕн... кутран юхать-ха. Сăмахне эп ăна... мĕн тесе мар-ха. Ахаль çеç».
«Пулăш мана, Яриле пичче, — тесе Яка Илле тăрать те кутник çине кайса ларать, çамкине шăлса илет. — Пар мана ывăлна...»
«Ара, тарçа мĕн мар терĕ вĕт...»
«Мĕнле ăнланмастăн вара эсĕ мана! Тарçă пирки мар кунта сăмах. Киле кĕтĕр вăл пирĕн пата, киле! Пирĕн çемье пултăр. Манăн пĕр хĕр çех-çке-ха, ху пĕлетĕн. Вăл та пулин... хам евĕрлĕрех, чапĕ-шывĕ çук. Çапах та вăл ман юн. Шыракаласан, хăйне кура, ăна валли те мăшăр тупăнĕ, шăтăк шăрçа çĕрте выртмасть теççĕ. Анчах вăл урăх ача пирки çăвар та уçтармасть-çке. Ухтивана çех... саватăп тет. Вăл пулмасан мана никам та кирлĕ мар, хĕр халлĕнех пурăнатăп тет. Пирĕн вăхăтра юратнисем-савнисем çинчен никам та калаçмастчĕ. Илтмен те эпĕ вăл сăмаха. Арăмпа пурăнса ирттертĕм, те савнă вăл мана — пĕлместĕп».
«Ачи килĕшмест-çке...»
«Ара ĕнтĕ, эсĕ унăн ашшĕ пуль? Мĕнле ан килĕштĕр вăл? Калаç эсĕ унпа йĕркеллĕ. Эпĕ хĕре ют çĕре качча пама пултараймастăп. Паçа мана килте кирлĕ. Ивукĕ авлансан та ман патра пурăнас çын мар. Хам авланас тес — вăхăчĕ иртсерех кайрĕ. Пĕртен-пĕр хĕрарăм килте — Паçа пулать. Пурăнччăр иккĕшĕ шăкăл-шăкăл. Ман валли, ватлăхăмра пăхса савăнма, пĕр-икĕ хĕрача туса паччăр. Укçа-тенкĕ енчен — ним те шеллеместĕп. Мĕн кирлĕ — çавна илччĕр...»
Яриле шухăша каять. Тем пекехчĕ ĕнтĕ вăл — ывăлне çынна кăларни. Хырăмĕ тутă та çийĕ питĕ пулĕччĕ, ашше пек ĕмĕрне пĕр татăк çăкăршăн тĕрмешсе сая ямĕччĕ. Тата Яриле хăй те пуян хӳттине кĕрсе ӳкет, юлашки кунсене те пулин çын пек пурăнса ирттерет. Мĕн калама ĕнтĕ! Утса пырать иккен Ухтиван урампа. Хăй — кантуртисем пек тумланнă. «Кам ачи вăл, çав утса пыраканни?» — «Ара, Яриле ачи, Ухтиван...»
Яка Илле каллех урайне анса ларнă. Çăварĕнче чĕлĕм мăкăрланать.
«Ыранах çăнăх кӳрсе пама калăп. Хырçине те тӳлесе татăп сирĕншĕн, вăл — нумай мар. Калаçăр та паян ларса...»
Яриле ывăлне аса илет. Çук, килĕшмест Ухтиван çын патне пуçне кайса чикме, пĕлет ватă çын хăйĕн ывăлне. Вара пурнăçĕнче пĕрремĕш хут пат татса Яриле старик çапла каласа хурать:
«Çук, килĕшес çук Ухтиван. Унăн кăмăлĕ çавнашкал. Калаçни те ахаль пулать», — тет.
Яка Илле пичĕ туртăнкалать. Ăна намăс. Тарăхасса та вăл хытă тарăхнă, анчах пĕрре тӳсме пулнă та — тӳссе ларать-ха.
«Мĕнле ашшĕ эсĕ, тур каçартăр та. Ачăна та итлеттереймесен вара... çăкăр çĕртни ахаль. Эпĕ хăвăра шеллесе çех... Ачи хăй те тĕнче тăрăх çӳресе ывăннă пуль ĕнте. Вăрç итлемесен. Ăнлантарса пар. Пӳрни пусма вĕçне килнĕ чух мĕншĕн кутăна пемелле?..»
«Ухтиван килĕшмест».
Яриле пекех асапланса пăхса ларакан Яка Илле пичĕ сасартăк тӳрленет, сӳрĕк куçĕ те чĕп-чĕрĕ пулса каять.
«Ку сан татăклă сăмах-и, Яриле пичче?»
Яриле чĕнмесĕр ларать-ларать те хуллен: «Татăклă», — тесе хурать. «Татăклă», — тет татах.
«Эпĕ сана кăштах тавçăракан çын пуль теттĕм, Яриле пичче. Эсĕ... мĕн иккен... Тăшмансем пуличчен хурăнташсем пулар тенĕччĕ. Ну, юрĕ эппин, çакăнпа пĕттĕр сăмах. Текех хускатмăпăр ăна. Тăнла, Яриле... пичче. Эп санпа утă çулма каясси çинчен çех калаçрăм, урăх ним çинчен те тапратман. Ăнлантăн-и?»
Картишĕнче çил хапхи лачăртатса уçăлни илтĕнет. Яка Илле ури çине яшт сиксе тарать те алăк патнелле ыткăнать. Хăраса ӳкнĕ чăх та кăтиклесе вĕçсе хăпарать. Яриле питне варкăш çил пырса çапать, урайне пĕр ывăç тĕк парлатса вĕçсе юлать.
Чăвашсен авал пĕр тĕшмĕш йăли пулнă. Ху илес тенĕ хĕр темиçе хут хăтана пырсан та качча тухма килĕшмесен хĕр ашшĕсен пӳртĕнчен тухнă та ылханса алăк тăпсине виçĕ хутчен тапса хăварнă.
Вара вăл хĕр нихçан та качча тухайман имĕш.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...