Таната :: Хăна-вĕрле
Каçалапа Ухтивансем патне хăнасемпе кӳршĕ-аршăсем пуçтарăнса лараççĕ.
Ашшĕ каланă пекех, чи малтан Мултиер пырать.
Ярилепе Мултиер картишне ишелсе пĕтнĕ хӳме юлашки çеç уйăрса тăрать. Леш енне темиçе тĕп хурăн лартнă, ку енче — ватă хурама. Вăл Мултиер пӳрчĕн тăррине çиелтен хӳтелесе, хупласа тăрать. Ытти чухне кӳршĕсем пĕр-пĕрин патне хӳме урлă каçса çӳрекенччĕ. Халĕ Мултиер унтан мар, урамран çаврăнса кĕрет. Кĕрет те çенĕкри сĕтел çине тутăрпа çыхнă икĕ çăмарта хурать (чăваш йăлипе, кучченеçне хĕрарăм илсе пымалла. Мултиерĕн арăмĕ ерçмен куран). Ярилепе Ухтиван ăнланаççĕ: кӳршĕ çынни пĕр-пĕр çăмалпа мар, хăнана килнĕ.
Пăртакран пуçне шур тутăр çыхнă Чĕкеç инке те пĕчĕк ачине çавăтса упăшки хыççăн килет. Ачи çул çинче тем ӳкерсе хăварнă пулас, пĕрмаях каялла çаврăна-çаврăна пăхать, туртăнкалать. Чĕкеç ăна çенĕкри каска пуканĕ çине йăтса лартать те сăмсине çара аллипе сăтăрса илсе хăйĕн чĕрçиттийĕ çумне шăлать.
«Асту, чипер лар, атту тякка пулатăн».
Ача путек пекех кăтра, хура, чăп-чăмăр пуçлă. Кĕпи умĕсем яшка тăкăннипе хуралса, сăранланса ларнă.
Чĕкеç инке ĕç патне çӳрекен хура кипкипех, чĕркуççи таран яваласа лартнă хура тăли те тусанпа витĕнсе хытса ларнă. Пуçĕнчи тутăрĕ çеç Чĕкеçĕн ытти тумĕпе «илĕшмесĕр шап-шуррăн курăнса тăрать. Анчах хĕрарăм ăна-кăна сисмест. Тен, сиссе те ним тума çук пулĕ. Вăл хăй хăнана килнине мĕнле палăртма вăй çитернĕ — çăвăн пек палăртнă-тăр.
Ухтиван астăвасса та-ха, пĕр вунă-вуникĕ çул каялла, Чĕкеç çап-çамрăк та хитре хĕр пулнă. Уявсенче е пасара-мĕне тухсан шӳлкемисемпе, сурпан çаккисемпе, тенкĕллĕ мăййисемпе ялтăртаттарса, чанкăртаттарса, ялкăшса çӳреме юратнă. Ун çинче (çав пасара е уява тухнă кунсенче) пĕр кирĕк пĕрчи курăнман. Çăпатинче, çăпата кантрисенче пĕр сӳсленчĕк пулман. Шăрçа пек яп-яка, çап-çутă.
Халĕ Чĕкеç начар куçлă, çавăнпа, ытти хĕрарăмсем пекех, пуçне масмак мар, тутăр çыхса çӳрет, ăна та куç çинех антарса çыхать. Вĕсен кашни çулах ача çуралать. Пурте пурăннă пулсан, Мултиер çемйи ку таранччен вунă çынтан та иртмелле. Халĕ вĕсем улттăн пурăнаççĕ.
Мултиер кăтра çӳçлĕ те пĕчĕк кăтра сухаллă, хура. Куçĕсем пиçсе тăраççĕ. Вăл пĕр вăтăр виççĕ-вăтăр тăваттăсенче, лутра та хытанка, клеще ураллă.
Те чухăнлăхне пула, те хăнăхнипе, Мултиер çăва тухсанах урине салтса пăрахать те вара мĕн хĕле кĕричченех — йĕпе-сапара та, шăрăхра та — çарран çӳрет.
Ытла çемçешке пулнăшăн Яриле старике вăл килĕштерсех кайман. Май килнĕ таран ăна яланах пулăшса пыма тăрăшнă, халăх çинче те хӳтĕленĕ, ку çаплах ĕнтĕ, анчах иккĕшĕ чухне Мултиер чĕлхи çинче пĕр ăшă сăмах та пулман. Ун вырăнне Ухтиванпа Мултиер Ухтиван пĕчĕккĕ чухнех çывăх туслашнă. Вĕсен çук — çурмалла, пур — пĕрле. Хĕллесенче вĕсем пĕрле çăпата туса ларнă, юмах итленĕ, çулла пĕрлешсе суха тунă, выртмана çӳренĕ. Çăпата тума та Ухтиван хăйĕн ашшĕнчен мар, Мултиертен вĕреннĕ. Мĕскер туртнă кутăн Мултиере Ухтиван еннелле — ăна калама хĕн. Тен, ачан тӳрĕ кăмăлĕ, çынсем çине вăл хăюллăн, ăнланман пирки пĕр шикленмесĕр пăхни — пĕлместпĕр.
Икĕ юлташран пĕри кирек хăçан та — хуçа, тепри — тарçă тĕççĕ. Кусем пĕр вăхăтрах хуçасем те, тарçăсем те пулнă. Пĕри вунă-вун пилĕк çул аслăрах пулни те ниме те пĕлтермен. Мултиер каланипе Ухтиван килĕшнĕ, çав вăхăтрах пĕчĕк Ухтиван тĕрĕссине каласан е йăнăшне кăтартсан унпа «пысăк» Мултиер пĕр сăмахсăрах килĕшнĕ, хăйне те пĕртте намăса юлнă çын пек туйман.
Халĕ те вĕсем пĕрне-пĕри тахçантанпа тунсăхласа пурăннă туссем пек тĕл пулчĕç. Типшĕм Мултиер çӳллĕ те сарлака хул-çурăмлă Ухтивана çенĕкре пырса алă тытрĕ те тӳсеймесĕр ăна ыталаса илчĕ, пуçне каçăртса куçĕнчен пăхрĕ.
«Ай-уй, мĕнле пулса кайнă эсĕ, ачам! Кашта пек! Палламалла мар».
Чĕркуççи тĕлĕнчи пĕççисем малалла тухса тăракан тăвăр йĕм тăхăннă лутра Мултиер арăмĕ еннелле çаврăнчĕ:
«Куратăн-и, карчăк, мĕнле тасалса кайнă пирĕн кӳршĕ? Чăн-чăн вырăс çынни пек. Ыталаса ытам çитмест».
Тутине тутри вĕçĕпе хупласа та çĕрелле пăхса Ухтивана Чĕкеç инке те пырса алă тытрĕ.
«Ара ĕнтĕ... ӳсмесĕр тата. Çамрăк-çке-ха...»
«Пирĕн пек мар çав ĕнтĕ».
«Капла эсир мана куçăхтарса та ярăр», — тесе Ухтиван кӳршĕ çыннисене каска пуканĕсем шутарса лартса пачĕ, савăнăçлăн кулкаласа, аллине Мултиер хулпуççийĕ çине хурса кăштах пусрĕ. Лешĕ лăштăрах çĕрелле хутланса ларчĕ.
«Пăх-халĕ эс, карчăк... Ку чăн-чăн упа хăраххи. Улăп! Вăт пырса çыхлан эсĕ унпа. Мĕн çисе вăй илнĕ эсĕ, Ухтиван?»
«Тăварпа çăкăр, Мултиер пичче. Çӳрекен çын çӳрме çиет теççĕ».
«Пирĕн çăкăрĕ те çук-çке. Тăварĕ те хĕсĕк...»
Яриле сĕтел çине пуллине вĕтĕ татăксем туса вакласа хучĕ, çăкăр сăмсине çӳхе чĕлĕсем туса касрĕ.
«Сĕтел хушшинелле мĕн тăвăр-ха, Мултиер... куçса ларăр-ха. Ухтиван кучченеçне астивсе пăхăр».
«Кай, ан чăрман, Яриле пичче. Ху та тутанса пăхман пулĕ-ха эсĕ».
«Маншăн мĕн мар эсĕ... Ан калаç. Килĕр, ларăр».
«Апатран аслă пулма каламан. Юрĕ эппин, кучченеç çисе пăхар».
Анчах вĕсем пĕрер çăвар та çимерĕç темелле. Ятне тумалăх Мултиер пулă хӳринчен кăшт чĕпĕтсе илсе чăмланçи турĕ. Чĕкеç инке çăкăр чĕллинчен пĕр пӳрнеске пек татса илсе çисе пăхрĕ те йăлашăн пăртак ларсан иккĕшĕ те сĕтел хушшинчен тухрĕç.
«Мĕншĕн çимерĕр, Мултиер пичче?»
«Э-э, çирĕмĕр ĕнтĕ, тавтапуçах».
Ухтиван пукан çинчи пĕчĕк ачана та çăкăр тыттарчĕ. Лешĕ тĕлĕнсе: «Мĕн тумалли япала ку?» — тенĕ пек, çăкăр çине, унтан ашшĕ çине пăхса илчĕ те пукан çинчен шуса анса амăшĕ çумне кайса тĕршĕнчĕ. Çăкăрне вăл тытса та пăхмарĕ.
«Мĕншĕн çимест ку сирĕн?»
«Çăкăрĕпе мĕн тумаллине пĕлмест. Курман вăл ăна халиччен».
Пĕртен-пĕр тырăпа тăранса пурăнакан çын ачи — çăкăр тĕсне курман! Ухтиван чунĕ сӳ-сӳ туса илчĕ. Акă мĕнлерех иккен кунта. Пĕлнĕ вăл çавăн евĕрлĕрех пулассине, анчах кун пеккинех çапах та кĕтменччĕ.
Ухтиван таврăннине илтсе Чăлах Эрнюк та, Ярилене хирĕç пурăнакан Якур та, çамрăксем те чылаййăн пуçтарăнчĕç.
Чăлах Эрнюк — ялти кив пуянсенчен пĕри. Унăн ашшĕ тахçан киремет пăхакан пулнă теççĕ. Эрнюк хăй те ваттисен йăлисене ăста пĕлет, вĕсене çирĕп тытса пырать, Уй-чӳк тумалла-и унта, сĕрен ирттермелле-и — Чăлах Эрнюк пуринчен малтан хутшăнать. Çав вăхăтрах çĕннисенчен те пиçсех каймасть вăл. Сăмахран, çывăхри ялсенче улт кĕтеслĕ те пысăк кантăклă вырăсла пӳртсем курăнкала пуçланă, — Чăлах Эрнюк та çавăн пек пӳрт туса лартнă, çине хăма виттернĕ, вырăсла хапха та тутарнă. Ялти малтанхи мунча та — Чăлах Эрнюкăн пулнă. Хутасса вăл ăна пĕтĕм ял халăхне тĕлĕнтерсе çулталăкне ик-виçĕ хут аслă тӳресем килсен хутать. Хăй вара тепĕр кунах пӳрт кăмаки умĕнче хĕртĕнет, унсăрăн «çан-çурăмĕ канмасть».
Вырăс эрни кунĕ Чăлах Эрнюк пуçлăхсене курăнас тесе, Шурча чиркӳне кайса Микул турă умне улăм пĕрчи пек çинçе çурта лартать, каçалапа ялти ватăсемпе пĕрле киремете ӳксе пуç çапать. Вăл — сулахай. Пĕчĕккĕ чухне Чăлах Эрнюк лаша çинчен ӳксе сылтăм аллине мăкăлтанă пулнă. Алли пĕр-ик эрнерен иртсе кайнă, анчах ача çаплăх унпа тытма хăраса çӳренĕ-ха. Тăн кĕрсе пынăçем Эрнюк икĕ аллипе те ĕçлеме вĕреннĕ. Халь ĕнтĕ вăл утмăлсене çывхарса пырать, сухалĕпе çӳçĕнче те шурă пĕрчĕсем нумай, çапах сылтăм аллипе асăрханарах тыткалать.
Чăлах Эрнюка кут хыçĕнче тимĕр пăрçа е хыт кукăр тесе чĕнеççĕ. Хĕлле вăл пӳртне кун сиктерсе пĕрре çеç хуттарать. Тарçисене çуркунне ĕçе тухас умĕн тытать те кĕркунне, ĕç пĕтерсен, кăларса ярать.
Пĕр çăмартана Чăлах Эрнюк виçĕ апат туса çиет. Çурхи акана тухнă кун вăл пĕррехинче уя хытăлла пĕçернĕ пĕр çăмарта та пĕр çăкăр илсе кайнă тет. Çăмартине вăл виçĕ пая пайланă та пĕр пайне ирхине çисе янă, тепĕрне — кантăрла. Юлашкине Чăлах Эрнюк суха касси хушшине хунă пулнă. Те витме маннă вăл, те куракĕсем чăрсăртараххисем пулнă, Чăлах Эрнюк çиес çăмартана вĕсем йăтнă кайнă. Старик çав тери тарăхса çитнĕ тет. Халиччен никама та сив сăмах каламанскер, кураксене тăпра муклашкисемпе пере-пере ятлаçрĕ тет. Вăл кун Чăлах Эрнюк хакне кăларас тесе килне таврăнсан та яшка ларса çимен, тип çăкăрпах çырлахнă.
Çенĕкре — кам ăçта пĕлнĕ унта — çынсем вырнаçса тухнă. Пĕчĕк шĕвĕр сухалсем, çара ура, çичĕ пушăт çăпати, вăрăм шур пир кĕпе... Ĕлĕк Ухтиван пуррипе çуккине асăрхаман стариксем халĕ ун çине шанса та тем кĕтсе пăхаççĕ. Ваттисен йăлине пăссах, малтан ашшĕне мар, Ухтивана пырса ал тытнинчен, калаçуран, ыйтусенчен вĕсем ăна хăйсенчен те мала хуни сисĕнет. Ара, калама ансат: вилме кайнă тенĕ ача — вилмен, çын пулса килнĕ, вырăсла калаçать! (Вăл хыпар çур кун хушшинче пĕтĕм яла сарăлнă.)
Тата, тен, укçа та туса килнĕ пуль.
Ухтивана пула Яриле старикĕн те хакĕ ӳснĕ. Ик-виçĕ ватă вырăн çине унпа юнашар пырса ларнă та шăкăл-шăкăл калаçса лараççĕ.
Сĕтел çинче — кучченеçсем: пĕр чĕрес сăра (ăна Чăлах Эрнюк илсе килнĕ), пуçламан çăкăр (Ивук кучченеçĕ), шăрттан татăкĕ, пĕçернĕ çăмарта, чăкăт...
Картишĕнче çамрăксем пăшăлтатни илтĕнет.
Старикĕн тинех кăмăлĕ тулнă: çак пĕтĕм ял-йыш унăн ывăлне пула пуçтарăннă-çке.
Ĕнтĕ каç пуласси те инçе мар. Шăрăх пусăрăннă. Хурама тăрринчи кураксем шавласа йăвисене вырнаçаççĕ. Мултиер пӳрчĕ çумне ку енне вĕтĕ турат пăтăр-пăтăр тăкăнать. Картиш урлă вăрăм мĕлке ӳкнĕ.
Чăлах Эрнюк çенĕк алăкĕ патĕнчи каска пуканĕ çинче чĕлĕм туртса ларать. Хĕрарăмăнни пек шурă, кăпăшка сылтăм аллине вăл чĕркуççи çине хунă. Чĕлĕм тытнă сулахай алли Чăлах Эрнюкăн шăнăрлă та хытă. Лăнк усăнса тăракан тăртаннă питлĕ Якур çĕре, çӳпçе çумне, хутланса ларнă. Вăл яланах шăл сурнипе аптрать.
Вĕсем иккĕшĕ те лăпкă.
Хĕрарăмсем те хускалмаççĕ.
Мултиер сăн-пичĕ вара йăлтах урăхла: чĕр кĕмĕл пек, кашни самантрах улшăнса, вылянса тăрать. Пĕр вăхăтрах вăл итлет те, итленине мĕнле йышăнни те палăрать, хирĕç калас шухăшĕ те çиçсе илет. Алли те тĕк тăмасть: пыр çыххине тытса пăхать, çĕрелле лашт усăнать...
Пурте çывăх та кăмăллă паян Ухтивана.
Мултиер Ухтиванăн çӳпçе çинче выртакан çĕмрĕк купăсне тытса пăхать.
«Э-э, ачам, мĕн тунă эс купăсна? Илсе пыр ыран ман пата, майлаштарăпăр».
«Илсе пырăп, Мултиер пичче. Паçăр хам та шутланăччĕ-ха».
«Ну, ăçта çитрĕн, мĕн куртăн-илтрĕн, Ухтиван? Каласа пар пире йĕркипе».
«Мĕн çисе пуăнаççĕ унта?» — тет «р» сас паллине калайман Чăлах Эрнюк. «Унта» тени Чăлах Эриюшкăн таçта тĕнче хĕрринче пек туйăнать. Вăл Шурчана, Кĕстереке, Кашмаша тата таврари ытти ялсене пĕлет. Чи çывăх хула — Шупашкар та уншăн çичĕ тинĕс леш енчи юмахлă çĕр-шыв пек туйăнса тăрать. Лерелле мĕн пуррине вара... никам та пĕлмест.
«Камсем — унта?» — тет Якур та хăрарах. Кунти çынсенчен чи çивĕчреххи те нумайрах пĕлекенни — Мултиер. Вунă çул ытла ĕлĕкрех унăн аслă пиччĕшне — Сурпан Пипавне — айăпсăрах Çĕпĕре пуçиле тытса янă, унтан унăн арăмепе ачисене ăсатнă. Çирĕмрен иртнĕ Мултиер те ун чухне лавпа Шупашкара çитиех кайнă, ирхине вара хула сăрчĕ çине хăпарса пăхнă. Тĕнче лерелле те питĕ аслă курăннă.
«Тăрçăра ĕçлесе çӳрерĕм, — тет Ухтиван — Малтан Шупашкар вырăсе патĕнче пурăнтăм. Пĕр уйăхран Атăл çинчи пысăк кимĕ çине кĕрĕшрĕм... Киммине ăна вырăссем баржа теççĕ, çавăнта...»
«Мĕнле çухалса кайманах, ачам. Эп пулсан ĕнтĕ,..» — тесе пуçне сулкалать Чăлах Эрнюк.
«Ара, вăл вырăсла калаçать-çке».
«Аа, выăслине ăна сасавтăках ма пуль ĕнтĕ... Хуллен-хуллен пуль...»
«Вăл çаплах ĕнтĕ... Эсĕ тăхта-ха, Эрнюк пичче. Унта мĕн-и вара, йăлтах вырăссем-и? Е, — Мултиер сăмах шыраса чарăнса тăрать те малалла калать: — Темле урăхла çынсем-и?» — Хăй ĕçлесе çӳренисем çинчен Ухтиван ирĕксĕртереххĕн çеç каланине туйса Мултиер сăмаха юриех урăх еннелле пăрать. (Кирлисене вăл кайран, иккĕш çеç юлсан та ыйтса пĕлет.)
«Вырăссем нумайрах, — тет Ухтиван. — Тутарсем пур. Мăкшă текеннисем те тĕл пулкалаççĕ. Хусан патĕнче чăвашсене те куртăм».
«Тивмеççĕ-и выăссем?»
«Тĕрлĕренех пулать. Ик-виçĕ çул хушшинче тăванпа та ятлаçса илетĕн... Кимĕ хуçи мана пушăпа çапма тăрсан ытти вырăссем хăйне кăштах шыва пăрахмарĕç. «Çапăçассу килет пулсан, эсĕ пире çап, ăна ан тĕкĕн», — теççĕ».
«Çаплах-и?»
«Пăх-ха эсĕ...»
«Кай, кай, кай...»
«Кунта килекен выăсеем аçтаха пекех те...»
«Кантуртисем-и? Чăвашĕсем пирĕн пĕр пек-и вара?»
«Çак Мултиэ ваа...» — тесе Чăлах Эрнюк чĕлĕмне çавăрса хыпать.
Якур Ухтиван çывăхнех куçса ларнă.
«Ялсем мĕлле унта, халăхĕ мĕлле?»
«Ялĕсем пирĕнни пек мар, ирĕк çĕрте, пысăк. Пӳрчĕсем те таса, шурăлла».
«Мĕлле вăл — шурăлла? Кантурти пек-и? Мăрьепе-и?».
«Э. Кантăкĕсем вара — пирĕн пӳрт алăкĕ пек, виç-тăватшар кантăк».
«Хĕлле шăнса вилесрен те хăрамаççĕ-и?»
«Пирĕннинчен те ăшăрах пулать вĕсен пӳрчĕ».
«Темле-çке».
«Ара, эп хам пурăнса курнă ĕнтĕ. Эппин, кантурта сивĕ мар-çке».
«Унта — вĕри, пĕçертеççĕ», — тет Якур. Пурте кулса яраççĕ.
Чăлах Эрнюк ват çынсене сăра ĕçтерсе тухать. Хĕр-арăмсем пĕрер çăвар сыпсанах танлантарма тытăнаççĕ, куркине каялла сĕнеççĕ, «ай турах, хăватлă» текелесе ту-тисене сурпан вĕçĕпе хуплаççĕ (кирек мĕнле ĕçес килсен те йăлине тумалла), вара виç-тăватă хут сĕнсен тин куркисене тĕппипех ĕçсе параççĕ (шалтти курка тăваççĕ).
Çурма выçă пурăннă çынсен чĕлхине пĕр курка сăра та самаях çемçетет. Вĕсем уçăраххăн калаçма, шӳт тума, кулкалама пуçлаççĕ.
«Яриле пичче, чипер вăхăтра пулнă пулсан санăн паян така тытса пусмаллаччĕ, сăра тумаллаччĕ», — терĕ Мултиер.
Те чирлесе ӳкнĕ Яриле, те пуçĕ патне сăра пынă, хĕп-хĕрлĕ хĕрелсе кайнă та урисене çĕрелле усса вырăн çинче хăяккăн выртать.
«Пусрĕç-ха ăна, сурăхĕсене», — мăкăртатать вăл.
«Халĕ ĕнтĕ, кантуртисем-мĕнсем килсен эпир те аптрамастпăр, калаçакан пур», — тет Мултиер.
«Иккĕн тан», — тет Якур.
«Тепри кам?»
«Ара, Ивук».
«Ивук?»
Мултиер çенĕк умĕнчи Ивук пуçĕ урлă картишнелле пăхать те, хуйхăрнă пек, хаш сывласа ярать.
«Чухлаканни çук пирĕн ялта урăх. Çук, çук, çук, ан та кала! Тĕл пулман эпĕ ун пек çынна, Якур. Кунта та курмастăп. Пĕр Ухтивана çеç пĕлетĕп эпĕ».
Çак калаçăва итлесе тăракан Ивук аяккалла пăрăнать.
«Кантурта ларакансенчен çук-и чăвашла пĕлекенни?» — ыйтать Ухтиван.
«Чăвашла терĕ...»
«Çук, — тет тарăхса Мултиер. — Вĕсем кунта çирĕм çул пурăнсан та пĕр сăмах та чăвашла вĕренмеççĕ. Ăнсăртран пĕрер чăваш пырса ларсан вăл та часах хăйĕн тăван чĕлхине манса каять. Тăнчă манать!»
«Ун пеккисемех çук пуль те ĕнте...»
«Пур! Илтнĕ-и эсĕ Тутаркас ачи Акмăрса Анчăкĕ çинчен? Ун ашшĕ ĕлĕкрех ялсем тăрăх сутă туса çӳретчĕ, хăрах куçлăччĕ. Халĕ Чикме хулинче лавкка тытать теççĕ. Çавăн ачи Шурчара тиекре ларать. Ятне-шывне те улăштарнă, Акмăрса Анчăкĕ мар, Акмарух Антун хаспатин тетпĕр. Ĕлĕкхи ячĕпе чĕнсен шутсар çилленет тет».
«Анчăк пек вĕрет».
«Мĕн тени пулать вăл — хаспатин тени?» — ыйтать Якур.
Мултиер сасартăк чарăнса тăрать те кăштах шухăшласа пăхса аллине сулать.
«Мурĕ пĕлет-и ăна! Улпут тенине пĕлтерет пулĕ. Тире сĕвекен. Ыйт ак Ухтивантан».
«Тĕрĕсех калатăн, — тет Ухтиван. — Вара мĕн турĕ леш Анчăкĕ?».
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...