Таната :: Савтепи
Тĕттĕм пулса çитеспе малта, пысăк айлăмра, хăйă çутисем мĕкĕлтетсе курăнса кайрĕç. Ку вăл — Шуркасси ялĕ. Ухтиванăн чĕри темĕнле хумхануллăн та тăвăррăн тапса илчĕ. Ак кĕçех, тата темиçе самантранах, вăл тăван ялне пырса кĕрет. Мĕнле кĕтсе илĕ ăна ял, çуралнă кил? Мĕнле-ши ашшĕ унăн? Паçăр усал хыпар илтесрен хăраса Ухтиван ун çинчен пĕр сăмах та тапратмарĕ... («Ахăртнех, нимех те пулман-тăр-ха, калаçура вăл-кусем сисĕнмерĕç», — çиçсе илет тахăш кĕтесре вăрттăн шанчăк.)
Ухтиван ăшĕнче çĕр тĕрлĕ шухăш, çĕр тĕрлĕ кăмăл. Те вăл ытларах савăнать, те хурланать — ăна вăл çак вăхăтра хăй те каласа парайман пулĕччĕ. Ухтиван темиçе çул хушши çитсе ӳкме ĕмĕтленнĕ çĕре — ялне çитет, килне таврăнать, ку ăна савăнтарать, çунат хушать. Хăй пĕччен пулнă пулсан вăл çул хĕррине пăрăнса Шуркасси çĕрне тытса пăхĕччĕ, ăна хăйĕн ĕçпе хытнă пӳрнисем витĕр юхтарĕччĕ е часрах ялалла чупĕччĕ, е тата веçех урăхла — тĕме çамкине хăпарса ларĕччĕ те ял еннелле хăйă çутисем çине тинкерĕччĕ. Ан тив, савăнăç нумайлăха пытăр! Калама çăмăл: виç утăмра — Шуркасси, унăн ашшĕ, унăн килĕ-çурчĕ, тĕмĕ çинче — Шуркасси çынни, çухалнă Ухтиван!..
Кирек мĕнле пулсан та Ухтиван хальхи пек ват çынла утса пымĕччĕ...
Çав вăхăтрах вăл амăшне аса илет. Яланах иккен пĕрле çут тĕнчере: ырлăхĕ, хурлăхĕ... Çамрăксем пĕр харăсах ассăн сывласа илчĕç те васкараххăн утма тапратрĕç. Ял курăнни урăх енчен те савăнтарчĕ Ухтивана: вăл хăй Ивукпа калаçнăшăн ӳкĕне пуçларĕ. Мĕне кирлĕ пулчĕ-ха ĕнтĕ ун умĕнче çапла палкаса пыма? Ивукăн хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕ, хăйĕн ĕмĕчĕсем, Ухтиванăн — хăйĕн. Сисрĕ вăл: ĕлĕкхи пекех туслă пулăпăр тени, ĕлĕкхи çывăх туйăм-кăмăла тавăрма хăтланни пустуй япала. Çавăнпа ун çинчен текех калаçма та кирлĕ мар...
Тен, вăл ывăннипе, хуйхă-суйхăпа, тарăхнипе кăна çапла туйăнать пулĕ? Тен, вĕсем чиперех туслашса кайĕç? Вара Ухтиванăн юлташĕ — кантурта ĕçлекен çын, тиек пулать-и-ха?
«Эсĕ мĕнтен кулатăн, Ухтиван?»
«Эпĕ кулса ятăм-и-мĕн?»
Анатран нӳрĕ сывлăшпа пĕрле тĕтĕм шăрши туртать.
Урасем çăмăллăн илĕнсе пусăнаççĕ. Çул çинче урапа чĕриклетет, лаша тулхăрать.
«Иксĕмер Шупашкарта тĕл пулнине аса илтĕм».
«Юнăхсах ларчĕ пулмалла ман хул пуççи. Çавăрса тытрĕ те... халь те ыратать-ха».
Малта, тĕттеммĕн курăнакан хăвасем хушшинче, сасартăк темскер шаккани илтĕнсе кайрĕ. Шак! шак! шак! турĕ те сасă — чарăнса ларчĕ. Унтан, чул пăрахнă пек, шыва йывăр япала шампăртатса ӳкрĕ.
Ивук тăп чарăнса тăнн итлесе тăчĕ те каллех! тесе хăвасем хушшине чăштăртаттарса кĕрсе кайрĕ. Нумай та иртмерĕ, чупса тухса Ухтивана аллинчен тытрĕ.
«Атя часрах!.. Хуллентерех эсĕ!»
«Мĕн пулчĕ?»
«Куратăн ак. Халех тытатпăр... Асту, кунта тункатасем».
Ухтиван Ивук хыççăн хăна тĕмесем хушшине кĕчĕ. Тăват-пилĕк утăмранах вĕсем чăнка çыран хĕррине тухса тăчĕç.
«Куратăн-и? — терĕ те Ивук çĕрелле пĕшкĕнчĕ. — А-ав мĕшĕлтетет».
«Çук, нимскер те курмастăп. Мĕн вара унта?»
«Такам кĕпер ватма килнĕ. Эсĕ ларса пăх».
Ухтиван хутланса ларма тăчĕ те чĕркуççийĕсем ыратнипе кутăн кайса ларчĕ.
«Мĕне кирлĕ вăл пире? Атя киле».
«Этеммине тытас пулать-çке?» «Эппин, тытăр кайса».
«Тытăн ăна. Пурттипе хăлха чиккинчен парсан...»
«Вара çерĕпех çакăнта ларăпар-и?»
«Шухăшлас пулать кăштах. Ан васка эсĕ. Васкакан мĕн тет-ха... Мĕнлеччĕ-ха çав?»
«Каçма хуман-и урăх çĕртен?»
«Каçми пулсан ăна... хыçалтан кайнă та хупланă».
«Эппин, çак тĕлтен каçар».
«Çук, кунта çыранĕ чăнкă. Каçасса кĕперпех каçас пулать... Çыннине палласа юласчĕ, ан тив, хăй тартăрах, çăва патне».
Ухтиван тăчĕ те уксахлакаласа паçăр сасă илтĕннĕ еннелле утрĕ.
«Çитсе палла-ха эс валтан. Эпĕ халех атта тăхăнатăп», — тесе юлчĕ Ивук.
Ухтиван кĕпер патне çитрĕ те — сас-чĕвсем шăп пулчĕç. Вăл пĕшкĕнсе кĕпер çинелле пăхрĕ. Шуррăн курăнакан çĕнĕ карлăксем хушшинче те, леш енче те никам та çук. Тамаша.
Ухтиван асăрханса кĕпер çине кĕчĕ. Варрине çитнĕччĕ, кĕпер сасартăк тайăла пуçларĕ. Ухтиван леш хĕррине тухса ӳкрĕ — кĕпер шатăртатса çырмана тӳнчĕ.
«Пурттине ил! Пурттине!.. — кăшкăрчĕ леш енчен Ивук. — Илтетни, Ухтиван? Валтан пурттине туртса илмелле»...
«Кăшт каярах юлнă пулсан паратчĕç-ха кунта пуртăсем», — тесе шухăшларĕ Ухтиван çамки çинчи тарне шăлса илсе, тата мĕн те пулин пуласса кĕтнипех те мар, ывăннипе, курăк çинче выртма лайăххипе, вăл тăма васкамарĕ.
Такам çыран хĕрринчен хăпарчĕ пулас, хыçалта шыва тăпра шапăртатса тăкăнчĕ, çын сывлани илтĕнчĕ. Вăл ялалла утрĕ... Çав тери çемçен утма пĕлет иккен çын, курăк чăштăртатнипе çеç вăл ăçталла кайнине пĕлме пулать. Ак вăл сассем те йăмрĕç. Шăп.
«Ухтиван! — терĕ çав самантра леш енчен Ивук çурма ыйтуллăн. — Эс чĕрĕ-и? — Кăштах кĕтсе тăчĕ те вăл сехре хăпартмалла кăшкăрса ячĕ.— Ухтива-а-ан!..»
Çĕрлехи шăплăхра каллех ура сассисем илтĕнчĕç. Асăрханса утнинчен — паçăрхи çынах. Хальхинче вăл çул хыттипех килет. Каялла килет.
«Те пурттине пăрахса хăварнă ĕнтĕ, — тесе шухăшларĕ Ухтиван. — Тен, вăл эп ăçта ӳкнине астунă? Мана вилчĕ темест пуль-çке?»
Çын чăнах та Ухтиван пуçĕ вĕçнех çитсе чарăннă та итлесе тăрать. Пурттипе лартсан çакăнта? Ухтиван яшт çĕкленчĕ те ăна уринчен ярса тытрĕ. Лешĕ те тем пуласса кĕтнĕ-мĕн, кутăн кайса ларас вырăнне Ухтиван çине йăванчĕ. Сĕрме купăс шартлатса хуçăлчĕ. Таçтан ун аллине çара ӳт лекрĕ. Питне вăрăм çӳç пайăркисем хупларĕç. Хĕрарăм, аçа çапасшĕ пуçне! Пилĕкĕ йĕтĕр пек çинçе, Ухтиван алли ун йĕри-тавра иккĕ çаврăнмалла. Хĕр ача. Ухтиван пĕрре çех тытрĕ — хĕр çĕре тăсăлса ӳкрĕ, йĕкĕте мăйĕнчен ыталаса илчĕ...
«Мĕнле пулчĕ ку?» — ыйтрĕ Ухтиван çĕмрĕк кĕпертен чылай аякка кайсан.
Вăл сылтăм аллипе хĕре пилĕкĕнчен ыталанă, сулахайĕнче — Савтепи пуртти.
Хĕр, айăпа лекнĕ çын пек, пуçне чикнĕ те нимĕн те чĕнмест. Пăртакран тин вал кĕскен:
«Пĕлместĕп», — тет.
«Тен, эçĕ паллаймарăн, Савтепи? Тен, эсĕ йăнашрăн пуль?»
Савтепи пуçне çĕклесе ăшшăн кулса илет, тутрине юсаса çыхать, кĕпине тӳрлеткелет.
«Çук, палларăм эпĕ сана... Валтанах Яка Илле мар-и тенĕччĕ. Сан вырăнта урăх çын пулнă пулсан ыталама мар, эпĕ ăна шыва тĕксе яраттăм».
«Ытла тата эс... Арçынна шыва тĕксе яма...»
«Яка Илле пеккине-и?..»
«Вăйлăраххи лекнĕ пулсан? Чип-чиперех пĕтеттĕнччĕ вĕт».
«Куна эсĕ кĕвĕçсе ыйтатни? — тет Савтепи ним кулмасăр. — Хальхинчен ытла пур пĕрех нимĕн те пулмастчĕ».
«...ва-а-ан!» — вĕçсе килет каçхи çилпе Ивук сасси.
Халĕ кăна шыва кĕрсе тухнă çын пек, пĕтĕм ӳт-пĕвĕнче тĕлĕнмелле çăмăллăх туйса Ухтиван хĕрĕн чĕри епле тапнине итлесе пырать.
«Ытла та хитре эсĕ, Савтепи, — тет вăл шăппăн, хĕр сăмахне илтмен пекех. — Темĕнле ĕненме май çук пек туйăнать. Юмахри пек, тĕлĕкри пек... Кĕтмен-туман çĕртен... Виç-тăватă çул каялла эпĕ сан çине пăхма именеттĕм. Урамра-мĕн тĕл пулсан таçта пытанса ларас килетчĕ».
«Эс халĕ те ытлашши нумая ан хапсăн-ха, йĕкĕт. Эпир нимĕн те калаçман вĕт-ха. Кăнтăр куçĕпе те курман пĕрне-пĕри».
«Пур пĕрех халь ĕнтĕ манăн эсĕ. Эс хитрине те пĕлетĕп эпĕ».
Савтепи кăшт кулнă пек тăвать те нимĕн те шарламасть.
Кăмăлĕ тулнипе Ухтиван ни хăрама, ни савăнма пĕлмест. Вăл калаçать, калаçать...
«Саншăн эпĕ кунĕн-çĕрĕн чул касма та, çĕр чавма та хатĕр... Килĕшĕн-и эсĕ мана юратса пурăнма? Пăхмăн-и урăх каччăсем çине?»
«Ялта урăх каччи те çук-çке».
«Пулмасăр каччăсем. Çамрăк тени вăл таçта та пур. Хамăр ялтах ав миçе каччă. Ивук, Павăл...»
«Павăла эсĕ ху юрат».
Ниме тăман сăмах, çапах та Ухтивана ыррăн туйăнса каять.
«Сана тумлантарма эпĕ нумай-нумай укçа тăвăп, ураран ӳкиччен ĕçлĕп... Эпир санпа çĕнĕ çурт туса лартăпăр, карта-хура çавăрăпăр».
«Туман тиха пилĕкне хуçăпăр», — терĕ Савтепи Ухтиван сассипе.
«Мĕншĕн «туман тиха пилĕкне»? Пăртак пурăнсан эпĕ аттепе калаçап та... Çут тĕнчере хăвна юратакан çын пуррине пĕлсен тем тума та пулать».
Пахчасем хушшине çитсе кĕрсен Ухтиван тăрук чарăнса тăчĕ.
«Тăхта-ха, эпĕ ыйтма манса кайнă. Мĕн тума ватрăн эсĕ вăл кĕпере?»
«Ыран кантуртан хырçă пуçтарма килмелле. Ан каçайччăр терĕм. Аттен пĕр пус укçа та çук».
«Ав мĕнле иккен...»
«Кантуртисем паян та килсе кайрĕç. Санăн а...»
Савтепи пӳленчĕ те Ухтиван çине шиклĕн пăхса илчĕ, калас сăмахне каламарĕ.
«Юрĕ, — терĕ Ухтиван пăртак кĕтсе тăнă хыççăн. — Малашне пĕрле пулăпăр. Тухатăн-и ыран вăййа?»
«Пĕлместĕп-ха».
«...а-а-а!» — илтĕнет çырма леш енчен Ивук сасси.
«Ырра мар ку, — шухăшларĕ Ухтиван Савтепи ури сассисем илтĕнми пулсан. — Мĕн Савтепипе тĕл пулнăранпа хăлхара Ивук сасси янăраса тăрать. Нивушлĕ хутшăнĕ вăл пирĕн хушша?»
Ухтиван чупнă пекех васкаса утса хушлăхпа урама тухрĕ, сулахаялла пăрăнса пĕчĕк пӳрт умне пырса тăчĕ. Чĕтрекен аллипе вĕрлĕк хапхине уçрĕ те майĕпен картишнелле ярса пусрĕ. Алăк патĕнчех темĕнле хура япала курăнчĕ. Пăлтăр умнелле утса иртсе кайнăскер, инкек пулнине чĕрипе туйса хăра-хăрах Ухтиван каялла утса пычĕ, пĕшкĕнсе ашшĕне палласа илчĕ.
«Атте?!»
Ăна хирĕç никам та чĕнекен-тăвакан пулмарĕ. «Атте!.. — терĕ Ухтиван тепĕр хут куççуль витĕр. — Эпĕ таврăнтăм... Ухтиван эпĕ».
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...