Вĕре çĕлен :: Тухатмăш
Лапсар ялĕ пысăк ял,
Пысăк ял та аслă ял,
Сакăр ялăн хушшинче
Ялтăртатать тупере.
Пурăнăç тытма пĕлсе
Ырă курать халăхĕ,
Çăвĕпе çӳрет вăрманта
Унăн выльăх-чĕрлĕхĕ.
Хĕлле пулсан, йăлăмра
Халăх пӳртлĕх кăларать,
Мĕншĕн ĕнтĕ çав ялта
Хухĕм пӳртсем пулас мар?
Çавăнпа та пӳрчĕсем
Килкартине йĕри-таврах,
Çавăнпа та хапхисем
Йăлтах яка хăмаран.
Урам енчи стенасем
Виç-тăватă чӳрече,
Ик еннелли хупписем
Ула-чăла: шурă, кăвак.
Çулла пулсан çав çуртсем
Йăвăç ăшне путаççĕ,
Иртсе сӳрен çынсене
Вăрманта пек курнаççĕ.
Анчах ялăн тул енче
Ял илемне пăсмашкăн
Юри ларать пĕр-пĕччен
Чăлăш-чалăш хура пӳрт.
Виçĕ енчен виç чарак
Лартнă пӳрчĕ ӳкесрен,
Пĕр пуçĕнчен хыр каска
Пӳртне пусса кĕмешкĕн.
Катаранах пӳртĕнчен
Çурать шăршă сăмсана,
Илемсĕр пӳрт кĕлеткинчен
Пăрăнтарать сан пуçа.
Пӳрчĕ пуле çер çулта,
Хуçи, пĕлеп, икçĕрте:
Хайхи-майхи Ăраман,
Ялти усал тухатмăш.
Ĕлĕкренпе авалтан
Çавă пӳрте юсаман.
Йĕри-тавра килкарти
Ӳкнĕ, çĕрнĕ шăм-шакки.
«Пĕр çич-сакăр çул иртсен
Хура пӳрт те ишĕлĕ,
Унăн ирсĕр вырăнне
Вĕлтĕрен пусса илĕ», -
Тесе Лапсар çыннисем
Хăйсем тĕллĕн пуплеççĕ,
Мĕнле пулĕ малалла
Ăна-кăна пĕлме çук.
Анчах хальхи вăхăтра
Икçĕр çулхи Ăраман
Чалăш пӳртне юсама
Шухăш пуçне те тытман.
* * *
Тухатмăша пĕлетпĕр:
Пурăнасшăн тăрăшмасть;
Хăйĕн пурри ыран сук,
Пурлă çынсен пур пултăр;
Пĕтĕм таврари яла
Унăн чапĕ сарăлтăр;
Вара хайхи пурăнать.
Пурнăç чулне сĕтĕрет.
Вăхăчĕпе çынсене
Тухатмăш та кирлĕ-ске.
Çитмĕл çухрăм таранран
Ăраман патне пыраççĕ,
Унăн çичĕ сăмахшĕн
Аркипе мул параççё.
Тухатмăша çав анчах
Кирлĕ кунне иртерме,
Унтан вара çӳлелле
Пăхса ларать маччана.
Мачча хăми хушшипе
Курать тĕнче çутине.
(Урăх пӳрте çутă кĕме
Вăл тĕпĕ те кастарман.)
* * *
Каçпа пулнă ĕç çинчен
Хай тухатмăш шухăшлать,
Çĕр алла çулхи ĕçсене
Паянхи кун асăнать.
«Ăçтан майне тупрĕ-ши,
Çĕр çăтманна, вĕри çĕлен?
Мĕншĕн алран ятăм-ши
Пĕрре лекнĕ тăшмана?» -
Тесе ларать халĕ вал.
«Çĕр аллă çул пурăнни
Ахалех ман пĕтĕ-ши?
Хĕрĕм вилсен пурăнни
Çӳп шăтăкнех кайĕ-ши?
Тăлăх юлтăм, тăлăхран
Эп хăраса тăмарăм;
Хама çапла тăвакана
Пĕтерме май шырарăм:
Çитмĕл тĕслĕ чĕлхе пур,
Пурне те эп вĕрентĕм;
Анчах вутлă тăшмана
Кăвар чĕлхи пĕлсе те
Кӳртеймерĕм алăма.
Унтан вара тĕлĕкре
Ирсĕр вупăр карчăкран
Сывлăш чĕлхи вĕрентĕм,
Хай тăшмана тин тытрăм.
Тытрăм, тытрăм! Ăçта вал?
Тытрăм - пушă параппан.
Чĕлхен кăпăк сăмаххи!
Ăçта кайнă халĕ вăл?
Ăраман, чаплă тухатмăш,
Ăçта пулчĕ сан чĕлху.
Тăшман умра тăнă чух,
Ухмах, пилешĕн хуппи,
Пилеш хĕрес сан алра
Пурччĕ мар-и, ун чухне?
Мĕншĕн ĕнтĕ пурăнас?
Мĕскер ĕнтĕ хатĕрлес?
Тепре алла кĕрес çук,
Тăшман манăн пулас çук».-
Çапла улать Ăраман;
Çӳçне-пуçне аллипе
Пай-пайĕпе кăларать,
Хăйĕн анлă кăкăрне
Чул чышкипе çĕмĕрет.
* * *
Çапла пирĕн тĕнчере:
Тăвас тени пулмасан,
Пуç ыратать сĕрĕмре,
Чĕре çунать, ăш вĕркет,
Туса пĕтерес умĕн
Ванать каять япала,
Ĕмĕр авалхи тăшман
Пăтрантарать шухăша.
Ăраманăн вырăнче
Кам каçхишĕн хуйхăрмĕ?
Çав-тĕр вăйлă тăшмана
Вĕçертнĕшĕн кам йĕмĕ?
Çапла пулать тĕнчере:
Суя çулпа каякан
Ĕмĕр кайран кулянать,
Чĕри хытса кайнăран.
Ӳкĕнмест те, хурланать.
Ухмах пулнă Ăраман;
Хĕрне çĕлен вĕлерсен,
(Турăран та хăраман)
Чĕлхеçленме тытăннă.
Вĕри селенпе вăрçма
Çитмĕл чĕлхе вереннĕ,
Ăна вĕреннĕ чухне
Темиçе чун пĕтернĕ.
Анчах ĕмĕр пулман ĕç
Малалла та пулас çук:
Усал ĕçе усалпа
Нихăсан та пĕтерес çук.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...