Кĕмĕл кĕпер :: Атăлçи Пăлхарстан
Пăлхарсем — аслă та чаплă халăх...
Авалхи çулçӳревçĕсем калани.
1
Аслă та чаплă патшалăх вăл Атăлçи Пăлхарстан. Ăна пĕтĕм тĕнче пĕлет. Мĕншĕн тесен пăлхар сутăçисем пĕтĕм тĕнче тăрăх çӳреççĕ. Пĕтĕм тĕнчене çӳремелли аслă çулсем пурте Атăлçи Пăлхарстан çĕрĕпе иртеççĕ. Иртен-çӳрен сутăçсем тата çулçӳревçĕсем кунта ытарайми чаплă пыл, сăра, тем тĕрлĕ тутлă пулă, хаклă йышши тирсем, çарçыннисем валли кӳпе-сапар, çирĕп кăрал туянаççĕ. Атăлçи Пăлхарстанра тем тĕрлĕ чаплă хула пур, вĕсенче пĕтĕм тĕнче пĕлекен юмăçсемпе пӳлевсем, ăсчахсемпе çăлтăрçăсем, юраçсемпе кĕслеçĕсем, чапа тухнă паттăрсем пурăнаççĕ. Атăлçи Пăлхарстанра тата пĕтĕм тĕнчипе чапа тухнă мунчасем, шкулсем тата караван-сарайсем пур.
Пăлхар халăхĕ — ĕçчен халăх. Питĕ ĕçчен пулнипех ĕнтĕ пăлхарсем вĕсем тырпул акса тăваççĕ, тем тĕрлĕ выльăх-чĕрлĕх кĕтĕвĕсем усраççĕ, аслă шывсем тăрăх кимĕсемпе çӳресе пулă тытаççĕ, пыл-хурт ĕрчетсе пуйса-чаплăлансах пыраççĕ.
Ытарайми хитре те пуян вырăнта сарăлса выртать пăлхарсен аслă патшалăхĕ Атăлçи Пăлхарстан. Пилĕк аслă шыв кĕрлесе юхать вĕсен çĕрĕпе — Аслă Атăл, Чулман Атăл, Нухрат Атăл, Шуратăл тата Хура Атăл, кусем пурте çĕршыв варрипе иртеççĕ, мальенче вара — Ейĕк юханшывĕ. Вĕсен хушшинче тата тем тĕрлĕ пĕчĕкрех юханшывсем те тем чухлĕ — Ирхис, Самар, Кинел, Сук, Çарăмсан. Кусем пурте Аслă Атăла кĕреççĕ. Шуçăмпа Сай тата Ахпа Тим — Чулман Атăла, Сакмарпа Салмăш — Ейĕке...
Виçĕ тĕслĕ çĕршыв кĕрет ку патшалăха. Чăн кăнтăрта — пушхирсемпе çара уйсем, варринче — çеçенхирсем, çурçĕререх вара вăрманлăхсемпе пуян уйсем, улăхсемпе сăртлă-туллă çĕрсем. Чăнах та, питĕ пуян çĕршыв çав ĕнтĕ ку. Тем тĕрлĕ йывăç та ӳсет кунта: хыр, юман, çăка, чăрăш, вĕрене, хурама, йĕлме, кавăрç, çирĕк, хурăн, йăмра, хăва; тем тĕрлĕ тутлă çимĕç кӳрекен шĕшкĕсем, улмуççисем, пилешсем, палансем, армутсем, пĕтнĕксем, кĕтмелсем, чиесем... Çакăн пек пуян çĕршывра тата тем тĕрлĕ чĕрчун та пурăнать. Вĕсен хушшинче — питĕ паха тирлĕ йăпарсем те, ăтăрсем те, пĕренехӳресем те, сăсарсем те, хăнтăрсем те, юссем те, пакшасем те, мăнтăр ашлă капансем те, пăшисем те, уйлашисем те. Кунтах вара тем тĕрлĕ вĕçенкайăк та пурăнать — пăчăрсем, кăвакалсем, акăшсем, ăсансем, карăксем. Кашни утăмрах — пылхурчĕсен вĕллисем. Юханшывсенче те тĕрлĕ пулă туп-тулли ишсе çӳрет: çуйăн, шурпулă, çăрттан, çĕкĕ, шăла, çупах, çавран, шампа, парттас, хĕçпулă, хурапулă, ăрхам тата ытти те.
2
Çак ытарайми хитре те хăтлă вырăна пăлхарсем пилĕк ĕмĕр каярах куçса килме тытăннă. Вĕсене кунта ертсе килекенĕ пĕтĕм тĕнчипе чапа тухнă Купрат патша ывăлĕ Кăтра-паттăр пулнă. Вăл ертсе пынипех вĕсем хăйсен чи малтанхи шĕкĕр хулине никĕсленĕ, ăна Пăлхар тесе ят панă... Çапла пуçланса кайнă ку çĕр çинче Атăлçи Пăлхарстан патшалăхĕ. Хура тăпраллă тухăçлă çĕр çинче пăлхарсем тырпул акса тунă, пыл пуçтарнă, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетнĕ... Хăйсемпе пĕрле вĕсем ку тăрăха хула тăвас ăсталăха, кăнтăрти халăхсен пĕтĕм тĕнчене сарăлнă, аталанма пулăшакан культурине илсе килнĕ. Пăлхарсем вырăнти пысăк мар йăхсемпе вăрçă вăрçман, вĕсемпе килĕштерме тăрăшнă. Ку вăл питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм. Пăлхарсем çак вырăнти йăхсем пулăшнипе питĕ меллĕ вырăнсенче çĕне хуласем лартнă, вĕсен йĕри-тавра питĕ çирĕп хӳмесем тытса çавăрнă.
Весем питĕ чаплă керменсем тунă. Хăйсен керменĕсене вĕри шыва тăмран тунă пăрăхсем тăрăх ярса ăшăтнă. Çӳлле тусем çинчен керменсемпе ытти çуртсене тăмран тунă пăрăхсем тăрăхах таса шыв юхтарнă. Мунчасем, вĕренӳ çурчĕсем уçнă. Суту-илӳ, алăсти ĕçне аталантарнă, тĕрлĕ тырпул туса илме вĕреннĕ. Сунара çӳренĕ, пулă тытнă. Çапла пурăнса ламран лама вĕсем пуянлансах, вăйлăлансах пынă.
Купрат-патшан йăхĕ-шывĕ ăнăçлă пулнă, Кăтра-паттăр астулне вĕсем ламран лама парса йĕркеллех тытса пынă: Ирхан, Тукки, Айтар, Шилкка, Мумин-паттăр, Алмас, Палук-хан, Атам, Шамкун Шам-Сани, Отек, Челпир, Мир-Каçи, Ылттăнпик...
Алмас патшана лариччен пăлхарсем пурте хăйсен авалхи тĕнне тытса, Çӳлти турра Танкăра тата унăн ывăлне Киремете пуççапса пурăнатчĕç. Алмас патша вара пăлхарсен пурнăç йĕркине улăштарма тытăнчĕ, Багдат халифĕ патне элчĕсем ярса, унтан ислам тĕнне лайăх пĕлекенсем илсе килтерттерчĕ те мечетсем тутарма тытăнчĕ. Çакантан пуçласа Атăлçи Пăлхарстанра арабсен тĕнĕ пуç пулма тытăнчĕ. Малтанласа вăл авалхи пăлхар тĕнне самаях хĕсрĕ. Кайран çапах икĕ тĕне тытса пыракансем пĕр чĕлхе тупрĕç, килĕшӳллĕ пурăнма тытăнчĕç. Анчах тата каярахпа вырăссем патĕнчен Атăлçи Пăлхарстана христианство тĕнĕн сĕмĕ те киле пуçларĕ. Ку вăл Атам патша хĕрĕ Пăлхарпи Улатимĕр-Суздаль çĕрне тытса тăракан Юрий кнеç ывăлне Андрее качча тухна хыççăн уйрăмах вăйлăланчĕ.
Çакă, Атăлçи Пăлхарстан патшипе Атăлçи Вырăсстан патшалăхне тытса тăракансем тăванлашни, çав вăхăтшăн питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм пулчĕ. Юрий кнеç те, Атам патша та çапла тăванлашса икĕ халăх хушшинчи туслăха ӳстересшĕн, çирĕплетесшĕн тăрăшнă.
Ун чухпе пĕтĕм тĕнчипе пăлхар пикисем пирки ырă хыпар сарăлатчĕ, вĕсене пурте мухтатчĕç, юрăсем те юрлатчĕç вĕсем çинчен. Вĕсенчен пĕри уйрăмах пĕтĕм тĕнчипе паллă юрăччĕ.
Пăлхар пикин куçхаршийе —
Ухă пекечи,
Вăл пăхни —
Çĕмренне амантни...
Чăнах-та, питĕ чипер çав пăлхар пикисем. Вĕсене качча илес тесе, кам-кам кăна пăлхарсем патне хăтана ямасть пулĕ. Уйрăмах вырăс кнеçĕсем килсе çӳреççĕ, уйăхĕ-уйăхĕпе хăйсен ямахачĕсемпе, хĕр-пике шыраса, пăлхар хулисенче пурăнаççĕ. Çавна маях ĕнтĕ кунта христианство сĕмĕ ӳсрĕ. Ку вара ислам тĕнĕпе пурăнакансене килĕшмерĕ, хирĕçме тытăнчĕç вĕсем. Юрать-ха, пăлхарсен патшисем ăслă пулчĕç, весем кашни тĕн çыннисене валли кирлĕ пек йала-йĕрке тума тăрăшрĕç.
Çапах та патшалăхри чи ăслă çынсене пăлхарсем тĕрлĕ тĕнпе пурăнни кулянтаратчĕ. Ара, пĕр тĕрлĕ тĕнпе пурăнакансем кăна пулсан çĕршыв тытăмĕ те çирĕпленет, халăх та вăйлăланать. Çавна шута хурса ĕнтĕ пăлхарсене валли хăйсен пĕр-пĕтĕмле тĕнне тума тăрăшакансем те пулчĕç. Вĕсенчен чи палли — Валем-хуçа.
Валем-хуçа пуян çын, питĕ ăста апăс тата пӳлев пулнă. Вăл çынсене сыватма та, çăлтăрсем епле куçнине сăнаса çутçанталăк мĕнле пулассине калама та питĕ лайăх пĕлнĕ. Вăл пуринпе те туслă пурăнма, пурне те пулăшма тăрăшнă. Анчах ăна çав пăлхарсем тĕрлĕ тĕнпе, тĕрлĕ йăла-йĕркепе пурăнни питĕ кулянтарнă. Вара вăл çак авалхи пăлхар тĕнĕпе ислам тĕнне тата христианство тĕнне пĕрлештерсе, вĕсен чи лайăх енĕсене илсе, çĕршыври халăх валли килĕшӳллĕ тĕн йĕрки тума тытăннă. Ун çулĕпе каякансем самаях пулнă. Валем-хуçана вĕсем пӳлев тесе хисеплеме тытăннă. Валем-хуçа вĕрентнинче ислам тĕнĕ никĕсленсе тăнă. Çапах та Валем-хуçа унта питĕ нумай çĕнĕлĕхсем кĕртнĕ. Акă, ислам тĕнĕпе пурăнакансем Аллахпа пĕрле Мехмет пӳлеве хăйне çеç хисеплеççĕ, ун амăшне чыслама пĕлмеççĕ. Валем-хуçа пуçарса янă тĕн тытăмĕнче вара çĕнĕ пӳлевпе пĕрле унăн амăшне те пуççапмалла тунă. Ку вăл христиансен тĕнĕнчен илнĕ пулăм. Ара, христиансем Иисуспа пĕрле ун амăшне, Таса хĕр Марийăна та пуççапаççĕ-çке-ха. Валем-хуçа вĕрентĕвĕнче çакăн пекех авалхи пăлхарсен тĕнĕнчен илнĕ пулăмсем те самаях пулнă. Шел, питĕ шел, хăй пуçланă питĕ пысăк ĕçе вĕçне çитереймен Валем-хуçа, çĕре кĕмелле пулса тухнă. Пăлхарсем вара ăна Пӳлер хули çумĕнчи çӳллĕ ту çине пытарнă. Çавăнтанпа вара çак вырăна Таса ту е Сăваплă ту тесе хисеплеме тытăннă. Унтах вара пăлхарсен патшисене тата çĕршыври чи хисеплĕ çынсене пытарма тытăннă. Челпир патша вилсен ăна та, пĕтĕм халăх чыс туса, çавăнтах пытарчĕ...
Валем-хуçана пăлхарсем паян куна çитсе те манмаççĕ, ăна пуççапаççĕ, ăна хисеплесе чӳк те ирттереççĕ.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...