Сĕве Атăла юхса кĕрет. Иккĕмĕш кĕнеке :: Виҫҫӗмӗш пайӗ. Хусан ишӗлчӗкӗсем
— Чăваш.
— Апла хамăр çынах, — терĕ малтан сăмах хушнă хĕрарăмĕ хăйĕн хыçĕнчи карчăка чавсинчен тытса. — Ан хăра, Манисла йинги, ку пире тивес çук.
— Аллах çăлтăрах çав. Ăна та аллах сывлăх патăр...
— Эсир мĕн туса ларатăр унта? Шехер читерен ма часрах тармастăр? — кăмăллăрах калаçасшăн пулчĕ Иливан.
— Вырăссен куçне курăнма хăратпăр. Манисла йинги аран утать. Манăн вара ниçта кайма çук. Манисла йинги маншăн темĕн чухлĕ ырă тунă, вилĕмрен çăлнă мана, эп ăна пăрахса кайма пултараймастăп.
— Чим-ха, — пысăк тутăр айĕнчи пит-куçа тинкеререх пăхрĕ тĕкĕрçĕ. — Эп сана палласа илтĕм. Эс Овдоти марччĕ-и?
— Овдоти, — терĕ хĕрарăм. — Халь эпĕ те палларăм сана. Эс Иван вĕт? Усеин тарçи.
— Тарçи мар, чури. Чăнах мана Иван тесе чĕнетчĕç.
— Мухтав турра. Вилмен иккен, тытайман апла сире. Эсир Одинецпа пĕрле тарнăччĕ. Савăнтăмăр та, кулянтăмăр та ун чух сирĕншĕн. Тавах турра. — Овдоти текенни вырăсла сăх сăхса илчĕ. — Чухларăн-и, Манисла йинги, ку вăл Усеин патĕнче пурăннă чура. Ун чух этем сăнĕ юлманччĕ. Халь кур-ха... Палламалла та мар. Вĕсем картишĕнче пурăнатчĕç, эпир, карчăксем, — пахчари çĕр пӳртре...
— Эп астуса пĕтерейместĕп. Курман пуль, — терĕ тепĕр карчăкĕ. — Ку вăрçа пула йăлт ухмаха тухрăмăр.
— Курман, курман, — терĕ Овдоти. — Арçынсене кӳршĕсем патне ниçта та яман, таканпах тытнă.
Ку çынран хăрама кирлĕ маррине ăнланса илсен Манисла инки те пысăк тутăрне сирсе пăрахрĕ, хăюллăнах калаçма пикенчĕ.
— Эх, ывăлăм, — куçне шăлкаларĕ вăл. — Хусанта хусах юлмарĕ. Арçынсене шехер читерен йăлт хăваласа кăларчĕç. Вилни вара, вилни, эй, аллах. Эпир Алтаттипе иксĕмĕр пире те чиксе пăрахаççĕ пулĕ тенĕччĕ. Шĕкĕр турра, тивмерĕç.
— Эп вырăс хĕрарăмĕ иккенне пĕлчĕç те — тивмерĕç, — сăмах тĕртрĕ Овдоти. — Чура пулнă çынна хĕрхенчĕç пуль çав.
— Эпир курнине никам та ан куртăр, — чунне уçса парасшăн пулчĕ Манисла инке. — Эп тĕнче пĕтет тесе. Эй, переççĕ, эй, переççĕ вырăссем, ниçта кайса кĕме çук. Çĕр чĕтресе кăна тăрать...
— Чăнах çапла, — терĕ Овдоти. — Пире хамăр çĕр пӳрт çăлчĕ. Унсăрăн...
— Эп Хусан пĕтессине малтанах сиснĕ, — май пур чух татах калаçма тăрăшрĕ карчăк. — Тӳпенелле пăхатăп — уйăх çаврăннă, çĕнĕ уйăх тухнă. Ак халь миçе кун курăнмасть вăл, çĕнĕ уйăх. Алтатти калать, тухать тет, ăçта кайтăр тет. Эп калатăп: тухмасть тетĕп, пиртен тарчĕ вăл тетĕп. Аллах пирĕн çине хăса — эсеп ячĕ тетĕп. Пĕтрĕ, пĕтрĕ пирĕн çăтмахăмăр Хусан. Çăласшăн пулмарĕ ăна аллах. Ытла нумай çылăха кĕрсе пĕтрĕмĕр пулас çав...
— Ман кайма вăхăт, — сасартăк хыпăнса ӳкрĕ Иливан. — Мана унта, Хусан шывĕ хĕрринче, хамăр çынсем кĕтеççĕ. Сывă пулăр. Эсир те тарăр часрах. Сирĕн кунта юлма юрамасть.
— Ăçта каяс ĕнтĕ пирĕн?
— Пĕр-пĕр яла кайăр е тыткăнран хăтăлнисемпе пĕрле Сĕве хулине çул тытăр.
— Эп кайăп-ха, — терĕ Овдоти. — Манисла ийнгипе мĕн тăвас? Вăл вырăс мар-çке, вырăсла пĕр сăмах та пĕлмест.
— Чăваш тейĕр.
— Чăвашла та пĕлмест.
— Эс ăна ан калаçтар, — вĕрентрĕ тĕкĕрçĕ чурара пĕрле пулнă хĕрарăма. — Ялан ху калаç. Вырăсла калаç. Манман-и-ха тăван чĕлхӳне?
— Ăна виличчен те манас çук-ха...
— Çапла тăвăр: пĕрле чурара пурăнтăмăр те. Чĕлхесĕр вăл те.
Манисла инке ку сăмахсене илтсе пĕрремĕш хут кулса кăтартрĕ. Асаплă тухрĕ ун кулли, çапах та пит-куçĕ савăнăçпа çиçсе илчĕ.
— Тавах, ывăлăм. Аллах сывлăх патăр сана. Эп чĕлхене çăтса яма та хатĕр, çак тамăкран çăлăнасчĕ çеç.
— Сан сăмахна итлĕпĕр, Иван, — терĕ Овдоти те. —Сывă пул. Турă телей патăр сапа.
Иливан кремль хыçнелле шикленерех пулин те чупсах кайрĕ. Сисрĕ, вăхăт ытла нумай иртрĕ. Тем тесен те патша ĕçки пĕтрĕ пуль. Чăнах та вăл хашкаса чупса çитнĕ тĕле мăрсасем урхамахĕсене утланнăччĕ ĕнтĕ, Аттеней чĕлпĕртен пĕр аллипе хăй лашине, тепĕр аллипе ун лашине тытса тăратчĕ.
— Килет, килет, Тукай мăрса! — кăшкăрчĕ вăл аякранах.
Тукай ăна курмăш пулчĕ. Иливанпа Аттеней учĕсене утлансан та шăл шурри кăтартмарĕ. «Кайрăмăр!» — терĕ те урхамахне хырăм айĕнчен йĕнер пускăчĕпе тĕкрĕ.
«Ытти мăрсасем умĕнче хăй хаярлăхне кăтартасшăн мар, — шутларĕ тĕкĕрçĕ. — Юрать-ха тата пĕр самантлăха кăна кая юлтăм. Стрелецсем пĕр-ик çĕрте тытса чарнă пулсан... Карчăксем телей сунни пулăшрĕ-тĕр, çук, чармарĕç. Çурăм хыçĕнчи ухă такмакне курса хамăр тĕкĕрçех терĕç пулмалла».
Ĕçкĕ ĕçкех çав — юна вĕрилентерет, кăмăла çĕклет, ĕмĕт-шухăша çунатлантарса ярать. Патша ĕçки уйрăмах мереккеллĕ, кăсăклă пуль. Мăрсасем ав мĕнле хаваслă тытаççĕ хăйсене. Кремльтен темиçе çухрăм кайсанах вĕсем урхамахĕсене ăмăртмалла чуптарчĕç. Тахăшĕ мала тухрĕ вĕсенчен, тахăшĕ кая юлчĕ — ватă та начар лашасене хулăпа çаптаркаласа пыракан тарçисем аякран пĕлме те пултараймарĕç. Хăваласа çитсен ыйтма хăяймарĕç. Тарçă тенин чĕмсĕр пулмалла, чурăсланса, сăпайлăха çухатса мăрсасен ĕçне хутшăнмалла мар. Мăрсасем, урхамахĕсене харăссăн уттарса пыраканскерсем, савăнăçне ниçта хурайманнипе темиçе çаврăм юрă та юрларĕç.
Шурăмпуç килет шуралса,
Шурă чатăр карса чарăнмасть.
Хĕрлĕ хĕвел тухать хĕрелсе,
Хĕрлĕ чатăр карса чарăнмасть.
Ĕнтĕ ĕмĕр иртет, ĕмĕр иртет,
Ылтăн, кĕмĕл парса чарăнмасть, —
тăсрĕç чăвашла Тукай, Сарри, Алттыш. Акпарсĕ шарламасăр пырать, унăн çармăсла юрлама юлташ çук. Алттышăн арăмĕ çармăс теççĕ, вăл çармăс юррисене пĕлетех пулĕ ĕнтĕ, анчах халь çĕрпӳ чăваш мăрсисемпе чăвашлах шăрантарать.
Атăлăн леш енче икĕ купса,
Лараççĕ те вĕсем сут туса.
Пичĕсене шерпетпе çăваççĕ,
Шурă пӳспе пусса шăлаççĕ.
Пирĕн те мĕскĕн çын ачисем
Куççульпе питсене çăваççĕ,
Кĕпе çаннипе пусса шăлаççĕ.
Тарçисем ăшра кулса пыраççĕ: «Пирĕн те мĕскĕн çын ачисем... «Сирĕн юррăр мар ку, ку юрра кам пирки хывнине эпир пит лайăх чухлатпăр, — шутлать Иливан. — Килте ĕçкĕре кĕсле каланă чух эсир пачах урăхларах юрлаканччĕ».
Тарçăсем хăлхисене чанк тăратса итлеççĕ. Хăйсем те юрласа ярĕччĕç — аван мар. Килĕшмест. Шăнкăрч чĕппи шыв ĕçет, чĕкеç чĕппин мĕн ĕç пур тенĕ-çке пĕр юрăра. Çавна асра тытрĕç тарçăсем.
3. Япанча çыннисем
Ваттисем каланă çав, пурлăхпа юрлăх, телейпе инкек пĕрлех çӳреççĕ тенĕ. Ту енчи мăрсасен те çавнашкал пулса тухрĕ.
Патша ĕçки хыççăн иккĕмĕш кунĕнчех, пукрав эрни вĕçленнĕ чух, мăрсасене каллех Хусана чĕнтерчĕç. Хальхинче вĕсене илме пĕр çĕрпӳ те виçĕ стрелец персе çитрĕç. Сисрĕç мăрсасем — ку ырлăха мар. Хăйсем хушшинче: «Тата тепре хăна тăвасшăн-и пире Иван патша е хаклă парнесем парасшăн-и?» — тесе шӳтлеме хăтланчĕç, анчах чĕрисем кăрт-кăрт тапрĕç. Тукайпа Сарри пĕр-пĕрин çине хăравçăллăн пăхкаларĕç. Тукай çĕрпӳрен: «Акпарспа Алттыша та чĕннĕ-и?» — тесе ыйтма çеç пултарчĕ. «Чĕннĕ, — терĕ çĕрпӳ. — Анчах вĕсем патне урăххисене ячĕç».
Сăнран пăхсах паллă, вырăссем çиллес, темшĕн питĕ тарăхнă.
— Хусанта мĕнле те пулин инкек пулнă-ши? — хăюланса ыйтрĕ Сарри.
— Çитсен куратăр, — касса татрĕ çĕрпӳ.
Вара мăрсасен шăлĕсене çыртмалла пулчĕ.
Хусана вĕсем шăп кăнтăрла тĕлĕнче çитрĕç. Çанталăк лайăх паян. Ура айĕнче кăрпăк — тин çеç çунă юр нăтăртатать. Сывлăш самаях таса — хулари тата хула тулашĕнчи вилесене пытарма ĕлкĕрнĕ пулас.
Патша чатăрĕпе йывăç чиркĕве кремль çывăхнерех, сăртлă вырăна куçарнă. Ĕçкĕ пулнă вырăнта, вăрăм сĕтелсен ик айккипе, стрелецсемпе казаксем кĕпĕрленсе тăраççĕ. Тумтирĕсенчен пăхсан вĕсене ĕнтĕ халь çар çыннисем тесе калама та çук — нумайăшĕ сăхман вырăнне тутарсен тĕрлĕ тĕслĕ йĕленĕсене, кипкисене, кĕске пиншакĕсене, казакинĕсене, хĕрарăмсен вăрăм кĕписене тăхăнса лартнă. Хăш-пĕрисем, çĕлĕксĕр юлнисем, пуç шăнасран мусульмансен тахия текен пир тăрăхне явкаласа çыхнă. Курăсăн, Мускавран Атăл таран утса тухнă паттăр çар мар ку, хăрушă тăшмана парăнтарнă çар та мар, çапкаланчăк-сурханахсен, пасара килнĕ сутуç-кăрлайсен ушкăнĕ. Вунпӳсем, çĕрпӳсем çакна асăрхамаççĕ тейĕн, çав мĕскĕн çынсем хушшинчех уткаласа çӳреççĕ. Пĕрне шыраса тупаççĕ — ятран чĕнеççĕ, тепĕрне тупаççĕ — ĕç хушса кирлĕ çĕре хăваласа яраççĕ.
Кăшт тĕлĕнсе пăхса тăнă хыççăн мăрсасем хăйсене кунта мĕншĕн чĕнтернине пĕр сăмахсăрах ăнланчĕç: кремль сăрчĕ хыçĕнчен, Булак текен шыв енчен, тыткăна лекнисен пысăк мар ушкăнне илсе тухрĕç. Тем тесен те хулана илнĕ чухне тыткăна лекнĕ çынсем пулас çук кусем, вĕсене эрне хушши хупса усраманах ĕнтĕ, çийĕнчех çакса вĕлернĕ, ку телейсĕр çынсене халь тытнă, ĕнер е паян.
Мăрсасене илме пынă çĕрпӳ хăех ăнлантарчĕ:
— Япанча çыннисем ара. Кĕçĕр Нухай енче вĕсен юлашки ушкăнне аркатса тăкнă. Кунта çĕрпӳсем кăна-ха, ыттисене пурне те çакса вĕлернĕ.
— Чăвашсемпе çармăссем пур-и унта? — ыйтрĕ Акпарс.
— Пур çав. Уйрăмах анат çармăссем нумай.
— Çапах та ыйтма хăятăп, çĕрпӳ: пире кам чĕнтерчĕ çак тискер ĕçе курма?
— Горбатый-Шуйскнй боярин, — хальхинче ним те пытарасшăн пулмарĕ çĕрпӳ.
— Ав мĕнле. Пире юри чĕнтернĕ апла.
— Çапла пуль. Пĕлместĕп.
— Çывăха пырса пăхма юрать-ши, çĕрпӳ? Тен, унта паллакан çынсем те пур...
— Юрамасть. Хушман, — çийĕнчех кăмăлне улăштарчĕ вырăс çĕрпĕвĕ. — Государь пĕр çын хăварми çакса вĕлерме каланă.
Япанча çыннисене Хусан шывĕ хĕррине, малтанах туса хатĕрленĕ такансем патне илсе пычĕç. Никам та нимле хут та вуламарĕ, вырăссем пĕрин ятне те, хушаматне те пĕлесшĕн пулмарĕç. Сарри кун пирки сăмах хушсан çĕрпӳ: «Хусана илнĕ хыççăн та пире хирĕç çапăçаççĕ, пирĕн çынсене вĕлереççĕ пулсан мĕн ят, хушамат ыйтса тăмалли пур унта?» — тесе çеç хуравларĕ.
Такан каштисенчен пăяв-йăлмак çыхса пĕтернĕ çĕре кремле илсе каякан сукмакпа виççĕн анчĕç, виççĕшĕ те Ту енчи мăрсасем тахçантанпа паллакан çар пуçлăхĕсем — Горбатый-Шуйский боярин, Петр Серебряный князь тата Иван Черемисинов стрелецкий голова.
— Мĕн чухлĕ çакрăмăр, татах çакма тивет сирĕн çынсене, — терĕ Горбатый-Шуйский боярин мăрсасене ячешĕн сывлăх сунса. — Тугаев мăрса, сана эпĕ ывăлупа сыв пуллашма ирĕк паратăп. Ăна çăласчĕ тесе ан тархасла. Çăлма май çук. Государь ирĕкĕ çапла...
Ку сăмахсене илтсен пурте Тукай мăрса еннелле çаврăнчĕç. Тукай сăн-питрен пĕрре хĕрелчĕ, тепре кĕл пек кăвакарса кайрĕ. Ун ура вăйĕ пĕтсе килчĕ пулас — вăл тĕшĕрĕлсе анмах тăчĕ. Малтанлăха мăрса пĕр сăмах та чĕнеймерĕ. Унтан касса янă пек лач çĕре ӳкрĕ, боярин умне чĕркуçленчĕ, ик аллипе ăна урисенчен ярса тытрĕ.
— Боярин... боярин... — пĕтĕм чун хавалне пуçтарса каларĕ вăл. — Эс мана нумайранпа пĕлетĕн. Эп вырăс çĕрĕшĕн... Эп вырăс çĕрĕшĕн... Эп вырăс çĕрĕшĕн, хамăр патшашăн... Сан асупа та, сан аçупа та... Ак Сарыев мăрсапа пĕрле, Акпарспа пĕрле...
— Çитет! — терĕ боярин ун аллисенчен вĕçерĕнме тăрăшса. — Тепĕр çын пулсан эп ăна каламăттăм, ывăлне тӳрех, ашшĕне систермесĕрех çакса вĕлерĕттĕм. Нумайранпа пĕлнĕрен çеç сыв пуллашма ирĕк паратăп. Вăл, сан сутăнчăк ывăлу, Япанча çарĕнче пулнă, Сафа-Гирей чухнех çĕрпӳ ятне илнĕ. Тăр, тăр, Тогаев мăрса, кайса сыв пуллаш ывăлупа. Иван Семеновнч, пуçлăр! — кăна боярин Черемиспнова каларĕ.
Тукай ӳсĕр çын пек тайкаланса такансем патнелле утрĕ. Ытти мăрсасем хăйсен юлташне тем пек хĕрхенчĕç пулсан та, Тукай ывăлĕпе этемле сыв пуллашассишĕн çунчĕç пулсан та вырăнтан хускалмарĕç. Вĕсем хăйсем Тукайпа пĕрле кайнине икĕ князь урăхла ăнланасран хăрарĕç. Княçсем пекех, мăрсасем те юри тепĕр май çаврăнса тăчĕç, ĕмĕр курман евĕр, куçĕсемпе кремль çурчĕсем çине, Сююнбике ячĕпе туса лартнă шĕвĕр юпа пек хăпаракан çурт-башня çине тинкерчĕç. Анчах куç курмасть те, хăлха илтет-çке. Пурте илтрĕç, такан патĕнче Тукай ывăлне шыраса тупрĕ те «Туканаш! Ывăлăм!» тесе кăшкăрса ячĕ. Макăрчĕç-и вĕсем, çар çыннисем пек, чăн-чăн арçынсем пек, пĕр куççуль кăлармасăр калаçрĕç-и — ăна Иван Черемисинов стрелецкий голова çеç пĕлчĕ-тĕр.
Нумай калаçаймарĕç пулĕ çав ашшĕпе ывăлĕ, мĕншĕн тесен мăрса каллех Горбатый-Шуйский боярин патне чупса пычĕ, каллех ун умне чĕркуçленсе ларчĕ.
— Боярин, турă пул маншăн. Çăл ывăлăма! — терĕ вăл. — Урăх ман пĕр ывăл та çук. Ан вĕлер мана ватлăх кунăмра. Ывăла вĕлерни вăл мана вĕлерни пулать. Боярин, турă пул, тархасшăн. Серебряный князь, эсĕ те пулин хĕрхен мана. Хăвăрах пĕлетĕр, эпĕ... Эпĕ...
Горбатый-Шуйский ăна тек калама памарĕ, хаяррăн пăхса илчĕ те:
— Çитет! — паçăрхи сăмахне тепĕр хут каларĕ вăл. — Кĕлешсе тăма эпир кунта пасарта мар. Ывăлна государь, аслă князь çеç çăлма пултарать. Эпĕ ăна каларăм, вăл пĕлет.
— Эп хам кĕрсе тухатăп патша патне. Боярин, кăшт тăхтама хуш, боярин...
Горбатый-Шуйский ăна тек итлемерĕ. Вăл темиçе утăм каялла чакрĕ те алă сулса Черемисинова ĕçе часрах пĕтерме хушрĕ. Мăрсасем курчĕç, Туканаша йăпăр-япăр каска пуканĕ çине тăратрĕç, мăйне йăлмак тăхăнтартрĕç. Пĕр стрелецĕ каска пуканне хыттăн кăна тапрĕ те, пукан йăванса кайрĕ. Туканаш кăшт сулланкаласа илчĕ, çавăнтах лăпланчĕ. Хăйĕн элчелĕ çитиччен пурăнмалли çын çапла пӳкле вилĕмпе çĕре кĕчĕ.
4. Иртнĕ кунăн çути çук
Ар шывĕ тăрăхне таврăнсан мăрса ӳкĕнсе те пăхрĕ: тен, Горбатый-Шуйскинчен Туканаш виллине ыйтса илмеллеччĕ пуль. Вара ывăла яла илсе кайса пытарма пулатчĕ. Малтанхи арăмĕ, Ухтепи, хĕпĕртетчĕ ĕнтĕ, Чураппа вăрçса тăкатчĕ. Анчах чăрмавĕ пысăк-çке. Аркатса тăкнă хулара ăçтан çуна тупăн халь? Тата ирĕк паратчĕ-и-ха боярин пĕтĕм халăх умĕнче çакса вĕлернĕ çынна, вырăссене хирĕç çапăçнă çĕрпĕве илсе тухма? Тукайшăн, паллах, пур пĕрехчĕ, пĕрре мĕскĕнленнĕ, иккĕ те мĕскĕнленме юратчĕ, тăван ывăлшăн тесен çылăх таврашĕ çукчĕ-тĕр унта.
Ыйтма та аптрамалла: питĕ çиллесчĕ боярин. Нимĕн чухлĕ те хĕрхенмерĕ вăл Тукая, кăшт та тăхтасшăн пулмарĕ.
«Ху та айăплă куншăн, мăрса, çавăнпа мĕн калама пултаратăп сана? Пĕр сăмах: чăт!» — терĕ те пăрăнса кайрĕ.
«Тепĕр тесен юрать-ха хама тытса хупмарĕ, — шутларĕ хӳшĕре ĕнтĕркесе выртакан мăрса. — Çавăнтах сăнчăрласа лартма пултарнă. Эппин, ĕлĕкхине, ашшĕпе пĕрле Василь-Новгород хулине тунă çĕрте асапланнине, хăйĕнпе пĕрле Хусан патне килсе кайнисене манман. Манман, — хăй тĕллĕн кулса илчĕ вăл, — мĕн усă пачĕ-ха боярин çавсене асра тытни? Ывăлна хăвăн куçу умĕнчех çакса вĕлерчĕç. Кур та асра тыт, кирлĕ пулсан сана та çавнашкал çакатпăр тенĕ пекех пулчĕ ку».
Уншăн, Тукайшăн, çеç тумарĕç çак ĕçе. Ту енчи мăрсасене пурне те систерсе хучĕç: эсир пирĕн майлă чухне, пире пулăшса тăнă чухне эпир сире парне пама та, çĕр пама та хатĕр. Эсир айккинелле пăхма, урăх туссем шырама тытăнсан хăвăрăнне хăвăр пĕлĕр вара, пире ан айăплăр. Вăл паллă ĕнтĕ, ун йĕрки ялан çавăн пек: эсир лайăх чухне эпир те лайăх, эсир усал чухне эпир те усал. Сăмах панă — сăмаха çирĕп тыт, унталла-кунталла ан пăркалан.
Кăна ăнланать-ха Тукай, анчах чунпа, чĕрепе боярина каçарма пултараймасть. Ун пек тумалла марччĕ унăн, Туканаша хупса лартмаллаччĕ. Хисеплет пулсан ашшĕне чĕнтермеллеччĕ. Ак ывăлна тытрăмăр, вăл пирĕн хаяр тăшман, вăл Япанча çарĕнче пулнă, халь ху пĕлнĕ пек айăпла темеллеччĕ. Эс çав усал Япанчана ху чиксе пăрахрăн, пирĕншĕн пысăк ĕç турăн, уншăн чыс та мухтав сана, ывăлу вара паянччен Япанча çыннисене ертсе çӳренĕ, нухайсемпе çыхăнса пире хирĕç ӳлĕмрен те çапăçасшăн пулнă темеллеччĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...