Сĕве Атăла юхса кĕрет. Пĕрремĕш кĕнеке :: Тӑваттӑмӗш пайӗ. Мускав ҫулӗ
— Хăйне, паллах, — тет Иштерек. — Вăл мăрса çынни мар, Чулхула патĕнчен килнĕ.
— Асту, тарса çӳрекенскер мар-и?
— Ăна пĕлместĕп вара. Çук пуль, тимĕрçĕ ĕçĕпе çӳрет пуль вăл. Вырăссем хушшинче тимĕрçĕсем, çĕвĕçсем, катка-пичке ăстисем пит нумай пулакан.
— Çапах та ун çинчен мăрсана систермелле. Кирек мĕн сиксе тухсан пирĕн явап тытмалла ан пултăр.
Тимĕрçĕ лаççи çынсенчен пушанса юлсан Северьянпа Иштерек алăк умне пырса лараççĕ. Халь кăна пулса иртнĕ калаçăва вĕсем хăйсен хушшинче сӳтсе яваççĕ.
— Чăнах, сан Тукай патне хăвăн каймалла мар-и, Северьян? — тет Иштерек. — Малтан каласа хурсан — пĕр сăмах, каласа хумасан — пин сăмах.
— Мĕн тес вара ман ăна? Мĕн тума килтĕм тес?
— Çапла кала: тимĕрçĕ ĕçĕпе çӳретĕп те, сирĕн ялта тимĕрçĕ лаççи уçсан аван пулмалла те.
— Хам телее тĕрĕслесе пăхам, мĕн тăвать. Ыран кĕрсе тухас ун патне. Анчах хăрататăр-ха эсир мана, питĕ усал тетĕр хăвăр мăрсана.
— Усалли усал ĕнтĕ, мĕн каласси пур. Çапах та ун куçĕ умне курăнмаллах санăн. Унсăрăн май çук.
Северьянăн Тукай патне кайма тивмерĕ, тĕттĕм пулас умĕн мăрса тимĕрçĕ лаççине хăех пырса кĕчĕ.
— Кам эсĕ? Мĕнле хăйрăн эсĕ манран ыйтмасăр пирĕн ялта тимĕрçĕ лаççи лартма? — терĕ вăл Северьян аллинчи туптава туртса илсе. Северьян ăна хăй кам иккенне ăнлантарса пачĕ.
— Кала тӳрех, таркăн çын-и?
— Çук, эп кунта хам ирĕкпе килнĕ.
— Суятăн!
— Таркăн вăл яла тухмасть, вăрманта çӳрет, Тукан мăрса.
— Эс ыттисенчен пуçтахраххи пулма тивĕç, ялах тухнă ав. Яту мĕнле санăн?
— Северьян.
— Хăш князь çынни?
Северьян калама иккĕленсе тăчĕ.
— Тек санран ыйтма та кирлĕ мар, — терĕ мăрса. — Эс таркăн çын. Атя, кайрăмăр. Сана таканласа Хусана ăсатмалла пулать. Ну, мĕн çăварна карса пăхса тăратăн? Хуп хăвăн лаççуна, ман умран ут. Тарма ан шутла, эп сиккипе пыракан лашана та хăваласа çитетĕп. Ак Иштерек калама пултарать…
— Чăнах ĕнтĕ, Тукай ĕмпӳ… — хăраса сăмах хушрĕ Иштерек. — Сан пек хытă чупаканни таврара çук.
— Эс мĕн тăватăн кунта, таркăн çын ашшĕ? — хаяррăн ыйтрĕ унран Тукай. — Сан ывăлу ертсе килнĕ пулĕ-ха ку вырăса? Çапла-и?
— Чипер калаç, Тукай ĕмпӳ. Килте çук çын ăçтан ертсе килтĕр ăна? Ахтупай ăçта юлнине ху пĕлетĕн… — мăкăртатрĕ Иштерек.
Тукай ăна нимĕн те тавăрса каламарĕ, аллинчи туптавне сунтал çине ывăтрĕ те васкамасăр тулалла тухрĕ. Северьянпа Иштерек ун татăклă сăмахне кĕтрĕç — хăратмалла çеç каларĕ-ши вăл паçăрхи сăмаха е тимĕрçĕне чăнах та хăй патне илсе кайса хупасшăн-ши?
— Эсĕ мана тата нумай кĕттеретĕн-и, тимĕрçĕ? — илтĕнчĕ çиллес сасă. Вара иккĕленӳ юлмарĕ — мăрса Северьяна чăнласах тытса хупма шутлать.
5. Çураçнă хĕр
Аякран пăхсан ку хĕрсем çывăрса лараççĕ тесе шутлама пулать. Вĕсенчен пĕри те вырăнтан хускалмасть, пурте пуçĕсене пĕкнĕ, аллисене хире-хирĕç тытнă, кашнин чĕрçиттийĕ çинче шурă пӳс те тĕрлĕ тĕслĕ çип. Анчах чăннипе хĕрсем тăрăшсах ĕçлеççĕ — вĕсем пурте чĕнтĕр çыхаççĕ тата тĕрĕ тĕрлеççĕ. Пӳрне вĕçĕнчи йĕпĕс вĕçĕмсĕр çип сĕтĕрет. Ялан пĕр вырăнтан шăтарать пек вăл пӳс тăрăхĕпе шăтăклă чĕнтĕре, анчах кăшт тăрсан пăхатăн та — чĕнтĕр чылай сарăлнă, эрешлĕ тĕрĕ те нумай пысăкланнă.
Хутран-ситрен хĕрсем юрă юрлаççĕ. Вĕсен сасси картишĕнче ĕçлекен тарçăсене пăртак çеç илтĕнсе тăрать — хăраççĕ хĕрсем кăнтăр кунĕнче хыттăн юрлама.
Теплере пĕрре картишĕнчи лутра пӳрте Нухрат кĕрсе тухать. Пĕр-икĕ çавра юрă юрлать вăл тантăшĕсемпе, ырă кăмăлне кăтартса хĕрсене ĕрпĕт мăйри валеçсе парать. Пит-куçран Нухрат çав тери чиперленсе кайнă — ăна халь чăннипех те çитĕннĕ хĕр сăнĕ кĕнĕ. Ун çийĕнче йышлă пĕрме туса çĕлетнĕ хура шупăр, уринче тутар хĕрĕсем тăхăнакан сарă атă. Пуçне вăл шап-шур çăм тутăр çыхнă. Куçĕсем, ашшĕнни пекех, шăтарасла пăхаççĕ, вĕсенче темле хаярлăх вучĕ çунса тăрать. Кулнă чух кăшт ирĕлеççĕ вăл куçсем хитреленеççĕ, ахаль чухне яланах çынна тиркесе пăхаççĕ.
Хĕрсем Нухрата çураçса хунă качча куçпа курман-ха, анчах илтнĕ: вăл та, Нухрат евĕрлех, питĕ селĕм имĕш. Тата калама çук пуян теççĕ ун упăшкине, Сăр тăрăхĕнчи ялсене пĕтĕмпех ун ашшĕ тытса тăрать тет.
— Мĕнле, каччу хăвна кăмăла каять-и, Нухрат? — çине-çине ыйтаççĕ хĕр ачасем. — Чун туртнипе каятăн-и ĕнтĕ таçта аякка е аçу-аннӳ хушнипе кăна качча тухатăн?
— Хам та пĕлместĕп, — тет Нухрат. — Эпĕ ăна мĕн пурĕ те пĕрре çеç курнă.
— Сăмахларăн-и эппин унпа?
— Сăмахларăм. Чĕмсĕр çын. Ларать çăварне шыв сыпнă пек.
— Сăнран, кӳлемĕнчен мĕнле, хитре-и?
— Хитре. Питĕ яштака каччă.
— Апла вăл санăн турă çырниех ĕнтĕ. Телейлĕ пулатăн.
— Пĕлместĕп. Ун çинчен шутлас та килмест. Атте килĕнчех лайăх.
Нухрат çĕнĕ ĕлкĕсем илме килне чупать. Ĕлкĕсемпе пĕрле вăл пĕр çĕклем тутăр, сĕлкĕ, чалка, шарăç пиçиххи тата ытти ăпăр-тапăр йăтса пырать, вĕсене савăнсах хĕрсене кăтартать.
— Ай пуян та эсĕ, Нухрат!
— Миçе çӳпçе тупра пухрăн ĕнтĕ?
— Миçе тӳшек илсе каятăн упăшку патне?
— Тую хăçан пулать санăн, Нухрат?
Хĕрсем Нухрата йĕкĕлтесе туй юрри юрласа илеççĕ, юркав пек япала тупса пĕркенчĕк тăваççĕ, çураçнă хĕре ун айне лартса хĕр йĕрри йĕрме вĕрентеççĕ. Нухрат пĕр вăхăт вĕсемпе выляса кулать, унтан йăлăхса килне тухса каять.
Ытлашши савăнăç çук ун чĕринче. Туй пулассине кĕтсе пурăнма, хăйне çураçнă пуян мăрса ывăлĕ çинчен шутлама кăмăллă, анчах юрату текен вăйлă туйăм, пĕтĕм чунтан çунни, арасланни, хăпартланни çук. Тата хăçан пулать-ха вăл туй! Ашшĕ каланă тăрăх, Сарыев мăрса ывăлĕн туйне çитес кĕркунне çеç ирттерме шутлать, унччен вăл çĕнĕ çынсем валли чаплă çурт туса лартасшăн имĕш. Ку, паллах, начар мар ĕнтĕ, çапах та ытла нумай кĕтмелле-çке! Нухратăн туя часрах ирттерес килет, вăл качча каяймасăр юлса ватă хĕр ятне илтесрен хăрать.
Хăйĕн пӳлĕмĕнче мăрса хĕрĕ нумай пăчăхса лараймасть, çӳпçери темĕн чухлĕ япалине айăн-çийĕн çавăрса йăлăхнă хыççăн каллех картишне тухать. Хальхинче вăл тарçăсем хушшинче ĕнер пĕрремĕш хут курнă цыган пек хуп-хура йĕкĕте шырать. Тĕлĕнмелле, ĕнер Нухрат куçĕсем çав каччăн çĕмĕрт евĕр куçĕсемпе хире-хирĕç пулчĕç те, çан-çурăм тăрăх темле ырă мар япала сăрлатса иртрĕ, чĕре кăрт! çеç тапса илчĕ. Хăрарĕ хĕр ача вăл каччăран, часрах пăрăнса кайма тăрăшрĕ. Анчах пăртак тăрсан унăн çав хура вырăса тепре курасси килчĕ. Мĕнле туйăм пулчĕ ку — Нухрат ăна тĕплĕн ăнланса та çитеймерĕ-ха. Ытла хитре каччă та мар-çке вырăс, мĕншĕн чĕре теме систерсе ун пек канăçсăррăн тапрĕ-ха?
— Леш, çĕнĕ тарçă, ăçта пирĕн? — пырса тăчĕ мăрса хĕрĕ хуçалăхра асли пекки шутланакан Патрик патне.
— Северьян-и?
— Ятне пĕлместĕп. Те куян, те Северьян. Ман ăна ĕç хушмалли пурччĕ.
— Пахчара лаша таканлать, — терĕ Патрик.
Нухрат çăмăл шăм-шакĕпе вăрт! çеç çаврăнчĕ те пахчаналла тухрĕ. Çемçе юр çийĕн асăрхануллăн пускаласа вăл лаша урине тасатса тăракан Северьян умне пырса тăчĕ.
— Килех, — терĕ каччă. — Мĕн ырă сăмах калас тетĕн, хĕр ача?
— Эс ĕçленине курма килтĕм, — хăюллăн тавăрчĕ Нухрат.
— Кур, кур. Вĕренсе юл манран. Ӳлĕмрен аçуна лаша таканласа паратăн.
— Вĕренес тетĕп çав, — Нухрат лаша станĕ патне çывăхах пырса тăрса юпа çумне таянчĕ. — Кала-ха, кам эсĕ, Северьян, ăçтан килсе тухрăн пирĕн таврана?
— Кăна аçу ыйтма хушрĕ-и манран?
— Çук. Ахаль ыйтатăп. Хамăн пĕлес килет.
— Эпĕ-и? Вырăс çĕр-шывĕнчен килтĕм. Вара мĕн?
— Ним те мар. Нумай пурăнатăн-н кунта?
— Нумай пурăнмастăп. Часах аçу мана таканласа Хусана ăсатать.
— Ăçтан пĕлетĕн?
— Хăй каларĕ. Мĕн, санăн мана Хусана ярас килмест-им?
— Ярас килмест.
— Асту, юратса пăрахмарăн-и мана, хĕрĕм?
— Сана савма юрамасть-им?
— Юрать те, питĕ хăрушă.
— Мĕн пирки?
— Эп хĕрсен чĕрине ирĕлтерсех яратăп. Мана юратакан хĕрсем çĕрĕпе çывăрайми пулаççĕ.
— Чăнах-и? Манăн çапла савса курасчĕ пĕрре!
— Кĕçĕр çакăнта пахчана тух, — кулчĕ Северьян. — Савса куратăн. Тухатăн-и?
— Тен, тухăп та. Шухăшласа пăхăп.
— Шухăшлама кирлĕ мар. Тӳрех чупса кил. Эп сана кĕтетĕп. Юрать-и?
— Юрать. Анчах эс мана малтан пĕр япала туса пар.
— Мĕскер?
— Çӳпçе валли çăраççи.
— Ним те мар, туса паратăп. Аçуна кала, каçсерен мана нӳхрепе ан хуптăр, тимĕрçĕ лаççинче ĕçлеме ирĕк патăр, вара çăраççи мар, ылтăн çĕрĕ те туса парăп.
— Эс çавăн пекех ăста-и?
— Ăста, хĕрĕм. Эп тунă çĕрре çăвар патне тытатăн та ши! çеç шăхăратăн. Сан умна çил çунатлă урхамах утланнă сарă каччă тухса та тăрать.
— Калаçнинчен пăхсан эс чăнах та ăста пулмалла.
— Эп сăмахпа çеç мар, ĕçпе те ăста. Анчах пурнăç ăнса пымасть. Ак телейсĕр шăпа мана сан аçу патне илсе килчĕ. Вăл мана пĕр эрне ĕнтĕ сивĕ нӳхрепре усрать. Мĕншĕн? Мĕн туса усал турăм эп ăна?
— Ман атте айăпсăр çынна нӳхрепе хупмасть, — терĕ Нухрат. — Апла эс те вăрă-ха, те çын вĕлернĕ. Ху ирĕкӳпе килсе кĕмен ĕнтĕ эс чăваш çĕр-шывне.
— Хам ирĕкпе килтĕм. Тукай мăрсан çав тери хитре хĕр пур терĕç те, тӳрех кунталла тапрăм.
Нухрат илемлĕн кулса илчĕ те кунта Патрик килнине асăрхаса пĕр сăмахсăр айккинелле пăрăнчĕ.
Çăвар вылятса кăна калаçрĕ пулин те çакăн хыççăн мăрса хĕрĕ таркăн вырăс çинчен вĕçĕмсĕр шухăшларĕ, ун куçĕ умĕнче ялан ун сăнарĕ тăчĕ. Ай, куçсем Северьянăн! Вутла çунса тăраççĕ. Тути-çăварĕ, кулли, мĕн пур хусканăвĕ… Пĕтĕмпе килĕшет Нухрата, вăл калаçнине, шӳт тунине татти-сыпписĕр итлес килет.
Каçпа Нухрат чăтаймарĕ, каччă чăнах та хăйне кĕтес пек, пахча хыçне тухрĕ. Кунта кăшт çеç çил-тăман вĕçтерет, паçăр Нухрат хăварнă йĕр юр айне пула пуçланă. Лаша таканланă вырăнта касса пăрахнă ут чĕрнисем выртаççĕ, урăх нимĕн те курăнмасть. Нухрат кăнтăрла тăнă юпа çумне пырса таянчĕ те ывăннă пек куçне хупса шухăша кайрĕ.
Пĕве кĕнĕ хĕр хăйĕн чун-чĕринче темле халиччен курса тӳсмен туйăм вăраннине сисмесĕр тăма пултараймарĕ ĕнтĕ. Анчах унăн ку туйăма йышăнасси килмерĕ, тĕрĕссипе, вăл унран хăрарĕ. «Пурнăçра ма ун пек пулса тухать-ха вăл?» — терĕ хĕр ача, — пăхма çын мăрсаран, тепĕр княçран та чаплă, анчах хăй тарçă кăна. Юратасчĕ манăн ăна, хама çураçса хунине пăхмасăр пĕтĕм чуна уçса парасчĕ. Юрамасть-çке ăна савма, мăрса хĕрне кĕлмĕç çынпа туслă пулни килĕшмест. Начар каччă та мар ĕнтĕ Сарыев мăрса ывăлĕ, хитре, тĕреклĕ, çапах чун туртмасть ун патне. Северьянпа калаçнă чухнехи пек туйăм çук»…
Нухрат пахчаран кĕчĕ те юрнех нӳхреп умĕпе утса иртрĕ. Нӳхреп алăкĕ çинче тем пысăкăш çăраççи çакăнса тăрать. Эппин, çĕр айне çынсене хупса лартнă. Нухрат пĕрре кăна мар асăрханă — çын çук чухне нӳхреп алăкĕ яланах уçă тăрать. «Чăнах, кам-ши вăл çав çивчĕ ăс-пуçлă, илемлĕ пит-куçлă, хура мăйăхлă вырăс çынни? Ма хупса усрать ăна манăн атте?»
Мăрса хĕрĕ картишĕнчи читлĕх вырăнне шутланакан тарăн та пысăк нӳхрепе темиçе хутчен те кĕрсе курнă. Сивĕ мар унта, çĕр айĕнче, анчах нӳрлĕ. Пĕр енчен шыв пăчăртатса тухать. Çитменнине, çынсене выртса тăма сак та, тумтир таврашĕ те çук. Мĕнле çĕр каçать-ши унта мĕскĕн Северьян? Пĕчченех-ши ĕнтĕ е унпа юлташа тепĕр çынна хупса лартнă-ши?
Тата икĕ кунран Нухрат Северьяна кĕтмен çĕртен урамра тĕл пулчĕ.
— Шĕкĕр турра, — терĕ каччă телейлĕн кулса. — Эс аçуна ӳкĕтлени пулăшрĕ пулмалла. Мăрса мана тимĕрç лаççинче ĕçлеме ирĕк пачĕ.
— Эп сан пирки çăвар та уçман, — тĕрĕссине каларĕ Нухрат.
— Апла эс хăвăн савнийӳшĕн çапла тăрăшатăн-и? — тĕлĕннĕ пек пăхрĕ Северьян.
— Эс ман савни пултăн-и вара?
— Савни пулмасăр кам тата?
— Таркăн вырăс! — тутисене елпĕртсе йĕрĕннĕ пек тавăрчĕ Нухрат.
— Халь таркăн мар ĕнтĕ, Юмансар çынни. Ак сирĕн пӳрте хирĕç çул леш енче тимĕрçĕ лаççи лартатпăр та, унта ĕçлеме тытăнатăп. Манса ан кай вара, ылтăн çĕрĕ тутарма пыр. Юрать-и?
— Юрать.
Мăрса хушнă тăрăх, çул леш енне чăнах та темиçе кун хушшинчех вĕр çĕнĕ тимĕрçĕ лаççи туса лартрĕç. Северьян ытти тарçăсемпе пĕрле вăрман хĕрринчи хуралтăран сунтала, вĕркĕчпе ытти хатĕрсене илсе килчĕ. Вучаха кăмрăк хучĕç, чĕртсе ячĕç, тимĕрçĕ нӳхрепре ларса халтан кайнине пăхмасăр хăйĕн юратнă ĕçне тытăнчĕ.
6. Таркăнсене суд туни
Иштерек çĕнĕ тимĕрçĕ лаççине пуртă хăйраттарас сăлтавпа пычĕ. Пурттине вăл пысăк чула çавăрса хăех хăйрарĕ, ун хыççăн ĕлĕкхи йăлипе чылайччен вĕркĕч патĕнче тăрмашрĕ.
— Йывăр пулать сана пĕччен ĕçлеме, Северьян, — терĕ вăл тимĕрçĕ лаççинчи çынсем кайса пĕтсен. — Тем тесен те сан хăвна пулăшма юлташ тупма тивет.
— Ыйтас тетĕп-ха мăрсаран, — туптавпа шакканă хушăра тавăрчĕ тимĕрçĕ. — Пĕр тарçине патăр манпа пĕрле ĕçлеме. Пĕчĕккĕн вĕренткелĕп.
— Эс ман ывăлăма вĕрентме пулнăччĕ-çке, Северьян?
— Ара, Ахтупай мĕн-çке… вăрманта пурăнать.
— Эс илсе кил, — лăпкăн кăна каларĕ Иштерек.
— Чим, Иштерек пичче, — ĕçлеме пăрахса ун патне чупса пычĕ Северьян. — Мĕн терĕн эс? Илсе кил терĕн-и? Ара, ку ытарма çук лайăх шухăш-иç! Атя, сӳнтер вучаха! Халех чупатăп мăрса патне. Кур-ха, эп ăна хам тĕллĕн тавçăрса илме пултарайман. Анчах парĕ-ши мана Тукай Ахтупая? Хусана ăсатмĕ-ши Ятламаспа иккĕшне те?
— Эй, ăсатать сана! — ал сулчĕ Иштерек. — Сана ав малтан мĕн терĕ? Хусана ăсатассипе хăратрĕ, çапла-и?
— Çапла.
— Алла лекнĕ çынна Хусана леçет-и Тукай! Ăна тарçăсем кирлĕ! Сана хăйĕншĕн ĕçлеттернĕ пек, тарçăсем туса хурать вĕсене.
— Пур пĕр илсе килмелле! — терĕ тимĕрçĕ. — Тем тесен те кунта сĕм вăрманта пурăнни мар. Йывăр пулсан та килте, тăвансемпе пĕрле.
— Эпĕ те çапла шутлатăп.
— Калаçса татăлтăмăр, халех каятăп усал мăрса патне.
— Кай. Анчах шахвăртса калаç, тӳрех персе ан яр.
— Пĕлетĕп.
Тимĕрçĕ Иштерек патне тĕттĕм пуласпа килне пыма пулчĕ те пĕр тăхтаса тăмасăр мăрса пӳртне кĕрсе кайрĕ.
Тукай килте çукчĕ. Чураппа ăна мăрса халех мунча кĕрсе килесси çинчен пĕлтерчĕ, вара Северьянăн кăшт кĕтмелле пулчĕ.
Мунчаран таврăнсан Тукай ăна малти пӳлĕме чĕнчĕ.
— Ыйт, мĕн ыйтасшăн эсĕ, тимĕрçĕ? — терĕ вăл тарлă пит-куçне алшăллипе шăлса.
— Мана пĕр юлташ кирлĕ, — алăк патĕнче тăраканскер, аллинчи çĕлĕкне чăмăртакаларĕ Северьян. — Пĕччен ĕçлеме кансĕр. Пултараймастăп пĕччен…
— Кама илес тетĕн вара юлташа? Çынни пур-и? Асту, усал шухăш тытман-и эсĕ? Ил пĕр-пĕр çамрăка, чармастăп…
— Мана, Тукай мăрса, тимĕрçĕ ĕçне чухлакан çын кирлĕ…
— Мĕн, ăна илме Чулхулана тарас тетнем? — кулчĕ Тукай чей ĕçме пикенсе.
— Çук, эп кунтах тупасшăн, — терĕ Северьян.
— Туп, мĕн манран ыйтса тăратăн? Туп та вĕрент ăна.
— Ман вĕрентниех пур, Тукай мăрса.
— Кам?
— Ахтупай.
— Ахтупай! — кăшкăрса пăрахрĕ мăрса. Ун аллинчи чей чашки сĕтел çине хытă лартнăран кăшт çеç çурăлса каймарĕ. — Эс вăл ăçта тарса çӳренине пĕлетĕн апла?
— Пĕлетĕп.
— Илсе кил. Илсе кил часрах. Халех тирне сĕветĕп унне! Вĕрентĕп эп ăна мăрсаран тарса çӳреме! Эс ма пĕркунах каламарăн ун çинчен?
— Хăрарăм, Тукай мăрса, — терĕ тимĕрçĕ. — Халь сан ыр кăмăлна пĕлтĕм те каласа парас терĕм.
— Парăп эп сана ырă кăмăл, чăрсăр этем! Халех тепре нӳхрепе хупса лартăп та çуркуннеччен тытăп унта! Кашни кун хулăпа çаптарма хушăп. — Мăрса чей ĕçме пăрахрĕ те хăйĕн капан пек кĕлеткипе Северьян умне пырса тăчĕ. — Ăçта пытанса пурăнаççĕ вĕсем, çав явăлсем?
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...