Ача чухнехи :: Чĕмпĕре тухса кайни
Уй-хир ĕçĕ пуçланиччен эпĕ, çине тăрсах, Чĕмпĕрти чăваш шкулне хатĕрленме пикентĕм. Анастасия Александровна мана изложени, диктант çыртарать, задачăсем шутлаттарать, вулаттарать. Пĕр кунхине вăл мана стипенди пирки Шупашкара прошени çыртарчĕ. Çав кунах кирлĕ документсене Чĕмпĕр шкулне ятăмăр. Çакăн хыççăн тепĕр кунах Анастасия Александровна инçе пурăнакан тăванĕ патне отпуска кайрĕ.
Анне мана Чĕмпĕре ярасшăнах мар: «Пиччӳ те чирлĕ. Тăкакĕ нумай. Ăçтан сан валли çула кайма укçа тупăпăр», — тет.
Пичче вĕрентесшĕн.
— Епле майпа та пулин йӳнеçкелĕпĕр, вĕрен, çын пулатăн, — тет вăл, — сывалсан акă хăма çурса сутăп, сан валли, Чĕмпĕрлĕх, укçа пулĕ, — тет.
Пичче хăй сываласса кĕтет, шанать, анчах çаплах питĕ ӳсĕрет, йывăр ĕçе ĕçлеймест, çăмăла çеç çӳрекелет.
Пĕрре аппа Шĕшлĕ Якурĕ Энĕш хĕррине дамба купалаттарать тенине илтнĕ: кунне çирĕм пус парать, тет.
Эпĕ аппапа пĕрле Шĕшлĕ патне кайма хавхалантăм. Апла мана хăйпе пĕрле илесшĕн мар: «Ан çӳре ман хыççăн, Шĕшлĕ çитĕннĕ çынсене çеç ĕçлеттерет», — тет.
Тепĕр кун ирхине эпĕ те, кĕреçе йăтса, аппа хыççăн Шĕшлĕ арманне чупрăм. Хĕрупраç, каччăсем кунта нумай пухăннă. Ман пек хĕрачасемпе арçын ачасем те пур. Шĕшлĕ пирĕн валли те ĕç тупрĕ. Шыв юхтарса килнĕ тĕрлĕ вак-тĕвеке тата çĕрĕк улăма пĕр çĕре йăтма хушрĕ: кунне пилĕкшер пус паратăп, терĕ. Эпĕ ку ĕçе хаваслансах тытăнтăм: пилĕк пус та — укçа! Улăм йăтнă чух куçа, çăвара тусан мăкăрланса кĕни нимĕн те мар пек, чупса ăçлетпĕр. Хĕрлĕ кепе тăхăннă Шĕшлĕ пилĕкне аллисемпе тытнă, пуçне каçăртнă — эпир ĕçленине пăхса тăрать. Митя Энĕш хĕрринче выляса çӳрет.
Эпĕ кăнтăрлачченех питĕ ывăнтăм. Шăрăх. Çăварта хăмăр качăртатать. Хамăр — упăте тĕслĕ.
Шĕшлĕ пире кăнтăрла тĕлĕнче çеç, апат çинĕ хушăра, пăртак кантарчĕ. Шавах: «Хăвăртрах ĕçлĕр, ан ларăр!» — тесе кăшкăрать.
Ĕç виçĕ куна пычĕ. Эпĕ, вунпилăк пус кĕмĕле ывăçра чăмăртаса, киле таврăнтăм, часрах ăна аннене патăм: «Чĕмпĕре кайнă чух кирлĕ пулать», — терĕм.
Пĕр каçхине Иванюк арăмĕ пахча çумлама çын шырать: кунне виçĕ пус паратăп, тет. Эпĕ ку ĕçе те килĕшрĕм. Тăватă кун ĕçлесен, аннене тата вуникĕ пус патăм.
Тырă вырма тухрăмăр. Хăвăртрах пĕтересчĕ тесе, аппапа иксĕмĕр ыраша çĕр выртса выратпăр. Чăнах та, çынсенчен эпир виçĕ-тăватă кун малтан вырса пĕтертĕмĕр. Вара Касак Ваççи патне тара кĕрĕшсе кайрăмăр. Вăл кăçал та, яланхи пекех, çынсенчен ана илнĕ: хăй кил-йышĕпе вырса ĕлкĕреймест. Аппапа иксĕмĕр Касакăнне пилĕк çурпилĕк выртăмăр. Укçине Ваççа кăçал кĕттермерĕ: тыррине вырса пĕтерсенех пачĕ. Анне çав кунах Иванюк лавккинчен ман валли кĕпелĕх пусма илчĕ. Эпĕ, халиччен пасар кĕпи тăхăнса курманскер, питĕ хĕпĕртерĕм. Пусми те питĕ кăмăла кайрĕ, хĕрлĕ çине шурă пăрçа сапаланă пек курăнать. Пĕр çумăрлă кун анне мана çĕнĕ кĕпе çĕлесе пачĕ. Эпĕ ку кĕпене, Чĕмпĕре тăхăнса кайма тесе, çӳпçенех пуçтарса хутăм.
Пĕрре эпир вăрлăхлăх ыраш çапатпăр. Пичче те йĕтем çинчех, анчах вăл кăш-кашт кăна ĕçлекелет, хĕвел ăшшинче ларарах парать. Кăнтăрла иртсен пирĕн пата Хура Матви ывăлĕ Епхин пычĕ. Вăл кăçал Шĕнерпуçĕнчи икĕ класлă шкултан вĕренсе тухнă, чылай пысăк ача. Чĕмпĕре пĕрле каясси пирки эпир унпа çуркуннех калаçса татăлнă. Епхин пиччене сăркăч пичетлĕ конверт тыттарчĕ. Пичче, конверта хĕрринчен çурса, çыру кăларчĕ те вулама пуçларĕ.
— Акă япала! — тĕлĕнчĕ вăл. — Ыран мар тепĕр кун экзамен пуçланать, хутне тин илетпĕр. Мĕншĕн маларах пĕлтермен?
Епхин васкаса:
— Староста патĕнче нумай выртнă, — терĕ. — Эпĕ иртнĕ эрнерех, пире Чĕмпĕртен хут килмен-и тесе, кантура кайса пăхрăм. Тиек шакăрчакĕ мана: «Тахçанах килнĕ, староста илсе кайнă», — терĕ.
— Мĕншĕн вăхăтра паман-ха вăл апла? — кăмăлсăрланчĕ пичче.
— Ăна пуппала Иванюк партарман. Хăй каласа пачĕ.
— Мĕн ĕç пур вара пуппала Иванюкăн Чĕмпĕртен янă хутсен çумĕнче?
Епхин, чылайччен чĕнмесĕр тăнă хыççăн, çапла каларĕ:
— Пуп чăваш ачисене хулана вĕренме ярасшăн мар: унтан килсен, яла пăлхатаççĕ вĕсем тесе калать, тет.
— Старости халĕ мĕнле пачĕ тата? — ыйтрĕ пичче.
— Хам кĕрсе илтĕм, вăрă пек, — кулкаларĕ Епхин. — Староста, ӳсĕрскер, урапа çине тăсăлса выртнă та илет кăна ыйăха. Эпĕ, пӳрте кĕрсе, сĕтелтен илсе тухрăм.
— Юрать-ха, апла пулсан, — терĕ пичче. — Чĕмпĕре хăçан каятăр?
— Паянтан юлас марччĕ. Каçхи пăрахута çитмелле Куславккана утăпăр, — терĕ Епхин.
Пиччепе анне вăл каланипе килĕшрĕç. Епхин çула пуçтарăнма килне васкарĕ. Эпир те аннепе ĕç пăрахрăмăр. Йĕтем çинче пиччепе аппа çеç юлчĕç.
Эпĕ хĕвел çинче ларнă витрери шывпа пите, мăя, хăлхасене çурăм, шăлăнтăм, çĕнĕ кĕпе тăхăнтăм. Анне мана: «Ку кĕпене тăхăнсан, йăлтах ӳссе кайрăн», — терĕ.
Кутамккана çур çăкăр, темиçе пуç сухан, пилĕк çăмарта, улăштарса тăхăнмалăх кĕпе-йĕм, питшăлли чикрĕмĕр те хытă çыхса лартрăмăр. Йăтса пăхрăм: йывăр мар пек туйăнать.
— Атя, каятпăр, — чӳречерен шаккарĕ те Епхин.
Эпĕ, васкаса, сăхман тăхăнтăм, тутăр çыхрăм, вара, çĕнĕ çăпатана шăтăртаттарса, килтен чупса тухрăм. Урамра Епхинпе пĕрле тата икĕ хĕрача тăраççĕ. Вĕсем Хусана каяççĕ иккен. Пĕри, пысăкраххи, манăн кутамккана хăй аллине илчĕ.
Анне мана ăсатма урама тухрĕ. Эпĕ унпа сывпуллашсан, вăл, куçне шăлкаласа, хурлăхлăн пăхса тăрса юлчĕ.
Укăлчара Иван пиччене тĕл пултăмăр. Вăл лашине пирĕн карта çумĕнчи çерем çине кăкарса тăрать.
— Вĕçрĕн-и, çерçи, — шăлсăр çăварĕпе кулкаласа илчĕ старик.
— Вĕçрĕм. Сывă пул, Иван пичче, — терĕм эпĕ, чарăнса тăрса.
— Телей пултăр, — терĕ вăл, унтан, патăма пырса, мана, пĕчĕк чухнехи пек, çурăмран лăпкаса илчĕ.
— Эсĕ калашле пултăрччĕ, Иван пичче, — терĕм те эпĕ, чылай кайнă юлташсене çитес тесе, малалла чупрăм. Тепре çаврăнса пăхнă çĕре анне те, Иван пичче те курăнми пулнă.
Часах эпир, хурăнлă çул çине тухса, сăрта хăпартăмăр. Каялла, хамăр ял çинелле, çаврăнса пăхрăм. Акă шкул, акă чиркӳ. Пирĕн лапчăк пӳрт çеç курăнаймасть. Улăхра Энĕш хĕвелпе йăлтăртатса, авкаланса выртать. Унта-кунта, тикер татăкĕсем пек, кӳлĕсем курăнаççĕ. Акă — вăрман, Катя Смоленкова манпа çӳренĕ вырăнсем… Ăçта-ши халĕ манăн тусăм? Мĕншĕн хăй çинчен хыпар тумарĕ?..
Утатпăр. Сăрта улăхса çитрĕмĕр. Тепĕр хут ял çине çаврăнса пăхрăм. Ĕнтĕ часах вăл курăнми пулать…
Сывă пул, тăван ялăм!
1953 — 1956 çç.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...