Ача чухнехи :: Типĕ мунча
Митя кашни вырсарникун, чиркĕве пырсан, алтаре кĕрет. Унтан тухнă чух мăнкăмăллăн каçăрăлса утать. Пĕрре эпĕ Митьăран:
— Алтарьте мĕн пур? — тесе ыйтрăм.
— Сана мĕн ĕç? — шăртланчĕ Митя.
— Ахалех ыйтрăм, — терĕм эпĕ, — унти япаласене эсĕ пĕтĕмпех куртăн пулĕ.
— Курмасăр. Тытса та пăхатăп. Пачăшкă мĕн тунине хам та тума пултаратăп, — мухтанчĕ Митя. — Туршăн та.
Коля куç хӳрипе кулса илчĕ:
— Эппин, эсĕ пĕр тăруках пуп та, арман хуçи те пуласшăн.
— Пулсан — чармасть. Пуятăп та сана тарçа тытатăп. Пыратăн-и? — шăл йĕрсе каларĕ Митя.
Коля, йĕрĕннĕ пек пулса, ун патĕнчен ним чĕнмесĕр пăрăнчĕ.
— Манăн пуп пулас килмест, анчах пĕрре алтаре кĕрсе курасчĕ, — терĕ Катя.
— Сана кĕртмеççĕ унта. Юрамасть. Хĕрарăм алтаре кĕрсенех, аçа çапать, — ĕнентерӳллĕ каларĕ Митя.
— Суять вăл, — терĕ Коля Митя çине пăхмасăр. — Ан ĕненĕр ăна.
Митя хăйĕннех калать:
— Хĕрарăм е йытă алтаре кĕрсен, чиркĕве çĕнĕрен çветит тумалла, туршăн та.
Коля хĕрӳленсе кайрĕ:
— Марфа, Катя, кĕрĕр-ха пĕрре алтаре, нимĕн те пулмасть. Унăн çеç кĕмелле-и? Хĕрачасем çын мар-и?
Митя кулас килмен çĕртен ахăрса ячĕ. Тем каласшăнччĕ — учительница класа кĕчĕ.
* * *
Мункун умĕн эпир, шкул ачисем, аслă типĕ кĕллине çӳреме тытăнтăмăр. Хĕвелтухăçĕ хĕрелсенех, çурăк чан сасси канк! канк! илтĕнме пуçлать. Вăл темшĕн мана пуп сасси пекрех туйăнать. Эпĕ чиркĕве, ирхи кĕлле, васкатăп. Ирхи кĕлĕ нумая пымасть, анчах ун хыççăн кăнтăрлахи пуçланать, вăл питĕ вăраха каять, тарăхтарать.
Чиркӳре тĕттĕм. Çутă решеткеллĕ кантăк витĕр алчăраса кĕрет. Тăрас килмест. Тулта çурхи хĕвеллĕ кун йăлтăртатать. Çерçисем чĕвĕлтетеççĕ. Кăвак тӳперен тăри сасси чĕтренсе анать. Пĕтĕм ача-пăча урамра.
Эпир виççĕмĕш кун ĕнтĕ чиркĕве çӳретпĕр. Паян эпĕ Катьăна: «Кăнтăрлахи кĕлле кĕрес мар», — терĕм. Тусăм манпа килĕшрĕ. Çынсем кĕпĕрленсе кăнтăрлахи кĕлле кĕнĕ чух, эпир пăрăнса юлтăмăр та чиркӳ айккинелле, хĕвел ăшшине, кайса лартăмăр. Тĕл-тĕл çемçе симĕс курăк туха пуçланă. Лĕп ăшă. Хĕвел тӳрех пирĕн çине пăхать. Ватă хурăн çинче çунаттине сапса шăнкăрч юрлать. Таçтан пирĕн ума сарă лĕпĕш вĕçсе килчĕ. Эпир ăна тытас тесе сиксе тăтăмăр, ун хыççăн чупрăмăр. Лĕпĕш пĕр çӳлелле, пĕр аялалла вĕçет. Ăна хăваласа, эпир чиркӳ йĕри-тавра çаврăнатпăр. Алтарь кантăкĕсем патĕнчен иртсе кайнă чух пире пуп курах кайрĕ. Эпир часрах, ним пулман пек, хамăр вырăна пырса лартăмăр. Нумай та иртмерĕ, пирĕн пата шĕвĕркке кăвак сухаллă типшĕм старик пырса тăчĕ. Ку вăл — чиркӳ хуралçи, Упрам пичче.
— Пачăшкă çилленет, кĕрĕр чиркĕве, — терĕ вăл, ятлаçам пек пулса. Эпир, чĕрне вĕççĕн пускаласа, чиркĕве кĕтĕмĕр, шкул ачисем патне пырса тăтăмăр. Часах кĕлĕ пĕтрĕ. Пуп хĕрес чуптутарма тухрĕ. Эпир те, Катьăпа иксĕмĕр, çынсем хыççăн ун патнелле утатпăр. Анчах вăл пире хĕрес чуптутармарĕ: «Смоленковăпа Дмитриева чиркĕве юлаççĕ», — терĕ. Эпир Катьăпа пĕр çĕрелле хĕсĕнтĕмĕр, мĕн пулать те мĕн килет тесе, чĕтрекелесе тăратпăр.
Чиркӳ пушанчĕ. Пуп, алтарьтен тухса, часрах пирĕн пата йăкăлтăк-йăкăлтăк уксахласа пычĕ.
— На колени! — кăшкăрчĕ вăл çиллине шăнараймасăр. Çинçе сасси пушă чиркӳре янăраса кайрĕ.
Эпир чĕркуçлентĕмĕр те йĕрсе ятăмăр.
— Каçхи кĕлĕ пуçланиччен ура çине тăнă ан пултăр! Чупкăнсем…
Пуп çапла ятлаçа-ятлаçа тухса кайрĕ. Ун хыççăн Упрам та нумай тăмарĕ. Чиркӳре Катьăпа иксĕмĕрех тăрса юлтăмăр. Мĕн тăвас? Пĕр-пĕрин çине пăхса илтĕмĕр те йĕме чарăнтăмăр. Катя: «Капла чĕркуççи çинче ĕмĕрех пулаймăн, тăрас», — терĕ. Иксĕмĕр те тăтăмăр. Унталла-кунталла пăхкаласа илтĕмĕр.
— Атя, Катя, алтаре кĕрсе пăхатпăр, — терĕм эпĕ тусăма.
— Юрать, — килĕшрĕ Катя.
Тепĕр самантран эпир — алтарьте. Пăхкаласа çӳретпĕр. Престол текенни çинчи япаласене тĕкĕнкелетпĕр. Шкапсем пур.
Пĕри, алăк çывăхĕнчи, питĕрĕнмесĕр тăрать. Ăна, мĕн пур-ши кунта тесе, уçса пăхрăмăр. Пуп кĕлĕ вăхăтĕнче тăхăнакан укаллă çутă тумтирсем иккен. Катя тепĕр шкапне те уçрĕ. Унта, пĕчĕк çӳлĕксем çинче, йăлтăртатса тăракан ылтăнланă çĕлĕксем пур — минчет çĕлĕкĕсем. Эпĕ пĕр çĕлĕкне тăхăнтăм та — çаврăнкаласа тăратăп. Шăп çав самантра алтарь алăкĕ уçăлчĕ… Митя пирĕн çине пăхса тăра парать.
— Мĕн тăватăр эсир?! — кăшкăрса пăрахрĕ вăл.
Эпир майĕпен алтарьтен шăвăнса тухрăмăр.
— Пачăшкăна каласа паратăп! Ирсĕрсем! Пăсăлчĕ вĕт ĕнтĕ халь алтарь. Ну, пулать сире, туршăн та!
Митя ятлаçа-ятлаçа чиркӳрен тухса кайрĕ. Эпир каллех турă амăшĕ умне чĕркуçленсе лартăмăр. Мĕн пулĕ-ши ĕнтĕ?
Кăшт тăрсан, чиркӳ алăкĕ, шанлатса уçăлса, шаплатса хупăнчĕ. Эпĕ шартах сикрĕм. Кам-ши тата?.. Кам пултăр, пуп, — çерçи сикнĕ пек утса, пирĕн паталла пырать. Хашкаса сывлать. Хурчка чăх чĕппине ярса илнĕ пек, пуп мана ĕнсерен çавăрса тытрĕ, алăк патнелле танкăлтаттарчĕ, чиркӳрен илсе тухса, хурал пӳртне тĕртсе çитерчĕ.
— Упрам! Уç тĕпсакайне! — кăшкăрчĕ урса кайнă пуп.
Упрам малтанлăха ним тума аптраса тăчĕ.
— Э, пачăшкă, мĕншĕн тĕпсакайне, пӳрте хупсан та çитĕ…
— Ту хушнине! Ан калаç! — кăшкăрса пăрахрĕ пуп.
Старик, хытă кăмăлсăрланса, тĕпсакай хупăлчине уçрĕ.
Унта анма пусма та çук. Пуп мана икĕ алăран тытрĕ те тӳрех шăтăкалла печĕ. Эпĕ, çари! çухăрса, нӳрлĕ тăпра çине çатлатса ӳкрĕм. Çав самантрах сакай хупкăчи шалт! турĕ. Пăч-тĕттĕм. Сехрем хăпнипе пите алăпа хупларăм. Сывлăш çавăрайми йĕретĕп.
Катя сасси илтĕнчĕ: «Ан хунăр мана! Ан хупăр мана!» — тесе макăрать. Тĕпсакай уçăлчĕ. Катя ман ура çине татăлса анчĕ. Тĕпсакай хупăнчĕ.
— Каларăр! Тĕттĕм! Хăратăп! — çари-çари кăшкăрать Катя.
Хирĕç никам та сасă памарĕ. Пӳрт алăкĕ шалт! туса хупăннине çеç илтсе юлтăмăр. Сĕм-сĕмекке. Сывлăш йывăр. Сывлама кансĕр. Пуç ыратма пуçларĕ. Чылай вăхăт иртрĕ. Кам та пулин хăтарĕ тесе кĕтетпĕр. Çук, никам та уçса кăлармасть. Каçхи кĕлле кĕме чан çапрĕ. Чылай тăрсан, ура сасси, çынсем калаçни илтĕнчĕ. Ахăртнех, каçхи кĕлĕрен тухрĕç пулмалла. Акă Упрампа пуп калаçаççĕ:
— Кăларса ярăр, пачăшкă, хĕрачасене. Айванпа алтаре кĕнĕ. Айăплама та çук вĕсене, ухмахсене, — сăмахлать старик.
— Çук. Унтах çĕр каçчăр. Ыран ирхине тип мунча кĕртес пулать, — терĕ пуп.
Эпир çухăрса йĕрсе ятăмăр.
— Кăларăр! Вилетпĕр! — кăшкăртăм эпĕ.
Пӳртрен такам тухса кайрĕ.
— Ан йĕрĕр, ачасем, — терĕ Упрам. Сакай хупкăчине уçрĕ те пирĕн паталла аллине тăсрĕ. Катя, унан аллине тытса, сакайĕнчен тапаланса тухрĕ. Ун хыççăн — эпĕ те. Тĕттĕм пула пуçланă.
— Ирхине пачăшкă киличчен эпĕ сире каллех антаратăп, халĕ çӳрĕр пӳртре, çывăрма ман вырăн çине выртăр, — терĕ ырă кăмăллă старик.
Эпир çăмăллăнах сывласа ятăмăр. Катя пальто кĕсйинчен çăкăр татăкĕ кăларчĕ, çуррине мана хуçса пачĕ. Çиме тытăнатпăр. Старик те пире пĕрер татăк урпа пашалăвĕ тыттарчĕ. Çирĕмĕр, шыв ĕçрĕмĕр, халь ĕнтĕ çывăрма хатĕрленмелле. Старик хĕсĕкрех куçĕпе пирĕн çине кăмăллăн пăхкаласа:
— Аннӳсем эсир тыткăна лекнине пĕлмеççĕ пулĕ-ха, — терĕ. — Ăçта çухалнă-ши, теççĕ пулĕ. Кайса килем эп вĕсем патне, пĕлтерем. Инкек ура тупанĕнчен сиксе тухать тĕмеççĕ-и…
Старик пире алăка питĕрсе юлма хушрĕ те тухса кайрĕ.
Катя пушмаккисене хывса пăрахрĕ. Эпĕ те çăпатана салтса кăмака умне хутăм. Кăмака хыçĕнче — вырăн. Йывăç кравать çине шурă çемçе кĕççе сарнă. Пуçелĕкре çаптаркка питлĕ çытар пур. Витĕнмелли — кивĕ аçам. Эпир çав вырăн çине улăхса лартăмăр.
Урамра ача-пăча сасси ян каять. Ăшă çурхи каçсенче çерем çинче выляма пит аван-çке. Акă юрлаççĕ. Катя ассăн сывласа илчĕ. Вăл «Мамăна курас килет», — тет. Манăн асăмран та анне пĕр самант та каймасть….
Чылай тăрсан. Упрам пичче таврăнчĕ.
— Акă, кайса та килтĕм. Çутар-ха шăши куçне, — терĕ старик, кăмака кукрине кĕрсе. Часах вăл пĕчĕк лампа çутса тухрĕ, ăна чӳрече умне лартрĕ.
— Никам та килмерĕ-и кунта? — ыйтрĕ пичче.
— Çук, — терĕмĕр эпир.
— Сирĕн валли çимелли парса ячĕç. Акă сана, Катя, кукăль, Мархвана — çĕрулмипе çăкăр.
Эпир çимеллисене, Упрам пиччерен илсе, чӳрече умне хутăмăр: ыран валли. Пичче сăхманне алăк патĕнчи пăтана çакрĕ, вырăн патне пукан çине ларчĕ, татах калаçма пуçларĕ:
— Сире кунта мĕншĕн хупнине аннӳсене каласа патăм. Вĕсем хыпăнса ӳкрĕç. Кунта килесшĕн çунаççĕ. Ан çӳрĕрех, эсир пынине курсан, пачăшкă çилленĕ. Ыран, акă, ачăрсем хайсемех киле таврăнĕç, терĕм.
— Ыран мĕн тăвĕç-ши пире? — ыйтрĕ Катя.
— Нимех те тумĕç-ха, — йăпатрĕ пире Упрам пичче.
— Темĕнле типĕ мунча çинчен калаçрĕ пачăшкă, — сăмах хушрăм эпĕ.
— Тен, пулмĕ те тип мунчи, — анасласа каларĕ старик. — Çывăрăрах ĕнтĕ. Ыран ирхи кĕлле çапма тухиччен вăратăп сире. Эсир вара, шăшисем пек, ларăр тĕпсакайĕнче — пачăшкă киличчен.
— Пирĕн унта анас килмест, — терĕ Катя.
— Э, апла пулĕ те, çапах анмаллах.
Старик сăхманне пăтаран вĕçертсе илчĕ, чӳрече патне пырса ламппине сӳнтерчĕ, унтан кăмака çине улăхрĕ. Эпир те, ăна кура, вырăн çине аçам витĕнсе выртрăмăр. Часах эпир, пăшăлтатса калаçнă хушăрах, çывăрса кайнă. Тĕлĕкре эпĕ пупа курнă. Вăл мана аллине пысăк патак тытса хăвалать пек… Упрам пичче сассипе вăрантăмăр…
— Тăрăр, кайăк чĕпписем, тăрăр, — тет вăл пире.
Эпĕ куçа тăрмалакаласа тăрса лартăм. Шурăмпуç çути чӳречерен кĕрсе кăмака çине ӳкнĕ.
Старик хăйăлтатса çапакан сехет çине пăхрĕ те:
— Ирхи кĕлле çапма тухатăп, часах килместĕп. Анăр сакайне. Э, мĕскĕнсем, — терĕ.
Эпир хăвăрт тумлантăмăр, Çимеллисене илтĕмĕр. Старик тĕпсакайне уçрĕ те:
— Ну, кам чи малтан?.. Майĕпен сикĕр, ан аманăр, — терĕ ачашшăн хĕтĕртсе. Каллех çан-çурăм çӳçенсе кайрĕ. Татах тĕттĕм те шăршлă çĕрте лармалла.
Чылай вăхăт иртрĕ. Кăнтăрлахи кĕлле те чан çапрĕ. Катя питĕ хуйхăрать. Эпĕ ăна йăпататăп: халех килĕç те уçса кăларĕç, тетĕп. Чан виçĕ хутчен çапрĕ. Ку кăнтăрлахи кĕлĕ пĕтнине пĕлтерчĕ. Мĕншĕн халĕ те кăлармаççĕ-ха пире? Упрам пичче те килмерĕ… Чылай вăхăтран пӳрте такам кĕни илтĕнчĕ: аттипе хытă пускаласа утать! Акă вăл тĕпсакай хупкăчине уçать… Иванюк!..
— Тухăр, шуйттан чĕпписем! — ахăрса пăрахрĕ вăл.
Эпир тапаçланкаласа тухрăмăр. Тинех киле каятпăр, тесе хĕпĕртетпĕр. Иванюк пирĕн çине кашкăр пек пăхса илчĕ.
— Мĕншĕн кĕнĕ эсир алтаре?! — кăшкăрчĕ вăл тепĕр хут.
— Эпир унта нимĕн те тивмен, — хуллен каларăм эпĕ.
— Салтăнăр халех! Вĕлермелле сире! Тамăк тĕпне ямалла! Чĕрĕллех çунса кайăр, шуйттан чĕпписем! — янăрашать Иванюк.
Акă вăл пирĕн çине урнă пек вăркăнчĕ. Шăлне çыртса, пире хĕнеме тытăнчĕ. Чышать, атă пуçĕпе тапать, çӳçрен ярса илсе лăскать, çĕре çапа-çапа ӳкерет. Эпир ниçта пуçа чикме пĕлместпĕр, алăкăн-тĕпелĕн чупатпăр, çари! çари! çухăратпăр. Акă вăл, пире хăваласа пынă май, вĕçерĕнсе кайса, кăмака айккине çапăнчĕ. Персе анчĕ, йынăшса ячĕ. Тăрасшăн — тăраймасть.
Эпир, çакă вăхăтпа усă курса, тумтирсене çĕклерĕмĕр те питĕрнĕ алăка уçса тухса тартăмăр. Килте анне пĕччен хуйхăрса ларать.
— Ах, ачам, мĕнле çăлăнса тухрăн?
— Тарса килтĕмĕр.
— Çамкуна мĕн пулнă? Кăн-кăвак-çке… Хăлхунтан та юн тухнă…
Эпĕ хамăра Иванюк хĕнени çинчен каласа патăм. Вăл хăраса ӳкрĕ, мана çарамаслантарса пăхрĕ. Кулпуççипе çурăм çинче кăвакарнă вырăнсем питĕ нумай иккен.
— Кĕмелле марччĕ çав алтарь текен пӳлĕме, — ӳпкелешсе калать анне.
Тепĕр кун манăн хăлха чышкă пек шыçса тухрĕ. Мăй та, пит-куç та тăртанса кайнă. Эпĕ чирлесе ӳкрĕм. Шыçă куç патнех çитрĕ. Икĕ-виçĕ кунтан эпĕ курми те пултăм. Анастасия Александровна çак кунсенче темиçе хутчен килсе ларчĕ, анчах эп ун çине куç уçса та пăхаймарăм.
Пĕр кунхине пирĕн пата Сĕмĕл больницинчен фельдшер килчĕ. Ăна Анастасия Александровна чĕнтернĕ иккен.
Фельдшер ман пуçа çемçен тыткалать: «Ай-яй, мĕнле тӳснĕ эсĕ, хĕрĕм», — тесе калаçать. Хăлха патĕнчен кăчăрт! тутарса касрĕ, çав вырăна çемçе япалапа сăтăрса çурĕ, вара, питĕ шăршлă эмел сапса, пуçа тата мăя çыхрĕ. Анне мана каллех вырăн çине вырттарчĕ.
Вăл фельдшера ман çинчен хуллен каласа парать:
— Вилетех пулĕ мăнтарăн ачи, тесеттĕм. Чунăм юлмарĕ. Çĕрĕ-çĕрĕпе аташать, шыв ĕçет, ăша пĕр тĕпренчĕк те яман.
— Ĕнтĕ вилмест, часах куçĕ те уçăлать, чупакан та пулать, — терĕ фельдшер.
— Пысăк тав сана, ырă çыннăм, — илтетĕп анне сассине, — эсĕ пирĕншĕн ĕмĕр асăнмалăх çын пулатăн…
Чăнах та, тепĕр кун ирхине, эпĕ, ыйхăран вăрансан, анне кăмака патнелле хуран çĕклесе пынине куртăм: манăн хăрах куç пăртак уçăлнă иккен. Урам енчи чӳречерен хĕвел кĕнĕ. Эпĕ савăннипе тăрса лартăм.
Каçчен тепĕр куç та куракан пулчĕ. Эпĕ алкумне тухса лартăм. Ăшă. Тӳлек. Энĕш енчен шапасем лăрлатни илтĕнет. Кас-кас купăс сасси ян! килет, улăхалла кайса çухалать.
Анне, каçхи ĕçсене пĕтерсе, ман пата пырса ларчĕ. Калаçса тăранаймасть.
Тĕттĕм пуласпа пирĕн пата Катя килчĕ. Вăл кăштах уксахласа утать. Иванюк ăна ураран амантнă иккен, çавăнпа та вăл пирĕн пата çак кунсенче килеймен. Катя паян шкула пуçласа кайнă. Вăл мана Коля çинчен каласа пачĕ. Ăна та, хĕрачасене алтаре кеме вĕрентнĕ тесе, пуп хытă асап кăтартнă. Пире хурал пӳртне хупса лартсанах, пуп Кольăна хăй патне илсе кайнă, витене хупса лартнă, хĕненĕ. Халĕ пуп Кольăна шкултан кăларса ярасшăн, тет. Ăна вăл хăйĕн урокĕсенче лартмасть иккен — хăваласа кăларать.
— Аппăшĕ, учительница, шăллĕ хутне кĕмест-им вара? — тесе ыйтрĕ анне.
— Кĕрет те, пупран мала ăçта пулăн? Паян вăл шкула пырса кĕрсенех учительницăна вăрçма пуçларĕ, ăна кĕнекепе печĕ, вĕрентмесĕрех тухса кайрĕ.
Катя каласа пани мана йывăр шухăша ячĕ. Эх, мĕншĕн кирлĕ-ши çав пуп тени? Шкулта Анастасия Александровна кăна пулсан, епле ырă пулнă пулĕччĕ. Вăл ятлаçмасть, ачасене хĕнемест…
Тепĕр икĕ кунтан эпĕ те, сывалса çитнĕ пек пулса, шкула кайрăм. Алкум вĕçĕнче Коля кĕнеке вуласа ларать. Унтах, симĕс курăк çинче, Митя выртать. Мана курсан вăл ялтах сиксе тăчĕ.
— Эй, тип мунча аван пулчĕ-и? — шăл йĕрме пуçларĕ Митя.
Коля, кĕнеке çинчен пуçне çĕклесе, ун çине çиллессĕн пăхрĕ, анчах нимĕн те шарламарĕ. Эпĕ шкула кĕтĕм. Ман хыçран Коля та юлмарĕ. Вăл мана коридорта чарса:
— Сывалтăн-и? — тесе ыйтрĕ. Хăй ман çине хура куçĕпе кăмăллăн, тӳррĕн пăхса тăрать.
— Сывалтăм, — терĕм эпĕ.
— Сана питĕ хĕрхентĕм. Суккăр пулнă, терĕç.
Пирĕн сасса илтсе, класран Катя чупса тухрĕ, вăл, хĕпĕртесе, мана хулран ыталаса илчĕ.
* * *
Тата çур уйăхран экзамен пулать. Катьăна иксĕмĕр мĕн вĕреннине тепĕр хут вулама, ăссăн калама пуçларăмăр. Кунне вуншар задача шутлатпăр. Сăвăсене, грамматика правилисене пăхмасăр калама вĕренетпĕр. Пуп вĕрентнине те кăмăл çук çĕртенех тепĕр хут пăхса тухма килет.
Чĕмпĕр шухăшĕ ман асран каймасть. Ун çинчен эпир — виçĕ çывăх тус — час-часах калаçса илетпĕр.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...