Ача чухнехи :: Ҫĕнĕ тус Катя
Каçхине эпĕ çăла шыв ăсма антăм. Тимĕрçĕ хĕрĕ Катя пукане тутрисем çăвать. Эпĕ ăна ун ашшĕне курни, мĕнле вăл Çтаппан пиччепе тарни çинчен тĕплĕн каласа патăм. Катя пĕр хĕрелсе, пĕр шуралса кайрĕ: «Айта анне патне», — терĕ. Хĕрача, нĕшĕклесе, пукане япалисене стакан пысăкăш витрене чикрĕ те кайма пикенчĕ.
Эпĕ, витресене çăл çинелле тайăлса ларакан лапсака йăмра анне лартрăм та, Катьăпа вĕсем патне кайрăм.
Катьăсен пӳрчĕ çăл çывăхĕнчи лачака хĕрринче ларать. Аякран вăл, пĕчĕккĕскер, мунча пек курăнать, чӳречипе çăл еннелле пăхать.
Эпĕ халиччен ку пӳрте кĕрсе курман, — урайĕ шап-шурă, яка. Стенисене хырса çунă, пĕр тусан пĕрчи те ларман. Çӳллĕ вырăн çинче — хăмач питлĕ йăпшака минтерсем. Пĕчĕкçеç кăмаки шап-шурă. Эпĕ, тĕлĕннипе, ун-кун пăхкаласа тăратăп.
— Эсĕ лар кунта. Эпĕ мамăна кайса чĕнем, — терĕ Катя.
— Ăçта вăл?
— Лаçра. Çынсем папа пур чух çурласем шăллама илсе килнĕ. Мама ĕнтĕ вĕсене каялла тавăрса парать.
— Халь ĕнтĕ çурласене кам шăллать?
— Такам. Урăх яла кайса шăллаттараççĕ пуль.
Çапла калаçкаланă хыççăн, кĕрен кĕпеллĕ лĕпĕш пек çăмăл хĕрача пӳртрен вĕлт! çеç тухса кайрĕ, эпĕ чӳрече умĕнче ларакан Катьăн пуканине тытса пăхкаласа юлтăм. «Пуканийĕ те аван, — кĕпи хуралсан, хывса илсе çума пулать. Акă мĕнле пукане çĕлесе панă Катьăна амăшĕ», — тесе шухăшлатăп хам ăшăмра.
Çенĕкре ура сасси илтĕнчĕ. Пӳрте Катя амăшĕ йĕтĕн çеçки пек илемлĕ куçне тутăр вĕçĕпе шăлкаласа кĕчĕ. Ырхан шурă пичĕ хурлăхлă.
— Эсĕ чăнах курнă-и пирĕн Гаврилăпа Çтаппана? — ыйтрĕ хĕрарăм çинçе уçă сассипе.
— Курнă.
— Пĕрле тарчĕç-и?
— Пĕрле тарчĕç.
— Тарни аван, тĕрмери мар, только пирĕн мĕнле пурăнас? Курас çук ĕнтĕ ăна, — уласа йĕрсе ячĕ тимĕрçĕ арăмĕ.
Катя турпас илсе кĕчĕ. Хура чейнике, шыв ярса, вучаха çакрĕ. Вутне чĕртсе, ялкăштарса çунтарма пуçларĕ.
Амăшĕ куçне шăлкаласа ĕсĕклет, хĕрачине вырăсла темĕн калать. Манăн унăн сассине илтнипе йĕрес килчĕ.
Акă, чей вĕрерĕ. Катя сĕтел ăшĕнчен çур çăкăр кăларчĕ, икĕ пĕчĕк татăк касса илчĕ, амăшне чей ĕçме чĕнчĕ. Амăшĕ, кӳпченĕ куçне шăлкаласа, сĕтел хушшине ларчĕ, çăкăрпа сахарсăрах чей ĕçме тытăнчĕç.
Эпĕ киле кайма тăтăм. Катя мана ăсатма çенĕке тухрĕ.
— Папа çинчен тата мĕн те пулин каламалли çук-и санăн? — ыйтрĕ вăл.
— Халĕ çук, аса илсен калăп, — терĕм эпĕ. Катя мана çăл патне çитиех ăсатса ячĕ.
— Пирĕн пата кил, — терĕ вăл пĕчĕк илемлĕ тутипе кулкаласа.
— Пыратăп акă, — терĕм эпĕ.
Тепĕр кунах эпĕ Катьăсем патне каясшăнччĕ, анчах вăл кун шурăмпуçлех ыраш вырма тухрăм. Çуртырри вырса пĕтермесĕр те манăн Катя патне кайма пушă вăхăт пулмарĕ.
Вăрлăхлăх ыраш çапнă кун эпир иртерех ĕç пуçтартăмăр. Çавăн чух эпĕ Катьăсем патне кайрăм.
— Мĕншĕн пĕрре те килмерĕн? Эпĕ сана кĕтрĕм, — терĕ Катя, амăшĕнни пек илемлĕ куçĕпе ман çине ăшшăн пăхса. Çавăнтах вăл мана ларма пукан шутарса пачĕ. Эпĕ вĕсем патне мĕншĕн килейменнине каларăм.
Катя амăшĕ кăвак çитсăран темĕн çĕлет.
— Шкула кайма вăхăт çитет. Мана сумка çĕлет-ха, — терĕ Катя амăшĕ мĕн çĕленине пĕлтересшĕн.
— Эсĕ шкула каятăн-и? — ыйтрĕ манран амăшĕ.
— Каяс тетĕп, манăн кĕнеке те пур, — терĕм эпĕ.
— Вулама пĕлетĕн-и? — тĕпчет Катя.
— Çу-ук, пĕлместĕп. Кĕнеки те вырăсла.
— Вырăсла вĕренес килмест-и санăн?
— Питĕ вĕренес килет.
— Шкула кайсан вĕренетĕн акă, — сăмах хушрĕ Катя амăшĕ.
— Хăçан каймалла-ши шкула? — ыйтрăм эпĕ.
— Халĕ часах мар, Пукрав иртсен тепĕр кун пулĕ. Эсĕ, Марфуша (мана кун пек никам та чĕнмен, çапах çапла чĕнни кăмăла кайрĕ), шкулта пирĕн Катьăпа юнашар лар.
— Юрĕ.
— Учительница каланине аван итлесе ларăр вара.
— Юрĕ.
Çав кун эпир Катьăпа вĕсен пĕчĕк килкартинче чылай вылярăмăр. Вăл хăйĕн пуканин кĕпи-йĕмне, тутăрне хывса илчĕ, вĕсене ашшĕ туса панă пĕчĕк валашка çине чиксе кăларчĕ, лĕп шывпа лутăркаса çума тытăнчĕ. Кайран çак пукани япалисене çăл валашки çинче чӳхерĕмĕр, типĕтме карта çине çакса хутăмăр.
Çапла вылянине эпĕ питĕ килĕштертĕм, тĕттĕм пулас умĕн тин киле кайрăм.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...