Ача чухнехи :: Пусăра
Çак çул та анне мана утă вăхăтĕнче те, ыраш вырнă чухне те яланах Иван пичче патне хăваратчĕ. Иван пичче те, манпа пĕрле ларнипе, вăхăт иртни сисĕнмест, тетчĕ.
Ыраш вырса пĕтерсе çуртри вырма тытăнсан, пĕр каçхине пурте лаçра яшка çисе ларнă чух, атте аннерен çапла ыйтрĕ:
— Амăшĕ, Мархва миçере пирĕн?
— Çимен кун эрне тенĕ чух çиччĕ тултарса саккăра пусать, — терĕ анне.
— Ыран урпа тăпăлтарма илсе каяс ăна, — терĕ атте, ман çине пăхса илсе, — тырă тăпăлтарасси вырассиех мар, хăнăхтăр пĕчĕккĕн пусăри ĕçе тума… Вунă кĕлте тăпăлтарсан та усси пулĕ.
Ыран тырă патне каятăп тесе, эпĕ хатĕрленме тытăнтăм: юр кайса çĕр типнĕренпе те сырман тăла-çăпатана пусма айĕнчен шыраса тупса картлашка çине хутăм, кашта çинчен илсе кивĕ кĕпе тăхăнтăм — эпĕ ĕç патне тухма хатĕр. Хам хавасланнă. Ыран ир тăмалла тесе çывăрма часах выртрăм.
Тепĕр кун мана анне хĕвел тухиччен вăратрĕ.
— Тăр, тăр хăвăртрах, сыр уруна, сурăхсене кĕтĕве хăваласа яр, вара ана çине каятпăр. Эпĕ апат пĕçерем-ха.
Манăн вырăн çинчен тăрас килмест. Куç уçăлмасть. Кăшт та пулин çывăрасчĕ, тетĕп. Хама хам ирĕксĕрлесе вырăн çинчен тăтăм, ура сырма тытăнтăм. Атте, пичче тата аппа шурăмпуç палăрнă вăхăтрах кайнă-мĕн. Эпĕ сурăхсене кĕтĕве хăваласа ятăм. Анне пăрçа нимĕрĕ пĕçерсе чĕрес çине антарнă. Пĕр аллине чĕрес, тепĕр аллине шыв витри илчĕ те, ĕçе тухса кайрăмăр.
Эпир иртсе кайнă чух Иван пичче лашине пирĕн карта çумне кăкарса тăрать. Пире курчĕ те вăл кулкаласа каларĕ:
— Пĕчĕк хĕре тырă вырма илсе кайрăн пулĕ-çке ĕнтĕ, Праски?
— Илсе кайрăм, урпа тăпăлтаратпăр.
Старик пит-куçне хурланнă пек турĕ, ĕнсине кĕске пӳрнисемпе кăтăртаттарса илчĕ те каларĕ:
— Ăçтан сиксе тухрĕ ку урпа тăпăлтарасси, эх аçа çапасшĕ! Манăн пĕчченех ларас-и ĕнтĕ кунĕ-кунĕпех?
— Ан кичемлен, Иван пичче. Эпĕ, ĕçрен килсен, сан пата кĕрсе тухăп, пĕрле ларăпăр, — терĕм эпĕ.
— Куршанкă çыпăçрĕ пулĕ сан çумма. Ĕç вăхăтĕнче текех пĕрле лараймастпăр пулĕ. Аван ĕçле, хастарлă пул. — Иван пичче çапла каларĕ те сарайне çăпатине шаккама кĕрсе кайрĕ.
— Анне, Иван пичче мĕншĕн мана куршанкă çыпăçнă пулĕ, тет? Ăçта çыпăçнă куршанкă? — терĕм эпĕ, хамăн кĕпе аркине, урасене пăхкаласа.
— Ах, айван, — терĕ анне, — ĕçе тытăннине куршанкă çыпаçнă теççĕ вĕт ăна.
Хĕвел тухрĕ. Атăл леш енчи хырлăх тĕлĕнче вăл, пысăкскер, йăмăх хĕрлĕ çутă сарса çӳлелле хăпара пуçларĕ. Пĕлĕт кăн-кăвак, тăп-тăрă. Ирхи сулхăнпа утма аван. Кăшт çеç туйăнакан çил пит-куçа уççăн сĕртĕнет. Пусăра тĕл-тĕл шурă кĕпеллĕ çынсем курăнаççĕ. Часах эпир çултан пăрăнса сукмакпа кайрăмăр та хамăр ана тĕлне çитрĕмĕр. Кукленсе кайнă кĕске урпана атте, пичче, аппа пĕр енчен вырса пыраççĕ, ана тепĕр хĕрринчи урпа çурла хушшине хĕсĕнмелĕх çук: пучахĕ виç-тăват пĕрчĕллĕ, хăмăлĕ пĕр шит пек пур.
Ирхи апат çисен, анне мана урпана мĕнле тăпăлтармаллине кăтартрĕ.
— Тырра кăкланă чух пучахĕнчен ан тыт, ватса пĕрчисем тăкăнаççĕ, хăмăлне çĕр çумĕнчен тытса тăпăлтар, — терĕ.
Анне хăй каланă пек туса кăтартрĕ. Урпана çĕр çумĕнчен пĕр ывăç тăпăлтарса илсен, тымар çумĕнчи тăприне çăпати çумне шаккарĕ, шурă тусан пăр! вĕçрĕ. Эпĕ те анне кăтартнă пек тума тытăнтăм. Ывăçа тултарса çитерсен, эпĕ урпана ыраш улăмĕнчен тунă кĕлте çыххи çине хуратăп. Кĕлти тулсан, анне çыххине пăвăнтарса кĕлте çыхать.
Хĕвел çӳле хăпарчĕ. Халĕ вăл пĕчĕккĕ, çап-çутă йăлтăртатать. Хĕвел чĕпĕтсе пĕçертнĕ пек туйăнать. Пĕшкĕнсе ĕçленĕ чух ытла пăчă. Хутран-ситрен хĕвелтухăçĕнчен çил килкелет. Эпĕ пуçа çĕклесе пит-куçа çиле хирĕç тытатăп. Пĕр самантлăха мана уçă, ырă, анчах çил чарăнсан татах шăрăх, пăчă: шăрчăк сасси хăлхана йăлăхтарать. Манăн киле каяс килчĕ. Иван пичче патне хурал сарайне кĕрсе ларасчĕ те пушăт татăкĕсенчен тунă сурăхсемпе, качакасемпе вылясчĕ…
Кăнтăрлахи апатра çăкăрпа хăяр çинĕ хыççăн канма выртрĕç. Эпир аннепе иксĕмĕр сурат сулхăнне вырнаçрăмăр. Эпĕ часах çывăрса кайнă. Атте сассипе вăрантăм.
— Тăр, ачам, нумай çывăрсан ĕç пулмасть, — терĕ атте.
Эпĕ тăрса хам каçалăк патне пытăм. Каçчен пĕр канмасăр кĕске, хăрăк урпана тăпăлтартăм, пĕрмай тусан пăрлаттарнипе хам та тусан ăшнех кĕрсе кайрăм: тăла-çăпата, кĕпе арки, çаннисем пĕтĕмпе тусан çеç. Çак кунтан эпĕ хамăр кил-йышпа пĕрле куллен ĕçе тухнă. Манăн тырă вырма питĕ вĕренес килетчĕ. Анне вырнине пăхаттăм. Вăл çурлипе тырра хăвăрт, çивĕччĕн кăчăрт, кăчăрт тутарса касатчĕ. Эпĕ анне пек вырма тăрăшаттăм, анчах ман ĕç аннен пек пулаймастчĕ: çурлапа кастарас вырăнне тырă хăмăлĕ тăпăлатчĕ, ывăç тансăр-тĕксĕр пулатчĕ. Виçĕ-тăватă кунтан эпĕ ĕç майне ӳкрĕм: хăмăл та тăпăлмасть, аванах касăлать, ывăç та, кĕлте те тикĕс пулать. Аппапа шай кĕлте тултарас тесе, хăвăрт выратăп. Вăл икĕ кĕлте тултарнă çĕре манăн пĕр кĕлте пулатчĕ.
— Таса вырма вĕрен, пĕр пучахне те ан хăвар, йăр-яр выртакан улăм пĕрчисене пурне те кĕлте çине илсе хур, — тетчĕ анне. Эпĕ анне каланă пек тăваттăм. Выраттăм-выраттăм та хам тавра çаврăнкаласа пăхаттăм: пучах е улăм пĕрчи выртса юлман-и, тесе шыраттăм.
Хамăрăн урпана вырса, çумласа пĕтерсен, аннепе аппа тата эпĕ Шĕшлĕнне тулă вырма тара кĕрĕшрĕмĕр. Аннепе аппана вăл кунне 15 пус пама пулчĕ, мана — 3 пус.
Шĕшлĕ туллине эпир темиçе кун хушши выртăмăр. Вăл, кукăр мăйлă илемлĕ ăйăрĕ çине утланса, хăйĕн тулă пуссине пыра-пыра каятчĕ, вырнă суратсене шута илетчĕ пулмалла. Пирĕнпе пĕрле унăн туллине ытти çынсем те выратчĕç. Хăшĕ вĕсем Шĕшлĕрен кивçен çăнăх илнĕ, хăшĕ — вăрлăхлăх тырă, хăшĕ — укçа. Ĕçленĕ хушăрах çав çынсем Шĕшлĕне çисе калаçатчĕç, кураймастчĕç ăна.
— Кивçен илнине паратăн, ытлашшипех парса тататăн-ха, çийĕнчех ĕçлесе памалла тата. Вăт, шуйттан, хăй çĕрме пуян, тыррине шутсăр йӳнĕ хакпа е ахалех выртарасшăн, — тарăхса калать саплăклă кĕпе тăхăннă, пысăк кивĕ çăпата сырнă хĕрарăм.
— Ку çеç-и-ха Шĕшлĕн тырри? Кашни пусăра пекех аллă-утмăл çурпилĕк тара илни пур, — сăмах хушать тепĕр хĕрарăмĕ.
Вăраххăн сывласа илсе, пуçне çĕклемесĕр калать виççĕмĕшĕ:
— Çитмен пурнăç пĕтерет… Мăнтарăн çыннисем, хăйсем акса илес анана пуяна параççĕ… Пуян пурлăх хушать, чухăн выçă пурăнса ирттерет.
Пĕр кунхине каçалапа эпир хамăра уйăрса панă тулă лаптăкне вырса пĕтертĕмĕр. Эпĕ питĕ савăнтăм. Шăрăхра кунĕпе тырă вырнă хыççăн каçхи сулхăнпа килелле утма питĕ ырă-çке. Ана пуçĕпе виçсĕмĕр те хуллен утса пыратпăр. Икĕ хĕрарăм ана пуçĕнче хыттăн калаçса тăраççĕ. Иккĕшĕн те анисем ансăр. Пĕр анине пĕр-икĕ тĕм вырнă, теприне тин пуçланă.
— Ара, Спанюк, эсĕ манăн ана çине йăран мăкри урлă каçса пĕр çăпата пусăм ытла кĕрсе вырнă-çке, пăх-ха авантарах, — тет пĕр хĕрарăм.
— Манăн ана сарлакăшĕ пĕр утăм тулмасть. Санăн та, Васса, хăрах йăран, манăн та хăрах йăран, манăн санăннинчен ансăртарах пек, — тет Спанюк, анине утăмлакаласа илсе.
— Ан хапсăн çын тыррине, — терĕ те Васса çурлипе Спанюка хăмсарчĕ.
— Эсĕ ху ан хапсăн! — каялла чакмасăр кăшкăрчĕ Спанюк, хăй çурлипе вăл Васса çурлине çапса ывăтса ячĕ. Васса Спанюка пуçĕнчен ярса илчĕ, тутрине çăлса антарчĕ… икĕ хĕрарăм пĕр-пĕрне çӳçрен туртса çыхланса ӳкрĕç. Çăри-çари çухăрашаççĕ. Тепĕр самантран иккĕшĕн те пичĕ куçĕ чĕп-чĕре юн пулчĕ.
— Ара, куçăрсене чавса илетĕр вĕт! Васса! Спанюк! Чарăнăр! — тет анне, çапăçакансене уйăрма пикенсе, кăлăк чăххи пек кускаласа. Лешсем çаплах пĕр-пĕрне çӳçрен çăлаççĕ, питрен, алăран чăрмалаççĕ.
Инçех мар Якур ятлă çын лашине çавăтса пыратчĕ. Вăл, хыткан та пĕчĕк шăмшаклăскер, пирĕн пата çăмăллăн чупса пычĕ.
— Мĕн пулнă сире? Мĕншĕн çапăçатăр? — ыйтрĕ вăл.
Якура курсан хĕрарăмсем уйрăлчĕç. Васса саланнă çӳçне пуçтаркаласа тутрине çыхрĕ, Спанюк, кĕпе çаннипе юнлă тутине типĕтсе, хăй ани çине кайса тăчĕ.
— Анана кĕрсе вырнă тесе тавлашса кайрĕç те, ав, ырă-и вăл тавлашни, çапăçса та илчĕç, — терĕ анне.
— Кам хăшĕнне кĕрсе вырнă? — ыйтрĕ Якур.
— Манăнне кĕрсе вырнă, — куççулĕпе каларĕ Спанюк.
Васса Спанюк çине сиввĕн пăхса хирĕçлерĕ:
— Çук, вăл хăй, хапсăнчăк, манăн тырра вырса илесшĕн.
— Ан тавлашăр! Халех пĕлетпĕр камăн ани ансăррине е сарлакине. Манăн тилхепе пур, виçетпĕр.
Çапла каласа Якур лаши патне чупса кайрĕ те тилхепе илсе те килчĕ, виçме тытăнчĕ.
— Иксĕрĕн те анусем хăрах йăрана лармаççĕ. Кам ани-ха сирĕнпе юнашар урпа вырса илнĕ çурпилĕк? — терĕ Якур.
Спанюк чăрмаласа пĕтернĕ пичĕпе Якур еннелле çаврăнса каларĕ:
— Кирукăн пулнă та, вăл Шĕшле тара панă.
Якур Кирук анине виçме тытăнчĕ.
— Шĕшлĕ анана сарма пĕлет. Унăн çурпилĕк икĕ утăм ытлашши, — терĕ Якур тилхепине ункăласа пуçтарса.
— Вăт шуйттан! Хапсăнчăк! Хăй суха пуçĕ тытса курмасть, çын ани çине кĕрет. — терĕ Васса, питĕ тарăхнипе тутине шăлĕпе çыртса.
— Эпĕ пĕр çулхине Шĕшлĕн тара илнĕ анисене вунă çурпилĕк акса, сухаласа патăм. — Васса çине пăхса калама тытăнчĕ Якур. — Шĕшлĕ тара илнĕ анана кашнине виçет, ана тулмасть тесе, юнашар ют ана çине кĕрсе патак лартать. Акă çак таран пулмалла манăн ана, йăранĕ çакăнта пултăр, тет.
— Шĕшлĕ хушнипе ют ана çине кĕтĕн-и вара эсĕ? — ыйтрĕ анне.
— Пĕр шит те кĕмерĕм. Тепĕр икĕ кунтан Шĕшлĕ анисене пăхса тухнă та тарçипе иккĕшĕ анисене виçсе çĕнĕрен йăрансем чĕрсе çӳренĕ. Мана ĕçлесе панăшăн пĕр пус та тӳлемерĕ.
Çапла калаçса тăнă вăхăтра Шĕшлĕ лашапа сиктерсе килнине курах кайрăмăр. Вăл часах пирĕн пата çитрĕ те:
— Эсир мĕн ют анана виçетĕр? — терĕ вăл, Якур çинелле лашине таптаттарасла тытса.
Якур хăвăрт пăрăнчĕ, шурса кайрĕ.
— Виçсе пăхрăмăр, — терĕ Якур ним пулман пек.
Шĕшлĕ Якур çине куçне чарса пăхрĕ.
— Мĕншĕн? — ыйтрĕ вăл, тутине йĕрĕнчĕклĕн пăрса.
— Мĕншĕн пирĕн анасене хĕснĕ эсĕ?! — харăсах кăшкăрса ячĕç Спанюкпа Васса.
— Кирлĕ мара ан лапăртатăр! — терĕ Шĕшлĕ, Якура саламачĕпе хăмсарса.
Хĕрарăмсем Шĕшлĕпе ятлаçса çăри-çари çухăрса илчĕç.
— Çăхан! Тăранман пыр! — терĕ тахăшĕ.
Шĕшлĕ çаврăнса та пăхмарĕ. Хĕрарăмсем Шĕшлĕ çине тарăхса, ăна ятласа пирĕнпе пĕрле килелле утрĕç.
Пĕр ана пӳ ытларах çеç утрăмăр пулĕ, Шĕшлĕ лашине тапăртаттарса çитрĕ.
— Мĕн терĕр эсир мана? Кам каларĕ çăхан, тăранман пыр тесе?! — терĕ Шĕшлĕ пирĕн çинелле тискеррĕн пăхса, — анана ытлашши касса илнĕ тесе суда парăр! Сирĕншĕн суд манăн ята варалас çук!
— Санăн судьяна тултармалли темĕн те пур вĕт! — терĕ Спанюк тарăхса. — Пуян чухăн айне кĕрет-и?
Шĕшлĕ мăнкăмăллăн тутине йĕрсе хирĕç тавăрчĕ:
— Çапла çав! Чухласа илтĕр-и хăвăрах пуян çын хисепне? — терĕ те лашине ялалла сиктерчĕ.
— Шĕшлĕ ĕмĕтсĕрлĕхне пулах эсир те, Спанюкпа Васса, вăрçа кĕрсе кайрăр, — терĕ анне.
— Ан та кала, Праççи аппа, — терĕ Спанюк ӳкĕнчĕклĕн. — Шĕшлĕ муталаман пулсан, эпир Вассапа нихçан та урлă-пирлĕ пулас çукчĕ.
Эпир урăх сукмак çине пăрăнтăмăр, Спанюкпа Васса иккĕш шăкăлтатса тӳрĕ сукмакпа анса кайрĕç.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...