Ача чухнехи :: Манăн юлташсем
Çуркунне е çулла эпĕ выляма хамăр пӳрт умне тухаттăм. Пирĕн кил урам вĕçĕнче, пусă хапхипе юнашарччĕ. Хĕвелтухăçнелле пăхса ларатчĕ. Пӳрт пĕчĕккех марччĕ, сакăр аршăнлă тетчĕ атте, анчах вăл тĕттĕмччĕ, хĕлле сивĕ пулатчĕ. Унăн икĕ чӳречеччĕ: пĕри килкарти енне, тепри урамалла. Хамăр пӳрт мана, урам енчен пăхсан, хăрах куçлă çын евĕр туйăнатчĕ.
Астăватăп, пĕрре эпĕ урама çара пуçăн, çара уран, кĕпе вĕççĕн чупса тухрăм. Сап-сарă çурхи хĕвел ăшăтса пăхнăшăн çав тери хĕпĕртетĕп. Юнашарах симĕс пусă. Тăри сасси шăнкăртатать. Атăл енчен уçă çил килчĕ. Çав самантрах пăрахут сасси сывлăмлă улăх тăрăх янăраса кайрĕ. Эпĕ, хамăрăн чăвашла хапха çине тăрса, Атăл еннелле пăхатăп. Тетте пек шурă пăрахут иртсе каять. Ах, патĕнчен курасчĕ! Манăн симĕс улăх тăрăх Атăл хĕрнелле, леш енчи хырлăха чупса каяс килет, анчах эпĕ каяймастăп: мана анне ниçта та кайма хушман. Эпĕ кил патĕнче çеç вылятăп. Инçе кайсан, таркăн салтак, тухатмăш, ийе, арçури, шуйттан çури тытма пултарать тенине эпĕ питĕ ĕненнĕ.
Çуллахи ир. Çемçе курăк çинче чупкаласа çӳренĕ хыççăн эпĕ карта хушăкĕнчен ыраш пуссине тухатăп. Унта кăвак чечексем нумай. Эпĕ вĕсене нумай тататăп та хамăр пӳрт умне пыратăп, чечек пахчи тăвас тетĕп.
— Кунта ки-ил! — илтĕнет çинçе уçă сасă.
Пирĕнтен пĕр кил урлă хăйсен хапхи умĕнче шурă кĕпеллĕ хĕрача тăрать.
— Ху кил, Анук! — тетĕп эпĕ.
Анук, манăн юлташ, хура кăтра çӳçне вĕçтерсе ман пата чупса килет.
— Эпĕ пĕр япалакка тупнă, хĕрлĕ чечеклĕ, — тет Анук, мана чей чашки ванчăкĕ кăтартса.
— Ăçтан тупрăн?
— Иванюк лавкки патĕнче.
Эпир пӳрт кĕтессине ларатпăр. Унта пирĕн çӳлĕксем пур: пĕрене çурăкне патаксем тирнĕ те вĕсем çине хăма татăкĕсем хунă. Çав çӳлĕксем çинче пирĕн хĕрлĕ, сарă, шурă тăмран тунă премĕксем, хăпартусем, кукăльсем нумай. Унтан чечеклĕ чей чашки е турилкке ванчăкĕсем хурса тухнă. Вĕсем пире питĕ илемлĕн туйăнаççĕ. Эпир вĕсене пуппа лавккаç Иванюк тĕлĕнчи çӳп-çап çинче шыраса тупаттăмăр. Пĕрре Анук хĕрлĕ, кăвак сăрлă канфет хучĕ тупнă. Эпир ăна хамăр кĕтессе пĕрене çумне сухăрпа çыпăçтарса хутăмăр.
Анук ман пата пырсанах, эпир хăналла выляма тытăнтăмăр. Эпĕ премĕк илсе Анука паратăп:
— Çи-ха премĕк, ĕнер Иванюк лавккинчен илтĕмĕр.
Анук манăн алăран премĕке илет, тути патне илсе пырса çинĕ пек тăвать.
— Çирĕм, премĕкĕ питĕ тутлă, — тет Анук, премĕке хăй вырăнне хурса.
Эпĕ Анука кукăль, хăпарту çиме сĕнетĕп. Вăл çиенçи тăвать, мана тав тăвать.
Çапла вылянă хыççăн эпир пĕчĕк патаксене çĕре тирсе карта çавăрса лартатпăр, эпĕ татса килнĕ чечексене карта ăшне тирсе тухатпăр — пулчĕ пирĕн илемлĕ пахча. Анук хĕвĕнчен хĕрлĕ татăксенчен çĕленĕ пукане кăларса карта ăшне тăратать.
— Алă çуп, — тет вăл мана.
Эпĕ вăл хушнине тăватăп.
Анук кĕвĕ каласа пуканине чечексем хушшинче ташлаттарма тытăнчĕ.
Тевет куççи хурт куççи,
Тевет куççи хурт куççи.
Татса илмех килтĕмĕр,
Татса илмех килтĕмĕр, —
юрлать Анук. Эпĕ вăл юрланине, пуканине сиктернине ытараймасăр пăхса итлесе тăратăп.
Эпир çапла вылянă чух пирĕн пата Çемук пырса тăчĕ, пăхкалать, аллине патак тытнă. Умăн шурă кĕпи, кăвак йĕмĕ хĕрлĕ тăмпа вараланнă.
— Айтăр Тарăн вара тăм илме, — тет Çемук.
Анук чĕнмест, юрласа пуканине ташлаттарать, эпĕ те юри илтмен пек пултăм. Çемука чĕнмерĕм.
Пирĕн Çемукпа выляс килмест. Ĕнер вăл пире питĕ кӳрентерчĕ. Яланхи пек виçсĕмĕр пĕрле выляса ларатпăр. Сасартăк шăнкăрав сасси, çынсем юрлани илтĕнсе кайрĕ. Пăхатпăр — пусăри çулпа пирĕн яла туй кĕрлесе килет.
— Айтăр хапха уçма! — терĕ Çемук.
Пусă хапхи патне чупса пырса ăна, йывăрскерне, аран-аран уçрăмăр. Малти лав çинчи хушпуллă, хыс тăхăннă хĕрарăм виçĕ шурă премĕк ывăтса пачĕ. Эпĕ чупса пытăм та тусан çине ӳкнĕскерсене виççĕшне те илтĕм. Пĕрне Анука патăм, теприне хам хĕве ятăм. Çемука виççĕмĕшне парас тесе ун патне пытăм, анчах вăл манăн алла çапса ячĕ. Премĕк ӳкрĕ. Çемук ăна илсе кĕсйине чикрĕ.
— Мĕншĕн эсĕ премĕксене эпĕ пыриччен илтĕн? Эпĕ хам илесшĕнччĕ.
Анук хĕрлĕ пилĕклĕ премĕке çавăркаласа пăхса каларĕ:
— Пурте пĕр мар-и? Кирек те кам илнĕ пултăр, виçсĕмĕре пĕрер премĕк.
— Виççĕшне те эпĕ хам илеттĕм! Хĕрачасене пама шухăшламан: хама кирлĕ… Арçынна хирĕç тăма пултараймастăр! Эпĕ — арçын! — терĕ Çемук чăрсăрланса.
Анук премĕкне çиме тути патне илсе пынăччĕ, Çемук ăна сасартăк кап! ярса илчĕ те кĕсйине чикрĕ. Анук йĕрсе ячĕ. Эпĕ ним пулман пек пăхкаласа тăратăп. Çемук ман пата пычĕ.
— Пар премĕке!
— Памастăп.
— Памастăн-и, ăçта-ха патак? Уруна çапса хуçам! — терĕ Çемук шăртланса. Мана кĕпе çаннинчен ярса илчĕ, турткалать.
— Пар, Мархва, çитĕр çав иксĕмĕрĕнне те! — кăшкăрчĕ Анук.
Эпĕ çав самантрах премĕке хĕврен кăлартăм та Çемука петĕм. Вăл ăна хаваслансах илчĕ, пирĕн çине çĕнтерӳллĕн пăхкаласа килнелле утрĕ.
Ĕнер Çемук пире çапла кӳрентернине асилсе эпĕ ăна каларăм:
— Эпир санпа вылямастпăр. Кай аялти урама.
— Вылямастăр-и?
— Çук, — терĕ Анук та.
Çемук автан пек каçăрăлса пĕр самант пăхса тăчĕ те пирĕн илемлĕ çӳлĕк патне чупса пычĕ, ăна илсе çĕре печĕ, кукăльсене, хăпартусене хӳме çине çатлаттарса çĕмĕрсе пĕтерчĕ. Эпир, Анукпа иксĕмĕр, йĕрсе ятăмăр.
— Эпĕ арçын çав! Сиртен, хĕрарăмсенчен, хăрамастăп, — терĕ те вăл чупса кайрĕ.
Эпир, çичĕ çулхи «хĕрарăмсем», йĕре-йĕре хамăрăн çӳлĕке юсама тытăнтăмăр.
— Мĕншĕн хĕрача пулнă-ши эпĕ? — хурланса ĕсĕклет Анук, — арçын ача пулнă пулсан, пире Çемук тивейместчĕ.
Эпĕ те, çав шухăшпах, ванса пĕтнĕ премĕксене, кукăльсене пуçтарса хуратăп.
Тепĕр кун Анук урама тухмарĕ. Амăшĕ çăкăр пĕçернĕ, Анук ăна пулăшнă. Эпĕ вĕсем патне ирхине кĕрсе тухрăм.
Эпĕ пĕчченех, кивĕ çăпата туртса, Тарăн вара тăм илме кайрăм, хĕрлĕ, шурă, кĕрен тăм тупса çăпата çине тултартăм. Тăма урампа туртса пынă чух Çемука куртăм, хăйсен хапхи патĕнче пăхкаласа тăрать, аллине патак тытнă. Эпĕ хăвăртрах ута пуçларăм.
— Атя пĕрле вылятпăр, — терĕ Çемук, патакне çурăм хыçнелле тытса.
Манăн Çемукпа выляс килместчĕ. Анук çукран эпĕ унпала выляма килĕшрĕм. Çемук манăн алăри çăпата кантрине тытрĕ, иккĕн çăпатана пирĕн тĕле туртса çитертĕмĕр. Чӳлмек катăкĕпе касак каткинчен шыв ăсса илтĕмĕр те виçĕ тĕслĕ тăма кашнине уйрăм çăрса хутăмăр. Ĕçленĕçемĕн Çемук калать:
— Эпир пĕрле пурăнатпăр, — тет. — Эсĕ кукăльсем пĕçер, эпĕ кукăр мăйлă лаша тăватăп та хӳрине тăратса чупакан йытă пулать, — кăмăллăн пакăлтатать Çемук. Вăл хĕрлĕ тăм чăмаккине пӳрнисемпе якаткалать, сурчăкĕпе йĕпетсе сăтăркалать. Кĕпи умĕ пылчăкпа вараланса пĕтрĕ.
— Сана кампала пĕрле ят хунă? — темрен аса илсе ыйтрĕ Çемук.
— Пĕлместĕп, — терĕм эпĕ.
— Эпĕ пĕлетĕп, манпа пĕрле ят хунă сана.
— Эсĕ курнă-и ят хунине?
— Курман та… анне каласа панă мана.
Çемук сăмсине туртса кĕпе çаннипе шăлса илнĕ хыççăн пĕр кана сăмахламасăр лашипе кĕрмешет, вара каллех хамăра ят хуни çинчен калама тапратать.
— Ят хунă кун сана кукаму, мана анне чиркĕве илсе кайнă. Арçын ача пултăр тесе, мана Çемук ятлă хунă, сана, хĕр пултăр тесе, Мархва ятлă хунă. Çемук ятлă хуртарнă пулсан эсĕ те арçын ача пулаттăн.
Эпĕ Çемук каланине хытă ĕнентĕм. Çакна илтсен, манăн кăмăл хуçăлчĕ. Вылянă çĕртен пăрахса, пӳрте ĕсĕклесе пырса кĕтĕм.
Аннепе кукамай сĕтел çинче пир сӳтсе пăрахнă, хурпа, чикепе виçсе касаççĕ. Пӳрт ăшă, пăчă. Кукамай çамки çине пăрçа пек тар тухнă.
— Мĕн пулчĕ? Мĕншĕн йĕретĕн? Татах Çемук çапрĕ-и? — ыйтрĕ кукамай, хĕвел çути пек сарă куçĕпе ман çине ăшшăн пăхса. Эпĕ тӳрех ун патне пытăм.
— Кукамай, эсĕ мана мĕншĕн Çемук ятлă хуртарман? Çав ятлă хунă пулсан, эпĕ те арçын ача пулаттăм.
Анне ман çине тĕлĕнсе пăхса илчĕ. Кукамай куçне хупса сасăсăр кулса ячĕ.
— Ак тамаша! Санăн арçын ача пулас килет-и?
— Арçын ача пулас килет!
Аннепе кукамай ахăлтатсах кулса ячĕç. Эпĕ тата ытларах тарăхса кайрăм, ӳлеме тытăнтăм. Кукамай мана ырхан аллипе пуçран шăлса илчĕ те хăй çумне сак çине йăтса лартрĕ.
— Ан йĕр, хĕрĕм, ан йĕр. Ав, аннӳ сана валли шурă пиртен кĕпе касрĕ. Çĕтĕк кĕпӳне пăрахатăн, çĕнĕ кĕпе тăхăнатăн. Тĕрлес-ха ача кĕпеккине хĕрлĕ çăм çиппипе, илемлĕ пултăр.
Анне, каснă пир татăкĕсене пĕр çĕре хутлатса, вăраххăн сывласа илчĕ.
— Ывăл пулман-çке çакă ача. Ывăл пулнă пулсан, хăйне те, пире те ырăччĕ, — терĕ анне хурлăхлăн.
Кукамайăн хĕвеллĕ куçĕ тĕксĕмленнĕ пек пулчĕ. Вăл анне çине сивлеккĕн пăхса каларĕ:
— Çитĕ сана, Праски, ӳпкелешме. Ырра ан кӳлештер, ачана тем инкек пулĕ.
— Ывăл пулман тенĕшĕнех инкек пулмĕ те-ха, — терĕ те анне хуллен, пир тăрăхне сӳтсе питлесе, касма тытăнчĕ.
— Питĕ ырхан ку пирĕн пĕчĕк хĕр, — терĕ кукамай, манăн пылчăклă çинçе алăсене пăхкаласа, — хырăмĕ пысăк, çӳçĕ вирелле тăрать.
Кукамай манăн çӳçе якатса татах пуçран шăлса илчĕ. Анне ман çине хĕрхенсе пăхса каларĕ:
— Сĕт-турăх çук. Çăмартине мункун чух та çимĕк чух çеç çисе куратпăр, ялан çăкăрпа çĕрулми те çусăр яшка…
— Астуман та, — терĕ кукамай, — манăн ача валли пĕчĕк кучченеç пурччĕ. Çимĕкре Чашламари тăхлачă премĕк панăччĕ, шупăр кĕсйинчех тăнă. Паян кĕсьере мĕн алла лекет, тетĕп. Премĕк иккен.
Кукамай çапла калаçса аллине хĕвне чиксе ячĕ те пĕр премĕк кăларчĕ. Премĕкĕн хĕрлĕ тĕсĕ тĕксĕмленнĕ, хăй кăштах нӳрлĕ. Эпĕ ăна савăнсах çирĕм. Вăл мана малтан тăварлă пек туйăнчĕ, вара пылак тутăллă пулчĕ.
Эпĕ кукамайпа юнашар ларнă çĕртех ыйхăларăм. Кукамай мана амбар умĕнчи шăналăк карнă вырăн патне çавăтса тухрĕ. Иксĕмĕр те шăналăк ăшне кĕрсе выртрăмăр. Манăн ыйхă уçăлса кайрĕ.
— Кукамай, — пăшăлтататăп эпĕ, — халĕ мана Çемук е Иван ятлă хурсан, эпĕ арçын ача пулмастăп-ши?
— Çук, хĕрĕм, пулаймастăн, — тет кукамай анасласа.
— Пĕр хĕрача арçын пулнă тетĕн-çке эсĕ.
— Э-э-э, ачам, вăл юмахра пулнă… çывăр, манăн та ыйхă килет.
Кукамай татах анасларĕ.
— Каласа пар-ха, кукамай çав юмаха.
— Хăшне?
— Хĕрачаран арçын пулни çинчен.
Кукамай кăмăлсăрланса калать:
— Аптрамалла санпала, хĕрĕм, ыйхă килет, юмах каламалла. Итле, эппин. Пĕр тăлăх карчăкăн çичĕ хĕр пулнă, тет. Вĕсен хăйсен ани-çаранĕ пулман: хĕрарăма çĕр памаççĕ вĕт.
— Мана памаççĕ-и? Çемука параççĕ-и? — пӳлетĕп эпĕ.
— Сана çĕр памаççĕ, Çемука параççĕ. Итле малалла… Çичĕ хĕрĕн пĕр татăк çĕр те пулман. Вĕсем çук пурнăçпа питĕ тертленнĕ, пуянсем патĕнче тарçăра пурăнса асапланнă. Ватă амăшĕ пĕлĕт çинелле пăхса йăлăннă. Пӳлĕхçĕ, çичĕ хĕртен пĕрне те пулин ывăл туса парччĕ мана тенĕ, тет. Пĕрре çав карчăка тĕлĕкре шурă çӳçлĕ, шурă сухаллă…
— Кукаçин пек-и? — ыйтрăм эпĕ.
— Çапла, кукаçун пек шурă çӳçлĕ, шурă сухаллă старик курăннă. Çав старик çичĕ хĕр амăшне кăмăллăн каларĕ тет: «Аслă хĕрачуна тимĕр кăвак лаша çине лартса асамат кĕперĕ айĕнчен кăлар, вара хĕрӳ ывăл пулса тăрать», — терĕ, тет. Ку карчăкăн лаши пулман. Аслă хĕрачи пĕр пуян патĕнче тарçăра пурăннă, çав пуянăн тимĕр кăвак лаши те пулнă. Пĕрре, вăйлă çумăр çунă хыççăн, пĕлĕт çинче асамат кĕперĕ курăннă. Унăн пĕр вĕçĕ Атăл çине, тепĕр вĕçĕ Энĕш çине аннă.
Тарçăра пурăнакан хĕр, çав асамат кĕперрине курсанах, тимĕр кăвак лаша çине утланнă та лашине сиккипе чуптарса асамат кĕпере айĕнчен тухнă, çав самантрах вăл арçын пулса тăнă. Ытарма çук илемлĕ каччă пулнă, тет. Лаши çине утланнипех вăл яла пырса кĕнĕ. Пĕтĕм çын тĕлĕннĕ. Ытти хĕрĕсем те карчăкăн асамат кĕперĕ айĕнчен тухнипе арçын пулса пĕтнĕ, кĕçĕнни çеç пулайман.
— Мĕншĕн пулайман-ши вăл?
— Пĕрре вăл та, асамат кĕперĕ курăнсан, лаша çине утланса, ун айĕнчен тухасшăн пулнă, анчах ĕлкĕреймен, асамат кĕперĕ пĕтнĕ, сӳннĕ пулнă.
— Тепĕр хут тухмалла пулнă унăн.
— Тепĕр хут асамат кĕперĕ курăнсан каять — анчах кĕпер айне кĕрсенех сасартăк лашипе иккĕшĕ те чул пулса хытса тăнă, тет.
— Мĕншĕн ун пек пулнă?
— Икĕ хут асамат кĕперĕ айне кĕме юраман, тет. Çавăнпа чул пулнă, тет… Карчăк ĕнтĕ ултă ывăлĕпе аван пурăннă, тет. Вĕсен ани-çаранĕ хăйсене ĕçлесе пурăнмалăх пулнă, тет. Халĕ те пурăнать пулĕ-ха вăл карчăк, ывăлĕсемпе савăнса.
Юлашки сăмахсене кукамай чарăна-чарăна каларĕ те шăп пулчĕ.
Кукамай çывăрать. Манăн ыйхă килмест. Пуçра пĕр шухăш: манăн та арçын ача пулмалла. Арçын ача пулас тесе, мĕн тумаллине шухăшласа выртатăп. Акă, çумăр хыççăн асамат кĕперри пĕлĕт çине ӳкет те, эпĕ лаша çине утланса ун айĕнчен тухатăп. Лаша çинче ларса пыма хăрамастăп эпĕ. Мана пичче лаша шăварма темиçе те утлантарса янă. Лаша чупсан та, ӳкесрен хăрамастăп, лашана çилхинчен ярса илейретĕп; асамат кĕперĕ айĕнчен тухсан, мĕнле арçын ача пулăп-ши? Сарă-ши, хура-ши? Çемукран пысăкрах-ши, пĕчĕкрех-ши? Уй, унтан кăштах пысăкрах та вăйлăрах пуласчĕ. Патакне тытса илсе вăнк! çеç аяккалла ывăтса ярасчĕ. Çапаймастчĕ вара вăл мана. Акă эпĕ асамат кĕперĕ айĕнчен тухнă пек. Киле таврăнатăп. Лаша çинче тӳп-тӳрĕ ларса пыратăп. Çилхине тытма мар, чĕлпĕре те тытман. Çынсем ман çине пăхса тĕлĕнеççĕ — халь çеç хĕрачаччĕ, пăхăр-ха, арçын ача пулса та килнĕ, теççĕ. Эпĕ, лаша çинче çĕкленсе ларса, мăнкăмăллăн пăхкаласа, Çемуксен тĕлĕнчен иртсе каятăп. Уçă чӳречерен Çемук пăхать. Мана курсан, вăл тĕлĕнсе куçне чарса пăрахать.
— Хĕнейместĕн ĕнтĕ мана, эпĕ хам арçын пултăм, — терĕм эпĕ Çемука, лашана хамăр паталла сиктерсе.
Çакнашкал шухăшсемпе эпĕ питĕ йăпанаттăм. Анука тĕлĕнмелле юмах каласа панă пек каласа параттăм. Иксĕмĕр хамăр арçын ача пуласси çинчен ялан калаçаттăмăр. Пусса чечек татма тухсан, ыраш ăшне кĕрсе пĕр-пĕрин çумне çăт ларса, куçран пăхса пăшăлтататтăмăр.
— Асту, асамат кĕперĕ айĕнчен тухассине никама та ан кала, — юнаттăм хам тусăма пӳрнепе.
— Çу-ук, никама та каламастăп, — ĕнентерсе калатчĕ Анук, пысăк чакăр куçĕпе ман еннелле пăхса, тарăн шухăша кайса…
Çумăр хыççăн асамат кĕперĕ курăнсанах эпир лаша утланса ун патнелле чуптармалла, вара айĕнчен тухса арçын ача пулса тăмалла.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...