Синкер :: Улттӑмӗш сыпӑк
Эх, мĕн кăна тутармасть-ши юрату! Веняна çав юрату Хĕрлĕ Çартан Экеç çывăхне тартрĕ, хураха кăларчĕ. Çынни, тĕрĕссипе, пăсăк марччĕ. Крапивина вара сакăр çул хушши ĕнтĕ тăван Экеçрен айккинелле пăрăнса çӳреттерет...
Çапла, хреснай ывăлĕн туйăмне, шухăш-кăмăлне Крапивин çав тери, çав тери çивĕч ăнланать, чĕре патне хурса йышăнать. Анчах Калюк эшкерĕпе явăçса каймашкăн, çапла майпа ун çинчен мĕн кирлине пĕлмешкĕн Телегинран лайăхрах пултаракан çын паллакансенчен урăх çуккине те аван ăнланать.
— Иван, итле-ха, санăн хурахсемпе паллашас тĕлĕшпе пăртак опыт пур. Эпир хамăр çынсене Калюк эшкерне вырнаçтарма хăтланса пăхрăмăр ĕнтĕ, шел, ĕç тухмарĕ. Хăйсен тĕп ушкăнĕ пысăках мар курăнать вĕсен, анчах унта, тен, никамах та йышăнасшăн мар. Калюк çывăхĕнче пулас тесен, пысăк шанчăка кĕмелле, — терĕ Крапивин çамрăк тусĕнчен нимĕн те пытармасăр. — Эсĕ кăна пулăшма пултаратăн пире.
— Опыт... Ун чухнехи мĕн вăл. Тата салтак пулнă ун чухне. Хĕреснатте, эс ăнлан: эпĕ Совет влаçне темпе те пулăшма хатĕр. Халь эп — хресчен. Хам ĕçпе ĕçлесен, çав пулăшу пысăкрах пулĕччĕ, ман шутпа. Эпĕ, авă, ниме ушкăнне вăй илтересшĕнччĕ. Кĕркуннепе хĕлле, пушăрах чухне, укçа ĕçлесе пухмашкăн, кайран молотилкăпа триер туянмашкăн тесе, кооперативĕпех чăпта çапма шутланăччĕ. Кун пирки Чăваш производсоюзпа та калаçса татăлнăччĕ. Ниме ушкăнĕнчи килсенче сахалтан çирĕм станок лартма палăртнăччĕ. Вара ман халь мĕн-и-ха, пĕтĕм ĕçе пăрахмалла пулать-и? Çитменнине, кассăна çаратнă хыççăн, кооператив ахаль те нушана кĕрсе ӳкрĕ, каларăм-çке, тен, вăл тек тытăнса та тăраймĕ... — килĕшесшĕн пулмарĕ Телегин.
Ĕнтĕ Крапивин та ăна хирĕçлеме пĕлмерĕ.
— Юрĕ, — терĕ вара, — эс, Иван, халь мана итле, ирччен шухăшла. Вара татăклă сăмахна пĕлтерĕн. Халь пирĕн çĕршывра лару-тăру йывăр та кăткăс, ху пĕлен. Çавăнпа Калюк хурахĕсене пĕтересси вăл пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç. Çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ. Унашкал хурахсем пуçтахланса пурăнни Совет влаçне вăйсăр пек кăтартать, халăха пăлхатать, экономикăна сиен кӳрет. Тата çакна ан ман: Совет влаçĕ — хамăр влаç, халăх влаçĕ тетпĕр. Эппин, ăна хӳтĕлессе те хамăрăн, пĕтĕм халăхăн хӳтĕлемелле. Милицие кăна шаннипе ĕç тухмĕ...
Телегин пĕр хушă шухăшласа ларчĕ-ларчĕ те:
— Мĕн тумалла пулать манăн? — терĕ.
— Ĕçĕ нумай. Халь эпĕ кĕскен кăна каласа тухам. Эс килĕшсен, пурне те тĕплĕнрех сӳтсе явăпăр. Пĕрремĕшĕ — хурахсемпе явăçса каясси. Иккĕмĕшĕ — вĕсен йышне, вĕсем час-часах пулакан вырăнсене, вĕсене камсем пулăшнине пĕлесси. Виççĕмĕшĕ — хăвна майлă агентсем хатĕрлесси, вĕсем пулăшнипе хурахсем хăш кун ăçта пулассине пĕлсе тăрасси. Ну, ку енĕпе пирĕн хамăрăн ытларах ĕçлемелле пулать-ха, эс пирвайхи икĕ тĕллеве пурнăçлайсан та тем пекехчĕ. Ытти каярах курăнĕ... Ĕçĕ çав тери кăткăс... Сан пек, çарта та, тыткăнра та, хурахсем хушшинче те пулса курнă çын кăна пултарĕ ăна. Çавăнпа чĕнтертĕм сана. Хам яла пырса калаçнă пулсан, хурахсем тавçăрма пултаратчĕç. Экеçре хăйсен çынни пур пулас вĕсен, ахальтен пыман унта, кооператив укçи ăçта упраннине те тӳрех пĕлнĕ... Капла сана тытса кайнă, мĕншĕнне Шикки Ваççине каласа хăварнă. Халĕ ăна шăпах ял Совет председательне суйланă... Пире пулăшма килĕшмесен, яла таврăнăн та йăнăшпа илсе кайрĕç тесе ăнлантарăн. Эпир кун çинчен ĕçтăвкома хут çырса ярăпăр...
Крапивин тата тепĕртак ăнлантарчĕ те, тутлă тĕлĕк курма сунса, тухса кайрĕ. Анчах Ванькка выртма шухăшламарĕ те. Каккуй тутлă тĕлĕк курма унта! Куç умне урăххисем, тахçан пулса иртнисем, халь куракан чĕрĕ сăнсемпе пулăмсем пекех туха-туха тăраççĕ.
Çапла, вунтăххăрмĕш çулта, чăнах та, Ванькка хĕреснашшĕне хурахсен ушкăнне тытма пулăшнăччĕ. Анчах хăй паттăррипе туман вăл ку ĕçе, ăнсăртран çеç хутшăнчĕ унта. Çав вăхăтра вăл, аманнă хыççăн сипленме таврăннă хĕрлĕ армеец, ялти çĕрме пуян Кашкăр Микули çăварĕнче... ашшĕн чĕлĕмне курчĕ. Вара вуникĕ çул каялла Асакасси вăрманĕнче ашшĕне кам хушнипе вĕлересле хĕненине тӳрех ăнланса илчĕ. Ăнланчĕ те, путсĕр çынсене, Кашкăр Микулипе ун йышшисене, тавăрас ĕмĕтпе çунма тытăнчĕ. Çавăнпа килĕшрĕ те хĕреснашшĕне пулăшма. Мĕншĕн тесен лешĕ ăна хурахсен ушкăнĕнче Кашкăр Микули ывăлĕ Алюш та пулма пултарни çинчен каласа панăччĕ...
Анчах халĕ вăл вăхăт мар. Ваньккан тĕп тĕллеве пурнăçласси çинчен ытларах шухăшламалла, вунçиччĕри каччă мар текех. Çĕрĕç кооперативне Телегинпа Çăпата Матви ăнсăртран йĕркелемен. Уншăн вĕсем, каларăмăр ĕнтĕ, революцичченех тăрăшнă. Ара, ун чухнехи ниме ушкăнĕ, тĕрĕссипе, хальхи ниме ушкăнĕ пекех чăмăртаннă-çке. Граждан вăрçи хыççăнхи пирвайхи çулсенче те Ванькка çак ĕçшĕн сахал вăй хуман. Ăçтан манăн-ха, калăпăр, çав тери хăрушă выçлăха епле тӳссе ирттернине...
2
1922 çул. Апрель пуçламăшĕ. Мускав çывăхĕнче самаях ăшăтрĕ. Çапах — те юлашки хут ĕнтĕ — çĕре лĕпĕш пек çăмăл юр ӳккеленĕ те, халĕ йывăç çинчен, пӳрт тăрринчен, ытти çĕртен тумламсем аялалла пĕр-пĕринпе ăмăртмалла ывтăнаççĕ, хĕвел çутинче, ахах пĕрчисем пек, йăлтăр та ялтăр туса илеççĕ. Кăнтăр кайăкĕсем килсе çитеймен-ха, çерçисемпе кăсăясем вара пикенсех чик-чĕриклетеççĕ... Кун пек çанталăкра салтак чунĕ те ăшăнать, хавасланать. Стройра утма кăна мар, çар ĕçне вĕренме те урама кăларнăшăн хĕрлĕ армеецсем текех кăмăлсăр мар, команда парсан, казармăран хĕпĕртесех кĕптĕртеттерсе чупса тухаççĕ.
Отделени командирĕ Телегин та савăнăçлă çӳрет. Çуркунне çитнĕшĕн кăна мар. Пурте йĕркеллех пулсан, кăçал унăн çарти хĕсмечĕ вĕçленмелле. Çулла тинех тăван яла таврăнĕ вăл, юратнă хресчен ĕçĕпе пурăнма тытăнĕ. Чăвашра кăçал питĕ йывăр, хура выçлăх текен хыпар çитрĕ кунта. Вăл та хăратмасть ăна. Мĕнех, халăхпа пĕрле тӳссе ирттерĕ нушана, тепĕр çул вара пурнăç йĕркеленсе кайĕ-ха. Тепĕр çул мар, тен, кăçалах, кĕртыррисем пухса кĕртсенех йĕркеленме тытăнĕ. Çĕр вăл — ырă анне, кирек мĕнле инкекрен те çăлатех, пулăшатех...
Ĕнтĕ каçхи апата каймалли вăхăт çывхарса çитетчĕ. Çавăнпа Телегин, пĕтĕм взводпа вĕренӳ ирттерекенскер, унччен канса илччĕр тесе, хĕрлĕ армеецсене салатса ячĕ те хăй карта çумĕнчи сак çине кайса ларчĕ. Унпа пĕрле темиçе салтак та пычĕ. Пурте чикарккă авăрларĕç, махорка мăкăрлантарса ячĕç.
— Ну, мĕнле, ентеш, çуркунне вăй кĕрекенччĕ, малашне катемпие штыкпа витĕрех чикме пултарăн-и? — юлташла тăрăхласа ыйтрĕ Телегин хăрпăкрах хĕрлĕ армеецран.
Лешĕ кӳренмерĕ.
— Эсир вара, командир юлташ, вăл тĕлĕшпе чăн-чăн маçтăр, — терĕ çеç, ыррăн ăмсанса.
— Вăл пăшал пенине курасчĕ сан, — терĕ ăна тепри. — Çын вăрçăра пулни тӳрех сисĕнет. Шел, эпир унта хутшăнма ĕлкĕреймерĕмĕр.
— Ну, тусăм, куншăн кулянма кирлĕ мар, — хуравларĕ ăна Телегин. — Хутшăнмалла та ан пултăр, ырри çук унта, вăрçăра...
Çапла калаçкаласа ларнă хушăра такам казармăран тухрĕ те: «Почта-а!» — тесе кăшкăрчĕ.
Хĕрлĕ армеецсем, уйрăмах хĕсметре пĕрремĕш çул тăраканнисем, чикарккă тĕпĕсене сӳнтерсе, çӳп-çап ещĕкне пăрахрĕç те казармăна чупрĕç. Ыттисем те вĕсен хыççăн утрĕç. Ара, килтен килекен хыпар вăл салтака киле хăй пекех туртать.
Паян Ваньккан та телей пулчĕ. Вăл Тарье йăмăкĕнчен çыру илчĕ. Çырăвĕ кĕске, Ванькка ăна самантрах пăхса тухрĕ, унтан тепре васкамасăр вуларĕ. Килтен килнĕскер пулин те, çыру ăна савăнтармарĕ. Инкек çинчен пĕлтерет вăл, пăшăрхантарать.
Стройпа апата кайса килнĕ хыççăн, салтакăн харпăр хăйне тивĕçекен вăхăт пуçлансан, Ванькка каллех казарма умĕнчи сак çине тухса ларчĕ, вара шухăшларĕ, шухăшларĕ...
— Телегин, эс мĕн пуçна усса ларан? — такам сасси сасартăк кĕчĕ хăлхана.
Рота командирĕ иккен, килне кайма тухнă пулас. Ванькка тăрса чыс тума хăтланчĕ, анчах командир ăна аллипе тытса чарчĕ, куçран пăхса ыйтрĕ:
— Сăну пит салху сан. Тем пулман пуль?
— Пулни-качки... Хамăн ман пурнăç йĕркеллех-ха, хырăм тутă... — хуравларĕ Ванькка. — Ялта вăт... Ак, йăмăкран çыру илтĕм. Çимелли пĕтрĕ тет. Ялта выçăпа нумай вилеççĕ иккен. Хам таврăниччен йăмăк та вилсе выртсан? Вара ман мĕн тăвас? Пĕртен-пĕр тăван чун-çке вăл.
Командир, килне васкатчĕ пулин те, Телегинпа юнашар ларчĕ.
— Çапла-а, — хаш! сывларĕ вăл. — Атăлçире кăçал хăрушă выçлăх теççĕ... Эппин, йăмăку пĕчченех пурăнать-ха сан?
— Пĕчченех çав, командир юлташ. Мĕнле тӳсет, мĕскĕн. Пилĕк çул ĕнтĕ хуçалăха пĕччен тытса пырать. Мана салтака пĕрремĕш хут, Вăхăтлăх правительство çарне илсе кайнă чухне вуниккĕре кăначчĕ. Халĕ — вунçиччĕре...
Рота командирĕ тем ш ухăш ларĕ те:
— Акă мĕн, Телегин, эс ан пăшăрхан, чиперех выртса çывăр. Ыран ирхи развод хыççăн тӳрех ман пата кĕр. Мĕн те пулин ăсласа кăларăпăр, — терĕ.
Унтан сывпуллашрĕ те КПП еннелле утрĕ.
Эх, «ан пăшăрхан» теме çăмăл та, анчах епле пăшăрханмăн! Йăмăкĕн çеç-и, Çăпата Матвипе çемйин, кӳршĕсен, пĕтĕм Экеç пурнăçĕ шухăшлаттарать халĕ Ваньккана. Яла таврăниччен, çуллаччен, вăхăт нумай та юлман пек. Анчах çын выçăлла уйăх та пурăнаймасть, тен... Çитменнине, хĕсметрен запаса тухмалли вăхăт çывхарнăçемĕн кунсем вăрăмланса пынă пек туйăна пуçларĕ. Унччен эрне те, уйăх та сисмесĕрех иртетчĕç, халь ирпе каç хушши эрнене тăсăлать тейĕн...
Тепĕр кун развод хыççăн, взвод командирĕнчен ирĕк илсе, Телегин ротнăй патне кайрĕ.
— A-а, Иван, эсĕ-и? Килях. Ирт кунтарах, — килти пекех кĕтсе илчĕ ăна рота командирĕ.
Телегин чыс турĕ те, сĕтел патнерех пырса, пукан хĕррине ларчĕ.
Командир ĕнер ахальтен пуплешмен пулас, сăмаха асра тытса, тӳрех кирли çинчен калаçа пуçларĕ.
— Эппин, килте йăмăку кăна юлнă-ха. Апла ăна, пĕччене, çĕнĕ тырăччен е çĕрулмиччен пурăнма апат-çимĕç нумаях та кирлĕ мар, — терĕ вăл. — Итле-ха, укçу пăртак та пулин пур-и сан? Чаçрен тухса çӳренĕ чухне, хăшпĕрисем пек, ĕçсе-супса аташмастăн эсĕ...
— Пăртак пур, паллах. Кăçал киле таврăнма ĕмĕтленетĕп те, пултарнă таран пухкаларăм. Ç апах салтак укçи вăл, хăвăрах пĕлетĕр...
— Ну, калăпăр, Минск кĕпĕрнине кайса килмешкĕн çитĕ-и?
— Ун чухлех пур-ха та, кăшт ытларах та, тен... Анчах мĕн тума каймалла ман унта? — ăнланмарĕ Телегин.
— Итле, Иван, сана эпĕ вунпилĕк куна отпуск пама пултаратăп. Бобруйск хулине кайса кил. Унта ман юлташ пур, çар комендатуринче ĕçлет. Вăл çырнă тăрăх, белоруссен пĕлтĕр тырпул аван çитĕннĕ. Вăт, пултарнă таран туян та йăмăкна леçсе пар. Тен, вунпилĕк кун хушшинчех унта та, кунта та çитсе килме ĕлкĕреймĕн. Ан пăшăрхан, отпускна пăртак тăснă тесе шутла. Кун пирки батальон командирĕпе калаçса татăлнă. Тӳрех нумайлăха яма юраманнипе кăна отпуск хутне çур уйăхлăха çыртăмăр...
— Ĕнтĕ... Командир юлташ, сире мĕнле тав тумаллине те пĕлместĕп, — савăнса кайрĕ Телегин.
— Тав тума кирлĕ мар. Эс халь салтаксене аслăрах командирсемпе тан вĕрентетĕн. Хăшпĕрисенчен, тен, лайăхрах та... Çитменнине, отпуск сана ахаль те тивĕçмелле ĕнтĕ. Хĕсметре сан чухлĕ тăраканни пирĕн ротипе те виçĕ çын кăна. Тата акă мĕн. Манăн акăлчансен шинелĕ пур. Тăхăнас çук эп ăна. Пуставĕ çав тери паха, унашкаллине çĕвĕçсем кăмăллаççĕ. Илсе кай, тырăлла улăштарăн. Укçа та памалла сана, анчах вăл тĕлĕшпе, шел, ман çемьере хĕсĕкрех-ха...
Командир çавăнтах шкапне уçрĕ те унтан лайăх чĕркесе çыхнă тĕрке кăларчĕ, Телегина тыттарчĕ. Вăл ăна килĕнченех хатĕрлесе килнĕ пулас.
— Ара, мĕн эсир... — аванмарланчĕ Телегин.
— Ил, ил, ахалех выртать вăл... Ну, батальон штабне кайса, кирлĕ хутсем çыртар... Ан ман вара, çул укçи сана Шăхран станцине çитсе килмелĕх кăна параççĕ. Бобруйска, шел, хăв шутупах çӳреме тивет, йĕрки çапла...
Салтакшăн отпуск ахаль те мĕн тери пысăк савăнăç. Çав отпуск вăхăтĕнче эсĕ килте пулса курма кăна мар, тăван йăмăкна, тен, хăвна çав тери çывăх ытти çынсене выçлăх çавинчен хӳтĕлесе хăварма пултарайсан — вăл савăнăç та, ĕмĕр манми телей те. Телегин вара Бобруйска шăпах çак пархатарлă ĕмĕтпе тухса кайрĕ.
Рота командирĕн тусĕ ăна самаях пулăшрĕ: комендатура салтакĕсемпе пурăнма ирĕк пачĕ, хăех пасар ăçтине кăтартса ячĕ.
Кунта пасара çăнăх, чăнах та, нумай тухать иккен. Хаклашсан-хаклашсан, Ванькка акăлчансен шинелне тăватă пăт çăнăхпа улăштарчĕ, хăй укçипе çирĕмшер кĕрепенкке вир тата пăрçа, çул çинче çиме пăртак кăлпасси, кĕрепенккишĕн çичĕ пус парсах виçĕ кулач, чăмăр пысăкăш виçĕ катăк сахăр туянчĕ. Демобилизаци чухне кирлĕ тесе пухнă укçине шеллемерĕ, билет туянмалăх кăна хăварчĕ. Ара, демобилизаци шухăшĕ-и халĕ. Мĕн усси пулĕ унăн малаш парнисенчен, енчен çав парнесене памалли çыннисем те чĕрĕ юлмасан...
Рота командирĕн тусĕ ăна каялла чугун çул станцине пырсах ăсатса ячĕ. Юрать çапла турĕ вăл. Кунта Ванькка, хăй çул çӳреме пĕлменнипе, кăшт кăна пăтăрмаха лекмерĕ. Ара, багажа икĕ пăт таран кăна тӳлевсĕр йышăнаççĕ-мĕн, ыттишĕн укçа парас пулать. Телегин япалисемшĕн комендатура офицерĕ тӳлерĕ вара...
Вăл Шăхрана çитнĕ чухне чăваш çĕрĕнче шăпах çураки вăхăчĕччĕ. Кӳршĕ ял чăвашĕ, станцинчен таврăнаканскер, ăна çур кулачшăн килне çитиех леçсе хăварчĕ. Хăй çав тери сăмах ваклама юратаканскер пулчĕ тата, вĕçĕмсĕр калаçрĕ.
— Та, ача, кăçал тĕнче пĕтет пуль тесеттĕм. Кунашкал выçлăха, чеснăй калап, чăваш астумасть. Кур-ха лашана: типĕтнĕ пулă пек хăвăрăлчĕ. Ну, вăл аптрамĕ-ха, курăк çине тухрĕ. Этемĕн мĕн тумалла? Юлашки пур-çук пĕрчĕсене акать вăл, тырри хăçан çитĕнĕ-ха. Этем вара выльăх мар, курăкпа тăранса пурăнаймĕ, патька...
Ванькка пирвай ăна, аван мар тесе, итлекелерĕ, кайран çынни ку хăй тĕллĕн те калаçма пултарнине ăнланчĕ те тимлеме пăрахрĕ. Унпа пуплешсе пырас шухăш-и халĕ...
Çапла, çутçанталăк чĕрĕлнĕ тесен те юрать. Йывăçсем çулçă сарма тытăннă, çĕр пичĕ симĕс кавирпе витĕннĕ. Улăх-çарана такам сарă, кăвак, шурă чечексемпе тĕрлесе тухнă тейĕн. Курăк йăшăл хăпарнă ĕнтĕ, кĕтӳ çӳремелĕх пулнă. Тискер чĕрчун, выльăх-чĕрлĕх, вĕçен кайăк тек аптрамĕç. йăлкăш хĕвел, лĕп сывлăш, сипетлĕ шыв, юр тыткăнĕнчен хăтăлнă хыççăн туллин сывласа янă çĕр вĕсем валли апат хатĕрлесех тăрĕç. Этем тенин вара тĕп апачĕ, чăнах та, хăçан пулса çитĕ... Çапах ăна та халĕ кăштах çăмăлрах ĕнтĕ. Вĕлтĕрен, серте пур, кĕçех кăтра кăмпасем тухĕç. Яшкине пăрта-ак та пулин çăнăхпа юрма май килсен, нушана хăнăхнă чăваш чиперех пурăнĕччĕ те çав... Çапла шухăшласа, Ванькка хăйĕн миххипе хутаçĕсене, чĕрĕ çынна ачашланă пек, ал лаппипе кăмăллăн шăлкаларĕ.
Лавçă япаласене пушатсанах каялла кайрĕ. Ванькка вара килне кĕме васкамарĕ, ăна тулаш енчен чылайччен пăхса тăчĕ. Пӳрт те, хуралтăсем те самай тĕксĕмленнĕ. Сулахайри чӳрече хуппи хăрах петле çинче кăна тытăнса тăрать. Хапха хăми çĕре пуçланă, юпи чалăшнă. Чăн та, хапхаран урапа тухса çӳрени палăрать. «Темле йывăр пулсан та, лашана упра», — тенĕччĕ Ванькка иртнинче килсе кайнă чухне. Асра тытать-ха, эппин, йăмăкĕ пиччĕшĕн сăмахне... Анчах хăй ăçта-ши? Нивушлĕ уйран халь те таврăнман? Килтех-тĕк, лав çитсе чарăннине, ун çинчен япала пушатнине илтмелле пек-çке, кантăкран пиччĕшне курса, урама вирхĕнсе тухмалла пек...
Ванькка тулли михĕпе хутаçсене, черетпе йăта-йăта, кĕлет умне пырса лартрĕ. Пăхрĕ те — алăкне питĕрмен те иккен. Уçса ячĕ. Шалта тĕттĕм, пăнтăх шăрши кĕрет. Ахăртнех, кунта чылайранпа çын пулман. Куç хăнăхсан, хăйне хăй ĕненмерĕ: кĕлет пуш-пушах, утнă чухне сасă пăнк! пăнк! туса янăрать. Паччушки, Урапасен кĕлетĕнче мĕн астăвасса пулман кун пекки!
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...