Синкер :: Тӑваттӑмӗш сыпӑк
1
Телегина илсе килессе Крапивин тем пекех кĕтнĕччĕ, унпа тӳрех калаçма шут тытнăччĕ. Çитменнине, хăйне ун умĕнче айăплă туйрĕ. Ара, калаçса татăлмасăрах арестлерĕç-çке ăна. Ванькка, яланхи пекех, пурне те ăнланасса, пулăшма килĕшессе шанчĕ... Анчах шухăшланă пек ялан пулмасть çав. Шăпах çак кунсенче, август пуçламăшĕнче, республикăн кăнтăр енчен пĕринчен тепри хăрушăрах темиçе хыпар çитрĕ. Такамсем иртĕхеççĕ иккен унта: çаратаççĕ, хĕнеççĕ, вĕлереççĕ... Патăръел уесĕнчи милици уйрăмĕсенчен пĕлтернĕ тăрăх, çав тискер ĕçсене пĕтĕмпех Калюк хурахĕсем тунă пек курăнать. Пĕр енчен, пулма та пултарать. Тепĕр енчен, ку донесенисене ĕненесех те килмест. Ара, хурахсем çиçĕм евĕр хăвăрт çӳренĕ пек пулса тухать-çке. Паян пĕр çĕртен хыпар çитет ун пирки, ыран çав вăрă-хурахсем çинченех пач тепĕр çĕртен пĕлтереççĕ...
Эрне каялла кăна-ха, июлĕн вăтăр пĕрремĕшĕнче, пилĕк хурах, Кивĕ Мĕлĕшри шыв арман хуçи Румянцев патне пырса, тискер ĕç туса хăварнă, лешĕ ĕнентернĕ тăрăх, икĕ пин те виççĕр çирĕм тенкĕлĕх ытла япала çаратса кайнă. Августăн тăваттăмĕшĕнче вĕсем Тутар республикине, Пăва кантонĕнчи Тăмпай ялне çитнĕ. Хăяр хуралçине персе вĕлернĕ, хирĕç тăнă виçĕ çынна амантса хăварнă. Тепĕр кунне Чиркӳллĕ Чурачăк çыннине, армантан таврăнаканскере, штыкпа чиксе пăрахнă, лашипе урапине туртса илнĕ. Августăн улттăмĕшĕнче вара пĕр кунтах темиçе хăрушă ĕç тума пултарнă... Çавăнпа Крапивинăн пĕтĕм ĕçе пăрахсах вырăна тухса кайма тиврĕ. Вăл пурне те хăй куçĕпе курса тишкерме шут тытрĕ.
Крапивин Йĕпреçе çитрĕ те тӳрех милицие кĕчĕ. Кунта шăпах осоавиахим отрячĕн çыннисемпе калаçатчĕç. Ĕнер отряд вăрмана вĕренĕве кайнă пулнă. Çул çинче сасартăк хурахсен ушкăнĕ сиксе тухнă та икĕ çынна амантса хăварнă.
Милици начальникĕн заместителĕ Тарас Демин çаврака питлĕ, вăтам пӳллĕ пăлатна çын. Ут-пĕвĕнчен те, сарлака çамка айĕнчи кăвак куçĕсемпе шăтарасла пăхнинчен те унра хăват пурри сисĕнет. Вăтăра çитмен пулин те, Тарас Демин чăваш милицийĕнче опытлă çын шутланать. Вунтăххăрта Хĕрлĕ Çара кайнăскер, вăл Кăнтăр фронтĕнче Врангель çарĕпе çапăçнă. Вăрçăра паттăрлăх кăтартнă салтака каярăх милицире ĕçлеме сĕннĕ... Мускаври милици шкулĕнчен вĕренсе тухнă унашкал кадрсем çамрăк Чăваш республикинче сахал-ха. Вĕреннипе кăна мар, милици ĕçĕнче хастарлăх, тавçăрулăх, паттăрлăх кăтартнипе палăрса тăрать вăл. Çавăнпа Крапивин ăна осоавиахим отрячĕн çыннисемпе калаçма чăрмантармарĕ, хăй те тимлĕн итлесе ларчĕ. Анчах лешсем нимех те каласа кăтартаймарĕç. Отряда тапăнакансем улттăн пулни, пурин те хĕçпăшал пурри кăна палăрчĕ. Тата хăшпĕри мĕн тумланни кăштах паллă пулчĕ. Хурахсем юланутпа çӳренĕрен тата кĕтмен тытăçу самантрах вĕçленнĕрен çынсен сăн-питне никамах та астуса юлайман. Çакă Демина тарăхтарчĕ курăнать.
— Миçен пулнă эсир? — кăмăлне пытармасăр ыйтрĕ вăл отряд командирĕнчен.
— Çирĕм саккăрăн, — хуравларĕ лешĕ.
— Çав йышпа ултă çынна нимĕн те тăваймарăр-и? Эх, меммесем! — мăшкăлларах каласа хучĕ Демин.
Отряд командирне çакă килĕшмерĕ.
— Хăвăр пирĕн вырăнта мĕн тăвайăттăр-ши? — хирĕçлерĕ вăл. — Пирĕн пурĕ те пĕр пăшал кăначчĕ. Çитменнине, эпир çуран... Çынран кулма лайăх вăл. Хăвăр, ав, çав хурахсене ку таранччен чараймастăр...
Кусем чĕрре кĕрсех тавлашма тытăнасса сиссе, Крапивин юлашкинчен Демина хăйпе Çĕнĕ Мăрата пыма сĕнчĕ. Чи хăрушă хыпар унтан килнĕччĕ. Чĕрĕк сехетрен вĕсем, сых енне тепĕр икĕ милиционер илсе, çула тухрĕç.
Халăх вырмара ĕнтĕ. Уйра унта та кунта хресчен çемйисем ĕçлени курăнать. Сылтăмра вара темле кооператив çĕрĕ пулас, харăсах çирĕм çын ытла вырать. Ыраш пуссине самаях шаклалантарма ĕлкĕрнĕ вĕсем. Кутран ларса тухнă кĕлте тĕмĕсемпе çĕмелсем кусен тырри ăнса пулнине пĕлтереççĕ. Çапла çав, ушкăнпа тытăнсан ĕç кал-калрах каять. Крапивин çирĕп ĕненет: малашне пĕчĕк кооперативсем кăна мар, пысăкраххисем — колхозсем те пулĕç-ха. Вĕсем çинчен сăмах пырать ĕнтĕ. Совхозсем тесен, вĕсене чăвашра та темиçе йĕркеленĕ. Çав колхозсемпе совхозсем çĕклĕç çамрăк Совет çĕршывĕн ялхуçалăхне. Анчах вĕсене йĕркелес тесен, пирвай паянхи кооперативсемпе юлташлăхсене вăй илтермелле, мĕн ĕмĕртен уйрăммăн ĕçлесе пурăнма хăнăхнă хресчене ушкăнра меллĕрех те, çăмăлрах та иккенне ĕнентермелле.
Эх, çак енĕпе ĕçлесчĕ те çав Крапивинăн! Хресчен-çке вăл, юнĕпе те, чунĕпе те хресчен. Анчах шăпа пăрать те пăрать ăна çĕрĕçĕнчен айккинелле. Юри тейĕн.
Крапивин çур çул каялла парти обкомĕнче пулса иртнĕ калаçăва аса илчĕ. Обком секретарĕнчен Кузюковран хăйне парти е Совет ĕçне, пĕр сăмахпа, халăх хуçалăхне çĕклессипе çыхăннă ĕçе яма ыйтнăччĕ вăл.
— Филимон Петрович, халăх хуçалăхне çĕклесси вăл, паллах, çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç, — терĕ ăна ун чухне Кузюков. — Социализм капитализма çĕнтересси, юлашкинчен, шăпах ĕнтĕ, çавăнтан килĕ. Анчах халлĕхе пирĕн Совет влаçне çирĕплетмелле, ăна тулашри тата шалти тăшмансенчен хӳтĕлемелле.
Ку ĕнтĕ ăна милицирех хăварасса пĕлтернине Крапивин ăнланчĕ. Анчах çак шухăшпа унăн килĕшесех килмерĕ.
— Константин Дмитриевич, халĕ Совет влаçĕ нихçанхинчен çирĕп ĕнтĕ, — хирĕçлерĕ вăл. — Граждан вăрçинче çĕнтертĕмĕр, интервентсене кăларса ывăтрăмăр...
Кузюков, сĕтел хушшинче лараканскер, сиксе тăчĕ, пӳлĕмре каллĕ-маллĕ уткаларĕ, Крапивин умĕнче чарăнчĕ те, вăтам пӳллĕскер, ăна аялтан çӳлелле пăхса, ăнлантара пуçларĕ:
— Тĕрĕсех калатăн, Филимон Петрович, тĕрĕсех. Çапах чикĕ леш енче те, шалта та тăшман татах нумай-ха пирĕн. Вăт, шалти тăшмансемпе кĕрешме эпир сана, опытлă большевика, хушрăмăр. Асту, вĕсем хальхи пек вăхăтлăха шăпланма пултараççĕ, анчах май килсенех сассисене парĕç, пуçĕсене çĕклĕç. Класс кĕрешĕвĕ вĕçленмен-ха. Çавăнпа эсĕ халлĕхе хăвăн ĕçнех туса пыр, юрать-и?
Тунмасăр каласан, ун чухне Кузюков патĕнчен Крапивин кӳренсе тухса кайрĕ. Пĕр-пĕрне вĕсем революцичченренпех пĕлеççĕ. Пĕлеççĕ кăна мар, çывăх юлташсем темелле. Тĕрĕссипе, каларăмăр ĕнтĕ, шăпах Кузюков унăн куçне уçрĕ, большевиксен ретне çитерсе тăратрĕ. Çавăнпа Крапивин халиччен яланах шанатчĕ Константин Дмитриевича, кунче вара вăл обком секретарĕ хăйне тем сăлтавпа пысăк ĕçрен пăрнă пек туйрĕ... Анчах халĕ курать: çук, апла мар. Совет влаçне ура хуракансемпе, чăнах та, çине тăрсах кĕрешме тивет. Унсăрăн вĕсем çумкурăк пек самантрах тымар яма, таса çĕкленӳ пуссине хупласа илме пултараççĕ. Ав, чăваш çĕрĕ çинче вăрă-хурахсем иртĕхеççĕ те...
Виçĕ-тăватă çухрăмран çул сĕм вăрмана кукăрăлса кĕчĕ. Кунта тĕрлĕ шухăшсемпе айкашса пыраймăн ĕнтĕ, кашни йывăç, кашни тĕм хыçĕнчен пăшал кĕрслеттерме пултарать. Чăн та, хурахсем пĕр-пĕр тискер ĕç тунă хыççăн вăхăтлăха пытанаканччĕ, çапах кам пĕлет...
Калюк банди чăнахах пытаннă е таçта урах çĕре кайнă пулас, Крапивинпа юлташĕсем Çĕнĕ Мăрата чиперех çитрĕç. Демин çул çинче кунта ĕнер мĕн пулса иртнине тепĕр хут каласа кăтартрĕ. Анчах вăл та тĕплĕн нимех те пĕлмест иккен...
Крапивинпа ыттисем милици çуртне пырса кĕнĕ чухне начальник хăйĕн пӳлĕмĕнчехчĕ. Анчах... сĕтел çинче, хĕрлĕ хăмачпа сăрса тухнă юман тупăкра. Пичĕ кăна курăнать пулин те, ăна пăхма хăрушă. Ахăртнех, хурахсем милици начальникне çав тери тискеррĕн вĕлернĕ. Юнашарах — çавăн пек тепĕр тупăк. Унта та милици тумне тăхăннă çын выртать... Крапивин карттусне хыврĕ, пĕр-икĕ минут шăп тăчĕ. Унтан, пуçне иккĕмĕш тупăк енне сĕлтсе, шăппăн ыйтрĕ:
— Ку тата кам?
— Пĕрремĕш участок милиционерĕ Орлов, — пĕлтерчĕ ăна кунти начальник заместителĕ.
— Эх, Борис, Борис! — хаш сывларĕ Крапивин. — Хĕру çынччĕ эсĕ, çав тери хĕрӳччĕ... Иккĕшне те çарти пек чыс туса пытарăр. Вĕсем тăван çĕршывшăн çапăçса пуç хунă... Çемйисене пулăшăр, — хушрĕ вара начальник заместительне. Тепĕр тесен, кăна унсăрах пĕлеççĕ пулĕ те-ха...
Тепĕртакран начальник заместителе Крапивина КПЗ-на кĕрсе пăхма сĕнчĕ. Унта ĕнерхи тискер ĕçпе çыхăннă пĕр çынна хупса хунă-мĕн.
— Хурахсем ăçта ĕçкĕ ĕçнине те пĕлтĕмĕр эпир, анчах çав кил хуçи хĕрарăмне халлĕхе тытса килмерĕмĕр, — терĕ начальник заместителĕ. — Чăн та, ялтан ниçта та каймалла мар тесе çирĕп асăрхаттарса хутăмăр.
— Юрать, — килĕшрĕ Крапивин. — Вăл яла пирĕн пĕрех çитсе килмелле. Ун чухне калаçăпăр...
Вĕсем камерăна кĕрсен, унта ларакан пĕртен-пĕр çын, — хуп-хура çӳçлĕ, хура шĕвĕр сухаллă, вăтăрсенчи пĕчĕк тутар, — сак çинчен якăлт сиксе тăчĕ...
— Айăплă мар эпĕ, начальник юлташ, шайтан пăсрĕ мана, хам пĕртте айăплă мар, — шăнăрлă пĕчĕк чăмăрĕпе кăкăрне шаккарĕ хайхискер, тӳрех Крапивин умне пырса. Ахăртнех, вăл кунта чи асли иккенне самантрах тавçăрса илчĕ.
— Шăпрах калаç эс, — чарчĕ ăна Крапивин, — хăвна лăпкăнрах тыткала... Шуйттан айăплă-тăк, судра, тен, ăна та шута илĕç. Анчах, эп пĕлнĕ тăрăх, унта çынна чи пирвай суймасăр каласа панăшăн кăштах çăмăллăх кӳреççĕ.
— Ăнланатăп, начальник, веçех ăнланатăп, — пуçне сула-сула килĕшрĕ тутар. — Эп ĕнтĕ сирĕнпе килнĕ начальнике пĕтĕмпех каласа патăм...
— Ку аван, — терĕ Крапивин. — Мана тепре каласа пар-ха эппин.
— Юрать, — пуçларĕ сăмахне тутар, — Сераситдинов эпĕ, Шамшутдин. Урмаелĕнче пурăнатăп. Ĕçĕ вара çапла пулса иртрĕ...
2
Августăн улттăмĕшĕнче, хĕвел шит çӳллĕш хăпарсан, Чиркӳллĕ Чурачăк енчен Урмаелне ултă юланутçă çитсе кĕчĕç. Вĕсемпе пĕрлех хыçалта лавçăсăр лав пырать. Самаях туллискер вăл, анчах мĕн тиенине пĕлме çук, çиелтен тăхарпа витнĕ. Юланутçисем, тĕрлĕ тумланнăскерсем, çар çыннисем те, милици таврашĕ те мар пек туйăнаççĕ.
Урмаел — мăн çул çинчи тутар ялĕ, ун витĕр темле çын та çӳрет. Çавăнпа ял хĕрринче пурăнакансем юланутçăсене пит пăхмарĕç. Лешсем, юнашар урама пăрăнса, Курносовсен килĕ умне чарăнсан кăна кӳршĕсем ку хăнасемпе кăсăкланчĕç. Вĕсемпе хирĕç пурăнакан Сераситдиновсен çемйинче вара харкашу пуçланса кайрĕ.
— Куртăн-и, Курносовсем патне пĕр лав япала илсе килчĕç! — тӳрех ятлама тытăнчĕ арăмĕ Шамшутдина. — Насретдинĕ çамрăкскер кăна, çапах амăшне çур çултах епле пуйтарса ячĕ. Эс вара... ы-ый, арçын тен хăвна... Кĕлмĕçле пурăнсах иртет ĕнтĕ ĕмĕрĕм...
Хĕрарăм йĕрсе ячĕ. Те чăнласа, те юри — пĕлсе пĕтер ăна...
— Чарăн, шайтан ами! Хĕрарăм эс, шăпăрт пул! — сĕтеле çапса кăшкăрчĕ Шамшутдин. — Пĕлетпĕр çав манка хытти мĕнле пуйнине! Лекет-ха пĕрре, пуçне çиет.
— Лексе курнă вăл, çапах пуçне çимен. Ав, пĕтĕм халăх умĕнче ним хăрамасăр çӳрет...
— Чарăн тенĕ сана, шайтан ами! — пушшех тарăхса кăшкăрчĕ те Шамшутдин пĕррех кӳплеттерчĕ арăмне питĕнчен.
Лешĕ, упăшкинчен çӳллĕрех те тĕреклĕ хĕрарăм, çапăçса кайсан, тĕк вĕçтерсе тустармалла-ха та ăна, арçынна хирĕç тăрса çылăха кĕме юрамасть. Çав вăхăтрах кӳршĕ куç умĕнче пуйса пыни те чăтма çук вĕчĕрхентерет, çавăнпа мăшăрне калас тенине каласах килет. Анчах лешĕ, пĕрре алă çĕклерĕ-тĕк, тепрехинче арăмне пĕр-пĕр япалапа лектерме те пултарать. Çилли кăра унăн, вĕтĕ пăрăç пек хаярри çук тесе ахальтен каламан пуль. Ыратнипе мар, нимĕн тăвайман енне уласах йĕрсе ячĕ те хĕрарăм кĕтесе кайса хĕсĕнчĕ.
Шамшутдин, алăка хытă шалтлаттарса, картишне тухрĕ, хăй те ăшĕнче арăмĕнчен кая мар вĕчĕрхенекенскер, хапха хăми хушăкĕнчен Курносовсем енне пăхрĕ. Анчах мĕн курăн унта, пурте паçăрах картишне кĕрсе кайнă ĕнтĕ, куçран çухалнă.
Çапла, çав çамрăк Курносов хăçантанпа тарăхтармасть-ши Сераситдинова. Пурăннă чухне унăн ашшĕ те лаша вăрласа пуятчĕ. Экеç çыннипе Пикмăрсапа питĕ туслă тетчĕç ăна. Лешĕ — вăрлаканни, ку — вырнаçтараканни... Ун чухнех, тин авланнăскер, Шамшутдин çав Курносов-аслине мĕн чухлĕ ăмсанман-ши. Мĕн чухлĕ ыйтман-ши унран хăйне те «ĕçе» илмешкĕн. Лешĕ лашанни пек сарăхнă шăлне кăна кăтартатчĕ... Сакăр çул каялла Пикмăрса текенни сасартăк таçта çĕтрĕ. Хайхи Урмаелне çĕрлесенче лаша хăвала-хăвала килме пăрахрĕç. Урăх ĕçпе тăранса пурăнма пĕлменскер тата пĕлесшĕн те пулманскер, Курносов-асли вăрра хăй çӳре пуçларĕ курăнать те, çавнашкал «сунарта» пĕррехинче пуçне çирĕ пулас. Пăч çухалчĕ этем: ни сасси, ни ӳчĕ, ни япали çук. Юнĕ пур пулас çав вăл йăхăн, ак, ашшĕ вырăнне ывăлĕ, Насретдин, çĕмĕрттерет. Вунсаккăрта кăна хăй, çапах тĕрмене лексе унтан тарма ĕлкĕрнĕ. Халь темле çав тери хăватлă вăрă-хурахсемпе çыхланса кайнă теççĕ. Çавсемех мар-ши-ха унпа килнисем? Ара, урăх камсем пулччăр... Курăр-ха вĕсене, тăр-кăнтăрла никамран хăрамасăр çӳреççĕ. Насретдин амăшĕ Халиме aпа патне милицирен иккĕ-виççĕ те килсе кайнă ĕнтĕ. Мĕн çинчен пуплешнĕ унпа — Халиме никама та шарламасть. Тепĕр тесен, каламасăрах паллă: ывăлĕ пиркиех çӳреççĕ ун патне. Çапах, курăр-ха, Насретдинпа тусĕсем каллех персе çитрĕç. Нивушлĕ вĕсене нимĕн тума çук? Ун пек пулма пултараймасть. Калăпăр, çак самантра Курносовсен çуртне хупăрласа илес-тĕк, ăçта кайса кĕччĕр вĕсем. Шел, милицисем пĕлмеççĕ... Енчен пĕлес-тĕк?
Шамшутдин хушăкран урам алла тепре пăхрĕ. Çук, нимĕн те курăнмасть. Анчах ун вырăнне Курносовсен килĕнче хуткупăс янăраса кайрĕ. Апла-тăк, час тухса каяс çук вĕсем...
Тупата, милици уйрăмĕ çывăх пулас-тăк, Шамшутдин хăраса тăмалла мар, кайса евитлемелле. Халăхра еплерех сăмах-юмах çӳренине шута илсен, влаç аллине лексен, ку çынсенчен пĕри те чĕрĕ юлмаллискерсем мар, кайран килсе тавăрасран хăрамалли çук. Тата ăçтан пĕлнĕ пулĕччĕç вĕсем хăйсене кам сутнине? Шел, милици уйрăмĕ инçетре, Çĕнĕ Мăратра. Унта çитсе килме вăхăт нумай кирлĕ. Тухса кайăн та, çав самантра, кӳршĕ тесе, Курносовсем хайхи ун патне каçĕç, хуçа ăçта тейĕç...
«Чим, — сасартăк тавçăрса илчĕ Шамшутдин, — мĕншĕн Çĕнĕ Мăрата çити çӳремелле манăн? Участокри милиционера кăна кайса пĕлтермелле. Кӳршĕ ялтах вăл... Тутар тутара сутмасть те-ха, ку Курносовĕ ытла хăвăрт ăмăрткайăка тухасшăн...»
Шамшутдин тек шухăшласа тăмарĕ, арăмне каламасăрах, пахча хыçĕпе çул çине тухрĕ те кӳршĕ яла шăлтара пачĕ. Телее, участок милиционерĕ килĕнчехчĕ, темле хутсем пăхса ларатчĕ. Шамшутдин пӳрте вирхĕнсе кĕчĕ те сывлăх сунмасăрах, сывлăш çавăрса ям асăрах каласа хучĕ:
— Орлов иптеш... юлташ, пирĕн яла леш эсир шыракан Курносов таврăннă.
— Мĕскер? — сиксе тăчĕ милиционер, çавăнтах стена çинче капурта çакăнса тăракан револьверне ярса тытрĕ. — Курносов? Насретдин таврăннă-и? Пĕчченех-и?
— Пĕччен мар. Тĕп-тĕрĕсех шутлаймарăм та, улттăн килчĕç пек туйăнчĕ. Юланутпа.
Халь-халь Урмаелне тухса кайма тăнă милиционер пĕр самант шухăшларĕ те:
— Та-ак, — терĕ, — пĕччен вăл ушкăна тытма май килмест. Эс, Шамшутдин, килнех уттар, эп Çĕнĕ Мăрата вĕçтерем. Енчен эпир вĕсем ялтан тухса кайиччен çитеймесен, эс пире хурахсем мĕн тунине, ăçталла çул тытнине каласа пар, юрать-и? Сăна вара...
Сераситдинов килĕшсе пуçне сулчĕ те тӳрех килнелле вĕçтерчĕ. Питĕ вăхăтра таврăнчĕ вăл: пӳрте кĕрсе ларнăранпа чĕрĕк сехет те иртмерĕ — ун патне Халиме апа пычĕ.
— Шамшутдин, ман хăнасем сана чĕнеççĕ, — терĕ вăл. Терĕ кăна мар, хушнă пекех каларĕ. Çав ватсупнăна пăхăнма-и! Анчах каймасан тем ырă мар шухăшлама пултараççĕ. Кайсан тата, ак хайхи, хăй чĕннĕ милиционерсем хурахсене килсе хупăрлĕç те, перкелешӳ пуçлансан, Шамшутдина хăйне те лектерĕç. Ним мар пулма пултарать ун пекки...
Курносовсен килĕнчи çынсем Шамшутдина тахçантанпа пĕлекен юлташ пекех кĕтсе илчĕç. Çап-çамрăк Насретдин ăна хăйпе тантăш çын вырăнне хурсах ыталарĕ. Чăн та, унсăр пуçне никама та палламасть тесе те калаймасть Сераситдинов. Акă, Урмаел çынниех Атий Куччанов ларать. Çав тери чаплă вăйăç, алла купăс тытсан, тупата, чирлĕ çын сиксе тăрса ташша ярĕ. Халĕ самантлăха айккине хунă вăл ăна, хăрах аллине çур стакан каçунккă, теприне шуратнă çăмарта тытнăскер, Сераситдиновпа Курносов патне пычĕ те çывăх тусне тĕл пулнă пек савăнса каларĕ:
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...