Ĕмĕр сакки сарлака. 5-мĕш кĕнеке :: Пӗрремӗш пайӗ
— Килех-ха, килех, кĕрӳ. Хывăн та тĕпеле ирт. Вăрăм çул ывăнтарчĕ-и, тен. Хырăму та выçрĕ пуль. Халех апат та пĕçерĕп, — калаçнă хушăрах хурана шыв тултарса, вучаха çăкрĕ Наçтик.
— Эпĕ выçах мар, ани. Васкамасан та юрать, — терĕ те Микула ывăлне курасшăн пулчĕ. — Ванюк ăçтарах-ши?
Наçтик пуçран çапнă пек кайса ларчĕ. Ассăн сывларĕ. Пулни-иртнине пытараймăн.
— Ах тур, кĕрӳ, — сассине аран кăларчĕ вăл, — Ачана çухатрăмăр-çке эпир.
— Епле апла?!
— Чиперех шăкăлтатса пурăнаттăмăр. Калăм кун Михха çынни килсе лартса кайрĕ те, çавăнтанпа сас-хура çук. Хамăр та ним тума аптранă ĕнтĕ.
Микула пĕтĕмпех ăнланнă пек пулчĕ: ашшĕпе амăшне курайманшăн ывăлне тавăрма шутланă. Ванюк пĕтнĕшĕн хунĕпе хунямăшне айăплас килчĕ.
— Ани, — сиввĕнрех чĕнчĕ вăл, — ачана парса ямалла марччĕ! Сехмет чĕр тăшман иккенне мантăр-и?
— Сантăр Михха хисепĕнче те, ун-кун шухăшлама тавçăраймарăмăр. Чиперех апатланса лараттăмăр. Трифун тĕрлеттерсе çитрĕ те: «Хуçа Ванюка пыма хушрĕ», — терĕ.
Трифун пурри Микулана чун кĕртрĕ.
— Сехмет Ванюка мĕн ĕçпе чĕннине кучер каламарĕ-и?
— Ним те шарламарĕ. Ах тур! Ватăлсан, тăнпуç тени ма çухалать-ши çав? Тепĕр кунне Михха хăй килчĕ. Вăл та ачасене шырать. Ванюкпа мăшăрлантарма шутланă çĕртен Клавье таçта тухса кайнă, тет. Çавăнтанпах Михха хĕрĕн те сас-хури çук.
Микула лăпланнă лек пулчĕ: сывă çын тупăнĕ-ха. Анчах çавăнтах тепĕр асап çитсе çапрĕ — çамрăк чух аташни вут çине пăрахрĕ ăна.
Кĕрӳшĕ кăмăлсăррине Наçтик те сисрĕ, айăпа хăйсем çинчен сирес шутпа хушса хучĕ:
— Ванюк Михха хĕрĕпе тухса кайни питех пăшăрхантармасть-ха — çӳресен-çӳресен таврăнĕç. Ванюка тӳре-шара тытса хупмарĕ-ши тесе çуйланатпăр.
Тата темле ĕç пулса иртни палăрчĕ. Микула пуçне çĕклерĕ:
— Унашкалах мĕн тунă вара вăл?
— Пуçтах ачанне пĕлсе çитерĕн-и вара! Хĕлле Прахăр хĕрĕ каторгăран таврăннă та...
— Прахăр хĕрĕ?!.
— Ара.
Ку хыпар Микулана савăнтарса ячĕ. Прахăрăн икĕ хĕр юлнăччĕ. Хăшĕ таврăннă-ши? Сăмаха пӳлес килменрен Микула ыйтмарĕ.
— Ах тур, çав Уляна хĕрĕсене, — килĕштерменнине пытараймарĕ Наçтик. — Чипер çитнĕскер, ларасчĕ килте: пасара кайнă та çав халăх умĕнче тӳре-шарана питлесе тăкнă. Çавăншăн тытса хӳпнăччĕ ăна. Инкек ура пуçĕнчех çӳрет тени ахаль мар çав. Шăп Ванюксем мольă юхтарса аннă тĕле Натюша Атăлкассине илсе килнĕ пулнă, унта каллех хирĕçӳ кăларнă. Вара тепĕр хут тытса каясран Ванюк çăлса хăварнă. Сала ваккатне, кантур тиекĕпе Платун Павăлне Атăлта иштернĕ. Çавăншăн тытса хупмарĕç-ши тесе, чун çук. Лешсем тавăрмасăр ирттермĕç.
Итлесе ларнă май Ванюк паттăр çын пулса ӳснине ăнланчĕ Микула. Куншăн савăнма та юрĕччĕ те, хунямăшĕн юлашки сăмахĕсем савăнтараканнисем пулмарĕç. Хăйсене хур кӳрекене Лаврскисем каçарманни паллах. Ывăлне Михха урлă пĕтерме шутламан-и? Кирек мĕнле пулсан та, килте ларса, Ванюк ăçтине пĕлеймĕн.
— Ани, маншăн ан чăрман. Эпĕ Атăлкассине çитсе çаврăнам-ха, — ура çине тăчĕ Микула.
— Ах тур, кĕрӳ, сĕтел хушшине лармасăрах-и апла?
— Таврăнсан, ани, Халь тĕпренчĕк те анас çук.
— Телей пултăр, эппин, кĕрӳ, — чарма çуккипе ырă сунса ăсатрĕ Наçтик.
III
Атăлкасси урамĕнче Микула çула çухатнă пек чарăнчĕ. «Ăçта кĕрсе пăхас? Ванюка тытса хупнă пулсан, кантурта пĕлмелле те, хальхи саманара тĕрĕсне каламĕç. Малтан Сехмет патне кĕрес. Трифуна кураймăп-и?»
Михха кил хушшинче туллиех салтаксем. Пĕрисем пӳрт умĕнче картла выляççĕ, теприсем çĕре тăсăлса выртнă та юрă ĕнĕрлеççĕ. Сехмет çĕрне валеçме тухнă хресченсене пулеметпа персе салатни çинчен Микула илтмен пулсан та, салтаксем кунта мĕн сăлтавпа лекнине вăл тӳрех тавçăрчĕ.
Микулана ĕлĕкхи швейцарах кĕтсе илчĕ. Ватăлнă пулин те, хăйне тăп-тăп тыткалама тăрăшать вăл.
— Сире кам кирлĕ?
— Михаил Петрович.
— Кам эсир? Хуçапа мĕн тăватăр?
«Кунта улшăну пурри палăрмасть-ха. Пули-пулми, çынна кĕртмеççĕ. Юрать, паллаймарĕ. Хам кам иккенне пĕлтерсен хăраса ӳкĕ те пăтăрмах кăларĕ. Вара ывăлĕ çинчен пĕлеймесĕрех тухса кайма тивĕ», — шухăшларĕ те Микула пĕр чее меслетпе усă курас терĕ:
— Мĕн сӳпĕлтетсе хаклă вăхăта ирттеретĕр эсир? — терĕ вăл. — Е эпĕ камне мантăр-и?!
Микула хăюллăн алăка тĕртсе уçрĕ.
Швейцар аптраса ӳкрĕ. Хуçа çынниех-и, тен. Пурне те ăçтан пĕлсе çитерĕн. Анчах иккĕленчĕ. Ку хуçа çынни мар, темле усал çын пек туйăннипе сехĕрленсе ӳкрĕ вăл. Кăшкăрса, Микулана каялла çавăрасшăнччĕ. Лешĕ, кунта ялан çуренĕ çын пекех, çаврăнса пăхмасăрах утни швейцара парăнтарчĕ.
Швейцар куçĕнчен вĕçерĕнсен, Микула чарăнчĕ. Ĕлĕкхи çуртĕнче пулсан, вăл Миххана никам кăтармасăрах шыраса тупнă пулĕччĕ. Халь шалти пӳлемсене урăхла вырнаçтарнипе ниçталла кайма аптрарĕ.
— Кам кирлĕччĕ сире? — ыйтрĕ çак самантра ăнсăртран килсе тухнă пĕр лакейĕ.
— Михаил Петрович ăçтарах-ши?
— Кабинетĕнчех пулĕ.
— Кăтартса ямăр-и?
Микула лакее те шанăçсăр çын пек туйăнчĕ. Ĕлĕкрех пулсан, вăл та ют çынна тĕпчеме хăтланĕччĕ. Анчах ирĕклĕх сывлăшĕ кунта та сарăлма ĕлкĕрнĕрен ал сулчĕ кăна. Швейцар кĕртсе янă çыншăн ман мĕн ĕç тесе, кабинет алăкĕ патне çитерчĕ те:
— Çакăнта шаккăр, — терĕ.
Сĕтел хушшинче ларакан Михха кĕме ирĕк пачĕ. Тарçисем е пĕр-пĕр пуян килнĕ тесе шутларĕ вăл. Алăк патĕнче палламан çын тăни ăна тĕлĕнтерсе ячĕ.
— Кам эсĕ?..
Микула умĕнче — унăн ĕмĕрхи тăшманĕ. Вăл хĕрĕх пиллĕксене çитнĕ пулмалла, ватăлни палăрмасть. Кӳпшĕм пичĕ çинче пĕр пĕркеленчĕк çук. Куçĕ халичченхи пекех хĕсĕк. Тӳрех çиллентерсен, ним пĕлмесĕрех тухса кайма тивĕ тесе, Микула курайманлăхне пусарчĕ.
— Михаил Петрович, пĕр-пĕрне курмании нумай пулнăран чĕлхе çыхланчĕ, — терĕ.
Миххана тахçан çак сасса илтнĕн туйăнчĕ, анчах вăл кам иккенне тавçăраймарĕ.
— Кам эсĕ? — тата ытларах пăлханчĕ вăл.
— Энĕшкассисем эпĕ, Микула.
Михха, тăма хăтланнăскер, пукан çине каялла ларчĕ. «Хăрушă инкек çитрĕ. Мĕн тумалла. Килсе кĕнĕскере вĕçертес марччĕ. Кăшкăрса, прапорщике чĕнес-ши? Вĕсем ĕлкĕриччен ку тем кăтартĕ. Çакăнтах пуçтарса вырттарас. Уншăн никам та айăпламĕ», — тĕвтурĕ те Михха чĕтрекен аллипе сĕтел сунтăхне уçма тăчĕ.
Микула вăл мĕн шухăшланиие сисрĕ, револьверне хăвăрт кăларса тĕллерĕ:
— Аллăрсене сĕтел çине хурăр! Вăт çапла, Михаил Петрович. Мана тапăнса ĕç кăлараймăр... — Микула револьверне кĕсйине чикрĕ. Сассине çемçетрĕ: — Ман ывăла эсир хăвăр пата чĕнтернĕ. Ăçта вăл?
Револьвер курсан, Михха чунĕ чĕрне вĕçне çитнĕччĕ, Микула ывăлĕ пирки сăмах пуçлани кăштах лăпланма пулăшре. «Евĕклĕн калаçса ăсатни аванрах мар-ши? Хурахла ĕçсемшĕн айăпланă пулин те, çын — çынах. Тĕрмесенче асапланни тăна кĕртнĕ-и, тен. Канлĕ те тулăх пурнăçшăн хыпăнман сăрнай çуралман-ха», Михха йывăр çăкран хăтăлчĕ тейĕн, йăшт тӳрленсе ларчĕ. Унăн та Микуланни пекех пысăк хуйăх пуррине систересшĕн пулса, ассăн çывларĕ, сассине йăвашлатрĕ:
— Ельпох калатăп, — Николай Степанович. Эс мана кăлăхах кӳрентеретĕн. Хуть ĕнен, хуть ан ĕнен — усал шухăш пуçра пулман. Эсĕ таврăннăшăн, ман пата килнĕшĕн савăнатăп. Чăнах, мĕн çитменшĕн ĕмĕр тăршшĕпех харкашас иксĕмĕрĕн? Е çав харкашу сахал сиен кӳчĕ-и пире? Мăй таранах. Вуникĕ çул каярах эс мана çаппа-çарамас тăратса хăвартăн. Эпĕ акă каллех ура çинче, такамран та пуян. Сана пуçĕпех пĕтерме тăрăшрĕç. Эс — каллех сывă, çуралнă çĕршывра. Малашне ырă-тату пурăнни аванрах мар-шк? Эп хам та çын айне пуласшăн мар. Çавăнпа парăнманнисене хисеплетĕп. Хамăр ачасене турă умĕнче çураçнине те яланах асра тытнă, ăраскалĕсене ĕмĕрлĕхе тĕвĕлесшĕнччĕ. Пурлăхăма вĕсем валли хăварасшăнччĕ. Клавье ман пĕртен-пĕр ача. Ывăл татăкне хĕрлĕ шатра турă патне куçарчĕ. Пурин çинчен те калаçса татăлнă хыççăн хăнасене пухрăм. Ачасем сасартăк таçта каиса кĕчĕç. Сăлтавне те пĕленмерĕм. Ĕлĕк пулсан, полицие шыраттарăттăм. Халь йĕркине тупаймăн. Çавăнтанпа пĕтĕм канăçлăха çухатрăм. Апат анми пулчĕ, ăшчик те кăмрăкланчĕ-и, тен.
Михха чăннипех хурланчĕ. Çапах вăл Микула чунне тивмерĕ.
— Иккĕш пĕрле тухса кайман-и вĕсем? — ыйтрĕ Микула.
— Татса калаймастăп. Мана ухмаха тăратса хăварма мĕне кирлĕччĕ? Мăшăрланнă хыççăн кирек ăçта кайма та чарман пулăттăм.
Михха витерсе калаçма тăрăшни Микулан хуйхине çăмăллатрĕ, анчах пурпĕр йăлтах сиреймерĕ.
— Тытса хупман-ши Ванюка? — терĕ Микула.
— Эаĕ кĕрӳ тăвас йĕкĕт çумке çыпçăнма хăяймĕç! — мăнкăмăллăн татçа каларĕ Михха.
Микула ĕненчĕ, Сехметпе килĕшнĕн:
— Питех те тарăхмалла... — тесе хучĕ. Михха йĕкĕт ашшĕне хăй май çавăрма вăхăт çитнине сисрĕ, сассине пусарчĕ:
— Вăт, хăвах куртăн ĕнтĕ, Николай Степанович. Тӳсейми инкек иксĕмĕре пĕр пăявпа çыхрĕ. Çавăн пек чухне хирĕçсе пурăннинчен япăххи нимĕн те çук. Эпĕ санпа килĕшӳллĕ пулнине ĕçпе палăртăп. Сан кил-çурту, Атăлкассинчи лавкку — пурте ман алăра. Мĕншĕнне ху пĕлетĕн. Вĕсене пĕтĕмпех каялла тавăрса парăп. Каллех ура çине тăма пулăшăп. Ачасем тупăнсан, хăталанăпăр...
Михха хăйне парăнтарас, ĕçхалăхĕшĕн кĕрешес халне хавшатас кăмăлллине Микула тавçăрчĕ. Ванюка та вăл ача чухне çураçнине хисеплесе мар, ашшĕ-амăшĕн ячĕпе усă курасшăн кăна Клавьепе мăшăрлантарасшăнччĕ. Сехмете ним чухлĕ те ăс кĕмен иккен. Вăл, ĕлĕкхи пекех, пурне те укçапа сутăн илесшĕн. Кунта Микулан тек ним те çук. Тухса кайиччен Миххана чăнлăх çинчен астутарса кăна хăвармалла.
— Ыр сăмахушăн тавтапуç, Михаил Петрович. Анчах кил-çурта эпĕ хам вăйпа мар, халăхăннипе тунă. Çавăнпа вăл халăх аллине куçма тивĕç. Апла çеç мар, кĕçех рабочисемпе чухăн хресченсем влаçа хăйсен аллине çавăрса илĕç те, сан пурлăху та йăлтах вĕсен пулĕ.
Михха та тăна кĕчĕ. Кăмăллă калаçса, Микулана çавăрма çук иккен. Ăна ĕлĕк те сутăн илеймен. Халь сăрнай тата ытларах хаярланса таврăнни внтĕрех палăрать, кил-çурта, мула туртса илес пирки ахальтен юнамасть вăл. Ванюкла Клавьене мăшăрлантарма ĕлкĕрнĕ пулсан, Микула хăйне урăхла тыткалĕччĕ те, халь ним тума та çук ĕнтĕ. Сехĕрленни ирте пуçласан, Михха хыттăн татса хучĕ:
— Власть халăх аллинче. Патшана сирпĕтнĕ. Харпăрлă хуçалăха упрас пирки Вăхăтлăх правительство çирĕп тăрать. Йĕркелĕхе пăсакансене çĕр çинчен тасатма хатĕр вăл. Чипер пурăнас тесен, çавна ан ман.
— Пире хăратас самана иртнĕ ĕнте. Сирĕн правительствăна вăхăтлăх тесе ахаль каламан. Ĕççыннисем ăна кĕçех сирпĕтĕç. «Ĕмĕр сакки сарлака, пурнăçра пуянсем те юнлă куççуль юхтарĕç-ха», — тетчĕ ман атте. Ун ĕмĕчĕ туласси нумай юлмарĕ. — Микула хăвăрт револьверĕпе тĕллерĕ те хуçана сĕтел хушшинчен тухма хушрĕ. Сунтăхран ун револьверне илчĕ. — Çапла шанăçлăрах, Михаил Петрович. Сисетĕп, вăл сире паçăртанпах канăç памасть. Ман хыçран тухма е шавлама ан шутлăр. Тепре куриччен!
Параднăй крыльца пусми çинчен ансанах, Микум пир тăлапа çăпата сырнă арçын хăйне хирĕç утнине асăрхарĕ.
— Трифун пичче, эсе мар-и? — терĕ Микула. Лешĕ чарăнса тинкерчĕ. Пурпĕр паллаймарĕ:
— Çавă... Вара мĕн тет?
— Микула эпĕ. Энĕшкассисем. Е мантăн-и?
— Николай Степанович... Эсĕ-и?!
— Эпĕ! — терĕ те Микула лешĕ çывхарасран астутарчĕ: — Кăмăла ирĕке ямалли вырăн мар кунта. Самантлăха урама тухаймăн-и?
— Хаваспах! — терĕ Трифун.
Улахрах çĕре çитсен, Микула Трифуна ыталарĕ:
— Эсĕ тĕрĕс-тĕкелех пурăннишĕн çав тери савăнатăп!
— Эп нимех те мар. Эп килти çын, Николай Степанович. Сана вăт кĕтсе хăшкăлтăмăр. Сывлăху мĕнле?
— Аптрамалла мар, Трифун пичче. Инкек сиксе тухни кăна пăшăрхантарать.
— Мĕн-тата?
— Ванюк çук-çке. Çавăн пирки Сехмет патне килме лекрĕ. Вăл та калаймарĕ. Ани Ванюка эс лартса кайнă терĕ. Тĕрĕсех-и?
— Тĕрĕсех. Кил хушшине çитсе, урхамаха чарма ĕлкĕрейрĕм — Михха хĕрĕ чупса пычĕ. Ванюка çавăтса кĕрсе кайрĕ. Тем вăхăтран пăхатăп — Ванюк сирпĕнсе тухрĕ те тӳрех пристанелле вĕçтерчĕ. Эпĕ унталла çитиччен пăрахут анаталла хускалчĕ. Ванюк çавăнпа ларса кайрĕ пулмалла, урăх курмарăм.
Микула ывăлĕ тӳре-шара аллине лекменнине ĕненчĕ, çапах чĕри ыратма чарăнмарĕ. Ванюкпа Клавье юн тăвансем иккенне Лукарье каласа панине тавçăрчĕ.
Трифун ăна йăпатма тăрăшрĕ:
— Ытлашши ан хуçăл. Сан ывăлу çын хурри пулас ача мар. Ялта тăкăнса тăракан ĕç çук чухне Хусана çитсе килме шутларĕ пулĕ. Кĕçех таврăнĕ.
— Тĕрĕс, Трифун пичче, — хăйне алла илчĕ Микула. — Нумай çул хушши уйрăм пурăннине темиçе кун тӳсĕп-ха. Анчах иксĕмĕрĕн калаçмалли пурччĕ. Кунта вырăн мар. Кĕçĕр Энĕшкассине пыраймăн-ши?
Вĕсем калаçса татăлчĕç те уйрăлчĕç.
Лукарье выльăх-чĕрлĕх пăхакансем патĕнчен таврăннă чух ăнсăртран Трифунпа кăвак сухаллă арçын тăнине асăрхарĕ те палласа мар, теме сиснĕн чарăнса тимлерĕ. Кăвак сухаллă çын кам иккенне пĕлесшĕн пулчĕ. Вэра Трифун урамран кĕрессе кĕтсе илчĕ те:
— Кама ăсатрăн çак эсĕ? — терĕ.
Трифун суясшăнччĕ те, пытарма хăтланса шанăçран тухас килмерĕ унăн. Тĕрĕссине каласан та ним тăваймĕç. Ĕлĕкхи самана мар.
— Энĕшкассинчи Николай Степановича ăсатрăм, — терĕ вара.
Иккĕленмелли çук, умра — мĕн çамрăкран чĕрене çунтаракан çын, ун хĕрĕн ашшĕ пулнăскер. Микула ăçталла çул тытнине пĕлесшĕнччĕ Лукарье, анчах тарçи умĕнче кăмăлне палăртасшăн пулмарĕ. Хапха патнелле утрĕ.
Уй-хирте пĕччен юлсан, Микула каллех хуйха путрĕ. Ывăлне курас телей çав тери çывăхчĕ, кĕтмен çĕртен çухалчĕ. Пуринчен ытла Ванюк ашшĕне курайми пуласран хăрушă. Амăшне хур кунине кам ачи тусейтĕр. Микула Клавьене, хăйĕн хĕрĕ шутласа, пуçламăш хут чунтан шеллерĕ. Ванюк арçын ача, кирек ăçта та аптрамĕ. Трифун йĕлтернĕ тăрăх, вăл хăйĕнчен култармалла ача мар. Клавье вара... Ямăттипе ӳснĕскер, татăк çăкăрлăх та ĕçлеймĕ. Лукарьеве тавăрас тенипе арăмĕ умĕнче çылăха кĕнĕччĕ Микула. Ĕнтĕ ачисен пурнăçне пăçрĕ, хăйне ӳпкелемелли сăлтав тупса пачĕ. Çак самантра Лукарьене тата ытларах çилленчĕ вăл. Анука хур кӳмен пулсан, паян кун та ним хунхă-суйхă çукчĕ.
Хыçра сасă илтĕнни Микула шухăшне татрĕ. Каялла çаврăнса пăхрĕ те хĕрарăм васкаса утнине асăрхарĕ.
— Микула, — терĕ хуса çитне хĕрарăм йăлăннă сасăпа, — манран ан хăра тархасшăн. Эп сана усал сунмастăп.
«Михха арăмĕ», — тĕшмĕртре Микула. Çамрăк чухне пăхма илемсĕрех те марччĕ Лукарье. Пичĕ-куçĕнче ар-çынна илĕртмелле кулăш вылятчĕ. Халь йăлтах улшăннă. Сăн-сăпатне çĕр тĕсĕ çапнă. Пичĕ урлă та тăрăх пĕркеленнĕ. Çийĕ-пуçĕ тирпейсĕр. Миххапа танлаштарсан, арăмне уйрăм инкек çапса хуçнă темелле. Микула пурпĕр шеллемерĕ. Çак ирсĕр пирки паян ывăлне ыталаса савăнаймарĕ вĕт вăл. Микулая ăна тем каласа тăкас килчĕ. Ывăлĕ çинчен çĕнĕ сăмах илтесшĕннипе кăна хăйне алла илчă.
— Ман Ванюк ăçта?
— Пĕлместăп. Хуйхăрса чĕрем кăмрăкланчĕ ĕнтĕ. Ним тума, ниçта кĕрсе кайма аптраса çитрĕм.
— Эс вĕсемпе калаçнă-им?
— Калаçнă. Ман пата чĕкеç чĕпписем пек вĕçсе кĕчĕç. Пичĕ-куçĕсем сар хĕвел пек. Ма савăнмалла марччĕ вĕсен!! Иккĕшĕ те çамрак. Иккĕшĕ те чипер. Пĕр-пĕрие юратнине те пытармарĕç. Мăшăрланĕччĕç те такамран та телейлĕрех пулĕччĕç. Анчах... — Сывлăшĕ пӳлĕннипе чарăнчĕ Лукарье. Куççульне саппун аркипе шăлчă. Анчах вĕсен телейне мăка кусарпа касса татрăм. Иккĕшĕ пĕр ашшĕнчен пулнине пĕлтертĕм. Вара, Лукарье каллех ассăн сывларĕ. — Вара Ванюк маларах, пăртакран Клавье те тухса кайрĕç.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...