Кĕмĕл кĕпер :: Пӳлĕр хули — аслă хула
Пулерте пин тĕрлĕ çын пурăнать.
Авалхи чăнлавран
Чулман Атăл урлă кăвак урхамах пăхать. Çутăлса килет. Кăнтăртан хулаиалла тăсăлакан çулпа пысăк мар утлă текĕрт сиккипе килет. Пуринчен те малта - сĕт пек шурă утпа тернеклĕ хул-çурăмлă çар тумĕ тăхăннă çарапуç ар. Аслă хулан тӳпенелле çĕкленекен кăнтăрьен турулĕ патне сиктерсе çитрĕ те вăл пилĕкĕ çумĕнчи кавалне çĕклесе вăрăммăн кăшкăртса ячĕ:
— Ту-ут, ту-ут, ту-у-у-ут!
Çавăнтах турул хапхи тăрринчи тăрăхла кантăк уçăлчĕ. Унтам турулçă пуçĕ курăнса кайрĕ
— Кам унта? — çиллес ыйтрĕ вăл. — Кăшт çывăрса канса илме те памаççĕ.
— Ылттăнпик! — хыттăн хурлавларĕ килнĕ юланутçă. — Уç часрах, Питупай!.. Васкавлă хыпарпа!..
— О-о, Ылттăнпик! — тӳрех сасси улшăнчĕ çӳлте тăракан турулçăн. — Халех, халех!.. - Çавăнтах хайхискер хапхи леш енчисене хушса кăшкăрса ячĕ.
— Кĕпере антарăр!.. Хапхана уçăр!.. Тикки килсе çитрĕ. Çӳллĕ хӳме умĕпе сарăлса выртакан юханшыв пек сарлака канав урлă хывнă юман кĕпер хăйне йăтса çакнă çĕртен халтăртатса çӳлтен аялалла анма тытăнчĕ. Çав хушăра малти юланутçă патне пĕтĕм текĕрт çитсе тăчĕ.
— Итурай! — терĕ Ылттăнпик текĕрт умĕнче тăракан кĕреçĕ сухаллă леккере. — Нумай канма вăхăт çук. Утсем улăштарăр та тӳрех Аккермене пырăр!
Çав хушăра кĕпер анса канав ку енчи калапа ӳкрĕ. Сет пек шурă ут, хуçи кăшт хусканнипех, малалла тапса сикрĕ.
* * *
Челпир кĕçĕр çĕрĕпех çывăраймарĕ. Унăн пуçĕнче тем тĕрлĕ шухăш та явăнчĕ. Самана ытла та такана çинчи шыв пек тăрать. Ниçта та тăнăç пурнăç çук. Анăçра вырăс кнеçĕсем вĕçĕ-хĕррисĕр пĕр-пĕринпе çапăçаççĕ. Вăхăт-вăхăт тата çĕлен çăмхи пек пĕр-пĕринпе пĕрлешеççĕ те пăлхарссм çине тапăнса килеççĕ. Тухăçра хура çăхан кĕтĕвĕ пек монголсем çĕкленме тытăннă. Ним кĕтмен çĕртен епле çĕкленсе тухреç-ха вĕсем?.. Кĕтмен-туман çĕртен аслă та чаплă Хорезм патшалăхне ним юлми аркатса тăкрĕç.
"Эх, Меххемет, Меххемет! — аса илчĕ Хорезм шахне Челпир. — Мĕншĕн вăхăтра пулăшу ыйтмарăн-ха?.. Мĕнле пулсассăн та эпир санпа килĕшӳллĕ пурăннă. Сана пулăшма чи чаплă текĕртсене янă пулăттăм..."
Çук, çывăрса пулмасть. Сарлака курницара, уйрăм вырăн çинче канлĕн çыварса выртакан арăмĕ çине ăмсаннăн пăхса илчĕ те Челпир тăрса тумланас терĕ.
Юлашки вăхатра патшан сывлăхĕ те чылай хавшарĕ. Çакă та ăна кулянтарать. Çук, вилĕм ăна хăратмасть. Утмăл çул ытла пурăнса, Челпнр темиçе хутчен те вилĕме куçа-куçăн курнă. Ăна çак чаплă та аслă патшалăхпа малашне мĕскер пулма пултарасси кулянтарать. Темшĕн çӳлти турăсене юраймарĕ нуль çав Челпир!.. Çак тарана çитсе те ачи пулмарĕ унăн.
Челпир - Отек патшан аслă ывăлĕ. Шамкун мăнукĕ. Хĕрех сакăр çул хушши ĕнтĕ вăл патшара ларать. Атăлçи Пăлхарстана çирĕплетес, вăл никам çĕнейми патшалăх пултăр тесе, мĕн кăна! тумарĕ пулĕ ĕнтĕ Челпир!.. Çĕршыври хуласемпе кармансене мĕн май килнĕ таран çирĕплетрĕ, сыхлав хӳмисене пурне те юсаттарчĕ. Çĕршыври кашни арçынна çар ĕçне вĕрентес ĕçе пуçарчĕ. Хăйĕн пĕтĕм çарне икĕ пая уйăрчĕ - яланхи çар - хапăлха тата каркарçар — хура халăхран пухса йĕркеленĕ çар. Челпир пĕлет: Атăлçи Пăлхарстанри пек çирĕп кӳпесемпе сапарсем никам та тăваймаççĕ. Куçа-куçăн тăрса çапăçнă чухне Челпир эккелне никам та çĕнеймест. Анчах... анчах кама парса хăвармалла-ха хăйĕн çак аслă та чаплă патшалăхне Челпирĕн?..
Ачи пулмарĕ, ачи пулмарĕ унăн... Малтанласа апассемпе юмăçсем арăмĕ айăплă пулĕ тесе шухăшларĕç.
Çавăнпа ăна тепĕр çамрăк арăм илсе пачĕç, окус хĕрне. Анчах вăл та хĕрĕх чĕрнеллĕ пулаймарĕ. Юлашкинчен вара ăна мальеннелле качча тухнă пике-хĕр кирлĕ терĕç. Виççĕмĕш арăм илчĕ Челпир. Улатимĕр кнеçĕн Юрийĕн йăмăкне — Марийăна, анчах вăл та упăшкине телейлĕ тăваймарĕ. Вара тин Челпир ăнланчĕ, ача сассине тулса Аккермен вăл пурăннă чухне телейлĕ пулаймасть иккен. Мĕншĕн çӳлти турăсем çапла хĕн кăтартрĕç-ха Челпире?.. Астăвать-ха вăл, вунçиччĕре чухне ашшĕпе пĕрле Атăл тăрăх килекен ушкуйниксене хирĕç кайнăччĕ. Çавăн чухне пĕр ушкуйник хĕçĕ ăна пилĕкĕнчен амантнăччĕ. Çавăн чухне сусăрланса юлчĕ-ши вара вăл?..
Челпир курăнчаран тухса сарлака анапа картишне утрĕ. Ана алăкне уçса ячĕ те калкана тухрĕ. Картиш леш енче ут кĕçенсе ячĕ.
"Теккелей! — савăнса шухăшласа илчĕ Челпир хăйĕн улма-чăпар утне сасăпах чĕннĕн. — Ăçтан кăна туять-ха вăл эпĕ кунта тухнине? Калкана тухнă тухманах кĕçĕнсе ярать. Курса ĕлкĕричченех-и вара?.. Е вăл мана çапла витинче пăхса-кĕтсех тарать-и?.."
Анчах Теккелей сассине илтнипе çуралнă ăшă туйăм Челпир чунĕнче часах сӳнчĕ.
"Кам тăсĕ-ха манăн пĕтĕм ĕçĕме малалла?"
Шаппур хушнă тăрăх патшан тӳрĕрен тӳрĕ ачи кăнар-тикки çук пулсан, астула тытса тăраканĕ пĕр варти шăллĕ Челпирĕн пĕр варти шăллĕ пĕрре — Мир-Каçи. Анчах унăн тепĕр шăллĕ те пур - Ылттăнпик.
Мир-Каçипе Челпирĕн ашшĕ те, амăшĕ те пĕр; Отекăн малтанхи арăмĕ - окус елик-пики, Танисăлу. Вăл икĕ ача çуратнă - Челпирпе Мир-Каçине. Анчах иккĕмĕш ывăлне çуратсан нумай пурăнайман, вĕрĕлсе вилнĕ. Отек вара тепре авланнă, Ресан аслă пикĕн елик-пикине Вышелюбана качча илнĕ. Ылттăнпик — Вышелюба ывăлĕ.
Паллах, шаппур тăрăх Челпир астулне Мир-Каçине парса хăвармалла. Анчах ытла та вăйсăр, ытла та халсăр çын-çке-ха вăл Мир-Каçи!.. Пĕтĕмпех мулласен аллине кĕрсе ӳкнĕ, пĕтĕм пурнăç çине пĕр енлĕ, ислам тĕнĕ хушнă пек çеç пăхать. Анчах аслă та чаплă Пăлхарстанра тĕрлĕ тĕнпе пурăнакансем пур-çке-ха!.. Христоса пуççапса пурăнакансем те нумайăн, Сарăтушт тĕнне тытса тăракансем те темĕн чухлех. Аслă тӳпене Танкăра манманнисем те сахал мар. Мир-Каçи патшана ларнипе усă курса, мулласем ытти тĕнпе пурăнакансене хĕстерме тытăнсан?.. Мĕн пулса тухать-ха вара?..
Пăлхаварлă самана пуçланать-и?.. Ара, йĕри-тавра капланса тăракан тăшмансем çавна кăна кĕтеççĕ. Пур енчен те хура çăхансем пек капланса килме хатĕр вĕсем. Çитменнине тата Мир-Каçи чăн-чăн элтепер те пулса ӳсмерĕ. Лайăх каçи кăна пулма пултарать вăл.
"Мир-Каçи — пул каçи", - шӳтлем пекки турĕ Челпир. Анчах шухăш çиппи каллех малалла кусма тытăнчĕ. "Çапах та мĕн тумалла-ха Челпирĕн?"
Ылттăнпик!.. Хăйĕн кĕçĕн шăллĕне аса илчĕ Челпир. Мĕн пĕчĕкрен, мĕн ачаран Ылттăнпик тетĕшĕн чи шанчăклă та чи маттур юлташĕ тата тамăрĕ пулса ӳснĕ. Челпиртен самаях кĕçĕн вăл, халĕ хĕрĕхре пырать. Вăйпитти, чаплă ар, çарпуçĕ, чăн-чăн элтепер. Унран чаплă хĕçпе çапăçма пултараканĕ Пăлхарстанра кăна мар, пĕтĕм тĕнчипе те урăх çук пулĕ. "Хальхи саманара пире шăп та лăп Ылттăнпик пек патша кирлĕ те çав!" - шухăш вĕлтлетсе иртрĕ Челпир пуçĕнче.
Анчах шаппурпа мĕскер тумалла? Тĕрлĕрен тиккисене, мăрсасемпе пиксене, турхансемпе паттăрсене, апассемпе юмăçсене мĕнле ĕнентермелле çакна?..
- Ми-ха-ха-ха-а-а! — вăрăммăн кĕçенсе ячĕ каллех Теккелей.
- Кунта эпĕ, кунта! — вите еннелле пăхрĕ Челпир. — Мĕн эсĕ вĕçĕ-хĕррисĕр кĕçенен?..
Теккелей сассине татса, хула енчен тепĕр ут кĕçенни илтĕнсе кайрĕ. Челпир тӳрех палласа илчĕ — Теккелей шăллĕ Шурут.
— Ылттăнпик килет! - ăнланса илчĕ Челпир. — Ара, вăл Пӳлерте пулмалла мар-çке! Эпĕ ăна Пăлхар урлă кăнтăрти чикĕсене çитсе килме хушнăччĕ... Васкавлă хыпар! — тӳрех ăнланса илчĕ патша. — Монголсем!..
2.
— Куç-хăлхасем хыпарлани тĕрĕсех пулчĕ! — ывăннипе пăхмасăрах курăнча тăрăх кумса калаçать те калаçать Ылттăнпик. — Астăватăн пуль, тете, Калка шывĕ çинчи çапăçу хыççăнах кăпчак çынни Урту пире хăрах куçлă пушхир шаккалĕ Супетей пирĕн енне те ăмсанса пăхнине каланăччĕ. Хăяймасть пуль тенĕччĕ. Хăйрĕ çапах та...
— Вырăссемпе кăпчаксем ытла та вăйсăр пулчĕç, — хăй шухăшне каларĕ Челпир. — Вĕсене пит çăмăл çĕмĕрсе тăкни хавхалантарчĕ пулас ăна. — Патша курăнча тăрăх шухăша кайса утса çӳрерĕ. — Тен, пирĕн тĕрев кăлăхах пулĕ? — иккĕленсе те илчĕ вăл.
— Çук, тете, монголсем Атăл урлă каçнă хыççăн пирен еннелле килме тухнă. Çулкав тунă та тапăра тăнă. Вĕсен куç-хăлхисем Сарăту патне çитиех пынă. Ку вăл Супетей пирĕн еннелле килессине пĕлтерет.
— Эппин — тĕрев! — çирĕппĕн каларĕ патша. Вăл шăллĕ çине пăхса илчĕ. Ылттăнпик питĕ ывăннă. — Тепрер сехет чăтаятăн-и? Пӳклеш пухатăп. Халех!..
— Чăтатăп, - çирĕппĕн каларĕ Ылттанпик. - Кăшт кăна канса илмелле манăн. Кăнтăрла иртсен пĕтĕм çарпа тухса кайма та пултаратăп...
— Тăхта, - чарчĕ ăна патша. — Эппин, малтан иксĕмĕр калаçса илер. Хапăлхапа эпĕ тухса каятăп. Эпĕ — патша тата элтепер. Тăван çĕршыв, тăван халăх çине хура элчел капланса килнĕ чухне манăн чи малта пулмалла. Анчах хапăлхана кăнтăрла илсе тухмастăп. Хĕвел ансан çеç. Алтăр-çăлтăр çине пăхса кĕлтăватпăр та çула тухатпăр. Пĕр енчен-тăшман куç-хăлхисем сахалтарах пĕлччĕр. Тепĕр енчен - пите шăрăх тăрать çанталăк, ку шăрăхра утсем те, арсем те час ывăнаççĕ.
Тетĕш каланине Ылттăнпик ура çинче тăрса ним чĕнмесĕр итлерĕ.
— Эсĕ вара пĕтĕм каркарçарпа пырăн. Лайăх асту, пурте çапут илччĕр. Пĕтĕм çарна икĕ пая пайла. Сылтăмрин ĕмпĕвĕ ху пулăн. Сулахайрин...
Патша шухăша кайса тăчĕ.
— Пăрăнтая парас-и? — иккĕленнĕн каларĕ Ылттăнпик.
— Çук, - чарчĕ ăна патша. - Парăç-Пăрăнтая хампа илетĕп. Сулахайри каркарçарăн ĕмпĕвĕ Пачман пултăр!..
— Пачман? — тĕлĕнчĕ Ылттăнпик. — Ара...
— Пĕлетĕп эсĕ мĕн каласса, — чарчĕ ăна патша. — Çук, пĕрре те çамрăк мар. Çирĕм улттăра-и?.. Чăн-чăн ĕмпӳ пулмалли вăхăт.
Пачман — Ылттăнпикĕн усрав ачи. Унăн ашшĕ — Ылттăнпик юлташĕ пулнă Тураппай. Тураппай — питĕ паттăр мăрсаччĕ. Ушкуйниксемпе çапăçса пуçне хучĕ. Тураппай арăмĕ — кăпчак хĕрĕччĕ. Упăшки вилсен нумай пурăнаймарĕ, çĕре кĕчĕ. Виççĕри Пачмана вара Ылттăнпик хăй патне илсе тăван ывăлĕ пек ӳстерчĕ. Ылттăнпикĕн хăйĕн икĕ ача, асли - хĕр-пике, Ылттăнчеч, ытарайми сăлу-пике пулса ӳсет, чăнах, пĕр пичĕ хĕвел, тепĕр пичĕ - уйăх. Ылттăнпикĕн тепĕр ачи — ывăл, Тутимĕр. Патшан савнă мăшăрĕ Айраслу маттур-ха, тата темиçе ывăл та çуратса парĕ.
— Авлантарма вăхăт санăн ăна, — асăрхаттарнăн каларĕ Челпир. — Пĕр-пĕр чаплă кăна кин кĕртмелле килне...
Ылттăнпик кулса ячĕ.
- Кин вырăнне кĕрӳ кĕртмелле пулмасан...
Челпир шăллĕ çине тĕлĕнсе пăхрĕ.
- Мĕнле кĕрӳ пирки калаçатăн?.. Ылттăнчеч çамрăк-ха, вунпиллĕкре çеç мар-и?
- Çапла та... Пачмана эпĕ, тете, савнă ывăл тесе пăхса ӳстертĕм те... Кăштах вăхăт иртсен кĕрӳ пулать пулмалла.
- О-хо-хо! Ку вара - лайăх хыпар! — савăнчĕ Челпир. — Атя, ку ыйтăва тĕплĕн, харçăран таврăнсан сӳтсе явăпăр. — Унтан хайхискер сасартăк сăнран улшăнчĕ: — Тăхта-ха, шăллăм, — терĕ тĕлĕннĕн, — ара, эпир тахçан-тахçан Ылттăнчече Парăç-Пăрăнтай валли çураçманччĕ-и-ха?
— Ку вăл Ылттăнчеч ача чухнех пулнă. Халĕ вара, акă, ӳссе çитрĕ те пурнăç пĕтĕмпех улшăнчĕ.
— Мĕнле ăнланмалла эс каланине? - пушшех те тĕлĕнчĕ патша.
- Ача чухне, Пачманпа Ылттăнчеч хăйсене тетĕшĕпе йăмăкĕ тенĕ чухне, пачах урăхлаччĕ, - каласа нама тытăнчĕ Ылттăнпик. - Пĕрле те вылятчĕç вĕсем, хирĕçкелетчĕç те, пĕр-пĕрин умĕнче юнтаратчĕç те. Кайран, самаях ӳссе çитсен, Пачмана манăн тĕрĕссине каласа памалла пулчĕ. Хам каласа парас терĕм. Çынсенчен мар, манран илттĕр тĕрĕссине, терĕм. Çавăн хыççăн вара Пачман та, Ылттăнчеч те пачах улшăнчĕç. Пĕр-пĕринчен вăтанма тытăнчĕç. Уйрăмах Пачман улшăнчĕ. Вăл хăйне Ылттăнчеч чури пекех тытакан пулчĕ. Ылттăнчеч мĕн калать, çавна тăвать. Ылттăнчеч вара çавăнтанпа Парăç-Пăрăнтайпа пачах калаçми пулчĕ... Каçар, тете, юратнă хĕрĕме эпĕ ирĕксĕрлесе Парăç-Пăрăнтая пама пултараймастăп.
— Ку шухăшламалли япала, — шăллĕпе куçĕнченех пăхса каларĕ патша. — Эп сана ăнланатăп. Хушма та пултараймастăп. Тăван шăллам пулсан та... Пĕр-пĕрне килĕштереççех-и вара? Йăнăшмастăн-и?
— Çук, йăнăшмастăп, — хуравларĕ Ылттăнпик. — Туятăп, часах туй тăвасси пирки те калаçу пуçлаççĕ.
— Çамрăксен хăйсен çулĕ ĕнтĕ, — шухăша кайса каларĕ Челпир. — Тĕрёс, ирĕксĕрлеме юрамасть кунта... Тен, ку лайăх та пулĕ. Эппин, Пачмана çар пани тĕрĕс пулать. Манса ан кай: сулахайри ĕмпӳ — Пачман. Ку вăл, эс каланă хыççăн, пушшех те кирлĕ. Халĕ вара пӳклеш... пӳклеш пухатăп...
Пӳклеш пухăнасса кĕтсе, Челпир шухăша кайса ларчĕ, тĕнчере мĕн пулса иртнине ăнланса пуç тавра кирлĕ пек çавăрма тăрăшре.
Атăлçи Пăлхарстан — аслă патшалăх. Унăн çĕрĕсем тухăçра Урал тăвĕсен хыçĕнчен пуçланса анăçра Хура Атăл шывĕ патне çитеççĕ; çурçĕрте Чулман Атăлпа Чепец шывĕ патĕнчен иртсе кайса Пăрлă тинĕссем патнех çитеççĕ; кăнтăрта Сарăту патĕнчен те иртее каяççĕ те Хазарсен тинĕсĕ патнех çитеççĕ. Çавăнпа тĕнчере пулса иртекен пĕр ĕç те Атăлçи Пăлхарстан куç-хăлхисенчен асăрханмасăр пулса иртмест. Челпир патне кашни кун вуншар-вуншар тĕрлĕ хыпар çитет. Çавсене пĕр тĕвве тĕвĕлесе кирлĕ шухăш тума шухăшларĕ патша.
Виçĕмçул, Лаша çулĕнче, монголсен никама шеллеме пелмен çарĕсем, Туран çĕрĕсем урлă каçса, Тимĕр хапха витĕр тухса Çурçĕр Кавказ айлăмне, лешьен кăнчаксен çĕрне сиктерсе тухрĕç те чи малтан алансене тапăнчĕç. Алансем хăйсен элчисене лешьен кăпчаксен аслă ханĕ Котян патне ячĕç, килĕшӳ туса тискер тăшмана хирĕç пĕрле кĕрешме тăрăшрĕç.
Тискер тăшмансем ытла нумайăн та мар ĕнтĕ, вĕсен шучĕ пурĕ те 35-40 пин çеç. Виçĕ тамань. Супетей ертсе пыракан тамань. Джепе-нойон таманĕ тата Тохучар-нойон таманĕ. Вĕсен çумне кун пек чухне пулăшӳ текĕрчĕсене тата яраççĕ. Пĕтĕм çарне ертсе пыма монголсен аслă патши Чингиз-хан çапăçура нихăçан та аптраса ӳкмен пуçне çухатман Супетее хушнă. Супетей паттăр çарпуçĕ кăна мар, пите чее те тавсасăр çын. Кунта та вара вăл хăй чеелĕхне те, тавсасăрлăхне те питĕ лайăх катартма пултарнă. Алансем кăпчаксемпе килĕшӳ тунине пĕлнĕ те Котян патне хăй элчисене янă.
— Эпир сирĕнпе пĕр юнлă халăх, — тенĕ хайхисем Котянпа ун çыннисене, Супетей хушнине итлесе. — Пирĕн сирĕнпе нимĕншĕн те хиреçмелли те, çапăçмалли те çук. Алансем вара пире те, сире те ют. Вĕсене пирĕн те, сирĕн те шеллесе тăмалла мар. Атя, эсир алансенчен пăранса кайăр. Эпир вĕсене çĕмĕрсе тăкатпăр та мĕнпур пурлăхне пĕрле пайлатпăр. Алансем иртĕхсе пуйса кайнă халăх. Вĕсен ылттăн-кĕмĕлĕ те, ахах-мерченĕ те, чури-хăрхăмĕ те темĕн чухлĕ. Эсир вара çавсене хăвăра мĕн чухлĕ кирлĕ, çавăн чухлĕ илме пултаратăр...
Асран тайăлнă çав Котян. Монголсем хăйсене çапла чеен улталаса илĕртнине ăнланман. Тин кăна килĕшӳ тунă алан-тамăрĕсене сутнă вăл. Чи кирлĕ вăхăтра алансене хăйсене кăна хаварса чакса кайнă.
Монголсене çакă çеç кирлĕ. Вĕсем хăйсем кăна юлнă алансене çĕмĕрсе тăкнă та ун хыççăнах нимĕн тăхтаса тăмасăр кăпчаксем çине кĕрсе кайнă, вĕсен ялĕсене çунтарма тытăннă. Котянăн вара хăйне ятла-ятла, ултавçă монголсене ылхана-ылхана кайьеннелле тармалла пулса тухать. Кайьенче — унăн кĕрӳшĕ вырăс кнеçĕ Мстислав Удалой. Кĕрӳшĕнчен пулăшу ыйтать Котян: "Тискер монголсем халĕ пире, ыран сире пĕтерме пултараççĕ", — тет.
Кăпчаксем алансене епле улталанине пĕлнипе ăслăланнă Мстислав Удалой вырăс çĕрĕсем çине те епле хăрушлăх килсе капланнине ăнланнă. Вăл Кейӳ кнеçне тата Чернигов кнеçне, вĕсем те Мстислав ятлă, хăй майлă çавăрать.
Кейӳ кнеçĕ — пĕтĕм вырăс çĕрĕсемшĕн аслă кнеç. Апла унăн яваплахе те пысăк. Çакна пĕлсе, Кейӳ кнеçĕ Мстислав пĕтĕм кнеçсен аслă канашне пуçтарас тенĕ. Анчах тĕрлĕ çĕрте пурăнакан вырăс кнеçĕсем хăйсен çĕрĕ çине мĕнле хăрушлăх капланса килнипе ăнланман. Аслă кнеç чĕннĕ пулсан та, вĕсем пурте Кейӳ хулине пыман. Те хăранă, те хăйсене аслă кнеçрен та аслă туйнă. Те тата Супетей çыруне илнипе куштанланса кайнă... Вырăс кнеçĕсене пĕрлешме чарас тесе, Супетей чылайăшĕ патне йăпăлти çыру янă. Çав çырăва çырса илсе куç-хăлхасем Челпире те çитерсе панăччĕ. "Эпир путсĕр кăпчаксене тытса лăскас тесе килнĕ, — çырнăччĕ унта. — Сирĕн çĕрĕрсем пире пачах та кирлĕ мар. Кăпчаксене тытса лăскама эсир пире ан чăрмантарăр. Хăвăра мĕнле кирлĕ çавăн нек пурăнăр. Хăвăр пата тарса килнĕ кăпчаксене тытса хăвăр чурăр тăвăр, вĕсен мĕнпур пурлăхне хăвăр валли тытса илĕр... Эпир вара сире ку ĕçре яланах пулăшма хатĕр..."
"Мĕнле-ха вырăс кнеçĕсем çак ултава та ăнланман? — монголсем мĕн çырнине аса илсе, шухашларĕ Челпир. — Е хăйсем те çапла ултавлă чунлă-и вĕсем?.."
Вырăс кнеçĕсенчен чылайăшĕ çак виçĕ Мстислава пулашма пыман. Çапах та çак виçĕ Мстислав хăйсен çарĕпе тата хăй патне пынă хăшпĕр кĕçĕн кнеçсен çарĕпе кăпчаксене пулăшма тухнă.
Монголсем, вĕсене харçа тухма чарас тесе, элчĕсем янă. Анчах вырăссем, ирсĕрленсе, çав элчĕсене вĕлернĕ. Ку вăл вара ниме юрăхсăр япала. Элчĕсене тивме юрамасть. Ăна пĕтĕм тĕнче пĕлет. Монголсем те, епле тискер халăх пулсассăн та, элчĕсене нихăçан та тивмеççĕ. Те вырăссем хăйсен йышĕ пысăк пулнипе курнăçланса кайнă. Чăнах та, вĕсен пĕтĕм çарĕ чылай пысăк пулнă. Вăтăр пилĕк-хĕрĕх пинлĕ монголсене хирĕç çĕр пинтен те иртекен вырăссемпе кăпчаксен çарĕ тухнă.
Çав хушăра монголсем хăйсене валли тамăрсем тупнă. Вĕсем — Тан шывĕн анат енчи хурах пусса ирĕк пурнакан вырăссем, вĕсене бродник теççĕ. Бродниксен пуçлăхĕ Плоскиня хăй çарĕпе монголсене пулăшма пынă. Монголсем вара, Плоскиняпа пĕрле, вырăссемпе кăпчаксен пĕрлешнĕ çарĕнчен хăраса ӳкнĕ пек пулса, юри тарам пекки тунă. Ку вăл пĕлтĕр, Сурăх çулĕнчи пуш уйахĕн вĕçĕнче пулнă. Вуникĕ кун хушши кăнтăр-хĕвелтухăçнелле тарнă вĕсем, юлашкинчен Ас тинĕсне кĕрекен Калка шывĕ патне тухнă та тимлĕхне çухатнă кăпчаксемпе вырăссене сасартăк тапăннă. Лешсем нимĕнле çапăçу йĕркине те тăрса ĕлкĕреймен. Хăш çар кама итлемеллине те, мĕнле çарпа юнашар тăмаллине те пĕлмен вĕсем. Çакăнпа усă курса, монголсем вырăссемпе кăпчаксен пĕрлешнĕ çарне ним юлми çĕмĕрсе тăкнă. Çакăнта вара вырăссен чи чаплă паттăрĕсем çĕре кĕнĕ.
Чернигов кнеçĕ те çав çапăçура çĕре кĕнĕ. Кейӳ кнеçне тата ытти кĕçĕн кнеçсемпе паттăрсене, Плоскиня пулăшнипе, улталаса монголсем тыткăна илнĕ. Кайран вара вĕсене çыхса çĕре пăрахнă, весем çине хăмасем хунă та унта ларса, çĕнтерĕве палăртса, ĕçкĕ-çикĕ тунă. Çав хăмасен айĕнче тертленсе çĕре кĕнĕ вырăс кнеçĕсемпе паттăрĕсем.
Котянпа Мстислав Удалой тарса хăтăлнă. Анчах вĕсем пек тамарĕсене пăрахса тариччен çĕре кĕни лайăхрах... Котянпа Мстислав кнеç хăйсен ятне те, паттăрĕсен ятне те янă. Вĕсем çинчен килес ламсем нихаçан та ырă сăмах каласа асăнас çук.
Халĕ вара çав алансене, кăпчаксене тата вырăссене çăмăллăнах çĕнтернĕ монголсем пăлхарсем çине тапăнса кĕреççĕ иккен. Челпир пĕлет: алă усса ларма юрамасть, тискер монголсене ниенле те парăнмалла мар, вĕсене ăс кĕртмелле, ним юлми çĕмĕрсе тăкмалла...
Анасенчен хыттăн пусса утни илтĕнчĕ. Курăнчана пĕрин хыççăн тенри пăлхар çарпуçĕсем кĕме тытăнчĕç...
4.
Аслă та чаплă Пӳлер хули Чулман Атăлтан кăнтăрарах, Аслă Çарăмсана юхса кĕрекен Кĕçĕн Çарăмсан юханшывĕн сулахай çыранĕнче ӳссе ларнă. Кайьенчен ăна Кĕçĕн Çарăмсан шывĕ, çурçĕртен — çӳллĕ ту хӳтĕлет. Çӳллĕ туне Чӳклету теççĕ. Чӳклету айккинче тап-таса çăлкуçсем тапса тăраççĕ. Вĕсем вара ту айĕнчи алтупанĕнче пĕрлешеççĕ те, пысăк мар юханшыв пулса, хулана юхса кĕреççĕ, кайран, хуларан тухса, Кĕçĕн Çарăмсанпа пĕрлешеççĕ. Çак хула урлă иртекен çырмана Эльшань теççĕ.
Эльшан ытлашши сарлаках мар пулсан та питĕ тулли юханшыв. Ун урлă каçса çӳреме виçĕ кĕпер тунă. Чӳклету патнерехри кĕпере пӳлерсем Кĕçĕн кĕпер теççĕ. Варринчи кĕпер - Аслă кĕпер. Тепри, кăнтăр еннерехри, — Кĕмĕл кĕпер. Тĕрĕссипе, Аслă кĕпер мар, кунта чи пысăкки, чи сарлаки — Кĕмĕл кĕпер. Ăна ахальтен ун пек ят паман. Ăна чăнах та кĕмĕл тăхасемпе илемлетнĕ. Унсар пуçне кĕперĕн кашни енче - икшер çӳллĕ юпа. Кашни юпа тăррипе çап-çутă кĕмĕлне сăрса хитре ӳкерчĕксем тунă. Ӳкерчĕксем пурте пăлхарсен пурнăçĕн тĕрлĕ енне çутатса параççĕ. Пĕрин çинче пăлхарсем сунара тухни. Теприн çинче пăлхарсен çарĕ харçăра пулнине кăтартнă. Виççĕмĕшĕ çинче — пăлхар сутăçисем карапсемпе инçетри çĕрсене суту-илӳ тума тухса кайни. Тăваттăмĕшĕ çинче вара пăлхар ачисем шарал патĕнче вулама-çырма вĕренсе ларнине курма пулать.
Çак Эльшань юханшывĕ аслă Пӳлере икĕ пая уйăрать. Пӳлерĕн кăнтăр пайĕ - Аслă хула, Аккерман; çурçĕр пайĕ - Кĕçĕн хула, Тӳшеккер. Аслă хулара — патша керменĕ, ăна хăйне те никам пырса кĕреймеcле чул хӳмепе çавăрса тухнă. Аслă хулапа Кĕçĕн хула пĕрле вара Аслă Пӳлер пулса тăраççĕ.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...