Вутпа ан выля
ВЫЛЯКАНСЕМ:
Асламăшĕ
Женя, 10 çулти хĕрача
Таня, 14 çулта
Марье кинемей
Ваня, 5 çулта
Ачасем.
Ял урамĕ. Пӳрт умĕнче чечексем. Сак çинче асламăшĕ, Женя, Таня лараççĕ. Ачасем пытанмалла выляççĕ.
Женя: Асанне, хаçатра "01" викторина-конкурс тухнă. Эпĕ сочинени çырса ярасшăн, юмах та çырма юрать. Эсĕ юмах пĕлетĕн пуль, каласа кăтарт-ха.
Таня: Эпĕ те пĕлтерĕве вуларăм-ха, хутшăнас кăмăл пур, репортаж çырас тетĕп.
Женя: Мĕн вăл репортаж?
Таня: Репортаж вăл — хаçатра е радиопа журналист хăй мĕн курнине çырса е каласа кăтартни.
Асламăшĕ: Пушар — чи хăрушă инкек. Ун пеккинчен Тур сыхлатăрах.
Таня: Асанне, чăнах та, юмах ярса кăтарт-ха, пирĕн итлес килет.
Асламăшĕ: Юрать, каласа парам эппин, мана кукамай каласа панăччĕ.
Женя: Ачасем, килĕр, асанне юмах каласа парать. /Ачасем пуçтарăнса лараççĕ./
Асламăшĕ: Пурăннă тет ĕлĕк-авал пăр ĕçчен халăх. Вĕсем тыр-пул акнă, выльăх-чĕрлĕх усранă, кĕмĕл тумлă халăх тенĕ вĕсене, кĕнеки те пулнă вĕсен, ылтăн сас паллисемпе çырнăскер. Пĕррехинче вĕсем çине аçтахан тапăнать, килĕ-çуртне çунтарать. Кĕнеки те çавăн чухне çунса каять. Çынсен пурнăçĕ йывăрлансах çитет. Чылай çул иртсен çак сĕршывра Улăп ача çуралать, сехетсерен, минутсерен ӳссе пырать. Çынсене аçтахан хирĕç кĕрешме вĕрентет. Вăл пулăшнипе çынсем Сар кун çĕршывне çитеççĕ, аван пурăнма пуçлаççĕ.
Женя: Мана асатте те вăрçă вучĕ çинчен каласа панăччĕ. Çĕр çунатчĕ, çĕрле кăнтăрлахи пек çутă, кăнтăрла çĕрлехи пек тĕттĕмччĕ тет.
Таня: Ман асанне Ленинград блокадинче пулнă. "Вăрçă вутĕнчен хăрушă вут çук", — тет вăл.
Марье кинемей /хуллен кĕрет/: Ачасем, пулăшăр-ха, ман мăнук Ваня таçта çухалнă. Çав шăпăрлана шыраса ывăнсах çитрĕм, урасем ыратакан пулчĕç. Хам та аран çӳретĕп те. Сирĕн шăм-шак çăмăл.
Женя: Эпир часах тупса килетпĕр, ларса кан. /Ачасем тухса каяççĕ./
Марье кинемей: Ларам-ха эппин, эх, шел ачана, çамрăклах тăлăха юлчĕ. Ашшĕпе амăшĕ, килĕ-çурчĕ... Йăлт кĕл пулчĕ вĕт-ха.
Асламăшĕ: Эрех, çавах пĕтерчĕ вĕсене. Пĕр вĕçĕмех ĕçетчĕç вĕт. Эрех ĕçсен __Атăл__ та чĕркуççи таран çав. Кăмакине те юсавлă тытаймарĕç пулас. Пӳрт маччи çине уттине мĕншĕн хăпартса хунă-ши? Хăвăрт тивсе каякан япалана мачча çине хума юрамасть вĕт-ха.
Марье кинемей: Ачи шăрпăкпа вылямарĕ-ши тетĕп. Тен, чĕртнĕ те хăй хăраса тарнă? Ача-пăча айăпĕпе те инкек нумай пулать вĕт-ха.
Асламăшĕ: Инкекĕ, асăрханмасан, пуринпе те пулать. Ĕнер Çатракассинче электроплита сӳнтерме манса кайнă пирки пĕр çемье кил-çуртсăр, ача-пăчасăр тăрса юлнă вĕт.
Марье кинемей: Эх, мăнтарăн ачисем, пурăнма та пуçламан вĕт. Вут-кăвар никама та, ниме те хĕрхенмест, веçех кĕле куçарать.
Асламăшĕ: "Вăрăран юлать, вутран юлмасть" тесе ахальтен каламан.
Марье кинемей: Ай Тур-тур, ку ача ăçта кайса çухалчĕ-ши? Темĕнле инкек туса ан хутăр. Ача-пăчаран темĕн те кĕтме пулать.
Асламăшĕ: Ан кулян, йĕркеллех пуль-ха, часах ачасем шыраса тупаççĕ, килни курăнмасть-и-ха? /Ачасем кайнă еннелле пăхать/ Авă, килеççĕ.
Ачасем /шавласа кĕреçсĕ/ Марье аппа, тупрăмăр.
Таня /Ваньăна çавăтнă/: Марье аппа, пит маттур ача вара пирĕн Ваня, паллах, каламасăр кайнăшăн, кинемее кулянтарнăшăн ятламалла-ха ăна, анчах та вăл ырă ĕç тунă.
Марье кинемей: Мĕнле ырă ĕç-ши?
Женя: Тахăш тăрпалтайĕ ял çумĕнчи вăрманта кăвайт хунă, сӳнтермесĕрех хăварнă.
Ваня: Эп урамра вылянă чухне пысăк ачасем пычĕç те мана хăйсемле вăрмана пыма чĕнчĕç, эп кайрăм.
Асламăшĕ: Унта мĕн турăр вара?
Ваня: Пулă тытрăмăр, кайран пулă шӳрпи пĕçертĕмĕр, эпĕ те хăрăк-турат пуçтартăм. Пысăк ачасем кĕленчерен шыв ĕçрĕç, кайран шавлама пуçларĕç.
Марье кинемей: Сана та ĕçтерчĕç-и?
Ваня: Эсĕ пĕчĕк-ха терĕç. Пулă шӳрпи кăна çирĕм.
Асламăшĕ: Малалла мĕн пулчĕ вара?
Ваня: Кайран пурте таçта кайса пĕтрĕç, пĕчченех тăрса юлтăм. Вутти çунать, çăл куçĕнчен консерва банкипе шыв йăтса сунтертĕм.
Таня: Эпир вара кăвайт вырăнне çĕрпе хупларăмăр. Сӳнмен вут пуççисене шыва чикрĕмĕр. Пурте йĕркеллĕ.
Женя: Кĕлĕнче ванчăкĕсене пуçтарса шăтăка чавса хутăмăр.
Асламăшĕ: Тĕрĕс тунă, ачасем, вăрман — халăх пуянлăхĕ, ăна упрамалла. Çăмăлттайлăх питĕ пысăк инкек патне илсе çитерме пултарать.
Таня: Женя, акă сана конкурса тăратмалли материал. Тӳрех пĕрремĕш вырăн йышăнатăн.
Жена: Чи кирли — конкурсра мала тухасси мар, çут çанталăк пурлăхне вут-кăвартан сыхласси.
Марье кинемей: Вут-кăвартан хăрушши çук, асăрханнине ним! те çитмест. Вутла ан выльăр, ачамсем.
Чаршав.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...