Пирĕн пикемĕр
Чашласа çăвать-и çумăр,
Шыв юхать-и шаркаса,
Почтальон килте лармасть вăл,
Шав çӳрет вăл шапарса.
Шапарса çӳрет пикемĕр,
Килĕрен киле çӳрет.
Ун ĕçне-хĕлне тиркемĕр,
Сăнĕпе те пит хитре.
Куç уçма памасть-и тăвăл,
Çил ӳлет-и ахăрса,
Почтальон килте лармасть вăл,
Шав çӳрет вăл çаврăнса.
Чупса çеç çӳрет пикемĕр,
Килĕрен-киле çӳрет.
Çыру пур, хаçат илсемĕр,
Хаçатпа хыпар çӳрет.
Хĕрелсе килет-и шуçăм,
Кун килет-и хĕвелпе,
Почтальон килте лармасть вăл,
Шав çӳрет вăл сумкипе.
Вĕçсе çеç çӳрет пикемĕр,
Килĕрен-киле çӳрет.
Çыру пур, «Ялав» илсемĕр,
«Ялавпа» калав килет.
Тӳпене тухать-и уйăх,
Каç килет-и юрăпа,
Почтальон килте лармасть вăл,
Тĕл пулать вăл çамрăкпа.
Юрласа çӳрет пикемĕр,
Вăйăран-вăййа çӳрет.
Çыру пур, конверт илсемĕр,
Конвертпа çыру çӳрет.
Çеçкене ларать-и çĕмĕрт,
Çу çитет-и çырлипе,
Почтальон килте лармасть вăл,
Шав çӳрет вăл çулĕпе.
Кулса çеç çӳрет пикемĕр,
Килĕрен-киле çӳрет.
Почтальон тесен, тиркемĕр,
Хăтана тавра çӳрет.
Шухăшсем
Get esports predictions backed by data, ...
Get esports predictions, CS2 predictions...
Get esports predictions, CS2 predictions...
Get esports predictions backed by data, ...
1...
6...
6...
1...
Think of Vantovo as a scout working your...
Why keep throwing money at paid ads that...