«Шухăшсен кĕтĕвне шуйхатмасăр иртме…»
Шухăшсен кĕтĕвне шуйхатмасăр иртме
Те ăстайăм çитмест, те пăлхавлă чĕре
Кипкинчи ĕмĕтне чарăнмасть ĕмĕртме:
Хăвалать таппипе — уямасăр çĕре,
Уямасăр куна — юраман сунара:
Канăçа шыраса кĕтесрен кĕтесе
Çапăнать тĕртленӳ кунĕпе, çĕрĕпе:
Çакăнтах пулмалла... чун туять... куç тĕсет...
Шыракан — тупмаллах... Шăкăрин! Картипех:
Шухăшсем чӳхенме пухăнса тапăра!
Пăтранса тăракан сăмахсен пĕвинче
Чӳхенсе çӳрекен шухăшсен кĕтĕвне
Иртĕпех систерми — тенĕ чух — хальхинче
Юриех хыт ярать чун-чĕре сас-чĕвне —
Парлатса хăпарать шуйхану таврара...
Çук, тытманччĕ пăшал, серепе те илмен —
Айккарах пăрăнса утмаллаччĕ хуллен.
Çак тĕле вĕсене шыраса та килмен
Ма хускалчĕç вĕсем?! Тертĕм — пур, çук — термен:
Чĕрчунла тапăнса вĕлеретĕп пăвса:
Пĕрине, теприне... чарнаймастăп текех:
Тăлласа тăкмасан, хумасан йĕркипе
Шухăшсен шăм-шакне — юлмиччен — пĕтĕмпех
Сăвăсен савăтне хама май, кирлĕ пек...
Вара тин сунартан канăçпа таврăнам
Шухăшсем
En ny rebus til skarpe hjerner — https...
Prakticke triky do domacnosti — https:...
En losning uden besv?r — https://www.....
Descubra um novo truque para sua rotin...
Ideje za brže i bolje rezultate — http...
Attract high-quality visitors to your si...
Ever thought how chuvash...
Idei inteligente pentru via?a moderna ...
Poboljsaj svoju rutinu uz jednostavan ...
What if chuvash...