Укçа
Укçа çинчен
мĕнчул шутлаççĕ,
тĕнчипе
ăна шыраççĕ.
Шутланипе
ăна тупаймăн,
шыранипе
ăна кураймăн.
Укçа пурне те
юратмасть,
ытла çывăха
ямасть.
Тытма
пĕлменнине вара,
вăл кăтартать
пĕр мыскара.
Укçа тени вăл
питĕ вăйлă,
ун пек вăй
тĕнчере те çук.
Анчах ун вăйĕ
хăйĕн майлă –
ăна пĕлменни
çын та çук.
Укçа ярса
илет алла,
пуçа та
çавăрса ярать.
Туртать вăл
вăйлă аялла,
çĕклеме те
пултарать.
Укçашăн пиншер
çын пĕтет,
мĕнчул ун пеккине
кĕтет!
Анчах нимĕн те
тăваймăн,
укçасăр пурнăçра
пурнаймăн.
Р.S. Пĕр енчен укçа
вăл кирлĕ...
Унсăрăн
çăмăлах мар.
Шухăшсем
Why settle for generic visitors when you...
Set your keywords...
я не знаю чувашский а хоть и кто занет ...
We built Vantovo on one simple idea: tra...
НУРНАТПАР-ХА ТЕСЕ ПЁРИ КАЛАНА вара ...
Мĕнле пулнă, çаплипех тăрать, заблокиров...
Тархасшăн çак ухмахсен шухăшĕсене тасатă...
Сергей Юшков - Етĕрне районĕнчи Атликаси...
Лайăх сăвă ачасемшĕн...
Темле çын та пур çĕр çинче, тĕлĕнместĕп....