Çанталăк
Çанталăк
улшăнса тăрать,
çулталăкра
тăватă хут.
Ун пеккине
ман ăш курать,
виççĕр утмăл
пилĕк хут.
Хăшпĕр чухне
тĕлĕнмелле –
ăçтан тухать
çавăн пек çулăм?
Мĕн çуннине те
пĕлмелле –
мĕн-ши эп
ун пек турăм?
Хĕлле, кăштах
сăмса шăнсан,
шалта та
пăрланнă пекех.
Ку япала
часах пулсан,
тухассăм та
килмест текех.
Апла çанталăк
ăшăмра –
пурнăç та
унăн аллинче?
Унта вара
шурă-хура –
ман пурăнасчĕ
варринче.
Вăл эп шутланинчен
килмест,
манăн ăш та ăна
пĕлмест.
Çулăм тухать
паян унтан,
е вăйлă çил
пĕр-ик кунтан.
Кашни çын
вăл хăйех хуçа –
алла илес
пулать пуçа.
Ăшри çанталăк
улшăнать?..
Çын мĕн
курассине курать.
Шухăшсем
Get esports predictions backed by data, ...
Get esports predictions, CS2 predictions...
Get esports predictions, CS2 predictions...
Get esports predictions backed by data, ...
1...
6...
6...
1...
Think of Vantovo as a scout working your...
Why keep throwing money at paid ads that...