Учитель
Эп хам
учитель пулнă май,
çырмалли
манăн нумай.
Анчах та
эп нумай çырмастăп,
паллăсене те
эп памастăп.
Учитель вăл
вĕрентекен –
чăваш пулсан,
ăна пĕлен.
«Учитель» тесе
каласан,
вăл маншăн –
тăванран тăван!
Пĕрремĕш ман
вĕрентекен –
ун сăнĕ
ман пуçра пĕтмен.
Вăл вĕрентни
ĕмĕр манпа,
эп мухтанатăп та
унпа.
Вĕрентнĕ
вулама, çырма,
вăлах вĕрентнĕ
юрлама.
Мана вăл
панă уроксем –
ылтăнран
хаклă вĕсем!
Нихçан та
эп ăна манман –
урăх ман
ун пекки пулман.
Пулнă пулсан та
пурнăçра –
пĕрремĕш
ĕмĕрех пуçра!
Хĕрĕх çул ытла
ĕçлерĕм,
пĕрре те ывăнма
пĕлмерĕм.
Мана та
паян асăнаç –
«пĕрремĕш» тесе
хак параç.
Шухăшсем
Get esports predictions backed by data, ...
Get esports predictions, CS2 predictions...
Get esports predictions, CS2 predictions...
Get esports predictions backed by data, ...
1...
6...
6...
1...
Think of Vantovo as a scout working your...
Why keep throwing money at paid ads that...