Шăнкăрч — юрăçă
Пирĕн яла кашни çуркунне шăнкăрчсем тем чухлĕн вĕçсе килеççĕ. Эх, юрлаççĕ вара! Çав тери савăнăçлăн, çунаттисене ал çупнă пек çапса, хавасланса шăрантараççĕ хăйсен юррине.
Эпир, ачасем шăнкăрчсем валли кашни çул çĕнĕрен çĕнĕ вĕллесем туса хатĕрлетпĕр. Ку çуркунне эпĕ виçĕ вĕлле турăм. Пĕр вĕллине урамри йăмра çине, теприне — кил картинчи вĕрене çине, виççĕмĕшне — анкартинчи хурăн тăррине çыхрăм.
Пирĕн тĕлте, урамăн тепĕр енче, Нилыч мучи пурăнать. Ĕнтĕ ватă вăл, сакăр вунăçултан та иртнĕ пуль. Нилычăн пӳрчĕ умĕнчи йăмра çинче те пур шăнкăрч вĕлли, вăл вĕлле пирĕн чӳрече витĕр те курăнсах ларать.
Нилыч мучи вăл вĕллене туса çыхни темиçе çул та иртнĕ ĕнтĕ, çыхнă кантри те çĕрсе кайнă. Çавăнпа пĕррехинче, таçтан вăйлă çил-тăвăл килсе тухсан, çав çĕрĕк кантра татăлса кайрĕ те, шăнкăрч вĕлли çĕре ӳкрĕ.
Эпĕ, вĕлле ӳкнине курсан, часрах урама чупса тухрăм. Ак инкек: вĕллен тĕпĕ йăви-мĕнĕпех тухса ӳкнĕ, çĕмрĕк вĕлле патĕнче тăватă чĕпĕ хăранипе пĕри те тепри çăварне уçса: «Ан тив мана! Ан тив!» — тенĕ пек выртаççĕ. Пĕчĕкçеç кăна-ха вĕсем, çунаттисем ӳсмен, тĕк вырăнне шурă хăвăл пĕрчĕсем шăтнă çеç. Шăнкăрчĕсем — амăшĕпе ашшĕ — мана кĕç-вĕç сăхса илес пек вĕçе-вĕçе пыраççĕ, чĕриклетсе кăшкăраççĕ, вĕсен йăвине эпĕ çĕмĕрнĕ теççĕ пулмалла.
Шăнкăрчсен тухса ӳкнĕ йăвине эпĕ каллех вĕлле ăшне хутăм, тĕпне çапса юсарăм та, чĕпписене те шала лартса, вĕллене тепĕр хут йăмра çине, малтанхи вырăна улăхса çыхрăм. Хальхинче кантрапа мар, пралукпа çирĕп яваларăм, «Чĕрик! Чĕрик!.» чĕвĕлтетсе ларса юлчĕç пĕчĕк чĕрчунсем. Халь каллех хăй вырăнĕнчи вĕллине кĕрсе пăхсан, чĕпписем те пур иккенне курсан, амăшĕпе ашшĕ тинех лăпланчĕç, васкасах хурт-кăпшанкă çĕклеме тытăнчĕç.
Вăхăт иртнĕ май çулла пулчĕ, ку хушăра çак вĕллери шăнкăрч чĕпписем те ӳссе çитрĕç.
Пĕр ирхине эпĕ çак шăнкăрчсем — амăшĕпе ашшĕ — темшĕн çине-çине чĕриклетнине илтрĕм те чӳрече витĕр пăхрăм. Çак вăхăтра ӳссе çитнĕ пĕр чĕппи вĕлле шăтăкĕнчен пуçне кăларса пăхса ларчĕ-ларчĕ те вĕлт! вĕçсе тухрĕ, турат çине, амăшĕпе ашшĕ патне кайса ларчĕ. Ун хыççăн тепри, виççĕмĕшĕ… Тăваттăмĕш чĕппи те тухрĕ, анчах çук, ыттисем хыççăн вĕçсе каяймарĕ, çĕре ӳкрĕ. Кунта çывăхрах, карта юпи çинче, пирĕн кушак аçи Нăрлăш ларнине курсан, эпĕ пӳртрен çав самантрах тухса шăнкăрч чĕппине пырса тытрăм; унсăрăн Нăрлăш вăл чĕппе туртса çурма пултарать.
Пăхатăп, хайхи чĕппе… Эх, каллех инкек! Çак чĕппĕн пĕр çунатти хуçăк иккен. Паллах ĕнтĕ, çуркунне вĕлле çĕре ӳксен хуçăлнă вăл çунат.
Хĕрхентĕм, шеллерĕм эпĕ çак шăнкăрч чĕппине. Ăна пӳрте илсе кĕтĕм те, лăпă хуллинчен читлĕх туса, çавăнта хупрăм. Ирĕкре усрама май çук, Нăрлăш тытса çиесрен хăрушă.
Халь читлĕхри шăнкăрч чĕппи малтанхи кун нимĕн те çимерĕ: хăрать-ха вăл. Иккĕмĕш кунне хăй патне хурса панă пĕр ăманне хыпрĕ, теприне… Виççĕмĕш, тăваттăмĕш кунне хăнăхса çитрĕ те, парса тăма ĕлкĕр кăна. Вăрăм ăман лексен урипе пусать те пĕррех сăхать, тепрех туртать, — ăман ăçта пулнине курса юл! Кайран вара нимĕнле апата та тиркеми пулчĕ. Пуринчен ытла пĕçерсе панă вермишеле юратать, шурă йышши тутлă ăман тесе шутлать пулмалла. Вермишельне эпир çу сĕрсех паратпăр-çке-ха.
Мĕн тетĕр, ӳссе çитсен юрлама та пуçларĕ çак шăнкăрч. Юрри пĕр çемĕллĕ çех-и! Тем тĕрлĕ те юрлать. Урамра е садра мĕнле кайăк юрланине илтет, шăпах çавăн пек юрласа парать.
Юрлать кăна-и! Çын пек те шăхăрать, шапа пек те кваклатать, кăвакал пек те нартлатать. Кунĕ-кунĕпе: «Ши-и-и! Ши-и-и!.. Квак-квак! Нарт-нарт!…»
Ку темех мар-ха, кушак аçине — Нăрлăша тăрăхлама та вĕренчĕ çак шăнкăрчă. Нăрлăша курсанах: «Нрр-нрр! Хррр-хрр!..» нăрлатма-хăрлатма тытăнать те, лешĕ вара çав самантрах кăмака çине улăхса пытанать.
Кĕркунне çитрĕ, ытти шăнкăрчсем кăнтăра вĕçсе кайрĕç, пирĕн шăнкăрч читлĕхрех ларса юлчĕ. Ăçта кайтăр вăл халь çав хуçăк çунатпа. Юрать-çке, уншăн пирĕн патра та япăх мар. Эп килте чух ăна кичем мар, пӳртре никам та çук чух вăл чӳрече витĕр урамалла пăхать те хайне хăй йăпатса юрра шăрантарса кăна ларать. Иртен-çӳрен çынсем, ун пек чух, шăнкăрч сассине илтеççĕ те чӳрече умне пырса тăрсах итлеççĕ. Уншăн шăнкăрч хăй те савăнать, эп вара… пушшех!
Пĕррехинче, хĕлле, пирĕн яла Шупашкартан колхоз ферминчи дояркăсем мĕнле ĕçленине çырса илме радио корреспонденчĕ килнĕччĕ. Çак корреспондент шăпах пирĕн тĕле çитсен, ман шăнкăрчă юрра яра пачĕ! Корреспондент илтрĕ те тапах чарăнса тăчĕ. Çук, урамра чăтса тăраймарĕ, шăнкăрч юррине итлеме пӳрте кĕчĕ.
— Тăхтăр-ха, — терĕ пире çак корреспондент, — вăхăтлăха шăп пулма ыйтатăп.
Эпир шăплантăмăр. Шăнкăрч хăйĕн юрри-кĕввине каллех янратса ячĕ. Корреспондент çак вăхăтра аллинчи арчин кнопкине пусрĕ те, шăнкăрч юрлама чарăнсан:
— Пулчĕ! — терĕ. — Сирĕн шăнкăрч радиопа мĕнле юрланине çак эрнере итлĕр.
Чăнах та, çак эрнерех пĕр ирхине радиопа ачасем валли каланă чух хайхи корреспондент калаçни илтĕнсе кайрĕ. Малтан вăл эпĕ шăнкăрч чĕппине мĕнле çăлса хăварни çинчен каласа пачĕ, унтан юррине итлеме сĕнчĕ.
Ух, шăрантарчĕ те вара ман шăнкăрч юрра! Юрри килтинчен вăйлă янрарĕ. Çуркунне мар, çулла та мар хĕлле!
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...