Шавлă пуху
Лев Борисович Лембэ — вĕçен кайăксене тытса усраса, кайăксен пурнăçне сăнаса пĕлекен профессор, орнитолог. Ун çинчен мана Степан Лукич тахçанах каласа панăччĕ, сăн ӳкерчĕкне те, вăл çырнă кĕнекесене те кăтартнăччĕ, çавăнпа эпĕ ăна халь хăйне курсан тӳрех ас туса илтĕм. Вăл кам иккенне Микишпа ун тусĕсене те каласа парсан, ачасем ун патне ним хăрамасăрах пычĕç, вара эпир Лев Борисовичпа ал тытсах паллашрăмăр. Лев Борисович пире ку енĕпе хăй хăçантанпа ĕçлени, мĕн чухлĕ кайăк усраса, вĕсен пурнăçĕнче мĕн-мĕн пĕлнипе миçе кĕнеке çырни çинчен каласа пачĕ. Кăткăсемпе вĕсен çăмартисене вăл çав кайăксене çитерме пухать-мĕн. Çапах та Микишпа унăн тусĕсем — Гена та, Павлуш та, Лёша та — çак профессорпа килĕштермерĕç.
— Эсир, паллах, усăллă, питĕ кирлĕ ĕç тăватăр. Апла пулин те хăвăра кирлĕ кайăксемпе кăткăсене пирĕн вăрманта мар, урăх çĕрте тытăр, — терĕç.
— Юрать, — терĕ ун чух профессор, — апла пулсан эпĕ сирĕн шкула пырса ытти ачасемпе, учительсемпе калаçăп.
Çапла турăмăр та. Тепĕр виçĕ кунтан пурте шкула пухăнтăмăр. Унта вăрман хуралçине — Степан Лукича, пирĕн таврара чи ăста сунарçă шутĕнче хисепленнĕ Палюк мучие те чĕнтĕмĕр. Темиçе сехет хушши питĕ хирĕçӳллĕ тавлашу пычĕ. Малтан Лев Борисович каллех кайăксене хăй мĕн тума тытнипе мĕн сăнаса пĕлни çинчен каласа пачĕ. Çапах та ачасем пурте тенĕ пекех Микишпа ун тусĕсем енче пулчĕç.
— Кайăксем кашни харпăр хăйĕн йăлипе, хăйĕн пурнăç меслечĕпе ирĕкре пурăнма вĕреннĕ. Эсир вĕсене тытатăр та, тĕрмене хупнă пек, клеткăра усратăр. Сире хăвăра çавнашкал клеткăра усрас пулсан, мĕнле, аван пулĕ-и е питех мар-и?.. — тесе, профессора мĕнле те пулин парăнтарма хăтланнисем те тупăнчĕç.
Пухура Палюк мучи те хĕрсех калаçрĕ.
— Профессор юлташ: «Кайăксене эпĕ питĕ юрататăп», терĕ, — сисĕнмеллех тĕртсе чеен пуçларĕ вăл хăйĕн сăмахне. — Çĕр çинче кайăксене юратман çын пур-ши? Çуках пуль. Эпĕ те питĕ юрататăп. Çапах та эпĕ вĕсене юратнине пула тытса клеткăра усрамастăп-çке. Ан тив, ирĕкрех пурăнччăр вĕсем; вĕсене эс пурăнма хӳтлĕх туса пар, тутă пулма пулăш. Хăйне юратакан çынна кайăк питĕ лайăх палласа илет, хăй пĕлни-пултарнипе тав тăвать. Эсир, профессор юлташ, пирĕн колхоз утарне пырса курăр-ха. Мĕнле кăна кайăк çук унта! Çулла та, хĕлле те. Мĕншĕн? Мĕншĕн тесен эпĕ вĕсене пурăнма йăвасем туса паратăп, хĕлле, вăрманта апат сахал вăхăтра, нихăш кайăкне те выçă çӳретместĕп, — терĕ Палюк мучи.
— Утар таврашне кайăксене юри явăçтаратăн пулсан, мĕнле, сирĕн утарта пыл хурчĕсем сахалланса пыни сисĕнмест-и? — Палюк мучи пекех чеен кулкаласа ыйтрĕ профессор та.
— Э-э, çук, — майлаштарса хучĕ Палюк мучи, — пыл хуртне мĕнле кăйăк çиме юратнине эпĕ питĕ лайăх пĕлетĕп. Ун пек кайăксене утар çывăхне те ямастăп. Щуркă ятлă хурт кайăкне, сăмахран. Пăхма хитре вăл, мур илесшĕ, анчах пыл хуртне пĕтерет. Чĕкеç пек хăвăрт вĕçекенскер, вăл пыл хуртне вĕçсе çӳренĕ çĕртенех тытса çиет. Çерçи те усăллă кайăк мар. Мĕне кура явăçтарас ăна кил-çурт таврашне? Илемĕ пур-и унăн? Юррипе савăнтарать-и вăл? Ытти кайăксем пек хурт-кăпшанкăна пĕтерсе усă тăвать-и?..
— Ним усси те çук вăл çерçирен. Кантăр-йĕтĕне, тыр-пула çисе сиен кӳрет çеç, — халь пурне те пĕленçи пулса Палюк мучи хутне кĕчĕ Микиш та.
Пуçланчĕ вара тавлашу!.. Пĕрисем пĕр кайăка мухтаççĕ, теприсем — тепĕрне… Степан Лукич сăмах илсе калаçма тытăнсан тин кăштах лăпланчĕç.
— Лев Борисович Лембэ профессор вĕçен кайăксене ыт ахальтен тытса усрамасть, вăл кайăксем мĕнле пурăннине сăнаса пĕлет, ун çинчен вара кĕнекесем çырать. Хăш кайăк хăçан, хăш енĕпе усăллине Палюк мучи те лайăх пĕлет. Сирĕн, Лев Борисович, — терĕ Степан Лукич профессора, — Палюк мучирен ыйтса пĕлмелли питĕ нумай. Палюк мучи пирĕн таврара чи ăста сунарçă шутланать, — терĕ.
Кун хыççăн профессор Палюк мучи патне утара ятарласах пырса курма пулчĕ.
Юлашкинчен Василий Петрович учитель тухса калаçрĕ. Хăйĕн сăмахĕнче вăл усăллă кайăксене уй-хире, сад-пахчасене явăçтарас тĕлĕшпе ачасем мĕн тума пултарни çинчен каларĕ. Ĕçсĕр аптраса çӳренине пула кайăк йăвисене çĕмĕрекен, кайăксене чулпа-мĕнпе персе амантакан ачасене хытă ятларĕ.
Ачасем хăйсем вара профессора, Степан Лукичпа Палюк мучие шкула килсе кайăксем çинчен каласа панăшăн тав турĕç.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...