«Тискер» этем
Йăлăмра кăткăсем мĕнле пурăннине курса-пĕлсе килнĕ хыççăн виçĕ кунтан ман пата Микишпа унăн тусĕсем — Гена, Лёша, Павлуш тата Валерий пычĕç. Икĕ хĕвел тухнине курнă пекех савăнăçлă хăйсем.
— Хăвăртрах пуçтарăн! — хушрĕ мана Микиш. — Вăрмана каятпăр.
— Мĕн тума? — ыйтрăм эпĕ.
— Ак мĕн тума, — терĕ Лёша, ман ума хĕç тимĕр татки тытса, — вуласа пăх!
Тимĕрĕ çине çапла çырнă:
«Граждансем! Кăткă йăвисене ан çĕмĕрĕр! Кăткăсем вăрмана сиен тăвакан хурт-кăпшанкăсене çисе пĕтерсе пысăк усă кӳреççĕ».
— Куна ăçта çапма çыртăр? — ыйтрăм эпĕ.
— Ку çеç мар, мĕн пурĕ 20 штук çыртăмăр. Вăрмана каятпăр та кашни çул юппине юпа лартса çапса тухатпăр, — пĕр харăс каласа хучĕç хайхи туссем.
— Питĕ усăллă ĕç тăватăр, — мухтарăм эпĕ. Микиш та, унăн тусĕсем те манран темиçе çул кĕçĕн, апла пулин те вĕсем кун пек ырă ĕç тума ăс тупнă, куншăн вĕсене мĕнле мухтамăн-ха.
Ку вăхăтра, ерçӳ пулман пирки, эпĕ вĕсемпе пĕрле вăрмана каяймарăм. Вĕсем кайрĕç.
Пĕр сехет иртрĕ-и, иккĕ-и, çак туссем ман пата каллех чупса пычĕç. Анчах хальхинче вĕсем нихăшĕ те паçăрхи пек хаваслă мар, темĕнле тискер кайăка курнипе хăраса ӳкнĕ евĕр шăлтах хăшкăлса, пӳлĕнсе çитнĕ.
— Итле-ха, — тинех сывлăш çавăрса илчĕ Микиш, — атя хăвăртрах хамăр урамри мĕн пур ачасене пухатпăр та вăрмана чупатпăр.
— Мĕн пур ачасемпе? Мĕн тума?
— Вăрманта темĕнле тискер этем пур. Кăткăсене кĕленче ăшне пухать.
— Кайăксене тытма темĕн тĕрлĕ çатăркасем лартса тултарнă, — терĕç хайхи туссем пĕрин хыççăн тепри.
Чăнах та, çав тери тискер этеме курнă пекех питĕ хыпăнса каласа пачĕç те, эпĕ те труках ăна-кăна тавçăрса илеймерĕм.
— Апла пулсан, — васкатрăм ачасене, — ун çинчен халех вăрман хуралçине — Степан Лукича пĕлтерес пулать.
— Тĕрĕс, халех Степан Лукича пĕлтерес!
— Атьăр! — тухса чупрăм халь эпĕ те.
Васкаса, утнă çĕрте утса, чупнă çĕрте чупса, тепрер сехетрен вăрман хуралçи пӳртне пырса кĕтĕмĕр.
— Пире, — терĕм эпĕ Хвекла аппана, — Степан Лукич кирлĕччĕ.
— Килте çук, — терĕ Хвекла аппа, Степан Лукичăн арăмĕ.
— Ăçта?
— Пĕлместĕп. Мускавран профессор килчĕ те шуçăмлах тухса кайрĕç, — терĕ.
— Профессор?
— Профессор?.. — пĕр-пĕрин куçĕнчен кăнн! пăхса илчĕç ачасем.
«Профессор… Çапла, Степан Лукичăн Мускавра палланă пĕр профессор пуррине эпĕ те пĕлетĕп. Çав килнĕ пулас. Курасчĕ ăна, курасчĕ!» — шухăшларăм эпĕ.
— Хăш еннелле, ăçта кайрĕç вĕсем? — ыйтрăм Хвекла аппаран.
— Пĕлместĕп, — терĕ Хвекла аппа.
— Ăçтарах-ши?..
— Хэй, профессору-качку! Атя хăвăртрах леш тискерри патне каятпăр. Атту вăл вăрманти мĕн пур кăткăсене тытса пĕтерет, — васкатрĕ Гена.
Кайрăмăр. Чăнах иккен, леш «тискер» этемĕ кăткăсене тытма кăткă йăвисем ăшне виçшер-тăватшар пушă бутылкăсем лартса тухнă; бутылкă тутине тутлă çимĕçпе сĕрнĕ пулмалла, кăткисем пырса сырăнаççĕ те шала, бутылкă ăшне, ӳкеççĕ, каялла тухаймаççĕ. Хăш-пĕр бутылки çапла кăткăсемпе лăнк тулса ларнă.
Акă, кайăксем тытмалли çатăрмакĕсене те куртăм. Тем тĕрли те пур: лăпă пекки, капкăн евĕрли, сĕреке манерли…
— Этемĕ ăçта?
— Ав, хыр хыçне пытанса выртнă, — кăтартрĕ мана Лёша.
— Ас тăвăр! Аллинче пăшал пур. Авă, пăшалĕпе тĕллесех выртать, — чарчĕ пире Гена.
«Тискер» этеме халь эпĕ те куртăм. Çапла, аллинче пăшал пур, хăй шăп пулса, таçта инçетелле тинкерсе пăхса выртать. Мĕнлерех сăн-сăпатлăскер-ши тесе пăхма çывăхнерех утрăм, унччен те пулмарĕ кĕрс! янратса ячĕ пăшалĕпе çак çын.
Хăш самантра мĕн пулса иртнине асăрхамарăм, анчах пăхатăп та, ман «харсăр» туссем пĕри пĕр тĕм хыçне, тепри курăк ăшне «чăмнă», мăч хупнă куçĕсене уçса пăхма хăраса выртаççĕ.
— Аха, лекрĕн! — терĕ леш «тискер» этем, хăй персе тытнă пăсарана çĕклесе.
— Ак кам иккен ку! — палласа илтĕм эпĕ тинех. — Ачасем, тăрăр, ан хăрăр, нимĕнле тискер этем те мар вăл, чип-чипер çынах, — терĕм.
— Кам вăл?
— Кам? — пĕри те тепри чупса пычĕç ман пата Микишпа ун
тусĕсем.
— Лев Борисович Лембэ. Профессор. Степан Лукичăн чи çывăх тусĕ. Мускавра пурăнать, — каласа патăм эпĕ.
— Профессор?.. — шалтах тĕлĕнсе хытса тăчĕç Микишпа ун тусĕсем.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...