Тамăк кĕтет
Манăн
Украинăра,
пĕр каласан –
никам та çук.
Çапмасăр
хамăн кăкăра,
йывăр чăтма,
калаçнă чух.
Тарăхмалли
сăлтавĕ пур –
çамрăк чухне
эп унта пулнă.
Крым паян пирĕн –
кай та кур.
Вăл мĕн таран
асамат курнă!
Çамрăк салтак
пулнă чухне,
Крым хамăн
кил пекех пулнă.
Кăн-кăвак
тинĕс хĕррине,
ĕç вырăнĕ
тесе эп туйнă.
Халь урса
кайнă пуянсем,
Украина
çĕрне пайлаççĕ.
Халăх çинче
пуйнă вĕсем –
анчах та маннă,
астумаççĕ.
Халăх юнне
юхтаракан
пĕрмай аван
пурăнаймасть!
Сашко Билый
пек таракан
пĕчченех тамăка
каймасть!
Унта кайма
хутсене çырнă –
Ляшкопа
Яроша кĕтеç!
Ытти фашист
ĕнсине хырнă –
вĕсем кунтах,
хăйсем пĕтеç!
Пур вĕт вĕсен те
ашшĕ-амăш –
куçĕнче
куççуль те пур.
Пур-ши вĕсен
ăшĕнче намăс;
Пулсан та –
кăларса хур!
Паян çын
шăммисем çинче,
эсир пурне манса
ташлатăр!
Анчах çак
çулăн вĕçĕнче –
тамăка
шуса каятăр!
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...