Нихăшĕнчен те илемли
Атăл тăрăх тăвалла е анаталла каятăн-и, пăхатăн та икĕ енче те ешĕл хӳме тытнă евĕр ӳссе ларнă вăрмансене куратăн. Сылтăм хĕрринче — улăпла юмансем, кăпăшка çăкасем, шап-шурă хурăнсем, лăстака йăмрасем… Сулахай енче — Йăлăм вăрманĕ.
Пысăк вăрман вăл, Йăлăм вăрманĕ, вĕçĕ-хĕрри курăнмасть. Йăрăс та пĕлĕте кармашнă хырсем кунта, сунчăк евĕр ӳссе ларнă ялан симĕс чăрăшсем, шерепеллĕ хурăн, пăшăлти ăвăс. Мĕн тĕрлĕ-тĕслĕ ӳсен-тăран çук-тăр ку вăрманта! Ăçта пăхатăн — унта, ăçта çитетĕн — çавăнта ытарма çук илем.
Апла пулин те пĕр вырăн вара тата илемлĕрех.
Ку тĕлте Атăл икĕ юпленсе юхать. Сулахай енчи çӳлех мар çыран тăрăх — улăх, улăх хĕррипе — хăвалăх, хăвалăх хушшинче тем тăршшĕ кӳлĕ йăлтăртатса выртать. Çак хӳтлĕхри лăпкă кӳлĕре «кăкшăм» тенĕ лили ӳсет. Çеçки питĕ хитре çак кăкшăм ятлă чечекĕн. Пысăк та çаврака çулçисем шыв çинче такам юри сарса тухнă пек выртаççĕ, çулçисем хушшине шап-шурă чечек папакĕсем шăкăри тухса лараççĕ. Çав папкаран тытăнса шăп та шай кăкшăм евĕр чăмăркка çимĕç ӳсет. Паллах, çак чăмăрккана пула «кăкшăм» тенĕ ĕнтĕ ку чечеке.
Улăх тăрăхĕнчи хăвалăхра шăланпа палан йывăççисем нумай. Çуркунне чечеке ларсан, вĕсене те ытарма çук.
Хăвалăх çумĕнче — çирĕклĕх, çирĕклĕхпе юнашар — хурăнлăх, унтан — хунав юман, чи çӳлте — хырпа чăрăш вăрманĕ. Çак йывăçсем çуркунне, çулла, кĕркунне, хĕлле кашни харпăр хăй тĕслĕн курăнаççĕ. Кĕркунне юмансем кĕрен, хурăнсем сап-сарă «тум» тăхăнсан вара кунти вăрман çав тери капăр эреш пек курăнать.
Ун пек илемлĕх кама илĕртмĕ! Çак илеме ытарайманнипе килеççĕ пуль çав кунта чĕрчунсемпе кайăксем те. Мĕнле чĕрчун, мĕнле кайăк-кĕшĕк пурăнмасть-ши ку кӳлĕ таврашĕнче. Пăши те, тилĕ те пырса çӳрет кунта, кайăк кăвакал, ăсан, куккук, сăнчас, кукăр сăмса, сар кайăк, уйăп… — шутласа та пĕтерес çук!
Чи пĕчĕк кайăксенчен пĕри вăл — шăпчăк. Апла пулин те юрри нихăшĕнчен те янравлă, нихăшĕнчен те илемлĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...