Пĕр çулăхсан…
Çак кĕвĕçӳ тенине кам эсремечĕ шутласа кăларнă-ши ăна? Чип-чипер ăстăнлă çынсен чĕринех хура çĕлен евĕр авкаланса, хирĕнсе кĕрсе каять вĕт, эсрел мăйраки, пĕр çулăхсан, йĕркеллĕ çынсенех пăтратса яма, тем кăтартма пултарать.
Шăкăл-шăкăл шăкăлтатса, пĕр-пĕрне чĕререн савса-хисеплесе пурăнатчĕç Марукпа Ваççа. Ăçта кайма тухсан та, хĕрпе каччă пек алăран алă тытăнса, шăкăл-шăкăл калаçса телейлĕн утатчĕç вĕсем.
— Мĕнле пулма пĕлнĕ-ши çак Марукпа Ваççа. Чисти кăвакарчăнсем пек, тупата. Кашни утăмра чуптуса илменни кăна, — калаçса юлатчĕç хапха умĕнчи инкесем.
Çаплаччĕ те, анчах…
Пĕррехинче Ваççа, иккĕмĕш сменăран тин çеç таврăннăскер, мăшăрĕ çумне тĕршĕнчĕ те:
— Каçĕ кĕçĕр çав тери тĕттĕм. Те çумăр çăвасшăн. Леш урам вĕçĕнче пурăнакан Санюка, хăй ыйтнăран, килне çитиех ăсатса ятăм. Çавăнпа кăшт кая юлтăм, — терĕ.
Упăшкине ыталанă Марук аллине ăнсăртран вĕри шыва чикнĕ евĕр карт! туртса илчĕ.
— Мĕн?.. мĕнле Санюка? — сиксе тăчĕ вăл.
— Микихвер Санюкне, ара. Паллатăн-çке. Пĕр цехрах ĕçлетпĕр унпа. Ăсатса янăшăн кӳренмерĕн пулĕ те?
— Çук-ха, çавах та эсĕ… мĕн… — кăштах лăпланнă пек пулсан, тĕлсĕррĕн мăкăртатрĕ Марук.
Ваççа арăмне ыталаса илчĕ.
— Телейлĕ эпир санпа, Марук, çав тери телейлĕ. Çук, пĕр-пĕрне нихăçан та кӳрентермĕпĕр эпир. Тĕлсĕр-палсăр кӳренмĕпĕр. Çапла вĕт, тусăм?
Марук упăшкин сарлака кăкăрĕ çумне лăпчăнчĕ.
— Çапла, Ваççа, эпир телейлĕ. Юрататăп эпĕ сана, çав тери, çавăнпа хăш-пĕр чухне эсĕ мана урăххипе улăштарасран та шикленетĕп.
— Айванскерĕм, — çепĕççĕнрех çупăрларĕ ăна Ваççа, — ĕнен, тусăм, эпĕ сана никампа та улăштарас çук. Чи хаклă çын эсĕ.
Упăшкин ачаш сăмахĕсем Марукăн чĕрине лăплантарчĕç, иккĕленчĕк туйăм сирĕлсе çухалчĕ.
Вăхăт малаллах шурĕ. Пĕррехинче çамрăк хĕрарăм, шӳтлесе пек, упăшкине сăмахпа тĕртсе илчĕ.
— Эсĕ кĕçĕр ĕçрен вуникĕ минут кая юлса килтĕн. Мĕн, каллех Санюка ăсатса ямарăн пулĕ те?
— Ăсатма терĕ-ха. Смена пĕтес чухне станок çĕмĕрĕлчĕ те аран-аран юсаса хăвартăм. Ну, мĕн эсĕ, Марук, тахçанхине çаплах манаймастăн. Каларăм-çке мана никам та илĕртеес çук тесе. Пире иксĕмĕрех лайăх, çапла вĕт?
Кун хыççăн Санюк ятне чылай вăхăт асăнмарĕ хĕрарăм. Тен, пачах та аса илмен пулĕччĕ-ши ăна, анчах кĕвĕç чуншăн тепĕр сăлтав тупăнчĕ.
Арăмне пур ĕçре те пулăшма тăрăшакан Ваççа, Марук кĕпесем çума тытăнсан, çăлтан шыв çĕклеме пуçларĕ. Тасатмаллисем нумайччĕ, çавăнпа çамрăк упăшкан çăл патне темиçе те хутлама тиврĕ. Те виççĕмĕш, те тăваттăмĕшĕнче витресем çĕклесе тухсан, чӳрече карри салтса тăракан Марук хăйĕн упăшки хайхи Санюкпа калаçнине курах кайрĕ. Сап-сарă çӳçлĕ хĕр ун Ваççи умĕнче йăл та ял кулкаласа тăрать. Чип-чипер ĕçлекен хĕрарăм чĕри сăнă пăрса тивнĕ пекех чиксе кайрĕ, ниçта кайса кĕрейми сиксе тапа пуçларĕ. Хăйне тем пек лăплантарма тăрăшрĕ Марук, анчах пĕр йăшăлтатма тытăннă кĕвĕçӳ хурчĕ чĕре ăшнелле шалтан шала чаваланчĕ.
— Ну, мĕн, калаçса тăрантăн-и савнă хĕрӳпе? Тунсăхласа çитрĕр пулĕ çав, çĕр каçранпа курман вĕт, — кĕç-вĕç йĕрсе яма хатĕр пулчĕ Марук.
— Ăнланаймарăм сана, Марук, мĕн пирки эсĕ? — витрисене алăк умнех лартрĕ Ваççа.
— Çитет, куç умĕнчех ан тунса тăр. Пĕлтĕм ĕнтĕ: Санюк саншăн арăмунтан та хаклăрах. Ĕçре те пĕрле, киле те пĕрле таврăнатăр. Çăл патĕнче те… Малашне, тен, пӳрте те ертсе кĕрĕн-ха. Эпĕ пур… Эпĕ вара.. — сăмахĕсене каласа пĕтереймесĕрех йĕрсе ячĕ Марук.
— Марук! Марукăм! Мĕн эс?.. Мĕн калаçан кирлĕ мара?..
— Кай, ан перĕн ман çума, вăн, кайса ытала хăвăн Санюкна, халĕ те урамра кĕтсе тăрать пулĕ-ха.
— Эх, санпа! — сасăпах кулса ячĕ Ваççа. — Ăнлан, тусăм, Санюк аван хĕр ĕнтĕ, анчах эсĕ маншăн пуринчен те лайăхраххи, пуринчен те илемлĕреххи. Ан та шухăшла эпĕ урăххине куç хывма пултарасси çинчен. Кирлĕ-кирлĕ маршăн куççульне ан юхтар маншăн.
— Улшăнтăн эсĕ, юлашки кунсенче, сисетĕп, тем тесен те чуну Санюк еннеллех туртăнать сан.
— Юрĕ ĕнтĕ, чарăн, йăлăхтарчĕ ку калаçу. Мĕнле хăятăн эсĕ таса хĕрачана варалама? Мĕнпе айăпа кĕчĕ вăл сан умра?
— Акă мĕнлерех хӳтĕлетĕн эсĕ Санюка, çумри арăмна та тĕксе яма хатĕр, — тата хытăрах йĕрсе ячĕ Марук. Сăмах çине сăмах, юлашкинчен çамрăк мăшăр хирĕçсех кайрĕ. Пăсăлнă кăмăлпах выртса çывăрчĕç вĕсем, яланхи пек пĕр вырăн çине те мар, уйрăмшарăн. Марук пичĕ çинче тепĕр кунне те хĕвел шевли вылямарĕ. Упăшкипе калаçнă чух сăмахĕсем сиввĕн, касса татнă пек тухрĕç.
— Атя, Марук, мирлешер, капла эпир чăн-чăн хирĕçсе кайма пултаратпăр, Ним çукран нимĕр тенĕ пек, пустуй çинчех юнтарса ларар мар, юрĕ-и? — арăмĕн куçĕнчен ачашшăн пăхрĕ Ваççа.
Арăмĕ вăрт! çаврăнчĕ те айккинерех кайса тăчĕ.
— Ну юрĕ, вĕçĕм пĕр юрă йăлăхтарать. Атя, пĕрех хут юханшыв хĕрне, кимĕпе ярăнăпăр.
Упăшки çине тăрсах хистенине кура Марук, туртăна-туртăна пулин те, уçăлма кайма килĕшрĕ.
Çыран хĕрринче кăшт çӳренĕ хыççăн Ваççа кимĕ илсе пычĕ.
— Ну, вăт, халĕ ярăнма кайăпăр. Атя, лар, Марук.
Марук кимĕ çине кĕрсе ларас тесе, пушмакĕсене хывса йăтрĕ кăна, шăп çав самантра вĕсен умне Санюк пырса тăчĕ.
— Салам! Кимĕпе ярăнма шутларăр-и? — кăмăллăн сăмах хушрĕ хĕр.
— Çапла, канмалли кунра уçă сывлăшра сывлăхсене çирĕплетес терĕмĕр, — кĕсменĕсене алла тытнă май хуравларĕ Ваççа.
Марукăн пĕчĕкрех çаврака пичĕ тĕксĕмленчĕ. Хĕр çине çилĕллĕн пăхрĕ вăл. Анчах Санюк, ăна-кăна чухламанскер, çаплипех кăмăллăн калаçать.
— Эсĕ, Марук, чирлемен пуль те? Салху сăнлă курăнан…
Хĕрарăм Санюк çине хаяррăн пăхса илчĕ, хĕре темĕн те пĕр каласа кӳрентересси патнех çитрĕ вăл, çапах та тытăнкаласа тăчĕ.
— Çук, сывах, — терĕ сиввĕн.
— Çанталăкĕ аван паян. Нимĕнле те килте ларас килмест. Ну, эпĕ кайтарам-ха, чипер ярăнса çӳрĕр, — терĕ те Санюк юлашкинчен, çыран хĕрринчен çăмăллăн пăрăнса утрĕ.
— Мĕнле, халĕ те эсĕ мана çакăнта Санюкпа ăнсăртран тĕл пултăм, тесе ĕнентересшĕн-и? — çивĕччĕн касса татрĕ Марук. — Чим, чим, ан шарла, каласа пĕтерме пар мана! Çакăнта тĕл пулма сăмах татнă эсир. Эпĕ килте ларса юласса шантăн пуль-ха, анчах килтĕм те, акă, чăрмантартăм сире.
— Марук, Марук, тăна кĕр, мĕн калаçатăн эсĕ? — хыпкаланчĕ аптраса ӳкнĕ Ваççа, кимĕ çинчен каялла тухакан Марука аллинчен тытса туртрĕ.
— Ан чар мана! Пит хаваслă ирттертĕмĕр вăхăта, тавтапуç. Кайрăм эпĕ. Чуп, хăваласа çитех Санюкна. Пĕрле кирек те ăçта кайма пултаратăр. — Марук кимĕрен сиксе тухрĕ те чуптара пачĕ пĕр çаврăнса пăхмасăр.
Ăна Ваççа часах хăваласа çитрĕ. Анчах халĕ тинех кимĕпе ярăнасси те, йĕркеллĕн калаçса утасси те пулмарĕ ĕнтĕ.
Нумаях пулмасть юратупа хĕмленсе тăнă икĕ чĕре хĕрӳлĕхĕ, çав кĕвĕçӳ тени сиктере-сиктере кăларакан харкашăва пула, сӳнсех ларчĕ темелле. Кичем, сӳрĕк кунсем пуçланса кайрĕç Марукпа Ваççа пурнăçĕнче.
Кĕçĕр Ваççа яланхи пекех иккĕмĕш сменăра ĕçлет. Унччен Марук ăна çывăрмасăр кĕтекенччĕ, апат хатĕрлесе хураканччĕ. Халĕ ĕç патне алли пымасть унăн. Акă, Марук тĕттĕмленнĕ-тĕттĕмленменех çутта сӳнтерчĕ те выртрĕ, анчах çывăрса каяймарĕ. Сап-сарă çӳçлĕ Санюк сăнĕ куç умĕнчен каймарĕ. Аптранă енне Марук тăрса чӳрече умне пычĕ те ăна яриех уçса ячĕ. Ăшă вăркăшлă çил хĕрарăм пит-куçне уçăлтарса ячĕ.
Пӳрт умĕнчи чие йывăççисен леш енĕпе, карта тулашĕпе, иккĕн — каччăпа хĕр — утса иртеççĕ. Вĕсем хулран хула тытăннă та шăкăл-шăкăл калаçса пыраççĕ. Каччи ăна кулăшла япаласем каласа кăтартать пулас, хĕрĕ уçă сассипе хыттăн кулса ярать.
— Чим! Санюк кулли вĕт ку? — шартах сикрĕ Марук. Çавă, çавă. Çак хĕр сассине Марук таçтан та уйăрса илĕ. Арçынни шурă кĕпепе, вăрăмскер. Унăн Ваççи вĕт ку, тем тесен те çавă. Ваççа Санюкпа ыталанса утать!..
Марук çан-çурăмĕ вут хыпса илнĕ пек вĕриленсе кайрĕ. Вăл, иртсе каякан мăшăра курас тесе, чӳречерен пӳрт умĕнчи пахчана сикрĕ.
«Ах, намăссăр, ах, кĕççе пит! Хĕр пуçупа çын упăшкипе ыталанса çӳретĕн. Ах, путсĕрсем! Ну, пурпĕр култармастăп эпĕ сире», — чие тураттисене сире-сире вирхĕнсе пынă май ятлаçрĕ хĕрарăм. Хыпаланса утнипе унăн сулахай уринчи тапочки аяккалла ывтăнса кайрĕ. Хĕрарăм ăна шыраса, унталла-кунталла пăхрĕ, анчах çăра курăк ăшĕнче вăл курăнмарĕ. Нимĕн тума та çук, çара урана ыраттара-ыраттара малалла чупрĕ Марук. Карта патне çитсе те тăнăччĕ вăл, сасартăк унăн çара ури çине темĕнле сивĕ япала сикрĕ. Çăра курăк ăшĕнчен тухнă шапа Марук ури урлă каçса кайрĕ. Мĕн ачаранпах шапасенчен хăракан Марук пĕтĕм вăйран кăшкăрса ячĕ.
— К-кай-кай! К-кай усалскер! К-кай тенĕ сана! — урине силле-силле илчĕ вăл.
— Кам кăшкăрать унта, мĕн пулнă? — илтĕнчĕ пахча тулашĕнчен темле арçын сасси.
— Хăратăп! — пĕр вырăнтах тăпăртатрĕ Марук. — Эпĕ унран хăратăп, — тĕлли-паллисĕр пакăлтатрĕ хĕрарăм.
Хайхи арçын карта урлă тĕк пек çăмăллăн каçрĕ те ун умне пырса тăчĕ.
Маруксемпе пĕрле стройкăра ĕçлекен Кирук бетонщик пулчĕ ку йĕкĕт.
— Эсĕ-çке, Марук, мĕн пулчĕ? Мĕнрен хăраса ӳкрĕн?
— Ш-шапа. Вăн, çавăнта курăк ăшнелле кĕрсе кайрĕ.
— Чăнласах калаçатăн-и эсĕ? — ыйтрĕ йĕкĕт. — Шапаран кам хăратăр çапла?
— Хăратăп çав, Кирук…
— Вăт кулăш, сана эпĕ хамăр бригадăри чи хăюллă хĕрарăм тесе шутлаттăмччĕ, эсĕ ав шапаран та хăратăн. Анчах шикленесси пур, çывăрас чух мĕн-ма тухрăн пахчана?
— Пахчана-и? — чĕтре-чĕтре калаçнă май суйма та ăс çитерчĕ Марук. — Çавăнта, ав леререх, сăмса тутри вĕçсе ӳкрĕ те чӳречерен… Ăна эпĕ ыран тупăп-ха, эсĕ мана карта урлă каçма пулăшсам…
Каччă Марука, карта урлă каçарса яма тесе, пилĕкĕнчен тытнăччĕ кăна, пӳрт умне ĕçрен таврăнакан Ваççа пырса тăчĕ. Вăл чарăлса кайнă куçĕсемпе пĕрре Марукпа Кирук çине, тепре уçă чӳрече еннелле пăхса илчĕ те картишнелле таплаттарса кĕрсе кайрĕ, хăй хыççăн хапхана шан! хупса хăварчĕ. Çакă мĕне пĕлтернине тӳрех чухласа илнĕ Марук ун хыççăн тапса сикрĕ. Упăшкине вăл хăй пахчана мĕншĕн тухни, унта мĕн пулса иртни çинчен йăлтах каласа пачĕ, чунтан ĕнентерме тăрăшрĕ, анчах Ваççа итлесшĕн те пулмарĕ.
Тепĕр кунне вĕсем уйрăласси çинчен заявлени çырчĕç. Пĕр сăмах чĕнмесĕр, пĕр-пĕрне пач палламан ют çынсем пек тухрĕç вĕсем урама. Хăйсене хирĕç çĕркаçхи каччăпа Санюк килнине курсан, иккĕшĕ те хулленрех ута пуçларĕç, унтан тăп чарăнса тăчĕç.
— Ырă кун пултăр. Таçта васкаççĕ ĕнтĕ ирех? — калаçса çывхарчĕç хĕрпе каччă.
— Уçăлкалама тухрăмăр та… — текелерĕç Марукпа Ваççа. Ним те пулман пек хавас курăнма тăрăшрĕç хăйсем.
— Эпир шăпах сирĕн патаччĕ-ха, — темшĕн вăтанчăклăн хушса хучĕ Санюк.
— Пирĕн пата?.. Айтăр, кĕрĕр, эппин, — каччă çине сиввĕн пăхса илчĕ Ваççа. — Тем çăмăлпаччĕ…
— Темех мар… — çĕрелле пăхрĕ Кирук. — Эпир мĕн-ха… ак Санюкпа паян çырăнасшăн та… сире туя чĕнме килтĕмĕр.
— Туя? Çырăнасшăн? Эсир-и?.. — харăссăн ыйтрĕç Марукпа Ваççа.
— Çапла. Эсир пырăр вара, — вăтаннипе хĕреле-хĕреле кайрĕ Санюк.
— Эпир… паллах, пыратпăр, Санюк… пыратпăр, Кирук! Çапла вĕт, Марук?!
— Пымасăр… Пыратпăр, пыратпăр! — пуçне хăвăрт-хăвăрт сĕлтрĕ Марук, пĕр тĕлĕнсе те, пĕр савăнса кайнăскер.
Санюкпа Кирук кăшт аяккалла утса кайсанах Ваççа Марука ыталаса илчĕ.
— Каçар мана, Марук, — терĕ вăл шăппăн.
— Хăв та каçар мана, Ваççа.
Икĕ мăшăр икĕ еннелле телейлĕ утрĕ. Ваççапа Марук хыççăн вĕттĕн çурса вакланă шурă хут таткисем çеç вĕçкелесе юлчĕç.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...