Троллейбус майри
— Çав чиперукшăн та тӳлетĕп, — терĕ вырăсла.
Хайхи пике пуçне çĕклесе йĕкĕтсене пĕр вăтанмасăр тĕсесе илчĕ те:
— Пит йӳнĕпе туянасшăн-çке эсир мана, — тесе лаплаттарса хучĕ писевленĕ тутипе ейкеленсе.
Çакна илтсен хĕрĕх урлă каçнă Маруç хăй аванмарланса кайрĕ. Ара, йĕркеллĕ хĕр упраçăн палламан яшсемпе çапла перкелешмелле-и? Ваттисем каларăш, кĕсри кĕçенмесĕр... Киккирикĕ хĕрнĕ каччăсем вара, чăнах та, çакна кăна кĕтнĕ тейĕн, хайхи «чăнкă» пике çумне сĕмсĕррĕн лаш-ш пырса ларчĕç те тĕлли-паллисĕр аврашма пуçларĕç. Тепĕртакран Маруç хăлхине хĕр: «Сто баксов за ночь... » — тени лайăхах пырса кĕчĕ те, хăй те хĕр ача çитĕнтерекен хĕрарăм, сивĕ троллейбусра самаях ĕнтĕркенĕскер, шалтан ăшăрханса-вĕриленсе кайнине туйрĕ. Эй çырлах! Тĕнче кутăнах çаврăнса ларнă иккен! Çамрăксем сăлтавсăрах ахăл-ахăл кулкаласа троллейбусран анса юлсан та чылайччен лăпланаймарĕ хĕрарăм. Хăйĕн те ачисем ашшĕсĕр тăрса юлчĕç мар-и, пĕччен йĕркеллĕ тăн парса пĕтерейĕ-и çавсене Маруç? Ара, кам пĕлет вĕсен пуçĕнче епле çил вылянине? Çавсемшĕнех ăшĕ çунать-çке-ха амăшĕн.
Маруç тимленĕ тăрăх, этем ывăлĕ-хĕрĕсен кăмăлĕ çанталăк ылмашнипе пĕрлех улшăнать-мĕн. Тин кăна-ха хĕл ыйхине ниепле те сирсе яраймасăр анасласа халтан кайнă çут çанталăк витĕмĕпе суптăркаса çитнĕ пассажирсем чĕрĕлин-чĕрĕлсех пĕтеймен шăнасене аса илтеретчĕç пек. Паян ак, евĕк çуркунне çитнине систерсе сар хĕвел тӳпене саркаланса тухнăран-тăр, çынсен сăнĕсем те çуталса-илемленсе кайнă тейĕн, вĕсем пĕр-пĕринпе хутшăннине сăнама та кăмăллă.
Çуркуннехи эреветлĕ тавралăха чӳречерен куçласах кун-кунлама тивет те Маруçăн, пур пĕрех паянхи ĕç кунĕ иртнипе кăмăллă пулчĕ хĕрарăм: смена вăхăтĕнче никампа та харкашман, чи кирли — билет сутас тӳпене тултарнă.
Маруçăн кăнтăрлахи ĕç вăхăчĕ вĕçленнĕпе пĕрехчĕ ĕнтĕ — троллейбус юлашки çаврăма тухнăччĕ. Салонра çынсем те шутсăр йышлă марччĕ. Тем самантра транспорт ăш-чикки сывлама йывăр шăршăпа тулса ларчĕ. Çакă таса марлăхра япăхнă ӳт-пӳ шăрши иккенне тӳрех уйăрса илчĕ Маруç. Хайхи çурт-йĕрсĕррисенчен пĕри (бомж теççĕ-ха вĕсене) кĕрсе тăнă-мĕн салона. Çуркуннепе чечек-курăкпа шăна-ӳпре çеç мар, килсĕррисем те тĕрлĕ путвалсенчен «чĕрĕлсе» тухаççĕ иккен. Хыçалти лаптăкра тăракансем сăмсисене ал лаппипе хупласа мал еннелле иртрĕç. Маруç пассажира билет туянтарас е ун докуменчĕсене тĕрĕслес енĕпе ытти чухне пит мĕшĕлтетекен йышшиех мар, йăпăр-япăрах пырса тăрать салона кĕнĕскер умне. Хальхинче вара хыçалалла утăмлама ури итлемерĕ, килсĕр мĕскĕнĕн пĕрех нимĕн те çуккине пĕлнĕ пирки кĕнĕ çын хăех каялла тухса каясса тӳсĕмлĕн кĕтрĕ троллейбус майри. Çанталăк рехетне кура транспорт чӳречисене яри уçни те пулăшмарĕ — салон кăмăла лĕклентерекен пăнтăх сывлăшпа тулсах пычĕ. Хăшĕ-пĕри çав килсĕр еннелле пăхса вăрçа-вăрçах — ахăртнех, çитес çĕре те çитеймесĕрех — машинăран ана-ана юлчĕ. Латсăр çи-пуçлă этем вара — те хĕрарăм, те арçын пулчĕ вăл, Маруç çавна та уйăрса илеймерĕ-ха — транспортран тухма та шутламарĕ тейĕн. Хыçалти ларкăчсенчен пĕрин çине вырнаçнăскер çĕтĕк-çатăк калпак тăхăннă пуçне ланк усса тĕлĕрнĕ пекех ларчĕ. Ним тума аптăранă Маруç вара çакскер патне пырсах пăхас терĕ: ара, килсĕрсене пуçтарса çывăрттармалли вырăн-им-ха вăл троллейбус?
Килсĕр этем, чăн та, кăтăш пулнă-мĕн. Маруç вăл камне пĕлес тенĕн тинкеререх пăхрĕ хайхискере. Унăн шăртпа хупланнă пичĕ тăрăх вăл арçын иккенне уйăрчĕ кондуктор. Ĕмĕрне те шывпа супăнь курман тирпейсĕр çи-пуç, ĕнсе таран çитĕнсе кайнă тăрмаланчăк çӳç. Уринчи тĕси-масине çухатнă пушмакне, тухса ан ӳктĕр тесе-тĕр, темĕнле кантрапа çыхса лартнă. Калпакне куçĕ çинех антарса хунă çак алама çынна ни тĕкĕнме, ни чĕнме аптăраса Маруç пĕр кана тăм юпа пек хытса тăчĕ. Вара теплерен хевте çитерчĕ те хайхискере хулпуççинчен кăштах перĕнсе: «Эй, кунта çывăрмалли çурт мар, çитес чарăнура анса юлнă пултăр», — терĕ хушнă майлах. Çывăраканни хĕрарăмăн янкăс сассине илтсе пуçне вăшт çĕклерĕ те, Маруç тепĕр самантран хăй куçне хăй ĕненменнипе чутах хыçалалла тӳплетсе ӳкеймерĕ — хайхи арçынра вăл хăйĕн мăшăрĕ пулнă Арçука палласа илчĕ.
— Ар...Арçу-ук — тĕлĕнсе те, хăраса та пăшăлтатрĕ Маруç, хăй ăçта тăни пирки самантлăха пач маннăскер.
Уйрăлнăранпа та курманччĕ вĕсем пĕр-пĕрне. Тăван ывăлĕпе хĕрне виçĕ çул хушшинче виçĕ пус парса та пулăшман Арçук хуларан та вуçех тухса кайнă пулĕ тесех сĕмленсе пурăнатчĕ Маруç. Яланах шукăль тумланма, тутлă çиме юратакан Арçука халĕ çакнашкал эптертен тухнă çи-пуçпа сарăмсăр курни, чăнах та, анратсах ӳкерчĕ ăна. Мĕн-мĕн те, кăна нихçан та кĕтмен хĕрарăм.
— Арçук, эсех пултăн-и, ара, ку? — хăй куçне хăй шанмасăр иккĕленерех ыйтрĕ Маруç.
Килсĕр этем сăн-сăпатĕнче ни кĕтмен тĕл пулушăн тĕлĕнни е савăнни, ни нĕрсĕр çи-пуçĕшĕн именни палăрмарĕ, пĕр чĕптĕм туйăмсăр пит-куç маска тăхăннă евĕр чулланса хытнă тейĕн. Ĕнтĕ троллейбусри халăх та кондукторпа çак этемкке çине кăсăкланса пăхкалама тытăнчĕ, Маруç вара çаплах ун умĕнчен пăрăнса каяймарĕ: тахçан хăйĕн мăшăрĕ пулнă килпетлĕ арçын паян этем ĕренкине çухатнă мĕскĕне çаврăнни ниепле те пуçне вырнаçмарĕ унăнне.
— Эпех ку, Маруç, эпех, — хайхи этеме сасартăк чун кĕчĕ тейĕн. — Эсĕ троллейбусра кондуктор пулса ĕçленине хĕллех курсаттăм... Ан тĕлĕн, Маруç, ак çакăн пек пурнăçпа пурăнкалатăп халь...
Арçук тенĕскер урайĕнче ларакан таса мар çыхха урипе тапса илчĕ те, шăнкăрт! туса сасă пачĕç пушă кĕленчесем. Маруç çаплах ни ырă, ни усал чĕнме аптăранăн тăчĕ. Ун умĕнчи упăте хăраххилле çак латсăр арçын Арçуках — çинçе пилĕклĕ черккене тата пĕр ихĕл-ихĕл майрана ытарайманран çемйине салатнă хăйĕн упăшкиех — пулнине ăсĕ ниепле те ăнланасшăн пулмарĕ, ахăртнех.
Арçука, заводра электрикра вăй хураканскере, Маруçпа уйрăлнă хыççăн, чăнах та, симĕс çĕленпе уйрăлмиех туслашнăшăн ĕçрен кăларнăччĕ ĕнтĕ. Кайран, те алимент шыраса илесрен тарса, те каллех ĕçкĕ-çикĕ сăлтавне пула, шалу сахал ӳкекен вырăнсенче кăна тăрмашкалать тенине те илтнĕччĕ хĕрарăм. Тепĕртакран хайхи-майхи майра та Арçука хăй хваттерĕнчен кăларса янă текен хыпар пĕлтернĕччĕ такам, унтанпа ачисен ашшĕн йĕрне вуçех çухатрĕ Маруç. Çак тапхăралла вăл хăй те ĕçсĕррисен ретне лексе йывăрлăха кĕрсе ӳкнĕччĕ те, текехрен уйрăлса кайнă упăшки хăть те пуçхĕрлĕ тăтăр терĕ пулĕ-и? Пăхман хĕвеле вăйпа пăхтараймăн, çыннăн яваплăх туйăмне те ирĕксĕрлесе вăратаймăн, ара. Ачисен ашшĕнче текехрен шанчăк çуккине ăнланса тĕпри лава кӳлĕнчĕ вара хĕрарăм — троллейбус хуçалăхне кайса кондуктора кĕрĕшрĕ. Çемьене тăрантараканни пĕр-пĕччен чухне паллă ĕнтĕ: ялан укçа-çарма çитмест. Çавна пулах пĕр сменăпа кăна мар, умлă-хыçлă икшер смена тапаçланнисем те пайтах пулнă Маруçăн. Кун пек чухне вара кĕлеткере çип татмалăх та хевте юлманнăн туйăнатчĕ ăна: мĕнле киле çитнĕ — çапла касса янă йывăçла кравать çине палтах тӳнетчĕ. Яра кун курман ывăлĕпе хĕрĕ шкулта епле вĕреннипе кăсăкланма мар, апат пĕçерме те ерçейместчĕ-çке иçмасса. Юрать хĕллехи-çуллахи каникулсене ялти кукамăшĕ патĕнче ĕçпе пиçĕхсе ирттерекен ачисем амăшĕ апат янтăласса кĕтсе лармаççĕ, пур пек юр-вартан хăйсемех пĕçеркелесе хырăмĕсене тăрантараççĕ. Ку та паха.
Çапла чун тĕпренчĕкĕсемшĕн пăшăрханса пурăнакан Маруç хăйĕн ачисен ашшĕ пурнăç текен чăнкă сăрт тăрринчен çын сăнне çухатмалăхах чикĕл-макăль кусса аннине асăрхаймасăрах юлнă-мĕн.
Тăрать халь акă хăй куçне хăй шанмасăр. Тĕлĕннипе алчăранă Маруç асĕнче сасартăк тем мĕлтлетсе илнĕ пек пулчĕ...
...Те çуллаччĕ, те çуркуннеччĕ ун чухне. Салонра пăчă пулнине аван астăвать Маруç — пит-куç тăрăх шăпăртатсах тар юхатчĕ. Хайхи пĕр чарăнура троллейбуса чикансен ушкăнĕ кĕрсе тулчĕ. Чăнкăл-чанкăл калаçаççĕ хăйсем, вĕт-шакăр ачи-пăчи никамран именмесĕр салон тăрăх тĕпĕртеттерет. Кондукторăн кулленхи ĕçĕ кĕнине-пĕрне билет сутасси те, пырса тăчĕ çак аравасăр шавлă йыш çывăхне, çаксенчен катаччи ярăннăшăн укçа тӳлеме ыйтрĕ тӳлек сасăпа.
— Ай, пикеçĕм, ай, чиперĕм, — юрланă евĕрлĕ тăсса ячĕ пĕр чикан майрийĕ хура куçĕпе кондуктора хыпашласа. — Тавай сана юмăç ярса парам, çавă пултăр пирĕн çул укçийĕ...
Айăкран пăшатанпа тирнĕн кăлт сикрĕ Маруç: юмăç чĕлхи чул та касĕ ара. «Юмăç юхăнтарнă, тухатмăш тустарнă», — теме юратать Маруçăн амăшĕ те.
— Э-э, тăванăм, пĕлетпĕр, чикан аллинче чуман лаша та сиккипе чупнă тет. Сăмахпа ылтăн-кĕмĕл сапиччен аллăма ылтăнла эсĕ, — терĕ Маруç кускерне хăюллăнах. — Сирĕн тапăра бесплат катаччи чуптарма кĕрĕшмен вĕт эпĕ кунта, миçен те хăвăр — тавайăр укçа...
Йăл-ял кулкаласа тăракан пысăк алкаллă чикан хĕрарăмĕ самантрах сăнран улшăнчĕ çакна илтсен.
— Ай хаяр-çке эсĕ, чиперĕм, ай кăнттам, — пуçне енчен-енне сулкаласа çавăрттарса хучĕ хайхискер çийĕнчех. — Çавăнпах хăраххăн тăрса юлнă та эсĕ. Арçын вăл кăнттамлăха мар, ачаша юратать. Çĕр вăл çаврака, тĕл пулăн-ха эсĕ ăна. Ачусен шăпине аркатас темесен йăлтах каçарма тивет санăн, ылтăнăм. Ан ман çавна...
Тухатланăн шанк! хытса тăчĕ çакна илтсен Маруç. Чикансен ушкăнĕ ним пулманла шавласа-кĕрлесе тепĕр чарăнура транспортран анса юлчĕ. Чикан майри шахвăртнипе анкă-минкĕ пулнă кондуктор вара ним шутлама пĕлмерĕ: ара вăл юптарнинче тĕрĕсси те çук мар-çке. Чикан таврашĕ хăйне майлă психолог, куçран пăхсах ăна-кăна тĕшмĕртме пултараять тенине Маруç пĕлет-ха, çавăнпа хура куçлă хĕрарăм кала-нинчен ăна пач урăххи шухăша ячĕ - ачисене ашшĕсĕр хăварнинче хăйĕн айăпĕ те сахал маррине хĕрарăм чун тĕпĕнчи тахăш сисĕм-сунăм пăнчипе яланах пĕлсе тăнă, çакăн пирки сасăпа калама кăна хăранă. Ара, упăшкипе пĕрле пурăннă çулсенче Маруçăн кăнттамлăхĕпе хаярлăхĕ Арçук çине тăкăна-тăкăна кайнă самантсем кулленех пулатчĕç мар-и? Кăмăлĕпе арăмĕнчен йăвашрах Арçук, тен, çавна пулах черкке еннелле сулăнмарĕ-ши? Хĕрарăм хăйĕнчен вăйлăрах пулнине кашни арçынах чăтса ирттереймест-тĕр çав. Ĕçке ерекен вара никам та витрепе мар, черккепех ĕçме вĕренет, çитменнине ĕçкĕ-çикĕ тĕлне сыхласа тăракан сар сараппанлă пĕччен инкесем те тупăнаççех-мĕн. Маруç сăра-эрех лачакине кĕрсе ӳкнĕ упăшкипе муталанчĕ-муталанчĕ те, юлашкинчен, лешне ним каласа та сăмах витми пулсан, уйрăлам та ĕçĕ çакăнпа пĕттĕр терĕ пулинех. Ĕçĕ вара, пăхăсăн, пĕтме мар, йышланнă кăна иккен: акă, этем ĕренкине çĕтернĕ Арçук ларать халь Маруç умĕнче. Çакна суннăччĕ-и ĕнтĕ ăна хĕрарăм? Хуть мĕн тесен те ачасен ашшĕ-çке вăл, ку тĕрĕслĕхе Маруç ним туса та улăштараймĕ. «Ачусен шăпине аркатас темесен йăлтах каçарма тивет сан, ылтăнăм. Ан ман çавна», — ахрăмланса пырса кĕрет хĕрарăм хăлхине таçта такамран илтнĕ хивре сăмах. Вара Маруç сасартăк вăйран кайнăн ларкăч çине лашш! кĕрсе ларать те, йĕри-тавра Арçуксăр пуçне тек никама та асăрхами пулнăскер: «Каçарсам мана, Арçук, каçар. Атя киле, сана унта ачасем кĕтеççĕ», — тет хăйне куç илми сăнакан килсĕр арçын çеç илтмелле пăшăлтатса. Иккĕшĕн те харăсах куçĕсенчен куççуль ейӳленсе анать...
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...