Алимпи
Çапла иртрĕç кунсем. Хура кĕркунне çитрĕ. Сарă хĕвел тачка пĕлĕтсем хыçне ĕмĕрлĕхех пытаннă пек туйăнать. Вăхăт-вăхăт çумăрпа хутăш вĕтĕ юр чалăшшăн çапса çукалать. Усал çанталăк тăрăшса ĕçлекен халăха пурпĕрех кансĕрлемерĕ. Икĕ километра яхăн тăсăлакан кĕпер ӳссех пычĕ.
…Пĕрре, йĕпе тăман пĕрмай çуса тăчĕ пулин те, Алимпи бригади, хăйне панă задание тултарас тесе, çĕрлечченех ĕçлерĕ. Алимпи хăй те, ăшша пиçсе, тумтирне хывсах ĕçлерĕ. Ĕç тĕттĕм пулсан тин пĕтрĕ. Хĕрсем барака таврăннă чух юр çума чарăнчĕ, анчах хирĕçле сивĕ çил çаплах вĕрсе тăчĕ.
Тара ӳкнĕ Алимпи сăхманне чылайччен тӳмелемесĕр, юлташĕсемпе шăкăлтатса калаçса пычĕ.
— Ыран ĕçе иртерех кайса хăвăртрах пĕтерĕпĕр те, часрах килсене саланăпăр, — терĕ вăл юлташĕсене.
Анчах çĕрле Алимпи пĕр кĕтмен çĕртен йывăр чирлесе ӳкрĕ. Вутри пек вĕриленсе çунма, йынăшма, ахлатма тытăнчĕ вăл. Баракри хĕрарăмсем хăраса ӳкрĕç.
— Шăнса пăсăлчĕ-ши? Мĕн-ши?
— Куç ӳкрĕ пулĕ чиперскере…
Çав вăхăтра барак патне санитарнăй машина пырса тăчĕ. Медсестра Алимпие питех пăхса тăмарĕ, машинăна кĕртсе вырттарчĕ те хула больницине илсе кайрĕ. Алимпи вĕсене нимĕн те астумарĕ.
…Тухтăрсем каланă тăрăх, Алимпин шăннипе ӳпки шыçнă пулнă… Унăн больницăра чылаях выртма тивет…
Сывалма пуçласан, вăл нимрен малтан Ивана аса илчĕ. Ку таранччен яла темиçе çыру та килчĕ пулĕ тесе, шухăшĕпе киле часрах çитесшĕн пулчĕ. Ура çине тăрса утма пуçласанах, вăл тухтăртан килне яма ыйтрĕ, анчах тухтăр ăна итлемерĕ:
— Юрамасть, вăхăт çитсен сана хамăрах пĕр кун та ытлашши тытса тăрас çук, — терĕ вăл.
* * *
Ĕнтĕ пĕтĕм ял шап-шурă кăпăш юрпа витĕннĕ. Юрĕ татах çăвать-ха. Кăмака мăрйисенче çăра кăвак тĕтĕм йăсăрланса тăрать. Урамсенче, картасем çинче шăннă салакайăксем сиккелесе çӳреççĕ.
Пĕчĕк пӳртре тĕксĕм те кичем. Кĕтесре кивелнĕ турăшсем пур. Икĕ чӳрече хушшинче пĕчĕк куçкĕски çуталать. Куçкĕскирен аяларахра çĕмĕрт пек хура куçсем Алимпи çине пăхаççĕ. Ку сăн ӳкерчĕке Иван авăн çапнă чухнех ярса панăччĕ. Çавăнтан вара Алимпи патне урăх пĕр çыру та яман.
— Анне, кайса пĕлсе кил-ха, Иванран чăнах та çыру пулман-и? — ыйтрĕ Алимпи тĕпел кукринче мĕшĕлтетекен ватă амăшĕнчен.
— Эй, аптратмăш хĕрӳпе! Каланă сана, çук тесе. Амăшĕнчен те яланах ыйтатăп, — кăмăлсăр тавăрса каларĕ Алимпие амăшĕ.
Алимпи салхуллăн сывласа илчĕ, вăл пайтах вăхăт хушши чӳрече умĕнче чавсаланса ларчĕ. Пĕтĕмпех асне илчĕ вăл: ача чухне Иванпа пĕрле пăрçа татма кайнине те, Хурăн варне ĕне çитерме çӳренине те, унтан, кăштах пысăклансан, выртмана çӳренисене те… Хăш чухне вĕсем пĕр-пĕринпе хирĕçни те пулнă, унтан каллех туслашнă. Кайран шкула та пĕрлех çӳретчĕç, уроксене те пĕрлех хатĕрленетчĕç. Пуçламăш шкултан вĕренсе тухсан, амăшĕ чирлесе ӳкнипе, Алимпи урăх вĕренеймерĕ. Иван татах малалла кайрĕ, çичĕ çул вĕренчĕ вăл. Анчах ашшĕ вилсен вăл та урăх вĕренеймерĕ.
— Çурçĕр те иртрĕ пулĕ, çывăрах ĕнтĕ, хĕрĕм. Ара мĕн ун пекех асапланатăн, упăшку мар вĕт, каччă тени вăл татах тупăнĕ-ха, — терĕ кĕтмен çĕртен Алимпи амăшĕ.
Алимпи çывăрма выртрĕ. Нумаях çывăраймарĕ вăл. Темшĕн, чунĕ лăпкă мар унăн. Ирех тăрса урама тухрĕ. Урамра шăпах, пĕр сасă та илтĕнмест. Вăл юлташĕ патне кĕрсе пăхрĕ, тепри патне — нихăшĕ те çук, хĕрсем пурте вăрман касма кайнă иккен.
Алимпи Ивансен килĕ еннелле пăхса ассăн сывласа илчĕ те тӳрех хурăнлă çул еннелле утрĕ.
Акă вăл, çаралса юлнă яштака хурăн. Вĕсем Иванпа юлашки хут çак хурăн айĕнче уйрăлнăччĕ. Халĕ ĕнтĕ шурă хурăн тавра шап-шурă юр купаланнă. Алимпи çултан пăрăнса ун умне пырса тăчĕ. Вăл хурăн çинче «Иван» сăмаха шырарĕ. Çĕçĕпе чĕрсе каснă картсене юр тулнăран саспаллисем палăрмарĕç. Алимпи хуран çинчи юра алсишĕпе шăлса тăкрĕ те «Иван» тесе çырнине курчĕ. Нумайччен çавăн çине пăхса тăчĕ. «Иван, Иван!..» — хăй тĕллĕн пăшăлтатрĕ Алимпи. Иванăн хура куçĕсем, каялла туранă йăм хура çӳçĕ халĕ те куç умĕнчех. Епле ăслă вăл! Аллисем епле ăста тата — тем тума та пултарать. Каçсерен вăйăра хăйĕн хут-купăсне туртса ярсан, никам та лăпкăн тăраймастчĕ.
Çак вăхăтра хурăнлă çул тăрăх утса пыракан сăран сумкăллă хĕрача Алимпи тĕлне çитсе чарăнчĕ.
— Алимпи! Эсĕ тем ку? Мĕн туса тăратăн кунта? — кăшкăрчĕ Валя-почтальон катаранах.
— Ахальтен çеç, пуç ыратнăран уçăлмалла тухас терĕм. Тухтăрсем мана чирленĕ хыççăн уçă сывлăшра ытларах пулмалла, терĕç… Итле-ха, ман валли çыру çук-и?
— Çук çа-ав… — темĕнле шухăша кайнă пек тăсса каларĕ Валя.
— Мĕн эс, темле тытăнчăклă çын пек?.. — ыйтрĕ Алимпи.
— Çук, нимĕн те мар.
— Суятăн, Валя. Эпĕ сисетĕп вĕт! Кала тĕрĕссипе, тусăм…
— Анчах ман çине ан кӳрен вара. — Валя ассăн сывласа илчĕ те сумкăран шурă конверт кăларса Алимпие тыттарчĕ. Алимпи ăна чăр-чар çурса, пĕр сывламасăр вуласа тухрĕ.
…Ку хут рядовой салтак Иван Горбачов фашистсене Мускав патĕнче аркатнă чух паттăррăн çапăçса пуçне хуни çинчен пĕлтернĕ. Алимпи чĕри тапма чарăннă пек пулчĕ, вăл, ĕненмесĕр, çырăва татах тепĕр хут вуларĕ. Çук, тĕрĕсех иккен, хутне штабранах янă, пичет пуссах…
Мĕн пулса тăчĕ ку? Малтан ăнтан тухса каяс патне çитнĕ Алимпи макăрма та пултараймарĕ, унăн чĕри чул пек хытса ларчĕ. Кăштах тăхтасан тин вăл сивĕ шурă хурăна ыталаса илчĕ те çав тери хытă кăшкăрса макăрса ячĕ.
Валя нимĕн тума аптраса тăчĕ. Вăл çырăва Алимпие пама васканăшăн хăйне хăй ятларĕ. Унтан хăй те Алимпипе пĕрле йĕрсе ячĕ.
Сасартăк таçтан çил кашласа килчĕ. Хурăн тăррисем лăстăр-лăстăр туса илчĕç. Телефон пралукĕсем хурлăхлăн ӳлесе макăраççĕ. Унтан, ерипен, кустăрма пек юр вĕçсе кайрĕ, кайран вăл, тинĕс хумĕ пек, пысăкланнăçемĕн пысăкланса, вăйлăланса пычĕ. Акă ĕнтĕ çывăхри хурăнсем те палăрми пулчĕç.
Хĕрсем кăна та асăрхамарĕç, хурăн хӳттинче çав-çавах макăрса тăчĕç. Халĕ тĕнче пĕтсен те, кунтах шăнса хытса вилсен те Алимпишĕн пурпĕрех… Вăл темле, тĕлĕкри пек пулса кайрĕ.
— Тепре çил-тăвăл тухиччен яла çитсе ӳкер, — терĕ Валя, Алимпие хулран тытса.
— Ниçта та каяс килмест ĕнтĕ манăн…
— Çук, çук, Алимпи, атя, утар! Çул çинче калаçăпăр…
— Чим-ха, ан васка, — терĕ Алимпи. — Халех…
Вăл ăнсăртран кĕсйинче пулнă хачча кăларчĕ те унăн вĕçĕпе хурăн çине «Иван» тесе çырни çумне «паттăр» тесе çырса хучĕ. Çав шур хурăн çинче паян кун та «Иван паттăр» тесе çырни палăрса тăрать…
* * *
Вăрçă чарăнмарĕ, вăл кунтан-кун вăйланса пычĕ. Ĕнтĕ Сталинград патĕнче фашистсене пирĕн çарсем тĕппипех аркатса тăкрĕç. Ку — вăрçăри пирĕн телейĕн пуçламăшĕ пулчĕ, çавăнтан вара пĕтĕм совет халăхĕ çăмăллăн сывласа ячĕ.
Анчах пĕтĕм тĕнче ылтăнпа çуталсан та, Алимпи ĕмĕчĕ урăх çуталассăн туйăнмарĕ, унăн чĕри нихçан та тулли пулас çук пек туйăнчĕ. Алимпи хăйне хăй ĕçпе кăна лăплантарать. Ĕçре анчах хуйхă манăçа юлать пек.
Ĕçне вăл, чăн та, виçĕ çыншăн туса пычĕ темелле. Унăн хăйĕн хĕрӳ ĕçĕпе Иваншăн тавăрасси килчĕ.
Нумай пулмасть ăна Сăр шывĕ патĕнче лайăх ĕçленĕшĕн Шупашкара чĕнтерсех «Ĕçре палăрнăшăн» медаль пачĕç. Çакă унăн чĕрине çĕклентерчĕ. Епле хаклама пĕлеççĕ иккен çыннăн ĕçне! Таçти ялта хуйхăрса пурăнакан чăваш хĕрне те манман!
Шупашкартан каялла таврăннă чух çул çинче ăна хĕрĕнкĕрех Караçăм, сельпо приказчикĕ, хăваласа çитрĕ. Çул тăршшипех вара Алимпие хăй ăна тахçантанпах юратни, ăна халех качча илме хатĕрри çинчен пакăлтатса пычĕ.
Алимпи ăна хирĕç сăмах хушманнине кура:
— Эсĕ ытлашши ан пысăклан, Алимпи, — терĕ Караçăм.
— Ăçта эп пысăкланни? — ыйтрĕ Алимпи.
— Мĕншĕн эппин манпа калаçмастăн?
— Мĕн калаçасси пур манăн санпа? — терĕ Алимпи ывăнчăклăн, унтан Караçăма леш хурăн патнелле çавăтса илсе пычĕ. — Куратăн-и? — ыйтрĕ вăл, хурăн çине «Иван паттăр» тесе çырнине кăтартса. — Эпĕ ăна юратнă, урăх мана никам та кирлĕ мар. Çавăнпа эс мана паянхи сăмахусене урăх нихçан та ан асăнтар, ан кала.
— Ара, вăл вилнĕ вĕт-ха, Алимпи!
— Пурпĕрех. Вилнĕ пулсан та эпĕ ăна нихçан та манмастăп, вăрçăра вилнĕ савнине сан пек йĕкехӳрепе улăштармастăп.
— Урăхла сăмах çук-и санăн мана валли, Алимпи?
— Çук. Пулма та пултараймасть.
* * *
— Вăрçă чарăннă! Вăрçă пĕтнĕ! Фашистла Германи парăннă! — терĕ пĕр ирхине пĕтĕм халăх.
Вара çав тери пысăк уяв пуçланчĕ. Пур çĕрте те хут купăс сасси, хавассăн юрлани, ташлани илтĕнсе тăчĕ.
Çак савăнăçа тăватă çул хушши кĕтмелле пулчĕ-çке! Çавна пула паян çитмĕле çитнĕ ватă та, вунă çулхи ача та, илемлĕ çамрăк пике те кашни хулара, ялта, кашни урамра юнашар тăрса ташлаççĕ…
Анчах, вăрçă пĕтнĕ пулин те, вăрçă хирĕсенче пуçĕсене хунисем киле таврăнас çук. Çапах та юратнă çын, вăл вилнĕ пулин те, нихçан та асран тухмасть. Ан тив, сывă юлнисем чипер таврăнччăр, çынсем савăннине курса, Алимпи хăйĕн юратнă Иванне асра тытĕ те яланах чĕрине йăпатса пурăнĕ. Çапла пусарчĕ Алимпи хăй хуйхине. Çавăнпа вăл та паян савăнăçран юлмарĕ.
…Каллех, яланхи пек, хĕвелпе пĕрле ĕçе тухаççĕ колхоз хĕрĕсем. Шăкăл-шăкăл калаçса, кашни хăйĕн чĕри патĕнчи шухăшсене уçать. Куллен-кун кĕтнĕ савăнăç туха-туха тăрать-çке вĕсен умне, ял çыннисем тăван колхоза таврăнаççĕ.
Алимпи никама та мар — пурне те кĕтрĕ. Вăл пуриншĕн те савăнчĕ, пуринпе те кăмăллă пулчĕ. Тепĕр чух çеç, чĕрене темĕнле тунсăх пырса кĕрсен, вăл вăрман хĕррине, хурăнлă çул çине тухса юрлатчĕ. Паллах, çамрăк чун тем кĕтет ĕнтĕ, çамрăк чунăн сӳннĕ шанчăкĕшĕн вĕри чĕри ырататех. Мĕн кирлине вăл хăй те ăнланмасть. Таçтан-таçтан, инçетрен такам килсе тухас пек, вара хăйне ăшă сăмах калас пек туйăнать ăна.
* * *
Пĕрре, хĕвел анаспа, Алимпи хиртен таврăнчĕ те хăйсен килĕ умĕнчи пĕренесем çинче салтак тумтирĕ тăхăннă каччă ларнине курчĕ. Унăн кăкăрĕ çинче, шӳлкеме çакнă пекех, орденсемпе медальсем йăлтăртатаççĕ.
— Васильева Олимпиада эсĕ мар-и? — ыйтрĕ вăл, Алимпи çывхарсан ура çине тăрса.
— Эпĕ-çке, — тĕлĕннипе шăппăн кăна каларĕ Алимпи.
— Апла пулсан — паллашар, эпĕ Баранов Алексей. Йĕлмекассисем, сирĕн ялти Иван Горвачовăн чи çывăч тусĕ пулнăскер. Эпир унпа Мускав патĕнче пĕрле çапăçрăмăр.
Вĕсем пӳрте кĕчĕç. Алимпи хăнана тĕпелелле ирттерсе лартрĕ. Хăй çав тери пăлханчĕ…
— Епле вилчĕ вăл, каласа парăр мана, — чĕтрекен сасăпа ыйтрĕ Алимпи.
— Сан çинчен эпĕ тахçанах пĕлетĕп, — пуçларĕ хăна хăй сăмахне. — Ваня сана ялан аса илетчĕ. Пĕр атакăра ăна харăсах тăватă фашист тапăннă пулнă. Виççĕшне вăл чиксе пăрахнă, анчах тăваттăмĕшĕ хăйне хыçалтан пырса чикнĕ. Çав тăваттăмĕшне эпĕ чупса çитсе персе антартăм. Ваньăна лешĕ вилмеллипех амантнăччĕ. Вилес умĕн темиçе сăмах çеç калама ĕлкĕрчĕ: «Манăн Алимпи патне кĕрсе тух», — терĕ те, вара урăх унăн сывлăшĕ тухмарĕ.
Алимпи питçăмартийĕсем тăрăх çут шăрçа пек шултра куççульсем юхса анчĕç.
— Эпĕ сана макăртас теменччĕ, каçар, — терĕ Баранов.
— Çук, эсĕ мана ан пăх, иртет вăл — терĕ Алимпи, куççульне çăтса.
Часах Алимпи амăшĕ, хăйсем патне мĕнле çын килнине пĕлсе, сĕтел çине çăмартапа чăкăт ăшаласа пырса лартрĕ. Нумайччен калаçса ларчĕç вĕсем сĕтел хушшинче. Иван çинчен пĕтĕмпех пĕлчĕç. Чăн та паттăр пулнă иккен вăл, чăн та илемлĕ хĕрĕн юратăвне тивĕçлĕ çын пулнă.
— Тавтапуç сире, кĕтмен хăна пултăм — терĕ Баранов юлашкинчен, тухса каяс шутпа ура çине тăрса. — Сывă пулăр тепре куриччен, — Алимпипе амăшĕн аллисене тыта-тыта çирĕппĕн чăмăртарĕ вăл.
Унтан кутамккине çурăм хыçне çакрĕ те алăк патнелле утрĕ. Алимпи ăна урама тухса, униче хапхи патне çитичченех ăсатрĕ.
— Иван пекех çирĕп, илемлĕ те вăйлăскер, — шухăшларĕ Алимпи, ун çине хыçалтан пăхса юлса.
Çакăн хыççăн тепĕр эрне çеç иртрĕ. Колхоз хирĕнче хĕрсех ĕç пыратчĕ ун чух. Каллех пĕр каçхине Алимписем патне çав Баранов тенĕ салтак пырса кĕчĕ. Вăл мĕншĕн килнине Алимпи малтанах ăнланса илеймерĕ… Анчах çакăн хыççăн Алимпипе Алексей хушшинче пысăк туслăх пуçланчĕ. Пуçланчĕ те — кирлĕ пек вĕçленчĕ, вĕсем часах туй турĕç…
Çав тери кĕтмен çĕртен пулчĕ ку япала. Мĕнле манчĕ-ха Алимпи хăйĕн малтанхи савнине? Неушлĕ Алимпи хăйĕн юратнă Иванне хăвăртах, ĕмĕрлĕхех манчĕ?…
Халĕ ĕнтĕ, такам та пĕлет, Алимпи телейлĕ, тунсăхламасть, нимĕншĕн те кулянмасть. Унăн упăшки чаплă салтак пулнăскер, Иван паттăр пекех лайăхскер… Çавăнпа та Ивана урăх аса илмесен те юрать-ха! Алимпи, таса чĕреллĕ хĕр, хăйĕн савнине епле çав тери час манма пултарчĕ-ши? — тесе шухăшлаттарать ку такама та… Анчах ку тĕрĕс пулман иккен.
…Ĕнтĕ вăрçă пĕтни иккĕмĕш çул пырать. Пĕр ирхине, кăвак шуçăм тап-таса çуталса хăпарнă чух, ешĕл улăх çутă кĕмĕл сывлăмпа йăлтăртатса тăнă вăхăтра, Алимпин ывăл ача çуралнă. Çак пĕчĕк çеç çĕнĕ çын, телейлĕ ĕмĕр çынни, çав тери таса, сывă та мăнтăркка пулнă.
— Иван, манăн паттăр Иванăм, — тенĕ Алимпи, ывăлне кăкăрĕ çумне пăчăртаса.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...