Ĕне сутнă кун


Çур çĕр иртни те чылай пулать ĕнтĕ, çапах Елис ниепле те çывăрса каяймасть, енчен енне çавăрăнкаласа выртать, тăрсан-тăрсан йывăррăн сывласа илет. Ыйхи пĕтĕмпех çĕтрĕ унăн. Аптранă енне кравать çинчен тăчĕ те ерипен тĕпеле кĕчĕ. Çутта çутрĕ те — икĕ сехет çитет. Чӳречерен пăхрĕ — никамăн та çутă çук. Сивĕнме ĕлкĕрнĕ чейникрен стакана шыв тултарчĕ те çуррине ĕçсе ячĕ. Диван çинче выртакан Виттюк та ытти каçсенчи пек хăрлаттармасть, шăп выртать. Унăн та ыйхи вĕçнĕ-ши ара? Елис май пур таран шăппăн утса хăйĕн кравачĕ патне çитрĕ те сасă тăвас мар тесе майĕпен выртрĕ. Ăшă утиялпа витĕнчĕ те шухăшсен авăрне путрĕ. Çак минутсенче унăн иртнĕ пурнăçĕ пĕтĕмпех куç умне тухса тăчĕ.

…Колхозсем тунă çулсенче Елис ашшĕн — Макарăн — çуртне кулак тесе тустарнă, çемйине урама тăратсă хăварнă. Сăлтавĕ — тимĕрçĕре ĕçлекен ашшĕ ал лаппи пысăкăш юлнă шăвăç татăкĕсене илсе килсе, вĕсене пĕр-пĕрин çумне çĕлесе пӳрт тăррин пĕр енне витни. Районтисем килсе килти ĕнине, сурăхĕсене те илсе кайрĕç, ашшĕне виçĕ çула тĕрмене хупрĕç. Хĕр пĕрчи ун чухне виççĕре кăна пулнă-ха, çемьере вара пурĕ тăватă ача. Елис амăшĕ — Анна — ачисемпе пĕрле кӳршĕри иккĕмĕш сыпăкри тăванĕсем патне пурăнма куçрĕ. Лешсен те темех çук, çапах та пурăнма ячĕç. Çулла аптăрамасть-ха, ачасене çенĕкре, мунчара выртса тăма пулать. Хĕлле вара самай йывăр икĕ çемье пӳртре вырнаçма. Ачасем валли çĕр каçма вăрăм сакăсене çумлăн лартса вырăн тукаларĕç, хăш-пĕрне кăмака патĕнчи мачча çумне ăсталаса тунă сарлака сентре çинче выртма хăпартатчĕç. Кăмака хутма çĕрулми аври, хăмăл, хытнă эрĕм хатĕрлесе хунă-ха. Анчах ним ăшши те çук вĕсен, кăштă çатăртатса илеççĕ çунса каяççĕ. Пӳртре ялан сивĕ. Аннапа кил хуçи хĕрарăмĕ аптăранă енне çуна туртса вăрманлă яла 20 çухрăма вутă туянма каятчĕç. Анчах хĕрарăм вăйĕпе мĕн чухлĕ туртса килеетĕн? Пĕр пысăк пукан е иккĕ пĕчĕккине. Çапах вăл та теме тăнă. Вутă хăмăл кăна мар-çке, пăш! туса ялкăшса пĕтмест, кăмакана хĕрӳ тытса тăрать. Хĕлĕпе вутта 18 хут кайса килчĕç. Çапла выçăллă-тутăллă пурăнкаларĕç вĕсем сивĕ пӳртре. Çăва тухсан вара Анна çемйи валли тăванĕсем, кӳршисем пĕрле пуçтарăнса çырмара çĕрпӳрт майлаштарса хучĕç. Çимелли çук, яшка пĕçерме тытăнсан ачисем çырмаран курăк пуçтаратчĕç. Курăкĕ те çук унта, пĕтĕмпех лăскаса пĕтернĕ. Çырмасем те çап-çара. Ялта чухăн çемьесем ытла та нумай…

Елисăн ыйхи таçта кайса кĕнĕ тейĕн. Шухăшсем вăрăм вăчăра ункисем пек пĕрин хыççăн тепри килеççĕ.

…Елиспа Виттюк иккĕшĕ ĕмĕрне ĕне усрарĕç. Анчах ватăлса пыраççĕ ĕнтĕ халь, выльăх тытма йывăрланчĕ. Ачисем хуланалла тухса кайса пĕтнĕ. Ĕне çур пурнăç теççĕ те-ха, анчах кам валли нушаланмалла малашне? Выльăх пулсан хĕле утă хатĕрлемелле, кашни кун ик-виç хут апат памалла, витене кашни кун иккĕ тасатмалла, тислĕкне аслăк хыçне куритепе туртса кăлармалла. Çулла касупа кĕтĕве каймалла, ху каяймасан çынна укçалла тытса ямалла. Юлашки вăхăтра укçалла кайма килĕшекенсене те тупма йывăрланчĕ. Ĕнене ирлĕ-каçлă сумалла, Елисăн вара чĕркуççи сыпписем ыратаççĕ, кашни лармассерен нушаланмалла. Суса пĕтернĕ тĕле вара ури хытсах ларать, ĕне çине таянкаласа, ахлатса аран-аран тăрать. Хуларан сайра хутра килсе çӳрекен ачисем илкелесе каяççĕ-ха сĕт-тăварукне, анчах мăнукĕсем тата кĕçĕн мăнукĕсем хăнана килсен ял сĕтне ĕçесшĕнех те мар. «Лавккари сĕте, порошокран тунă кăвак шыва, ĕçеççĕ, ĕне сĕтне — çук. Мĕнле ачасем кайрĕç халь?» — тĕлĕнсе калаçать Елис хăйсем пек ватăлнă кӳршисемпе. Ку та кăмăлне хуçать вĕсенне: ĕне усраса кам валли тертленмелле малашне? Çавăнпа чунĕсене мĕнле йывăр пулсан та кăçал ĕнине сутма шутларĕç, çавăнпа хĕле утă та хатĕрлемерĕç.

Çакна пĕлсен вĕсем патне çамрăк мăшăр пырса кайрĕ, ĕнине пăхрĕ. Хакĕпе те калаçса татăлчĕç. Ыранах каç енне туянма килетпĕр терĕç лешсем. Вăт çавăн хыççăн Елисăн чунĕ вăркама тытăнчĕ, вăл канлĕхне çухатрĕ. Нумай çул усранă ĕнене хапхаран мĕнле кăларса ямалла? Пĕтĕм пурнăçа илсе тухса каять вĕт вăл, кил-çурта пушă хăварать. Çамрăкрах чухне пĕр ĕне ăнмасан тепринпе улăштарма та пултарнă. Хальхинче вара ку юлашки пулать вĕт, вĕсен картишне урăх ĕне ури ярса пусаймасть. Ватăлчĕç…

Елисăн куçĕ шывланчĕ. Стена çумĕнчи сехет шаккать, ытти чух вăл хăлхана та кĕмест, паян вара пуçран мăлатукпа шакканă пекех.

…Ашшĕ çук. Çурма выçă. Елиспа тетĕшĕ — Алюш тырă пучаха ларсанах ачасемпе пĕрле колхоз хирне хăра-хăрах тырă пучахĕ е пăрçа хутаççи шĕкĕлчеме кайкалатчĕç. Анчах ку хăрушă япала, пĕр-пĕр пуçлăх е хир сыхлакан тытсан пĕтрĕ: хĕнесе пĕтерме те, штраф тума та, тĕрмене ăсатма та пултараççĕ. Пĕррехинче Алюша хирте бригадир ярса тытнă та çӳлелле çĕклесе çĕр çине вăйпах пăрахнă. Хытă ыраттарнă ача темĕнччен тăраймасăр анăраса выртнă, чылай вăхăт иртсен çеç уксахласа, йĕре-йĕре аран килне çитнĕ.

Елис ашшĕ тĕрмерен пĕрер çул маларах таврăнчĕ, кун хыççăн çук пурнăçа кура тӳрех ĕçлеме Донбаса тухса кайрĕ. Унтан вăхăт-вăхăт укçа яркаласа тăратчĕ. Çапах та пурнăçĕ çитсе пымарĕ. Ашшĕ отпуска килсе кайкалани вара çемьешĕн ырлăх пекех пулатчĕ. Укçасăр пуçне вăл ачасем валли нихçан курман пылак тавраш та илсе килкелетчĕ-çке.

Макар виçĕ çултан яла таврăнчĕ те шахта укçипе пысăках мар пӳрт лартса хучĕ. Тепĕр çул вара пушмак пăру туянса пăрулаттарчĕç, ĕне турĕç, ачасем валли юр-вар пулчĕ. Кун хыççăн çемье пурнăçĕ кăштах çăмăлланчĕ.

Анчах 1939 çул питĕ типĕ килчĕ, тырă пулмарĕ, пĕчĕк пучахĕсем чĕркуççи таран кăна. Улăм тухмасть ку тырăран. Ĕнеллисем шухăша путрĕç: вĕсене мĕнле хĕл каçармалла, апат ăçтан тупмалла? Çавăнпа кĕр енне çынсем выльăх-чĕрлĕхне сутма пуçларĕç, ĕнесем йӳнелсе кайрĕç. Макар Донбасран лайăх пальто туянса килнĕччĕ, ун пекки ялĕпе те пулман. Вара вăл: «Пальтона сутса выльăх çими туянатăп, анчах ĕнене сутмастăп. Ĕнене килтен пĕр кăларса ярсан каялла кĕртме йывăр», — тенĕ. Çапла вĕсем хĕлĕпе пур-çук вак улăма вĕри шывпа сапса çемçетнĕ, ун çине хутран-ситрен пĕр-икĕ ывăç сăсăл сапса ĕне хырăмне улталанă. Сумашкăн пӳртне илсе кĕнĕ. 1940 çулта вара тырри те ăнса пулнă, анчах выльăхĕ сахалланнă. Туянăттăн — çук, çавăнпа хакĕсем те чылай ӳссе кайнă. Пĕр кил урлă пурăнакан Пурăш Элекçейĕ типĕ çул ĕнине сутса ячĕ, тепĕр çул вара вĕсем ĕне çуккипе выççа юлчĕç. Хăйсен пилĕк ача. Çав хĕле мĕнле каçнине хăйсем кăна пĕлеççĕ. Юр кайса пĕтсенех ачисем çарран анкартие крахмал пуçтарма тухнă, унран пашалу туса çинĕ. Çĕрулми шăтса тухсанах ун çулçине хĕрхене-хĕрхене яшка пĕçерме тата-тата илнĕ. Яшка тути те, тĕсĕ те кăмăла каймаллах мар ĕнтĕ кун пек, симĕс пулать, анчах нимĕн те çукки мар, чĕре сури тумаллах вĕт. Аптăранă енне хурăн çулçипе те яркаланă яшка çине. Яшкине йывăç кашăкпа пĕтĕм çемйипе пĕр хурантанах çинĕ, чашăкĕсем те пулман. Пахча симĕсленме тытăнсан чĕкĕнтĕр, кавăн çулçисенчен яшка пĕçернĕ. Çăва тухсан хир-çырма тăрăх тĕрлĕ курăк, мăян вăрри, вĕлтĕрен пуçтарнă. Кĕркунне енне кайсан вара яшка çăрарах пултăр тесе кабак, кишĕр янă. Елис амăшĕ Элекçейсен ачисене шелленипе тăрсан-тăрсан вĕсем патне пĕрер курка сĕт, пĕрер пашалу е капăртма леçсе паратчĕ. Нумайрах парĕччĕ те — хăйсен те ытлашши çук вĕт, ытла хĕрхеннипе çеç леçет. Лешсен пĕчĕк ачисем выçăпа ялан пӳрнине ĕмсе çӳренĕ. Çавăнпа икĕ ачин пуç пӳрни шӳсе, пысăкланса кайнă. Çак нушана чăтаймасăр ку ачасем сывă юлаймарĕç, выççа чăтса ирттереймерĕç, шыçăнса вилчĕç. Пĕри урамрах йăванса кайнă.

Аслă вăрçă пуçлансанах Макар юратнă арăмне тата тăватă ачине пăрахса фронта тухса кайрĕ. Хĕл çитсен вара вăл каялла таврăнчĕ. Унăн чĕри малтанах чирлĕ пулнă иккен, ăна фронта илмелле те пулман, çавăнпа ăна çар ретне тăма юрăхсăр тесе справка парсах килне янă. Вăл яла килсен тӳрех бригадирта ĕçлеме пуçларĕ. Арçынпа ĕне тытма самай çăмăлтарах пулчĕ çемйине, çу çитсен вара ĕне валли пĕрле утă хатĕрлерĕç. Анчах тырçи вĕçленсен, тыр-пула пуçтарса кĕртсен арçынна каллех фронта илсе кайрĕç. Кунта темле вăрттăнлăх пур. Макарсен кассинче пурăнакан хăйсен тăванне — Тришкана фронта кайма повестка панă терĕç. Анчах икĕ кунран кĕтмен çĕртен ун вырăнне фронта Макара ăсатрĕç. Тришкасем вĕлле тытаççĕ, пыл сутаççĕ, вĕсен ялан пыл пур. Вăл ашшĕпе пĕрле районти çар комиссариатне пыл илсе кайнă хыççăн ĕç-пуç тепĕр май улшăннă. Тришкана чирлĕ тесе справка панă, Макарăн вăрçăран парса янă справкине вара мĕнле-тĕр майпа «çухатнă». Макар вăрçа тепĕр хут тухса кайнă каç Тришкасен килне хăнасем пуçтарăнчĕç. Анна вĕсем купăс каласа ташланине, тăстарса юрланине илтсе выртса çĕрĕпе йĕчĕ, куç хупаймарĕ. Халăхран нимĕн те пытараймастăн, хăнара военкомат çыннисем те пулнă теççĕ. Çапла вара Макар çемйи каллех упăшкасăр та аттесĕр тăрса юлчĕ.

Пушмак пăруран пулнă ĕне мĕн тесен те ку çемьене выçлăхран хăтарчĕ. Ашшĕ вырăнне юлнă вуникĕ çулхи Алюш ăна кӳлме вĕрентрĕ, унпа çатăрка пуçтарма, хире хăмăл турама, утă хатĕрлеме çӳретчĕ. Уттине пахчара çӳллĕ капан туса хуратчĕç. Çынсем вара капан тăррине карттусĕ ӳкес пек пуçне çĕклесе тĕлĕнсе пăхатчĕç.

Çемье ашшĕ таврăнас шанчăкпа пурăнчĕ те, анчах икĕ çултан фронтран хăрушă хыпар килчĕ: Макар çапăçура паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ. Малашне ку çемьен никама шанмалли те çук.

Вăрçă пĕтнĕ хыççăн Елис патне Арман кассинче пурăнакан Виттюк валли калаçма хăтана килчĕç. Виттюк ĕçчен те сăпай каччă, кĕлеткипе те патвар, ăна нумай хĕр мăшăр тума ĕмĕтленнĕ. Анчах вăл шавлă тата юрă-ташăллă хĕрсене мар, йăваш та сăмаха ытлашши ваклама юратман Елиса суйласа илчĕ. Виттюкăн та ашшĕ фронтра вилнĕ, вăрçă хыççăн амăшĕ те чирлесе пурнăçран уйрăлнă. Çавăнпа малашне хăйсене çеç шанмалла. Килте çаплах виçĕ çул кĕçĕн шăллĕ тата йăмăкĕ пур. Мĕнле пулсан та Виттюкпа Елисăн уйрăлса тухса пӳрт лартмаллах. Малтанхи тăватă çулне вĕсем ашшĕ çуртĕнчех пурăнчĕç. Виттюк çамрăклах платник ĕçне вĕренчĕ, кăштах алă çавăрас тесе хăйĕнчен аслăрах çынсен бригадипе хутшăнса кашни çул инçете тухса каятчĕ, мĕншĕн тесен колхозра укçа памаççĕ. Архангельск облаçне çитсе çăвĕпе пĕр колхозра ĕне витисем хăпартрĕç вĕсем, ытти çулсенче Алтай, Ăренпур тăрăхĕсене те çитрĕç. Çакăнта ĕçлесе илнĕ укçапа Виттюкпа Елис унтан-кунтан пуçтарса тепĕр касăра пысăках мар пӳрт хăпартса лартрĕç. Шăллĕ авлансан вара тĕп килтен уйрăлса тухма тӳрĕ килчĕ. Анчах çĕнĕ пӳрте мар-ха, мĕншĕн тесен унта кăмака туса ĕлкĕрейменччĕ, урайĕ валли те хăма çитмерĕ. Çавăнпа кӳршĕре иккĕмĕш сыпăкри тăванĕсем патĕнче хĕл каçрĕç. Тепĕр çул çеç куçрĕç çĕнĕ çурта. Ку вăхăта икĕ ача çуралнăччĕ ĕнтĕ. Юрать, тăванĕсен ĕне пурччĕ, çавăнпа икĕ çемьене те лайăх пулчĕ ку. Сĕчĕ те, тăварук-хăйми те пур. Юр-вар вăл уйрăмах ачасене кирлĕ, çитĕннисене те тутă тытать.

Çĕнĕ пӳрте кĕрсен вара Елиспа Виттюкăн хăйсен ĕне илес шухăш çуралчĕ, анчах нимĕнпе те туянма çук. Малтанлăха сĕте кӳрше кайкаларĕç. «Эх, хăçан ĕнеллĕ пулăпăр-ши? Ачасене хăçан тăраниччен сĕт-турăх, хăйма-çу çитерĕпĕр-ши?» — вăраххăн сывласа ĕмĕтленетчĕ Елис.

Тепĕр кĕркунне вĕсем кивçене кĕрсе вăрăм ураллă, çинçе хырăмлă пĕтĕ пушмак пăру туянчĕç. Вăл пасарĕпе те чи йӳнни пулчĕ, аванраххисем валли укçа çитмерĕ. Çăварнире лешĕ пăруласа та пачĕ, анчах ăшă вите те çук пăру валли, чуспа çапкаласа тунă лупас кăна, çавăнпа пăрăва пӳртре усрама тӳрĕ килчĕ. Малтан пăрăвĕ сĕт ĕçе те пĕлместчĕ. Пӳрт урайне урисемпе шаплаттарса тăрса сăмсипе сĕт витрине талт-талт чышать, шампăртаттарса сĕтне тăкать. Вара Елис пуç пӳрнине пăру çăварне чиксе хуллен сĕт ăшне антаратчĕ, çапла майпа ĕçме вĕрентрĕ. Сĕтне ачасем валли ытларах хăварас тесе витрене вĕренĕ шыв ярса хутăштаратчĕ, пĕр-ик татăк çăкăр е пашалу пăрахатчĕ. Кĕтĕве тухсан вара ку ĕне киле таврăнмасăр тарăхтарма тытăнчĕ. Кил умнелле çитеспе урамăн тепĕр енĕпе иртетчĕ вĕт, шеремет, умне тухма тытăнсан пурсуй йытă пек хытă чупса каятчĕ. Чупкăн ĕне пулчĕ ку. Аслă ачи аллине патак тытса мĕн чухлĕ йĕре-йĕре чупман-ши ун хыççăн, мĕн чухлĕ хăшкăлман-ши? Çук, итлеместчĕ вăл ăна, курман пек тăватчĕ, ун çине кĕрсе чупса иртетчĕ. Ялăн пĕр вĕçĕнчен кĕтӳрен килсе тепĕр вĕçнех тухатчĕ, тепĕр хире каятчĕ. Кĕркунне енне вăл колхозăн силос шăтăкĕсем патне иленчĕ, куллен кĕтӳ хыççăн çавăнта илме каймаллаччĕ. Сĕтне те талăкра пилĕк литртан ытла памастчĕ. Пĕррехинче вăл темле майпа килте пăлтăр айне кĕрсе кайса выртнă тата. Тĕлĕнмелле! Хăй каялла ниепле те тухаймасть, мĕншĕн тесен ура çине тăраймасть. Ăна 4-5 арçын пуçтарса сĕтĕрсе кăларма тӳрĕ килчĕ. Ку ĕнене икĕ хĕл каçарсан улăштарма тиврĕ.

Тепри хăмсараканни лекрĕ, сума та иккĕн тухмалла. Пĕри сăвать, тепри патак тытса сыхласа тăрать. Сыхлаканни арçын кирлĕ, хĕрарăмран хăрамасть. Ачасене çывăха ямастчĕ, тĕкме пăхатчĕ. Ку ĕнерен те хăтăлма тӳрĕ килчĕ. Ĕнепе арăма ăнтарма йывăр тенĕ çав ваттисем.

Виççĕмĕшĕ кĕтӳре çырмари туйăн ăшне путса ларса нумай выртнă, ăна ялĕпех туртса кăлармалла пулчĕ. Те çавăнпа — çилли шыçса кайрĕ. Сĕчĕ юнлă тухатчĕ. Ял советĕнчен вара кунсерен тенĕ пек темиçе çын услам çу пуçтарма тухать. Вĕсене сан ĕнӳ сĕт паманни, вăл чирлени, килте темиçе ача пулни ним те мар. Вĕсене вăкăр су та — сĕт пар! Ытла хистенипе, пусса ыйтнипе çу пуçтаракансене курсан Елис пĕрре мар хапха алăкĕ çине патака сăлăп пек çакса килтен тухса кайнă е пахчаран çавăрăнса хыçалти алăкран кĕнĕ, килĕнче каланккă хыçĕнче сывламасăр тенĕ пек хăраса ларнă. Анчах ку та вăхăтлăха кăна. Çăвне пурĕпĕр памалла. Вара пурлă-çуклă укçапа лавккаран çу туянса шăратса пама тӳрĕ килетчĕ. Ял совечĕн — план! Ăна тултармаллах. Пĕр хĕл вара ĕне хĕсĕр юлнăччĕ. Анчах пурĕпĕр памалла — санăн хут çинче ĕне пур шутланать. Нумай калаçса тăмаççĕ, пуçтаракансем хăйсемех сĕмсĕррĕн: «Лавккари çăва шăратăр та парăр!» — теççĕ. Çăвне туянма та укçа кирлĕ вĕт-ха, колхоз вара виçĕ пусла ĕçлеттерет çынсене, çулталăка укçа икĕ хут çеç парать — çураки пĕтсен тата тырçи вĕçленсен. Ытти чухне хуть мĕнле пурăн. Тата çăмарта та пуçтараççĕ килĕрен çӳресе. Пĕррехинче çăмарта çук тесен путсĕр ял совет председателĕ хăй тĕпсакай хăмине уçса аяла сикрĕ, йывăç ещĕкри 17 çăмартана, ачасем валли тесе перекетлесе усранăскерсене, илсе хăпарчĕ. Çийĕнчен председатель Елиса мĕншĕн улталатăн тесе купарчинчен чĕркуççипе тапрĕ. Илсе кайрĕç çăмартасене пурпĕрех. Ачасем мĕн çимелле? Ăна вăл пĕлмест, план тултарать, районти пуçлăхсем умĕнче хăйне кăтартмалла ку куштанăн.

Колхозĕ вара выльăхсем валли утă мар, улăм та памасть. Улăха е çырмана кайса курăк çулма та юрамасть — хăвалаççĕ, штраф тăваççĕ, колхоз выльăхĕсем валли юлмасть теççĕ. Çавăнпа хĕл валли ним хатĕрлесе хума та çук. Кĕрхи сăра уявĕ тĕлĕнче кĕтӳ кайма пăрахсанах выльăхсене килтен çитерме тытăнмалла вĕт. Анчах мĕн çитермелле? Хатĕрлени нимĕн те çук. Аптăранă енне тĕттĕм пулсан Елиспа Виттюк кӳршисемпе пĕрле çырма урлă каçса хирти улăм ури патне юр ашса каяççĕ. Улăм вăррине каяççĕ пулса тухать. Анчах улăм урисене сыхлакан ятарлă çын пулнă, çавăнпа хăранипе унта çывхараспа чĕре калт-калт тапма тытăнать, куç-пуçран вут тухать. Пĕррехинче çапла Елиссем арçынсемсĕр улăм ури патне пырсан виçĕ хĕрарăм умне пăшаллă хуралçă сиксе тухрĕ, хăратса пăявĕсене илсе юлчĕ. Çапах та колхоза систермен хăй, мĕншĕн тесен систерсен пăявĕсене унта памалла пулнă. Капла вăл вĕсене килне илсе кайнă.

Тепрехинче вара Елиссем тĕтреллĕ çанталăкра тăваттăн аташса кайнăччĕ. Кайнă чухнех тĕтре пурччĕ ĕнтĕ, анчах кăштăх курăнатчĕ-ха. Хирпе улăм йăтса килсе çырма урлă нушаланса каçнă тĕле нимĕн те курăнми пулчĕ. Йĕри-тавралăх йăлтах пĕр тĕслĕ — тĕттĕм сăрă. Ăçталла каймалла? Улăм пăявĕ çине ларса каннă хыççăн вĕсене çĕклесе кил еннелле тесе уттарчĕç. Мекеçленсе утсан-утсан çулĕпе пуринчен те аслăрах Марук:

— Кай ĕнтĕ, çакăн чухлĕ утмалла мар пуль ĕнтĕ урам патне? Виçĕ анкарти тăршшĕ кăна вĕт çул. Кун чухлĕ утсан тепĕр урама çитĕн, — терĕ аптăранă енне.

Калăн, урам куçса ларнă — çук та çук. Ак хайхи — юр ашса тапаçлана-тапаçлана пырсан çырма хĕррине сикрĕç тухрĕç! Мĕнле çырма ку? Хăйсем ларнă вырăнах иккен. Вăт ку тамаша!

— Мĕн япали ку? Мĕн амакĕ пулчĕ паян? Ма кунта сиксе тухрăмăр? Хамăр урам ăçта вара? — тĕлĕнсе калаçаççĕ хайхисем.

Пĕр кана ларса илнĕ хыççăн вĕсем каллех пăявĕсене йăтса тĕтре ăшĕпе утрĕç. Йĕп-йĕпе тар хăйсем, кашни утăмне йывăрпа пусаççĕ. Тĕрĕссипе, улăм пăявне пăрахса хăварас килет ĕнтĕ. Нимле улăм та кирлĕ мар — киле кăна çитесчĕ. Чылай вăхăт ăçталла утнине пĕлмесĕр пырсан темле хура мĕлке курăнса кайрĕ. Патнерех çывхарчĕç те — анкартинче пĕччен ларакан мунча! Улăм йăтса пыракансем пăявĕсене пăрахрĕç. Кам мунчи ку? Йĕри-тавра утса çаврăннă, алăкĕ-чӳречине, сăнаса пăхнă хыççăн ăнкарчĕç: Елиссен кӳршисен ку, Тарьесен мунчи! Пĕрене хушшисене тăмпа сĕрнĕ мунча. Апла пулсан кунтан Елиссен аслăк хыçĕ те çирĕм хăлаçран ытла мар вĕт. Анчах ниçта та чӳречерен çутă курăнмасть. Çапах та час киле çитетпĕр иккен тесе чуна ăшă кĕрсе кайрĕ. Елиссен аслăкĕ хыçĕнчен çирĕм хăлаçран вара урама тухмалли пралук пур. Çавна тĕллесе утнăччĕ ĕнтĕ малтан, икĕ хĕрарăмăн унтан тухса урам урлă каçмалла. Пăртак каннă хыççăн вĕсем тăваттăн мекеçленсе çавăн еннелле малалла утрĕç.

Кăштах пынă хыççăн: «Кунта темле йĕр пур пек, çавăнпа утар мар-и?» — терĕ Виттюк.

Утаççĕ-утаççĕ çак йĕрпе. Анчах мĕн ку? Елиссен аслăк хыçĕ çук та çук. Самаях утрĕç ĕнтĕ — усси çук. Вара çывăхрах пулмалла-çке!

— Эпир каллех аташрăмăр пулмалла, тĕрĕс утнă пулсан халиччен çитмелле ĕнтĕ, — тет Виттюк.

Унччен те пулмасть — ун хыçĕнче пыракан Марук тăвăр сукмакран пăрăнса айккине пусрĕ те юр ăшне паш! тӳнсе кайрĕ.

— Малалла утатăп — хыçалалла ӳкетĕп тенĕ пĕр ват çын пирĕн ялта. Çакă пулчĕ ĕнтĕ ку ман, — куççуль витĕр тенĕ пек шӳтлет лачкам тара ӳкнĕ хĕрарăм.

Тĕлĕнмелле, анчах вĕсем каллех çырма хĕррине хăйсен вырăнне çитсе тăчĕç! Каллех çырма! Акă мĕнле йĕр пулнă иккен вăл — хăйсем хирелле кайнă йĕр. Тамаша-тăк тамаша!

— Пулмарĕ иккен! Киле çитсе пулмасть иккен паян! Ак сана хăйма! Ак сана турăх! — çурма тарăхса, çурма шӳтлесе каларĕ Марук.

— Чимĕр-ха, мĕн пулчĕ вара пире паян? Мĕн аташтарать? Тарьесен мунчи патне çитсен каялла çырма хĕррине пире мĕн сĕтĕрсе килчĕ? Паян мĕнле ăнман каç пулчĕ-ши? — тĕлĕнет Елис.

— Мĕнле шуйттан туртать пире ку çырма патне? Ниçтан хăтăлма çук унран, — тарăхса калать тепри.

Мĕн пулсан та çырма хĕрринче ларнипе киле çитейместĕн — утмаллах. Вĕсем тепĕр хут çула тухрĕç. Каллех йĕр пур. Вăл ăçта кайнине пĕлмеççĕ, пурĕпĕр унпа утаççĕ. Йĕртен пăрăнма хăраççĕ. Тертленсе пырсан-пырсан — каллех мунча. Паçăрхи Тарьесен мунчи! Каллех çавă. Улăм пăявĕсене пăрахрĕç.

— Елис, кун пек çавăрăнса çӳресе пулмасть. Атя иксĕмĕр мĕнле те пулсан сирĕн аслăк хыçне çитер. Малтан йĕр тăвар, — терĕ Марук.

— Çапла тăвар пуль, пăявсене хăварар кунта. Эпир хамăр аслăк хыçне çитсен сасă парса тăрăпăр, эсир вара сасă еннелле утăр, — ăнлантарчĕ Елис кунта юлакан Виттюкпа тепĕр хĕрарăма.

Ку мунча патĕнчен сулахаялла пăрăнсан каллех çырмана лекме пулать. Çавăнпа Марукпа Ели старăн юра ашса сылтăмалла утма тăрăшрĕç. Нумай та каймарĕç — каллех хура мĕлке. Хальхинче Елиссен мунчи пулса кайрĕ ку. Вăл пахча хĕрринче ларать. Акă тинех! Аптăранă енне Елис мунчине аллипе хыпашласа пăхрĕ. Хăйсенех! Çапах та ĕç вĕçленмен-ха. Пăявсене йăтса килес пулать. Вăл вара:

— Эпир кунта хамăр мунчана тупрăмăр. Çакăнталла килĕр! Анчах пĕрин унта юлмалла пулать. Кайран пире кăшкăрса пĕлтерсе хамăр пăявсене тупма, — тесе хăра-хăрах хыттăн каларĕ.

Çакăн хыççăн пĕр хĕрарăмĕ Елиспа Марук сасă парса тăнă çĕре пăявне йăтса килчĕ. Ун хыççăн Тарьесен мунчи патĕнче юлнă Виттюк Марукпа Елиса хăй ăçта тăнине пĕлтерсе вăхăт-вăхăт сасă парса тăчĕ. Çапла майпа лешсем Тарьесен мунчи патне çитрĕç. Унтан Елиссен мунчи патĕнче юлнă хĕрарăм сасă парса тăрса виççĕшне те хăй патне пыма пулăшрĕ. Юлашкинчен Елис хăйсен аслăк хыçне çитсен пăявне юр çине пăрахрĕ те чăтайманнипе йĕрсе ячĕ. Пĕр пăяв улăмшăн мĕн чухлĕ нуша курчĕç вĕсем паян, мĕн чухлĕ тарăн юр ашрĕç!..

Çапла Кĕрхи сăраран пуçласа виçĕ уйăх ĕнепе сурăхсене пăявпа улăм йăтса тăрантармаллаччĕ. Пуçлăхсем халăха улăм февраль пуçлансан кăна пама тытăнатчĕç, малтан парсан колхоз выльăхĕсем валли çитмесрен хăратчĕç. Виттюкпа Елисăн чылай çул çавăн пек нуша кура-кура ĕне усрама тиврĕ. Каярах тин ял халăхне улăм кĕркунне пама тытăнчĕç. Çулсем иртсен ачисем ӳсрĕç, килтен тухса кайрĕç. Халĕ хулара мăнукĕсем тата кĕçĕн мăнукĕсем çитĕнеççĕ.

«Пирĕн атте-анне те ĕне усранă, мĕнле йывăр пулсан та пире сĕтпе çитĕнтернĕ. Эпир те вăй пур чух ĕне тытрăмăр, ачасене сĕтрен татман. Темиçе ĕне улăштартăмăр. Ку çутă хĕрлĕ ĕне уйрăмах ăнчĕ, сĕтне витрипе парать. Хам çумра ятарласа вĕрентнĕ пек çумлăн çӳрет. Ачасем ялта пурăннă пулсан ăна вĕсене памаллачĕ те, анчах пурте хулана кайса тĕпленчĕç вĕт. Ялта юлмаççĕ халь темшĕн çамрăксем. Хулара выльăх усрамалла мар, килти хуçалăх çук, ĕç çук, çавăнпа çăмăл пурнăç шыраса каяççĕ пулĕ те ĕнтĕ унта пурте. Ялта пирĕн пек ватăсем нумай халь, çамрăксем сахалланаççĕ. Кун пек пулсан малашне ялсем пушанса та юлĕç-ши ĕнтĕ?» — шутласа выртать Елис…

Хĕвелтухăç енчи чӳречерен кăвак çутă çапрĕ. Кил хуçи хĕрарăмĕ куç хупман-ха, пуçра тĕрлĕ шухăшсем. Çĕрĕпе çывăрмасăр унталла-кунталла çаврăнкаласа выртса шăм-шакки тем ĕçленĕ пек йывăрланчĕ. Урăх выртма чăтăмлăх çитмерĕ. Вăл тăрса чей вĕретсе ĕçрĕ те картишне тухрĕ, ĕне патне аслăк айне кĕчĕ. Лешĕ кавлесе выртать. Хуçи çине салхуллăн пăхса илчĕ те йывăррăн ура çине тăчĕ, паян кунтан тухса каймаллине ăнланнă пек хаш! туса тарăннăн сывласа ячĕ. Елисăн куçĕ шывланчĕ, пырне тем капланса килчĕ: паян ку ĕне, вунă çул çемьене тăрантарнăскер, картишĕнчен тухса каять вĕт. Чуна ыраттарать. Елис ĕнине апатлантарма тытăнчĕ. Çенĕкре кăштах юлнă уттине антарса пачĕ, унтан пӳрте кĕрсе çаврака çăкăра çурмалла касрĕ те пĕр пайне саппунĕпе чĕркесе аслăк айне илсе тухрĕ. Çапла çăкăра хуçса иле-иле ĕнине çитерсе ячĕ. «Унта сана çăкăр çитерекен пулĕ-и, пулмĕ-и — ман алăран çи-ха паян», — терĕ вăл. Унтан пӳрте кĕчĕ, анчах чунĕ вăрканипе нумай тăраймарĕ, каллех аслăк айне тухрĕ. Паян вăл ĕнине кĕтĕве яма шутламарĕ, юлашки кун унпа пĕрле пулас тесе кунĕпе алăран çитерчĕ.

Кĕтӳ аннă хыççăн çамрăк мăшăр ĕнене илсе кайма çитрĕ. Акă вĕсем пурте аслăк айне кĕчĕç. Сырăш енне пăхса тăракан ĕне вĕсем кĕнине курсан пуçне çавăрса пăхрĕ те тарăннăн хашлатса ячĕ. Елис ĕнене аллипе сăтăра-сăтăра ачашларĕ. Унтан мăйракине кантрапа çыхса илчĕ, ăна çамрăк арçынна пачĕ.

— Шуçăм, каçар ĕнтĕ… Питĕ кăмăла каякан ĕне пултăн эс, анчах эс паян тухса каятăн ĕнтĕ пирĕн çуртран. Сана эпир лайăх усрама тăрăшрăмăр, сан умăнтан утă татăлмарĕ. Ĕне çур пурнăç теççĕ те — çавăнпа пурнăçа ĕне пăхса ирттертĕмĕр. Ватăлтăмăр çав эпир, сана усрама вăй пĕтсе пырать. Эх, Шуçăм… Ман чĕрен пĕр пайне илсе каятăн ĕнтĕ эсĕ паян… Эс пирĕн юлашки ĕне пултăн, пирĕн картишне урăх ĕне чĕрни килсе пусас çук. Эх, мăнтарăн пурнăçĕ… Ĕнер кăна çамрăкчĕ эпир, чупса тенĕ пек ĕçлесе çӳреттĕмĕр. Ура çĕре перĕнместчĕ… Ултă пăтлă çĕрулми миххисене машина çине йăтса тиесе Астрахань хулине çитиех сутма каяттăмăр. Паян вара çĕрулми аврипе такăнса ӳкетпĕр… Вăхăт мĕнле хăвăрт иртсе кайрĕ… — куççуль витĕр каларĕ Елис.

Ĕне кил хуçи хĕрарăмĕн куçĕнчен пăхса илчĕ, хăйĕн куçĕсем шывланнă. Çамрăк арçын ĕнене çавăтса хуллен хапха алăкĕ патнелле утма пуçларĕ. Елис аллине ĕнен ăшă çурăмĕ çине хурса пычĕ. Алăк патне çитсен Шуçăм чарăнчĕ те пĕр вырăнта тăчĕ. Елис ăна мăйĕнчен ик аллипе ыталаса ачашларĕ, лăпкарĕ те курах кайрĕ: ĕне йĕрет! Унăн икĕ куçĕнчен куççуль тумламĕсем çутă хĕрлĕ çăм çинче йĕпе йĕр хăварса пĕрин хыççăн тепри аялти янах шăмми патне юхса анаççĕ… Çакна курнипе хĕрарăм пушшех хурланчĕ, ун пырне тем капланса килчĕ, куçĕсем каллех шывланчĕç. Вăл малтан хăй куççульне тутăр хӳрипе шăлса илчĕ, унтан ĕне куççульне пӳрнисемпе ачашшăн сĕртĕнсе типĕтрĕ. Çамрăк арçын кантрана ерипен туртрĕ те ĕнене малалла утма хушрĕ. Алăкран тухса темиçе утăм кайсан ĕне пуçне каялла çавăрчĕ те хуçисем çине пăхса му-у! тесе хыттăн макăрса ячĕ. Елис чунне тем касса кайрĕ.

Елиспа Виттюк çамрăк мăшăр хăйсен юлашки ĕнине çавăтса кайнине хĕреслĕ çула çитсе тепĕр урама кĕрсе çухаличченех пăхса тăчĕç.

Хĕвел анса пырать, сулхăн Пукрав çилĕ çĕр çинчи сарăхнă çулçăсене типнĕ курăк тăрăх чаштăртаттарса шутарса вĕçтерет.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Agabazar (2022-06-22 12:20:48):

пӳрт сутнă кун тени пурччĕ таçта

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ

 

Agabazar (2022-06-22 16:21:36):

Виççĕри ачана «хĕр пĕрчи» темеççĕ пуль

Содержанийĕ: тарăн

 

Agabazar (2022-08-24 20:51:10):

Сутнă пӳртри юлашки каç — Арсений Тарасов

Шухăшĕ: вăйлă

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: