Ик саспалли тӳпкелештерчĕ
Вăрçăран таврăнсанах Хусанти юристсем хатĕрлекен института вĕренме кĕтĕм. Вăрçă вăхăчĕ хăварнă юхăнчăк пур çĕрте те палăратчĕ. Институтăн общежити те çук, вĕренӳ класĕсен пӳлĕмĕсенче пурăнатпăр. Пӳлĕмре вун пилĕк студент таран, икĕ çын валли пĕр тумбочка, пысăк ушкăна вулама-çырма — пĕр сĕтел. Тăвăр ĕнтĕ, анчах никам та харкашман, килĕштерсе пурăннă, кашнин ĕçĕ куç умĕнче, пĕр-пĕринчен нимĕн те пытарман. Вăрăм коридорта лартса панă сĕтел патĕнче çĕр каçа черетпе дежурствăра пулаттăмăр. Пăтăрмах, хирĕçӳ-мĕн сиксе тухсан, çивĕч ыйтусене хамăрах татса параттăмăр.
Пирĕн тавра курăма анлăлатас тесе пулĕ çул пуçсен кĕнекисемпе статйисене нумай вулаттаратчĕç. Пĕррехинче Ленинăн «Мĕн тумалла?» статйи пирки реферат çырма каларĕç. Темиçе кун библиотекăна çӳресе хушнă ĕçе пурнăçларăм та преподавателе пама тесе пурин куçĕ умĕнчех тумбочкăна хутăм. Виç-тăватă кун иртсен Мордва Республикинчен килнĕ Антон Григорьев та реферат çырса пĕтерни çинчен сăмах хушрĕ.
— Хăçан ĕлкĕртĕн-ха? Библиотекăна кайса çӳремерĕн, Ленин статйине вуланине те курмарăмăр, — тапăнчĕç çакна ачасем. Чăннипе ачасем мар ĕнтĕ, вăрçăри вут-сулăм витĕр тухнă çамрăксем.
— Дежурствăра çĕрĕпе çыртăм, — терĕ Антон.
— Кăтарт-ха.
Антон ним пулман пекех тумбочкăран тетрадьне туртса кăларчĕ.
Пирĕнтен чи патварри, вăрăм пӳ-силлĕ Борис Хакин тетрадь листисене уçа-уçа пăхма тытăнчĕ.
— Ку мĕне пĕлтерет? — кăшкăрса ячĕ вăл. — Кусем мĕнле саспаллисем? Ленин ун пек çырман-çке.
Вăл тетрадь страницинчи текста тĕллесе кăтартрĕ: пролетари çул пуçĕн статйинчен ним улăштармасăр çырса илнĕ вырăна скобкăра ăнлантарса пани пур иккен, ăнлантарни хыçне икĕ саспаллипе П.К. тесе палăртнă. Почеркĕ Антонăн пулин те çав йĕркесене хам çырнине тӳрех тавçăрса илтĕм. П.К. ман ятпа хушаматăн (Павел Крысинăн) пĕрремĕш сас паллийĕсем пулни пуриншĕн те паллă пулчĕ. Григорьев ман тетрадьрен çырса илнĕ чухне çав саспаллисем мĕне пĕлтернине ăнланман курăнать. Ултав тӳрех çиеле тухрĕ. «Тĕттĕмле кăтартса илер ăна!» — кăшкăрса ячĕ тахăшĕ. Сиссе те юлаймарăм, тем самантра Григорьева утиялпа хупласа хучĕç, чышкăсемпе тӳпкелеме тытăнчĕç.
— Ан суй!
— Ан вăрла!
— Çын япалине ыйтмасăр ан ил!
— Намăса пĕл!..
Çак пăтăрмах çинчен сас-хура пирĕн пӳлĕмрен ниçта та тухмарĕ. Эпĕ çеç хама хам ӳпкелерĕм, тетраде тĕплĕнрех пытарса хумаллаччĕ, тӳпкелешӳ те пулмастчĕ.
Мĕншĕн аса илтĕм-ха тахçан пулса иртнĕ ĕçе? Студентсем пĕр-пĕринчен çырса илесси, шпаргалкăпа усă курасси, вĕрентекене улталама хăтланасси ĕлĕк те пуЛнă, халĕ те пур, малашне те пулĕ. Çакна такам сивлесен те вăл пĕтмĕ. Анчах юлташна нихçан та ан ултала, унпа яланах пĕр шухăшлă пулма тăрăш — çакă студентсен пĕр ăрăвĕнчен теприне куçса пыракан ырă йăла. Çакăн çинчен аса илтерес терĕм хальхи çамрăксене.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...