Тăван халăхăма
Кунтан ытла эс вăйлăрах пулаймăн.
Кунтан ытла пулаймăн аслăрах...
Çитет пире кун чухлĕ те, тăванăм!
Ыттисене кăшт лектĕр ытларах!
Çитет пире!.. Çапла-и, тăван халăх?..
Ятна яман эс, усал ĕç туман...
Ху Керменне ху аллупа эс тунă,
Çич ют ăна сана туса паман.
Эс курнине никам та тек ан куртăр,
Эс тӳснине ан тӳсччĕр ыттисем.
Эс, ав, паян та çамрăк та пит харсăр,
Çиçсе кăна тăраççĕ куçусем!..
Кайри — мала!.. Васкаканни — васкатăр,
Вăйĕпеле мухтанччăр вăйлисем...
Эпир санпа, тăванăм, васкамастпăр, —
Сикеççĕ, тет, вакка васкакансем.
Юрлас тесессĕн, Юррăмăр пур пирĕн,
Ĕçлес тесессĕн, — ан ӳркен кăна...
Кун хыççăн кун эпир çапла кунлатпăр,
Савса та тав туса кашни Куна...
Кунтан ытла эс вăйлăрах пулаймăн.
Кунтан ытла пулаймăн аслăрах...
Çитет пире кун чухлĕ те, тăванăм!
Ыттисене кăшт лектĕр ытларах.
06.10.21
Шухăшсем
Круглозвенные цепи — это не просто элем...
Лазерный уровень легко помещается в су...
Когда речь идет о ремонте, выбор правил...
В современном мире, где качество и безо...
Замечательное поэтическое творение...
Аван çырнă вăл вăхăтра ...
Кам пĕлет И...
Тĕлĕнмелле çырнă...
Сахал сăмахсемпех питĕ тарăн шухăшсем уç...
Мана питĕ килĕшрĕ...