Ҫил арманӗ
Çӳл ту çинчи çил арманĕ
Çил вĕрсен çеç авăрать.
Калаçма юратакан Самойлов мана хăй ĕçленĕ район, ытти районеемпе танлаштарсан, чылай малта пыни çинчен каласа кăтартрĕ.
— Çав çитĕнӳсемпе мухтанма пултараймастпăр-и-мĕн? — тесе ыйтрĕ те вăл ответне те хăех каларĕ: — Мухтанма пултаратпăр. Центр пулăшсан, тем те туса лартăпăр. Ĕçрен хăрамастпăр эпир. Килес çула кирпĕч завочĕ лартасшăн-ха. Постановление йышăнса хуни виçĕ уйăх. Центр пулăшсан — пулать.
— Ăçта лартасшăн эсир ăна?
— Ав çавăнта.
— Çĕмрĕк çил арманĕ хыçне-и? Районти ытти армансем те япăхса кайнă иккен. Çул тăршшĕпех вăрçса килтĕм. Ма юсаттармастăр?
— Юсама материал çук. Центр пулăшсан, вăл армансене веçех юсаса лартма пулать.
— Ну? Сирĕн йывăç сахал-и-мĕн?
— Сахал мар та... Йывăçран аптрамастпăр. Вăрманта пурăнатпăр теме те юрать.
— Мĕн кĕтетĕр апла?
— Центр пулăшасса кĕтетпĕр.
— Вăрман касма-и?
— Вăрман касма мар. Каснă вăрмантан шыв ураписем, çил алăкĕсем, тырă ураписем, шакмаксем, арман çуначĕсем, арман хӳрисем тума.
— Специалистсем çук-им?
— Специалистсем пур... Тата, каласан, арман чулĕсен кăшăлĕсене, йĕнерсене, йĕке тăпсисене тата ыттисене те тимĕртен тунă вĕт. Вĕсене юсама пултаракан кадрсем кирлĕ.
— Тимĕрçсем çук-им?
— Вĕсем те пур.
— Пур пулсан, тутарас пулать.
— Центр пулăшмасан та-и?
— Центр çине шан та, ху та алла усса ан лар.
— Центр пулăшмасан тума лайăх мар.
— Ма лайăх мар?
— Хăнăхманран пулас. Пĕр-пĕр çĕнĕ ĕçе центр хушмасăрах пуçласа ярсан, темскер çитмен пек туйăнать вара; ĕçес килет тесен, ĕçес килмест — тем çитмест. Центра: «Пире çав-çав ĕçе тума çав-çав япаласем, калăпăр, çавăн чухлĕ йывăç, е кирпĕч, е чул, е хăйăр, тăм парăр», — тесе хут çырса ярсан, вăл-ку лăштах пулать, — терĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...