Ан авăн, шĕшкĕ


Кăштах йывăр килнипе...

 

— Ай, якши! Ай, аван! — тет казах, эдĕ юрă сăваиие вырăсла куçарса парсан,—Пирĕн акынсем пскех юрра ăста-çке эсĕ, Астрăп. Юрри чаплă ĕнтă, хамăр аслă Джамбул хывнă тейĕн. Анчах хăть мĕн калăр та, «йĕкĕт» вырăнне «батыр» тесе юрламалла, капла пушшех те ăслăрах пулать. Ну, вĕренсе çитсенех Лизăна юрласа паратăп. Пуçла-ха, Астрăп.

Юрлама пуçларăм çеç — сасартăк пирĕн пуç çийĕнех тăшман снарячĕ чуна хăйракан сасăпа шăхăрса иртрĕ... Хам мĕнле ӳкнине те астумастăп.

— Ан авăн, шĕшкĕ, — терĕ кулса Курмангалиев, мана хăрах хултан çĕклесе.

— Каштах çилĕ вĕрнипе, — хушса хучĕ Ворончихин, тепĕр хултан тытса.

Калама çук вăтанса, тарăхса кайрăм. «Мĕнле-ха капла салтак ятне яратăп!» Ӳкнĕ чух çурăм хыçĕнчи катушкăсам аяк пĕрчисене самаях тĕрĕслерĕç, çапах та йынăшассăм-тăвассăм пулмарĕ: «Ан парăн, батыр!» — терĕм хама хам, шăла çыртсах.

Çитрĕмĕр полка. Пире çитерĕç те кантарĕç тесеттĕм. Кĕтсех тăр! Полк штабĕнче пире уйрăм заданипе тӳрех батальона ячĕç. Курмангалиев коммутатор умĕнче ларса юлчĕ, зпир Викторпа батальона кайрăмăр.

Батальон командирĕ малти траншейăрах вырнаçнă. Окопсенче салтаксем мăкăртатса калаçни илтĕнет. Пирĕн умрах — нимĕç хули.

Каç пулнăранпа чылай вăхăт ĕнтĕ, çанталăк сивĕтрĕ.

— Ну, Петенька, фашистсем чăрмантарман чух кăшт çывăрса илер-ха. Кун пек лăпкă каç сайра хутра çеç пулкалать, — тет Виктор.

— Çывăхра блиндаж пур-им? — тетĕп.

— Мĕнле блиндаж? — кулать тусăм, — траншея тĕпне çапă саратпăр та — çывăрма мамăк тӳшек çинчи пекех çемçе пулать. Пĕр-пĕрин çумне çурăмпа выртсан — кăмака çумĕнчи пек ăшă.

Чăнах та, фронтовик ĕшеннĕ шăмшакне çапă купи çинче те кантарма пултарать иккен, анчăх ку «ырлăх» вĕри кăмака çумĕнче киленсе выртнинчен урăхларах-мĕн... Çĕрĕпех шăнса аптрарăм. Виктор ман пĕрре те нăйкăшмасть, шӳтлесе кăна выртать. Хăйен те шăлĕсем шаккаççĕ, çапах та шӳт тăвать. Пулаççĕ те, çав вут-чулĕ пек çирĕп чунлă çынсем!.. Ир енне çеç кăшт тĕлĕрсе кайнăччĕ — Курмангалиев сасси вăратрĕ.

— Эй, Петĕр-батыр! Çиме тăр, курсак пуш-пушах пуль-ха сан?

— Курсакĕ пирки мĕн калăн ĕнтĕ! Çур талăк ытла пĕр тĕпренчĕк те ăша илмен,— тет Виктор, атă кунчинчен кашăк кăларса.

Фронтовикăн та хăйне май телей пурах çав: çĕрĕпех ĕнтĕркесе выртнă хыççăн, котелока чĕркуççи çине лартса, траншейăра вĕри яшка çимешкĕн мĕн тери аван иккен!

— Астрăп, сана Лизăран питĕ пысăк салам, — терĕ Курмангалиев, ытарлăн куç хĕссе.

Çăкăр татăкĕ кăшт çеç выра лармарĕ ман.

— Мĕн терĕн?!

— Çи, çи! Салам каларĕ тетĕп. Полк штабне апатпа пычĕ те пĕрехмай сан çинчен ыйтать.

— Ан тĕлĕнтер! Вара мĕн?

— Мĕн вара? Тӳр сăмахăн кукри çук. Петĕр чăн-чăн батыр пек çапăçать, терĕм. Хĕпĕртерĕ. Саншăн савăнать пуль ĕнтĕ, унсăр мĕнле хĕр салам калатăр?

— Пĕтертĕн пуçа, Курман!

— Тăшман пуçĕ пур çинче мĕншĕн сан пуçна пĕтерес? Пулăшрăм сана, пĕтермен. Юрататăн ху ăна, анчах пĕлтерместĕн... Эпĕ чăнлăха çеç хисеплетĕп, çавăнпа та чăтаймарăм: Лиза, терĕм, юратать сана Петĕр, терĕм.

— Эх, курман-килмен! Мĕн шутлĕ-ха Лисук ман çинчен? Ман пекки... батальонĕпе те...

— Ан кулян, — тет Виктор. — Мĕнтен кая эсĕ ыттисенчен? Малтанлăха çеç йывăр сана, çавă кăна. Пире те малтан йывăрччĕ. Вĕренсе çитрĕмĕр ак. Сана пулăшма пурте хатĕр эпир. Иртнĕ пухура комсомолецсем сан пирки калаçрĕç; юлташсем умĕнче эпир, Курманпа иксĕмĕр, санран ăста связист, маттур связист тăватпăр тесе сăмах патăмăр. Асту, часах хамăр йыша та илĕпĕр ак...

Йăпатрĕ. Пултарать вăл çынпа чĕререн калаçма. Ахальтен мар комсорг. Малти траншейăра пĕрле выртса тăнă хушăра эп ăна пушшех юратса пăрахрăм, уншăн тем тума хатĕр.

Çапла темиçе кун иртрĕ. Курмангалиев талăксерен икшер хут пирĕн пата апатпа килсе каять, кашнинчех Лисукран салам каласа хăварать. Хĕр саламĕ мана сивĕ окопра та ăшăтнăн туйăнатчĕ.

Пĕррехинче Курмангалиев апатпа килчĕ те Лисук çинчен пĕр сăмах та шарламарĕ.

— Лиза салам каламарĕ-им? — кулкаласа ыйтрĕ Виктор.

Казах ман çине пахса илчĕ те чĕнмерĕ.

— Курмангалиев! Ан асаплантар! — тетĕп хам та чăтаймасăр. — Лисук нимĕн те каламарĕ-им?

Ирĕксĕррĕн çеç тавăрчĕ Казахстан йĕкĕчĕ:

— Каламарĕ, ыйтрĕ кăна.

— Мĕн ыйтрĕ, хăвăртрах кала! — кăшкăрса ятăм эпĕ. Чĕрем, теме сиснĕ пекех, ыратса кайрĕ.

— Хама та темле лайăх мар пек пулчĕ, — пуçларĕ казах. — «Кала-ха, Курман, Петĕр батальонта чăнах та чи япăх салтак-и? Ма пурте пытаратăр манран?» — тет. Хăй çав тери пăшăрханнă.

Ку хыпара илтсен, алăри кашăкăм шăлтăрт! кăна тухса ӳкрĕ.

— Гончарук каласа панă! — терĕм тӳрех.

— Çук, Петенька, йăнăшатăн, — пӳлсех каларĕ мана Ворончихин. — Гончарука аван пĕлетĕп: куç хыçĕнче элеклекен çын мар вăл, чăн-чăн салтак. Лиза сан çинчен ăнсăртран çеç илтме пултарнă, анчах пĕлсех çитеймен-ха: пĕлнĕ пулсан, Курманран ыйтмĕччĕ.

— Гончарук — пит маттур старшина, — кала пуçларĕ Курмангалиев. — Ун пеккипе аптрас çук. Кăшт хаяртарах командир та ĕнтĕ — пултăр-и, çав лайăх та! Юпи çĕрĕк пулсан, хӳми çирĕп пулаймĕ, теççĕ.

— Мĕн калĕ ĕнтĕ Лисук мана? «Эх, земляк!» тейĕ çав йĕрĕнсе...

— Ан парăн, батыр, ан парăн! — юрласа ячĕ Виктор, кашăкĕпе сулкаласа.

— Э-э, тăхта, тăхта, Ворончихин! Хальхинче малтанхи самахĕсемпех юрлас пулать, — пӳлчĕ тусне казах. — Мĕнлеччĕ-ха? «Ан сивĕн, савни, ан сивĕн...» Çаплаччĕ-и-ха, Астрăп? Йывăç çамрăкла çеç авăнать, теççĕ казахсем. Эс ан авăн: юратать пулсан, «кăштах сăмах илтнишĕн» сивĕнмĕ. Асту ăк, батальонĕпĕ те сан пек маттур связист пулмĕ! Пĕр йăнăш тумасăр тӳрех ăста пулаймăн.

«Курăпăр-ха, кам пулăп унта. Япăх салтак пулсан та, авăнас мар, пуçа усас мар, малалла пăхас!»

Виçсĕмĕр эпир пĕр-пĕринпе ылмашăнса ĕçлетпĕр çавăнпа та тепĕр кунне полк штабне кайма мана черет çитрĕ. Каймарăм. Маттур связист пулмасăр та Лисук куçĕ умне курăнас мар тесе тупа турăм. Хам вырăна Ворончихина кайма ыйтрăм. Вăл, виçсĕмĕртен аслăраххи пулин те, ман сăмаха итлерĕ, кăмăлĕ ырă çав — вырăс кăмăлĕ.

Анчах Лисукпа тĕл пулассинчен пурпĕрех хăтăлаймарăм. Ворончихин кайсан, тепĕр куннех пирĕн пата термоспа яшка илсе килчĕ вăл. Шăпах траншейăна, эпĕ ларнă çĕре, çитсе кĕчĕ. Кĕске кĕрĕк, шурă çăмлă мулаххай, хулăн шăлавар тăхăннă, арçын ача пек. Çипуçĕ йĕп-йĕпех. Пичĕ нар пек хĕрлĕ, çӳçĕ арпашăнса кайнă, леш чăрсăр çӳç пайăрки хăлха çумĕнче кăтраланса вĕçкелет. Хĕр ăшша пиçĕхнĕ, ывăннă, йывăррăн сывлать, çапах хаваслăн кулкалать.

— Аран шыраса тупрăм, — терĕ вăл, траншея тĕпне ларса. — Уй урлă каçнă чух фашистсем кăштах персе ӳкермерĕç. Хырăмпа шуса халтан кайрăм. Пăх-ха, Петĕр, —кăтартрĕ вăл термосне ман ума лартса.

— Акă...

Термоса пуля шăтарнă иккен, Çавна курсан, эпĕ хам хуйха та манса кайрăм.

— Лиза! Мĕншĕн кунта çитиех килтĕр? Сире амантма е вĕлерме пултараççĕ.

Хĕр ман çине пăхрĕ те ăшшăн-ăшшăн йăлкăшса кулчĕ. Хура пĕлĕт айĕнчен сарă хĕвел тухнăнах туйăнчĕ. Хам ăçта ларнине те мантăм...

— Пĕлетĕн-н, Петĕр, мĕн аса килчĕ мана, — тет Лисук. — Хамăр колхозри çураки вăхăчĕ... Пичче хирте тракторпа сухалатчĕ, эпĕ ун патне апатпа тухаттăм. Çакăн пек лараттăм та ун умне — вăл çинине пăхса савăнаттăм. Шăкăлтатса кăна калаçаттăмăр... Халĕ Карпатра çапăçать вăл...

— Э-эй! Пĕтĕм Чăвашстан пухăннă-çке кунта! — траншейăна Курмангалиев çиксе анчĕ. — Салам, Лиза! Аллаха шĕкĕр кучченеçпе килнĕшĕн... Казахсем ахальтен каламан çав: повар мулларан та хаклăрах, тенĕ. Курсак пуш-пушахчĕ-ха.

Курмангалиевăн кирек хăçан тă шӳт тупăнать, ним çукранах култармалли тупать вăл.

— Пурнăç юсанать, Лиза, — тет казах, çапă купи çине ларса.

— Акă тӳшек те мамăкран, пӳртĕмĕр те çĕнĕ, лартнăранпа эрне те çитмен-ха. Арăм та çамрăк авă (вĕр-çĕнĕ автоматне кăтартать), пĕр-пĕрне хытă саватпăр, ан та çулăхтăр çичĕ ют...

— Курман, — ыйтрĕ Лиза сасартăк, — эсĕ-и вăл каçхине комбат патĕнче лараканни?

— Вара?

Хĕр сăнĕ тĕксĕмленчĕ: урăх сăмах кĕтнĕччĕ пулас вăл.

— Çук, нимех те мар. Полк штабĕнче комбат сана мухтарĕ эппин: ман связист питĕ маттурскер, терĕ.

— Çук, ман çинчен мар... Полк штабĕнче каçхине комбат патĕнче Петĕр пулчĕ,— терĕ Курмангалиев, хăй чапне ман çине йăвантарса. Тĕрĕс мар тесшĕнччĕ эпĕ ăна, анчах тусăм мана сăмах чĕнме те памарĕ, калаçăва тӳрех урăх çĕрелле пăрса ячĕ.

Ĕненчĕ-ши ăна Лисук, ĕненмерĕ-ши? Темшĕн ун сăнĕ савăнăçлăн йăлкăша пуçларĕ. Каяс умĕн тин салхуланчĕ вăл, пĕркунхи пекех хурлăхлăн та ăшшăн пăхса илчĕ те ман çине, алă тытрĕ:

— Чипер юл, Петĕр. Асту, сыхланарах çӳре, — терĕ шăппăн.

Çак сăмахсем яланлăхах чĕреме кĕрсе юлчĕç. Ăçта кăна, мĕнле çапăçусенче пулмарăм пуль ун хыççăн — яланах çак сăмахсем аса килетчĕç.

Тепĕр куннех наступлени пуçланчĕ, Виçĕ кун çапăçнă хыççăн Пилькаллен хулине илтĕмĕр. Хĕрӳ кунсем килсе çитрĕç. Кайрăмăр вара фашистсене хăваласа — кунсерен темиçе ял çавăрса илетпĕр. Лини карса та ĕлкермелле мар: халĕ çеç çыхăну йĕркелетĕн, тепĕр сехетрен кабеле катушка çине чĕркетĕн те каллех çĕнĕ вырăна куçатăн. Выртса канма та, ал-ура типĕтсе илме те вăхăт çук, пĕр чарăнмасăр малалла каятпăр. Пирĕн тылри чаçсем кая юлчĕç. Лизăна пĕр-икэрне кураймарăм. Мĕн тери тĕл пулас килнине сăмахпа калаймăн та.

Нивушлĕ мана вăрçă хирĕнче юратмах тӳр килчĕ-шим? Кунта кашни сехетрех тăшман пули темĕнле вăйлă юратăва та татма пултарать.

— Вăрçă вăл çухатусăр мар та-ха, çапах те хытă савакан темле йывăрлăха та çĕнтерет, — тет мана Курмангалиев. — Кăна эпĕ хамран каламастăп, пирĕн хĕвеллĕ Казахстанра акынсем çапла юрлаççĕ.

Фашистсене малаллах хăвалатпăр. Инстербургран иртрĕмĕр, Кенигсбергалла çывхаратпăр.

Фронтовик пурнăçне кунсерен хăнăхса пыратăп, хам ĕçе те йĕркеллех тăвакан пултăм. Пуля, снаряд сассине те хăнăхса çитрĕм ĕнтĕ. Тупăсем тилĕрсе пенĕ чух та çывăрма пултаратăп. Çапах та кунпах чун лăпланмасть. Юлташсем çине пăхатăп та, вĕсем маттуррине кура чун савăнать, анчах хам çинчен шухăшлама та аван мар: батальонти чи айван салтак вĕт! Хам тĕллен ĕçлессе те, çапăçасса та шансах каймастăп. Связист ĕçĕ вăл, Курмангалиев пек каласан, сăвă çырасси пекех, йывăр та кăткăс ĕç: пĕрин май килет, теприн — яхăнне те пымасть.

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6 7

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Вол (2012-01-24 15:27:51):

Мĕн калăн ĕнтĕ 1946 çулта çырнă япала пирки?

 

Андрей Шур (2013-02-16 13:00:43):

Александр Артемьев пек илемлĕ çыракансем питĕ сахал... Шел...

 

Геннадий (2023-01-07 19:42:03):

Мĕнле вуламан - вуланă паллах тахçанах . Радиокомпозици те пурччĕ пулас . Паян çĕнĕрен вуласа тухрăм маннă пекскере .. Вăйлă !

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: