Лайăх эмел
Завод общежитинчи Викторов хушаматлă çамрăк рабочи пурăннă 49-мĕш пӳлĕмре ватă енне сулăннă хĕрарăм тăрать.
— Пулăшсам ĕнтĕ, Ванюшка, — тет кравать çинче выртакана. — Ара, завода япăх çӳрекен пулса кайрĕ. Ялан ĕçет. Прогул тăвать. Ăна ӳкĕте кĕртме пулăш мана. Прогул тăвасран хăтар ăна.
— Хăтар тетĕн? — тенĕ Викторов ленчешке кравать çинчен тăрса. — Хăтар теме вăл çăмăл, анчах ăна...
Карчăк йĕрсе яма хатĕрленнине сиссе:
— Ну, юрĕ, — терĕ карчăка. — Хурăнташ майпа пулăшу парăп... Усси пулсан пырĕ.
Сĕтел хушшине кĕрсе ларса, вăл пĕр хут татăкĕ çине тем çырса, карчăка тыттарать.
— Ку хутпа ман мĕн тăвас? — тет карчăкĕ.
— Упăшкуна тыттар.
Карчăк Викторова чĕререн тав туса, вăл панă хута хĕвне чиксе хурать те тухса каять.
Килне çитсен хайхи хута хĕвĕнчен кăларса чей ĕçсе ларакан упăшки умне хурса, вулама хушнă.
— Камран ку хут? — ыйтнă упăшки, чей чашкине сĕтел çине лартса, хутне алла илсе.
— Хамăрăн Ванюшкăран. Ĕçкей ачи çырать...
Упăшки хайхи хута, лĕпĕше çунаттинчен тытнă чухнехи пек, асăрханса тытнă та вулама тытăннă.
— «Эпĕ, Викторов Иван, рабочи, Степан Егорчук рабочие социализмла ăмăртăва тухма чĕнетĕп. Условисем: прогул пĕрре те тумалла мар. Брак та, простой та пулмалла мар. Ĕç тухăçлăхне 5 процента çити ӳстермелле. Ку заявление эпĕ стена хаçачĕ çинче кăларатăп тата завкома паратăп. Рабочи Викторов».
Степан Егорчук самантлăха ним чĕнмен, кайран чышкипе сĕтел çине çапса илнĕ те шăртланса кайнă, хырман, кăвакарнă сухалне хыçкаласа кăшкăрса тăкнă:
— Ах, йĕпе сăмса! Ах, шăркалчă! Хăйне заводра ĕçлеме хам вĕрентрĕм, вăл, çавна пăхмасăр, хăй мучăшне ăмăртăва чĕнме хăять. «5 процент ӳстерме» тет. 5 мар, 10 ӳстерĕпĕр. Сана, шăркалча, кăтартăпăр... Чăххине çăмарти вĕрентмест. Манпа ăмăртса ĕçлес тесессĕн, сахал мар тар кăларма тивĕ-ха!..
Тутăхса кайнă перо тытнă та, .ӳт-пĕвĕпе сĕтел çине усăнса ĕç тухăçне 10 процент ӳстерме пулса, хирĕçле чĕнӳ çырнă.
Ик эрне иртсен, Егорчук карчăкĕ каллех хайхи Викторов умĕнче тăнă. Тутăр тулли кучченеç чĕркесе пынă.
— Ох, чунтан-вартан тав тăватăп сана, Ванечка! — тенĕ вăл Викторов çине шутсăр ăшă куçпа пăхса. — Ĕнер 300 тенкĕ чиксе таврăнчĕ. Ĕлĕк 50 та чиксе таврăнаймастчĕ... Ĕçме пăрахрĕ, ахаллĕн ĕçе вăхăтра тухса каяймăн, тет. Васкать. Сана вăл май мар вăрçать, апла пулин те, эпĕ сана çав тери тав тăватăп, çав тери тав тăватăп...
Алăкран такам шакканă.
— Кам тата унта? — ыйтнă Викторов шаккакантан.
— Пирĕнпе пĕр çуртра пурăнакан арăмсем иккĕн килнĕ, — ăнлантарса каланă карчăк Викторова. — Вĕсене те пулăшу парах ĕнтĕ. Хут çине мана çырса панă пек вĕсене те çырса парсам ĕнтĕ. Упăшкисене вĕсем те прогул тума пăрахтарасшăн.
— Ав мĕнле! — тенĕ те Викторов кулса янă.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...