Каҫ кӳлӗм, ӗнтрӗк...
Ак ĕнтĕ каллех — миçемĕш хут! — чĕре хăй çинчен аса илтерчĕ. Пăчăртать те пăчăртать пĕр хĕнхенмесĕр. Васкамасăр. Хуллен. Тăрăшса та типтерлĕ ĕçлекен çын пек. Ыратмасть те пек-ха чĕри, ахаль кăна кансĕрленнĕ пек, анчах хушăран хушă такам йĕплĕ перчеткепе сĕртĕннĕн кăртах сиктерет. Сывлама çăмăл мар, йывăр. Хăратать те тата. Таса та сиплĕ сывлăша тăраниччен кăкăр тулли çавăрса сывласа илсенех чĕре пачах тапма чарăнассăн туйăнать.
«Ватти çитет иккен-ха манăн та, — хĕрхӳн кулса илчĕ хăй ăшĕнче Пăркухви Мишши пӳрт умĕнчи кивĕ пĕрене çине майлашăнса ларнă май. — Ку таранччен ним те ыратса курманччĕ. Систернине-мĕнне те астумастăп. Мĕн çав... больница ăçта ларнине те пĕлмен. Çынсенчен хамах кулмастăмччĕ-и, ара, «çĕрĕк кăмпасем» тесе? Эх-ха-ха-ай! Халь ак пăх та кур эс ăна...»
Сӳрĕк çанталăкри витерсе вĕрекен сивĕ çил çине пăхмасăр кивелсе тĕссĕрленнĕ пиншак тӳмисене вĕçертрĕ те вăл сулахай кăкăрне çуркаланса пĕтнĕ, тӳрленейми пулнă пӳрнисемпе чылайччен каллĕ-маллĕ сăтăркаларĕ. Пăртак çăмăл пек туйрĕ-ши хăйне, ик аллипе пĕрене çине тĕренсе решеткеллĕ карта çумне сĕвенчĕ. Капла ларма малтанхипе танлаштарсан çăмăлрах та, канлĕрех те. Ĕшенни иртнĕ пек, яра куна пуçа çĕклемесĕр çĕрулми пуçтарнипе туртса суракан пилĕк лăш кайнă пек. Иртен пуçласа каçчен кĕреçепе ĕçленĕрен алă та сăркăлтатать. Хуплана-хуплана килекен çумăр пĕлĕчĕсене пăхмасăр хуть çакăнтах выртса кан. Ватлăх кунĕ — савăнмалăх кун мар çав, çĕрулми пуçтарнипех çапла ывăнмалла-и?
Ларать каçхи урамра киленсе Пăркухви Мишши. Сывлăшĕ, кĕр кунĕсенче çăралса тасалнăскер, ытла та техĕмлĕ. Сывласа тăранмалла мар,
Çил, каçа хирĕç хускалнăскер, вăйланнăçем вăйлансах пырать. Ирхине хĕвел тухнă чух тӳпере пĕр пĕлĕт татки те çукчĕ, кунĕпех шăнкăр уяр тăрассăн туйăнчĕ. Кĕтерин калани тӳрре килчĕ. «Ирхи тӳпере пĕр пĕлĕт татки те çук пулсан пĕлсех тăр — çанталăк пăсăлатех», — тенĕччĕ вăл. Чăнах та, кăнтăр апачĕ тĕлне пĕлĕтсем картлана-картлана пуçтарăнчĕç, пĕр хушă явăнкаларĕç те хулăнлана-хулăнлана шӳсе çитрĕç, вара хăйсен йывăрăшне тӳсеймесĕр аялтан та аяла анса пынă май йĕпхӳ пĕрĕхтерме тытăнчĕç. Таврана каç сĕмĕ çапрĕ. Пĕр тытăннă çумăр, упа сĕлехи пек çеç лĕпĕстетрĕ пулин те, кунĕпех чарăнмарĕ, çĕре пылчăклантарсах ячĕ, анчах уя тухнă халăх, пулнă пурлăха сая ярас мар, вăхăтрах пуçтарса кĕрес шухăшлăскер, саланмарĕ. Халь ак колхозниксем каç сĕмĕпе киле салансан тӳпе те уçăлнă пек пулчĕ, упа сĕлехи сӳрĕлчĕ, ярăнса иртекен хулăн пĕлĕтсем хушшинчен асра-тĕсре кăвак тӳпе те, сип-сивĕ сăнлă та тарăнскер, ыран та çумăрлă кун килессе систерсе, хăйне кăтарт-каларĕ.
Урамра — сивĕ. Хăйне евĕрлĕ раснарах сивĕ. Шăпах пирвайхи юр кĕç-вĕç татăлса анасса систерекен хăюсăр сивĕ. Кун пек чухне кирек камăн та пӳртре, кăмака ăшшинче, ларас килет, урама та чун туртмасть текех: чуна чурăслантаракан вăхăт вăл, хура кĕр вăхăчĕ. Пăркухви Мишши вара çак кунсене килĕштерет. Пысăк тĕрĕслев вăхăчĕ пек туйăнать ăна çак тапхăр. Уй-хире мĕн юлни, выльăх-чĕрлĕх валли хĕле хирĕç апат ытлă-çитлĕ хатĕрлени, вут-шанкă çăва тухма çитет-и, — пĕр сăмахпа, çын вăр-варлăхĕ, ĕçченлĕхĕ шăп та лăп çакăн пек хура кĕр кунĕсенче ывăç тупанĕ çинчи пек витĕрех курăнать. Нихăш кĕтессине те çынран пытарса юлаяс çук, юлсан та — хăвăнтан ху пытараймăн. Эппин, юлашки мехелӳпе тăрăшма тивет шартлама сивĕре ăшă кăмака çинче ват шăммусене пĕр хуйхă-суйхăсăр хĕртсе-çемçетсе выртас тесен. Шухăшĕсемпе Пăркухви Мишши тата чылайччен эйленсе ларĕччĕ, анчах хăй умĕнчех макăрса тăракан шур çăлтăрлă хура сурăха курсан тӳсеймерĕ, ура çине тăчĕ, хăйĕнчен уйрăлса кайтăр тесе темиçе те аллипе хăмсарчĕ. Лешĕ вара лӳпперĕн пилĕк-ултă утăм пăрăнать те каллех ват çын патне пырса макăрать. «Эк-кей, пулать те вĕт выльăх! — вăрçрĕ ăна Пăркухви Мишши. — Çапла аташса çӳриччен чупасчĕ килне. Е килӳ ăçтине манса кайрăн-и? Часах вĕрентетĕп-ха ак сана!» Ватă çын карта çумĕнчи вĕлтĕрен хыттине хуçса илнĕ çĕре сурăх, мĕн пуласса ăнланнă пекех, тарма ĕлкĕрнĕ, унăн сасси аякран та аякка кайса çĕтрĕ.
Урамра кампа та пулин курса калаçас тесех тухнăччĕ Пăркухви Мишши. Ку вăхăтра иртен-çӳрен курăнкалаканччĕ. Аташса кĕтӳрен юлнă выльăх-чĕрлĕхне шырама тухнă-и унта кам та пулин е, калăпăр, кӳршĕ патне тăвар илме каçать — хĕрӳ ĕç вăхăтĕнче кун пекки те сахал мар пулать! — Сăмах хушатăн унпа, хыпар-хăнар пĕлетĕн. Тепĕр тесен, çынни хăй чипер сывлăхлă пулни мĕне тăрать тата! Хаваслăн тавăрчĕ сан ыйту çине, кăмăлĕ лайăх — эппин, пурте йĕркеллĕ, пурте вырăнта. Эй, ĕнтĕ, мĕн... пĕлетпĕр, сисетпĕр пĕр сăмахранах. Уйра кунĕ-кунĕпе арăмĕпе пĕрле ĕçлесе тунсăхланăскерĕн, — çĕрулми пуссинче пĕр ĕçе тытăнсан кӳршĕ-аршăпа çеç мĕнех юмахлăн пĕрмай? — Тĕнче хыпарне те пĕлес килен кăмăл пур. Хаçат вулать-ха вăл, пĕр сăмахне те сиктермест, анчах çынпа калаçнă чух интересли вăл мар, юлташун шухăшĕ, уйăн сăмахĕ кăмăллă. Юлашки вăхăтра кăвак çутăллах тăрса пахчари çĕрулмине кăларса тĕпсакайне тирпейлесе хучĕç. Колхозăнне пуçтарса кĕриччен тăхтас мар, çанталăк пăсăлса кайĕ те иксĕмĕре йывăр килĕ, шăн айне юлсан-тусан ял-йыш мĕн калĕ терĕ мăшăрĕ. Пăркухви Мишши, малтанласа арăмĕн сăмахне хăлхана та чикесшĕн марскер, ӳкĕте кечĕ, кашниех çапла шухăшла пуçласан мĕн патне пырса тухасси пирки тавçăрса илчĕ те унăн сăмахĕпе килĕшрĕ. Тĕрĕс калать Кĕтерин. Ӳркенменни çеç сахал. Ыттисем пирки шухăшламалла. Юлашки вăхăтра, ватлăхра, Мишша ытларах та ытларах хăй çинчен шухăшла пуçларĕ. Платникре ĕçлет — пуртă вĕçне вутă сыппи те пулин çаклатса килетех. Çакăн пирки шахвăртса каларĕ ĕнтĕ мăшăрĕ. Кĕтерин — çемçе кăмăллă çын. Чĕрене касса çурмалла сăмаха тӳрремĕн пемест. Аякран, хуллен-хуллен çавăрса хурать те — чылайччен пит тĕлкĕшсе çӳрет вара. Капла ак, Кĕтерин каларăш, никам та тиркешмелле мар пек-ха. Ир-каç ху пахчунта чакаланатăн, кăнтăрла халăхпа пĕрле — уйра. Тепĕр тесен, вĕсем колхоза ĕçлеме тухмасăр та пултараççĕ. Кам пĕр ӳпкевлĕ сăмах калатăр? Иккĕшĕ те тивĕçлĕ канура. Пенсире, эппин. Анчах çакăн пек вăхăтра мĕнле питпе ик алла кĕсьене чиксе ларăн? Чирлĕ-и вĕсем? Вăй-хал пĕтсе килнĕ-и? Ĕçлемесĕр ларса шăмма-шакка хытарас-и? Çитменнине, ӳссе çитни-çитĕнменни ялтан аяккалла тапаççĕ. Амăшĕн сĕчĕ те типсе çитмен — ялтан тараççĕ. Ларнă пӳртĕн тĕтĕмĕ тухма чарăнтăр — хăнк та тумаççĕ. Ăна-кăна шутлама пĕлет-и ĕнтĕ хăшĕ-пĕри? Иртнине аса илме тытăнсанах тутана чалăштаратпăр пулать те... Колхозра кам тăрмаштăр эпир пулмасан? Хуларан сайра пĕрре килекен шефсем-и? Эй-яй-яй! Хуларине шанакан пултăмăр иккен пур енĕпе те. Ăна шан та ху та маххă ан пар. Çак шухăш, — ялти ĕç вăйĕ, çамрăк алăсен вăйĕ, кемелсе пыни, — Пăркухви Мишшине паян кăна мар, тахçантанпах тăвăнтарать. Малтанлăха кун пирки шутласах кайманччĕ вăл. Виçĕм çул ак, шăпах хăй пенсие каяс умĕн, пĕртен-пĕр ывăлĕ Алюш, авланнă, ачаллă-пăчаллă пулнă çын, — тин çеç çартан таврăннăскер пулнă пулсан юрĕччĕ, айван, ăс кĕрсе çитмен темеллеччĕ, — Шупашкара пурăнма куçса кайсан ваттин сасартăках, пĕр кунта, шалтăр вăй пĕтрĕ. Сăнран та улшăнчĕ вăл. Ӳчĕ тата ытларах кĕреленчĕ, пит çинчи пĕрмеке те пĕр харăсах, пĕр кунтах йышлăланчĕ. Вăл такамран хăранăн курпунне кăларса, пуçне çĕрелле усса ури айĕнче тем шыранăн çӳреме тытăнчĕ. Тăван килне, кайăк вĕçсе кĕрейми çирĕп хуçалăха, пăрахса кайнишĕн ывăлĕпе хирĕçмерĕ вăл, пĕр сăмах та урăх каламарĕ. Ăш-чик вара лăштах пушанса юлчĕ, такам тытса силленĕ хыççăнхи пекех, пушă та сивĕ ăшра. Кайран-ха вăл, Алюшăн çырмара ларакан пĕчĕк мунча евĕр пӳртне хăтласа çитерсен, хăна-вĕрле пуçтарса кăштах сăйласан, ашшĕ, эрех хăвачĕпе хăюлланнăскер, ывăлĕпе калаçса чунне уçма шутларĕ. Пултараймарĕ унсăрăн. Тӳсеймерĕ. Ывăлĕн пурнăçĕнчи çак утăмне ăнланаймарĕ вăл. Мĕн килĕшмерĕ Алюша ашшĕ килĕнче? Тен, ашшĕ, тен, амăшĕ мĕнпе те пулин чăрмантарчĕ çамрăк мăшăра, мĕнпе те пулин юраймарĕ тен? Пурăнан пурнăçра тем те сиксе тухать... Уйрăм пурăнас килчĕ тĕк, мĕнех, — Пăркухви Мишши çынран катăк-им? — пулăшăттăмăр, шатрун çурт лартса панине сиссе те юлаймăттăр. Ян! янраса тăрĕччĕ сарă сухăрлă, çурта пек хыртан лартнă чаплă пӳрт. Çук иккен. Вăл та, ку та мар. Килĕшмест ялти пурнăç — ĕçĕ те пĕтнĕ!
Калаçу, ĕмĕтленнĕ, шухăшласа хунă калаçу, пулмарĕ. Çыпăçмарĕ калаçу. Пĕр тĕвве сыпăнмарĕ. Çук, хирĕçмерĕç те, тавлашмарĕç те ашшĕпе ывăлĕ, анчах... Килсе çӳреççĕ ывăлĕпе кинĕ. Манмаççĕ ашшĕпе амăшне. Мĕн пултарнă таран пулăшаççĕ: анкартинче-мĕнре ĕçлесе те, укçи-тенкипе те. Ĕçме-çимеллине те, ыттисен ачисем пек мар, сумки-сумкипех илсе килеççĕ. Алюш çине пăшăрханма сăлтав çук, кирлĕ те мар пăшăрханма. Амăшĕн мĕнле те, ашшĕн чунĕ çапах та вырăнта мар. Иртнĕ эрнере кăна Алюш пĕр пысăк машина вутă тиесе килчĕ. Пĕр-пĕччен хăй пушатрĕ. Çынсем ăмсанса пăхса иртнине çĕкленӳллĕ кăмăлпа сăнарĕ ун чух Пăркухви Мишши. Анчах...
«Чун сивĕнчĕ-ши вара Алюшран? Мĕн мăрăлтатмалла ĕнтĕ ман, тепĕр тесен? Кашнин хăйĕн пурнăçĕ, кашни хăй пĕлнĕ пек пурăнать. Ачи ман кăмăллă. Чунĕ пур ун. Эрех-таврашĕпе иртехмест, çынна усал тумасть. Халăхра — сумлă çын. Тата мĕн çитмест мана, ват кăрккана? Савăнмалла çеç вĕт, пĕр шутласан! Эпĕ вара...» — çак пăшăрхануллă шухăш сăвăс пек çырăнать те пуçа, çывăрма выртсан та ыйхă килмест вара Мишăн. Паян та çавна пулах, ăшри кĕвĕлӳ пăртак сĕвĕрĕлтĕр тесе кампа та пулин курса сăмах çапасшăнччĕ, ăшра мĕн каланине сирсе ярасшăнччĕ. Çук, пулмарĕ ăша пуçарасси. Ĕç вăхăчĕ çав. Камах çӳретĕр урам тăрăх пĕр тĕллевсĕр сулланса. Çĕрулми тухăçлă кăçал, шултра, йышлă. Çавна кура чун хĕпĕртет. Кĕрес те килмест уйран. Хăшĕ-пĕри таврăнман та-и, ав, чӳречесенче çутă курăнсах каймасть. Е çутма ир-терех тенĕ-ши?
— Миша, Миша, тетĕп. Ăçта мурне кайса çухалтăн çак? — илтĕнчĕ лаçран мăшăрĕн сасси. — Апат çиме тахçанах вăхăт çитнĕ. Сивĕнсе кайĕ тата!
Ватă çын юриех илтмĕше печĕ. Карта çумне сĕвенсе тăнăскерĕн, халь киле кĕме те, сĕтел хушшине ларма та кăмăлĕ пулмарĕ, çаплипех пĕр-пĕччен хăй шухăшĕсемпе айлашрĕ.
— Миша, урама тухса ларман-и çак эс? Яшка сивĕнсе каять терĕм-çке! — каллех чĕнчĕ мăшăрĕ. Хальхинче унăн сассинче йăлăну пурри сисĕнчĕ.
— Юрĕ-ха, Кĕтерин, эпĕ таçта çухалман, темиçе ан чĕн. Лаç умĕнчех тăратăп чĕлĕм туртса, — ӳркевлĕн хирĕç сас пачĕ Пăркухви Мишши. — Тух эсĕ те, каçхи сывлăшпа уçăлкалăпăр.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...